Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ» (выр. День защитника Отечества) — Раҫҫейре тата СССР республикисен йышне унччен кӗнӗ патшалӑхсенче ҫулсерен нарӑсӑн 23-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв. 1922 ҫултанпа СССРта ҫак куна ҫулсерен Хӗрлӗ ҫар кунӗ пек палӑртнӑ, 1946 ҫултанпа — Совет ҫарӗн кунӗ пек, 1949–1992 ҫулсенче Совет ҫарӗн тата Тинӗс-ҫар флочӗн кунӗ ятпа палӑртнӑ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче мӗнпур совет гражданӗсемшӗн, ҫар ҫыннисемсӗр пуҫне, ӗҫ кунӗ шутланнӑ.

Совет Союзӗ аркансан Раҫҫейре уява Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тесе палӑртаҫҫӗ, вӑл Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗн кунӗ шутланать. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ — хӳтӗлев сферипе ҫыхӑннӑ е унта вӑй хунӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен уявӗ.

Уяв йӗркеленни

Чӳкӗн 26-мӗшӗнче революциччен Раҫҫей империйӗнче Георги кавалерӗсен кунне уявланӑ. Уява 1769 ҫулта ордена туса хунӑ кунпа ҫыхӑнтарса йӗркеленӗ пулнӑ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене пурне те ярса илме пултарнӑ анлӑ уяв Раҫҫейре урӑх пулман.

Малтанхи тапхӑр

1918 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Совет Раҫҫейӗн халӑх комиссарӗсен Канашӗ Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарне туса хурасси ҫинчен калакан Декретне кӑларнӑ (большевиксен правительствин официаллӑ пичет органӗнче 1918 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче пичетлесе кӑларнӑ[1]). Фронтра хӑй ирӗкӗпе салтак ретне кӑракансен ҫӗнӗ ҫарне ҫырӑнма пуҫланӑ, вӗсенчен полксене ҫаврӑнакан хӗрлӗармеецсен ротисем йӗркеленнӗ[2].

Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Германин тата Австрипе Венгри ҫарӗсем мӗнпур Хӗвелтухӑҫ фрончӗпе вӑйлӑн тапӑнма пуҫланӑ. Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Петрограда хӳтӗлеме Революциллӗ хӳтӗлев комитетне туса хунӑ, ӑна Яков Свердлов ертсе пынӑ. Нарӑсӑн 22-мӗшӗн каҫхине Владимир Ленин чӗннипе Петрограда Могилёвран Аслӑ главнокомандующийӗн штаб начальникӗ, маларах генерал ятне тивӗҫнӗ Михаил Бонч-Бруевич ҫитнӗ, тӗрӗссипе каласан Совет Раҫҫейне тулашри тӑшмансенчен хӳтӗлес ӗҫе вӑл ертсе пынӑ. Ленинпа тата влаҫри ытти ҫынсемпе канашланӑ хыҫҫӑн Бонч-Бруевич Смольнӑйра ӗҫе пуҫӑннӑ, унта вӑл Ленин йышӑнакан кӳршӗллӗ кабинетра вырнаҫнӑ[3].

Ревель, Псков тата Нарва енне тапӑнса пырассине Германин 8-мӗш ҫарӗн вӑйӗсем ертсе пынӑ, вӗсен йышӗнче ултӑ дивизи тата ытти чаҫсем пулнӑ. Псков енне тапӑнса пынӑ ӗҫе Германин 5 полкӗ пурнӑҫланӑ[4]. Нимӗҫсем доброволецсенчен тӑракан пысӑках мар отрячӗсемпе тапӑнса пынӑ, вӑл ушкӑнсем «хирӗҫ тӑнине тӗл пулмасӑр хыҫра пыракан тӗп вӑйсенчен мала иртсе поездсемпе, автомашинӑсемпе тата ҫунасемпе мала куҫса пынӑ»[5]. Нимӗҫсем талӑкне 50 ҫухрӑм таран куҫнӑ[6]. Пинск — Двинск — Рига линийӗнчен пуҫласа нимӗҫсем пӗрремӗш эрне хушшинчех Минск, Полоцк, Псков, Ревель хулисене йышӑннӑ.

1918 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Халӑх комиссарӗсен Канашӗ нарӑсӑн 21-мӗшӗнче йышӑннӑ «Социализмла тӑван ҫӗршыв хӑрушлӑхра!»[7] тата Наколай Крыленкон «Ҫар главнокомандующийӗ чӗнсе каланине» пичетленӗ, вӑл ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫленнӗ: «<…> Пурте хӗҫ-пӑшал тытӑр. Пурин те революцие хӳтӗлеме тӑмалла. Пурин те окопсем чавма тытӑнмалла тата окопсем чавакан отрядсене йӗркелессине вырӑнти канашсен тумалла, ҫак ӗҫ валли яваплӑ комиссарсене уйӑрмалла, кашни отрядӑн тулли ирӗклӗх пулӗ. Ҫак приказа мӗнпур хула тӑрӑх, пур канашсене инструкци евӗр саланмалла»[7]. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Халӑх комиссарӗсен Канашӗн председателӗ Ленин «Правда» хаҫатра «Мир или война» статьяна пичетленӗ, унта вӑл хӑвӑрт кӑна мирлӗ килӗшӳ тума кирли ҫинчен ҫырнӑ; статья вӗҫӗнче вӑл ҫапла чӗнсе каланӑ:

… революциллӗ ҫара сӑмах-юмахпа тата кӑшкӑрашса ҫеҫ хатӗрлемелле мар (кӑрлачӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн таракан ҫарсене пулӑшас тесе нимӗн те туманнисем ҫапла хӑтланчӗҫ), ку ӗҫе пӗтӗм халӑх хутшӑнакан ӗҫе туса чӑн та хӑватлӑ ҫар туса пурнӑҫламалла.

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пысӑк хуласенче массӑллӑ митингсем иртнӗ, ҫынсен хӑйсен ирӗкӗпе Хӗрлӗ ҫара йышлӑн ҫырӑнма тытӑннӑ, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче вара фронта пӗрремӗш хӗрлӗармеецсен отрячӗсем тухса кайнӑ[8].

Нарӑсӑн 23-мӗшӗ хыҫҫӑн хӗрлисен отрячӗсем Германи ҫарӗсене хирӗҫ тӑма тытӑннӑ. Валке хулинче тапӑнса килекен нимӗҫсен чаҫӗсем латыш стрелокӗсен отрячӗпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче тухнӑ «Правда» хаҫат ҫапла ҫырнӑ: «Валкӑра нимӗҫсен тапӑнакан отрячӗпе 300 ҫынлӑ латыш стрелокӗсем хушшинче ҫапӑҫу пырать». Тытӑҫусем ҫавӑн пекех Псков, Ревель патӗнче, Гдов районӗнче пынӑ[4][8].

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ирхине Германи курьерӗ Совнаркома ультиматумне илсе ҫитернӗ; шухӑшлама 48 сехет уйӑрнӑ. РСДРП(б) ЦК ларӑвӗнче Ленин, ыттисем вӑйлӑ хирӗҫ тӑнӑ пулин те, ЦК пайташӗсене ультиматума йышӑнтарнӑ. Ленин мир килӗшӗвне Германи условийӗсемпе йышӑнма ыйтнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх чи кирли — «пролетари хӑйӗн аллине илнӗ влаҫа мӗнле те пулин упраса хӑварасси»[9][10][11]. Нарӑсӑн 24-мӗш каҫӗнче ӑна йышӑннӑ. Анчах та ҫапӑҫусем пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче мирлӗ килӗшӗве алӑ пусичченех пынӑ[4].

1918 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Правда» хаҫатра пичетленнӗ «Йывӑр, анчах питӗ кирлӗ урок» статьяра В. И. Ленин ҫав кунсенчи лару-тӑрӑва ҫапла ҫырса кӑтартнӑ:

Полксем хӑйсен позицийӗсене сыхласа хӑварма килӗшменни ҫинчен, Нарва линине те хӳтӗлеме килӗшменни ҫинчен, каялла чакнӑ чухне пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкмалли приказа пурнӑҫламанни ҫинчен калакан пӗлтерӳсене асаплӑн та намӑс курса йышӑнма тиврӗ; тарни, йӗркесӗрлӗх, алӑ ҫитменни, хевтесӗрлӗх, ӗҫе тивӗҫлӗ пурнӑҫламанни ҫинчен каламастпӑр та (…) Совет республикинче ҫар ҫук.

Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче РСФСР халӑх комиссарӗсен Канашӗ мӗнпур влаҫ органӗсене Мускава куҫарасси пирки йышӑну тунӑ.

1918 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Германи условийӗсемпе Брест мирлӗ килӗшӗвне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Мускав тата Пӗтӗм Раҫҫей патриархӗ Тихон 1918 ҫулхи пушӑн 5 (18)-мӗшӗнче хӑйӗн ҫырӑвӗнче Брест мирлӗ килӗшӗвне хытӑ тиркесе тӑкнӑ: «Халӗ тунӑ мирлӗ килӗшӳ, ун тӑрӑх пирӗнтен православи ҫыннисем пурӑнакан чылай региона туртса илеҫҫӗ те, вӗсене тӗнпе ют тӑшман аллине параҫҫӗ, вуншар миллион православи ҫыннисем хӑйсен тӗнӗшӗн чун-чӗре енчен питӗ илӗртӳллӗ условисене лекеҫҫӗ, ... пирӗн халӑха тата Раҫҫей ҫӗрне ҫавӑн пек йывӑр чуралӑха кӗртекен килӗшӳ — ҫакӑн пек мирлӗ килӗшӳ халӑха кӗтнӗ канӑҫ та лӑпкӑлӑх кӳмӗ. Православи чиркӗвӗ вара пысӑк ҫухатупа хуйхӑ кӳрӗ, Тӑван ҫӗршыва вара шутласа илейми терт-нуша кӑтартӗ»[12].

Уява йӗркелени

1919 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче РККА Аслӑ ҫар инспекцийӗн председателӗ Николай Подвойский ВЦИК-а кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче РККА ҫулталӑк тултарнине уявламалли сӗнӳ ярать:

Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Халӑх комиссарӗсен Канашӗ Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарне туса хуни ҫинчен декрет кӑларнӑранпа ҫулталӑк ҫитет. Кӑрлачӑн 28-мӗшӗпе, декрета кӑларнӑ кунпа ҫыхӑнтарса Хӗрлӗ ҫара йӗркеленӗренпе ҫулталӑк ҫитнине уявлани аван пулӗччӗ.

Вӑл ыйтса ҫырни кая юлса ҫитнӗ, ҫавна май ӑна кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ҫеҫ пӑхса тухнӑ. ВЦИК сӗнӳ кая юлнине кура унпа килӗшмест. Апал пулин те кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Москанаш Президиумӗ «Хӗрлӗ ҫара йӗркеленӗренпе ҫулталӑк ҫитнине пӗлтерсе уяв йӗркелесси ҫинчен» ыйтӑва пӑхса тухать те ӑна Хӗрлӗ парне кунӗпе, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче уявлаканнипе, ҫыхӑнтарать. Хӗрлӗ парне кунне халӑх красноармеецсене парнесемпе тивӗҫтермелли хӑйне евӗр ыр кӑмӑллӑх акцийӗ пек планланӑ. Анчах нарӑсӑн 17-мӗшӗнче тунтикуна лекнӗрен Хӗрлӗ парне кунӗ тата, паллах, РККА йӗркеленӗренпе ҫулталӑк ҫитнине уявлассине ҫитес вырсарникуна, урӑхла каласан, нарӑсӑн 23-мӗшне куҫарнӑ. «Правда» хаҫат ҫапла пӗлтернӗ:

Хӗрлӗ парне кунне ирттерессине пӗтӗм Раҫҫейпех нарӑсӑн 23-мӗшне куҫарнӑ. Ҫак кун мӗнпур хуласенче тата фронтра кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ ҫара йӗркеленӗренпе ҫулталӑк ҫитнине уявлассине йӗркелӗҫ.

Кайран уяв пирки темиҫе ҫуллӑха манса кайнӑ, ҫӗнӗрен ӑна 1922 ҫулта палӑртма пуҫланӑ. Ҫав ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ВЦИК Президиумӗ Хӗрлӗ ҫарӑн 4 ҫул тултарни ҫинчен калакан постановленине пичетленӗ, унта ҫапла каланӑ[13]:

Пӗтӗм Раҫҫейри IX Советсен пухӑвӗнче кӑларнӑ Хӗрлӗ ҫар ҫинчен калакан постановленипе килӗшӳллӗн ВЦИК Президиумӗ ӗҫтӑвкомсене Хӗрлӗ ҫара йӗркеленӗренпе (нарӑсӑн 23-мӗшӗ) ҫулталӑк ҫывхарса килни ҫине тимлӗх уйӑрать.

undefined

Нарӑсӑн 23-мӗш кунне суйлани

1923 ҫулта РККА 5 ҫул тултарнине анлӑн уявланӑ, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче уявлани пӗтӗм Союза сарӑлнӑ. Л. Д. Троцкий алӑ пуснӑ 1923 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи Республика Реввоенсовечӗн приказӗнче уявламалли куна сӑлтавлакан пулӑма ҫапла палӑртнӑ: «тӑшмансене пула 1918 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче рабочисемпе хресченсен правительстви хӗҫпӑшаллӑ вӑй кирлине, ӑна йӗркелени ҫинчен пӗлтернӗ»[6]. Ҫав ҫулах «Военная мысль и революция» журналта нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ пӗрремӗш хӗрлӗармеецсен чаҫне йӗркелени пирки ҫирӗплетнӗ.

1933 ҫулта К. Е. Ворошилов (политика тӗлӗшӗнчен Троцкие хирӗҫ тӑраканскер) РККА 15 ҫул тултарнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ ларура ҫапла каланӑ[15]:

Сӑмах май каласан, РККА ҫулталӑк уявне нарӑсӑн 23-мӗшӗнче уявлани ытла та ӑнсӑртран пулса тухнӑ, ӑна ӑнлантарма пит йывӑр, истори датисемпе вӑл килӗшсе тӑмасть.

Апла пулин те, Сталин хыҫҫӑнхи вӑхӑтра С. Ф. Найда генерал-майор профессор Совет ҫарӗ ҫуралнӑ кунне уявлама ҫак куна суйланин сӑлтавӗ шӑпах нарӑсӑн 23-мӗшӗнче В. И. Ленин «Социализмла тӑван ҫӗршыв хӑрушлӑхра!» декретра чӗнсе каланӑ хыҫҫӑн Петроградра хӗрлӗармеецсен отрячӗсене йӗркелеме пуҫлани пулнине палӑрнӑ[16].

Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗрлӗ ҫӗршывра

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне СССР йышне кӗнӗ ҫӗршывсен ретӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

undefined

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ Раҫҫейре

РФ Аслӑ Канашӗн Хӳтӗлев тата хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пуҫарӑвӗпе уявӑн ҫӗнӗ ятне РФ Аслӑ Канашӗн Президиумӗ 1993 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче кӑларнӑ 4423-1 №-лӗ «Раҫҫей Федерацийӗн паллӑ кунне — Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне — палӑртасси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн кӗртнӗ.

2002 ҫултанпа РФ ФС Патшалӑх думин йышӑнӑвӗпе нарӑсӑн 23-мӗшӗ Раҫҫейре канмалли уяв кунӗ шутланать, ҫак куна РФ 1995 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче кӑларнӑ 32-ФЗ №-лӗ «Раҫҫейри ҫар мухтавӗн тата астӑвӑм кунӗсем ҫинчен» федераллӑ саккунӗпе килӗшӳллӗн «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи кунӗ» ятпа палӑртаҫҫӗ[17]. Ҫак саккунпа килӗшӳллӗн, «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ» Раҫҫей Федерацийӗнче Раҫҫейри ҫар мухтавӗн кунӗ шутланать.

2006 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче Патшалӑх Думи уява официаллӑ майпа ӑнлантарса панинчен «Хӗрлӗ Ҫӑр Германин Кайзер ҫарӗсене ҫӗнтернӗ кун (1918 ҫул)» сӑмахсене кӑларса пӑрахма, ҫавӑн пекех ҫак саккунра асӑннӑ уяв ятӗнче «хӳтӗлевҫӗ» ӑнлава пӗр хисепре (вӑл вӑхӑталла уяв ятне РФ Ӗҫ кодексӗн 112 статйипе килӗшӳллӗн ҫапла асӑннӑ пулнӑ) ҫырса хума йышӑннӑ.

Совет Союзӗ хыҫҫӑнхи Раҫҫейре нарӑсӑн 23-мӗшӗ — ӗҫ коллективӗсенче те, шкулсенче те, ҫемьесенче те анлӑ паллӑ тӑвакан уяв. Анчах ҫак кун персоналлӑ салама хӑш ҫынсем тивӗҫли пирки пӗр шухӑш ҫук. Виҫӗ шухӑш пур: профессиллӗ ҫар ҫыннисене кӑна саламламалла (арҫын-и е хӗрарӑм пулнине пӑхмасӑр); апла-и е капла-и ҫарпа ҫыхӑннӑ ҫынсене пурне те, уйрӑмах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене (ҫавӑн пекех, арҫын-и е хӗрарӑм пулнине пӑхмасӑр) саламламалла; ку Раҫҫей гражданӗ шутланакан мӗнпур арҫынсен уявӗ, унта арҫын ачасемпе ҫара кайма ҫул ҫитмен арҫынсем те кӗреҫҫӗ[18].

undefined

Мускавра иртекен уявӑн йӑли-йӗркисенчен пӗри — Кремль стенисем патӗнчи чаплӑ церемони, унӑн вӑхӑтӗнче Паллӑ мар салтак вилтӑпри патне чечек кӑшӑлӗсем хураҫҫӗ. Александровски сада Раҫҫей Президенчӗ, Федераци пухӑвӗн икӗ палата пуҫлӑхӗсем, ҫар ертӳлӗхӗ, влаҫӑн ытти представителӗсем, политика партийӗсен ертӳҫисем, чиркӳ священникӗсен пуҫлӑхӗсем ҫитеҫҫӗ[19]. Пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн патшалӑх гимнӗ янӑрать, унтан хисеплӗ хурал роти чаплӑ маршпа иртет. Халӑх анлӑ хутшӑнакан уйрӑм мероприятисене политика партийӗсем те йӗркелеҫҫӗ[20]. Каҫхине патшалӑхӑн аслӑ пуҫлӑхӗсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ уяв концертӗнче пулать. Ҫавӑн пекех каҫхине Мускавра тата Раҫҫейри ытти нумай хулара уяв салютне яраҫҫӗ[21][22]. Псковра Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ чаплӑ концерт, ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Ҫарӑн пӗрремӗш ҫапӑҫӑвӗсене халалланӑ палӑк умӗнче парад иртет[23][24][25]. Парадсем ҫак кун Раҫҫейӗн ытти хулинче те иртеҫҫӗ[26][27]. 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчи пулӑмӗсене халалланӑ реконструкцисем йӗркелеҫҫӗ[28][29][30]. Севастопольте Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне ҫеҫ мар, 2014 ҫулхи пулӑмсене асӑнса йӗркеленӗ Халӑх ирӗкӗн кунне те халалланӑ митинг иртет. Ун чухне нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Севастополь варринче Раҫҫейпе пӗрлешессишӗн пин-пин ҫын тухнӑ[31][32][33].

undefined

Раҫҫей гражданӗсемшӗн Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ — пӗлтерӗшлӗ те паллӑ дата. 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Общественное мнение» фонд ирттернӗ ыйтӑмӗн кӑтартӑвӗ тӑрӑх, ыйтӑма хутшӑннӑ 77 проценчӗ ҫапла пӗлтернӗ[34].

Нарӑсӑн 23-мӗшне, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне, ДНР-па ЛНР-та канмалли уяв кунӗ тесе пӗлтернӗ[35][36][37][38][39].

Беларуҫ Республикинчи Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тата Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен кунӗ

Беларуҫре республикӑн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен историйӗ Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн пуҫланнине, ҫӗршыв патшалӑхлӑхне йӗркелес тата упраса хӑварас ӗҫре вӑл пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ.

Ҫав ансат мар историллӗ тапхӑр нумай енлӗ интерпретацисемпе трактовкӑсем хӑварнӑ. Анчах та пирӗн чи кирлине асра тытмалла: шӑп та ҫав ҫынсем тата ҫав Хӗрлӗ ҫар пире наци пек йӗркеленме тата упранса хӑварма пулӑшнӑ. Ку вӑл — пирӗн ҫитес ӑрусене упраса хӑвармалли, вӗсене хӑвармалли никам ҫӗнтерейми тӗрӗслӗх.

Президент Республики Беларусь Александр Лукашенко[40]

Беларуҫпе Раҫҫей Федерацийӗн ҫар ҫыннисем «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне» халалланӑ пӗрлехи уяв мероприятийӗсене ирттереҫҫӗ[41][42]. Беларуҫри хӗҫпӑшаллӑ вӑйсем 100 ҫул тултарнӑ май 2018 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Гродно хулинче парад иртнӗ, унта авиаци вӗҫевне те курма май пулнӑ[43]. Ҫавӑн пекех хула-паттӑр ятне тивӗҫнӗ республикӑн тӗп хулинче, паттӑр крепость ята тивӗҫнӗ Брестра, Витебск, Гомель, Гродно тата Могилёв хуласенче вӑтӑр залпран тӑракан уяв салютне тӳпене янӑ[44][45].

Нарӑсӑн 23-мӗшӗ Украинӑра

Украинӑра официаллӑ майпа раштавӑн 6-мӗшӗнче Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен кунне уявлаҫҫӗ. Анчах та ӑна никам та палӑртманнине пула (ҫар чаҫӗсемпе карапсенчи ҫар ҫыннисене чаплӑ строя тӑратни, парадсем тата ытти уяв мероприятийӗсем йӗркелеменрен асӑннӑ кунта ҫарти хисеплӗ ятсем парассине ҫыхӑнтарайман), нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ӗлӗкхилле уявлама никам та чарманран 1999 ҫулта Леонид Кучма президент хушу кӑларнӑ хыҫҫӑн нарӑсӑн 23-мӗшне Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тесе саккунпа килӗшӳллӗн палӑртнӑ. Раштавӑн 6-мӗшӗ пекех ҫак кун та канмалли кун шутланман.

2008 ҫулта Украина президенчӗ Виктор Ющенко «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин чӑн-чӑн наци кунӗ» тесе кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ пулӑмсене халалланӑ «Крут паттӑрӗсен паттӑрлӑхӗн кунне» палӑртнӑ, ҫак куна асра тытмашкӑн пуҫарупа тухнине ырланӑ (2008 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Украина халӑх партийӗн Черкас облаҫӗнчи организацийӗ президента Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявлассине нарӑсӑн 23-мӗшӗнчен кӑрлачӑн 29-мӗшне куҫарма сӗннӗ)[46]. Апла пулин те, нарӑсӑн 23-мӗшӗ ӗҫ кунӗ юлсан та вӑл кунхине «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне» анлӑн уявлама пӑрахман.

2013 ҫулта «Рейтинг» социологи ушкӑнӗ нарӑсӑн 23-мӗшӗнчи уява халӑх мӗнле хаклани пирки ыйтӑм ирттернӗ. Халӑх хуравланӑ тӑрӑх 41 % нарӑсӑн 23-мӗшӗнче арҫынсене парне тума кӑмӑллӑ кун тесе пӗлтернӗ (уйрӑмах хӗрарӑмсем ҫапла хуравланӑ). 39 % хуравланӑ тӑрӑх ҫак кун ҫарпа унччен е халӗ ҫыхӑннӑ арҫынсен уявӗ (ытларах ҫапла арҫынсем хуравланӑ). Ҫав вӑхӑтрах 12 % ӑна совет саманинчен юлнӑ политикӑллӑ уяв тесе каланӑ, 7 % вара ҫак кун ахальскер кӑна тенӗ. Тӗпчев кӑтартӑвӗсемпе Украинӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ нарӑсӑн 23-мӗшне уяв пек йышӑнни палӑрнӑ[47].

2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Украина президенчӗ Пётр Порошенко нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Украинӑра Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявлассине пӑрахӑҫланӑ[48]. Нарӑсӑн 23-мӗшӗ вырӑнне ҫӗнӗ уяв — Украина хӳтӗлевҫин кунне — йӗркеленӗ, ӑна юпан 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Каярахпа унӑн ятне Украинӑн хӳтӗлекен арҫынсемпе хӗрарӑмсен кунӗ тесе улӑштарнӑ[49]. Юпан 14-мӗшӗнче чиркӳре Сӑваплӑ Турамӑш Пукравне палӑртаҫҫӗ, Украинӑра вара ҫак кун Украинӑри казаксен кунне, Украинӑри националистсем — Украинӑри повстанецсен ҫарне туса хунӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ[50].

Киргизири Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ

undefined

Кӑркӑстанра Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне кашни ҫул нарӑсӑн 23-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун, 2004 ҫулта йышӑннӑ Кӑркӑс Республикин Ӗҫ кодексӗпе (113-мӗш статья) килӗшӳллӗн, уяв кунӗ шутланать. Кӑркӑсстан Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен кунне ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ, вӑл канмалли кун мар.

Бишкекра ҫак кун мэри ҫурчӗ умӗнчи тӳремре Бишкек гарнизонӗн ҫар ҫыннисем чаплӑн тӑрса тухаҫҫӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн оркестрпа пӗрле вӗсем тӗп хулан «Ала-Тоо» тӗп тӳремне ҫити парадпа утса иртеҫҫӗ[51][52].

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ Казахстанра

Казахстанра Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кунта уявлассин сӑлтавӗ — 1992 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнче Казахстан президенчӗ (вӑл аслӑ тӗп ҫарпуҫӗ шутланать) Нурсултан Назарбаев наци хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене йӗркелесси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.

Нарӑсӑн 23-мӗшӗ Казахстанра официаллӑ уяв мар, анчах ҫак кунхине арҫынсем хӗрарӑмсенчен йӑлана кӗнӗ йӗркепе салам сӑмахӗсене тата парнесене тивӗҫеҫҫӗ[53].

Таджикистанӑн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене йӗркеленӗ кун тата хӳтӗлевҫӗ кунӗ

undefined

Таджикистанра нарӑсӑн 23-мӗшне Хӳтӗлевҫӗ кунӗ тата Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсем йӗркеленин кунӗ пек палӑртаҫҫӗ[54].

1992 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Таджикистан Президенчӗн Хушӑвӗпе Таджикистан Республикин Хӳтӗлев Комитетне йӗркеленӗ, ун йышне ҫӗршыв территорийӗнче вырнаҫнӑ пайсемпе пӗрлешӳсем, военкоматсем, штабсем, граждан хӳтӗлевӗн учрежденийӗсемпе формированисем, вузсен ҫар кафедрисем, ҫарпа юридици органӗсем, ҫар япалисемпе тивӗҫтерекен тата пулӑшӑкан пайсем кӗнӗ. Наци гвардине йӗркелес ӗҫе пуҫланнӑ. 1992 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Таджикистан Республикин Аслӑ Канаш Президиумӗн хушӑвӗпе Таджикистанӑн Хӳтӗлев министерстви йӗркеленӗ, ку вара нацин хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене йӗркелекен процесса пуҫарнӑ. Пӗрремӗш подразделенисене, чаҫсемпе пӗрлешӳсене Халӑх фрончӗн отрячӗсен никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ.

1993 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче СССР арканнӑ хыҫҫӑн, граждан вӑрҫи пынӑ хӗрӳ тапхӑрта Душанбере пӗрремӗш хут Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен ҫар парачӗ иртнӗ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче унччен те Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен кунӗ тесе паллӑ тунине кура, ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем ҫак куна Таджикистанӑн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем йӗркеленнӗ кун тесе йышӑннӑ[55].

Нарӑсӑн 23-мӗшӗ Арменире

Арменире ҫак кун патшалӑх уявӗ мар. Апла пулин те Ереванпа Гюмрире нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Армени хӳтӗлев министрӗ, Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен Тӗп штаб пуҫлӑхӗ, Арменири Раҫҫей Федерацийӗн чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ элчи, Арменипе Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен пысӑк вырӑн йышӑнакан офицерӗсемпе ҫар ҫыннисем, дипломати ведомствисен ҫыннисем Ереванти Ҫӗнтерӳ паркне ҫитеҫҫӗ. Вӗсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунисене асӑнса Паллӑ мар салтак палӑкӗ умне чечек кӑшӑлӗсем хураҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн парк тӑрӑх Армени тата Раҫҫей ҫар ҫыннисем парад стройӗпе утса иртеҫҫӗ.

Гюмри хулинче Мускав правительствин тулашри экономика тата тӗнчери ҫыхӑнусен департаменчӗ пулӑшнипе «Мускав ҫурчӗ» культурӑпа ӗҫ центрӗнче нарӑсӑн 23-мӗшӗ тӗлне эрменсен паллӑ юрӑҫсемпе музыкантсем хатӗрленӗ пысӑк концерчӗ иртет. Хулан драма театрӗнче вырӑнти ҫынсем, Гюмри хулине вырнаҫнӑ Раҫҫейӗн 102-мӗш ҫар базинчи ҫар ҫыннисем пуҫтарӑнаҫҫӗ[56].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Газета Временного рабочего и крестьянского правительства. — 20 января (2 февраля) 1918. — № 13 (58). — С. 1.
  2. ^ Черепанов А. И. «Под Псковом и Нарвой». — М. : Воениздат, 1956. — С. 18.
  3. ^ Ганин А. В. И. Г. Пехливанов — один из первых историографов Первой балканской войны. , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи копийӗ // promacedonia.org
  4. ^ 1, 2, 3 Николаев П. А. Интервенция Германии // Интервенция на Северо-Западе России 1917—1920 гг. — Российская академия наук, Институт российской истории, Санкт-Петербургский филиал. — СПб.: «Наука», 1995. — С. 93—99.
  5. ^ Черепанов А. И. Под Псковом и Нарвой. — М. : «Воениздат», 1956. — С. 71.
  6. ^ 1, 2 Гривенко В. Историческое переосмысление 23 февраля , Wayback Machine çинчи 2007 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнчи копийӗ // Независимое военное обозрение : интернет-газета // nvo.ng.ru (16 февраля 2007 года)
  7. ^ 1, 2 Газета Временного рабочего и крестьянского правительства, № 31 (76) от 23 февраля 1918 года, с. 1.
  8. ^ 1, 2 Кораблёв Ю. Защита Республики. Как создавалась Рабоче-крестьянская Красная армия. // Переписка на исторические темы: диалог ведёт читатель. — М.: Политиздат, 1989. — С. 160—161.
  9. ^ Барсенков А. С., Вдовин А. И. История России. 1917—2004 гг. : учеб. пос. для вузов. — М., 2005. — С. 62.
  10. ^ Ленин В. И. Мир или война (напечатано 23 февраля 1918 г.) // Полн. собр. соч. — Т. 35. — С. 368.
  11. ^ Войтиков С. С. Развитие взглядов высшего руководства Советской России на военное строительство в ноябре 1917 — марте 1918 г. // Вопросы истории : журнал. — № 10. — 2007.
  12. ^ Послание Патриарха Московского и всея России Тихона по поводу заключения Брестского мира. 5 (18) марта 1918 года.
  13. ^ Историческая справка о дне 23 февраля. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчи копийӗ // happy-year.narod.ru
  14. ^ С историей формирования Красной армии можно ознакомиться на выставке в Пскове. , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи акан 14-мӗшӗнчи копийӗ // pln-pskov.ru
  15. ^ Максим Хрусталёв. «Несокрушимая и легендарная». — Исторические корни Дня защитника Отечества. , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнчи копийӗ // km.ru (23 февраля 2010 года)
  16. ^ Найда С. Ф. Почему день Советской армии и Военно-морского флота празднуется 23 февраля? // Военно-исторический журнал. — 1964. — № 5. — С.115—117.
  17. ^ Федеральный закон Российской Федерации № 32-ФЗ от 13 марта 1995 года «О днях воинской славы (победных днях) России». , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнчи копийӗ Официальный сайт Президента Российской Федерации // kremlin.ru
  18. ^ Кого нужно поздравлять 23 февраля? Аргументы и факты (22 нарӑсӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  19. ^ В День защитника Отечества Святейший Патриарх Кирилл возложил венок к могиле Неизвестного солдата у Кремлёвской стены. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  20. ^ 23 февраля 2018 года. Москва. Шествие КПРФ. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
  21. ^ Полная программа мероприятий на 23 февраля в Волгограде. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
  22. ^ Москва отметила День защитника Отечества красочным салютом( ӗҫлемен каҫӑ)
  23. ^ В Пскове состоялся торжественный концерт, приуроченный к 100-летию Красной армии и Дню защитника Отечества. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  24. ^ 23 февраля 2016 года на площади у стелы в Крестах состоялся парад войск в честь Дня защитника Отечества. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
  25. ^ Парад в Крестах 23 февраля 2017 года. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  26. ^ Парад в День защитника Отечества в Омске. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ.
  27. ^ Парад в Североморске в честь 100-летия РККА. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  28. ^ В воскресенье во Всеволожске восстановили события февраля 1918 года, происходившие под Псковом. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  29. ^ Масштабная историческая реконструкция к столетию образования РККА состоялась в Пскове (ВИДЕО). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
  30. ^ Празднование Дня защитника Отечества в Псковской области. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  31. ^ На митинге в Севастополе без единого украинского флага выбрали нового мэра, гражданина РФ - СМИ (выр.). Интерфакс-Украина. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  32. ^ Двойной праздник: в Севастополе отметили 23 Февраля и День народной воли. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  33. ^ Выпуск «Севинформбюро» от 23 февраля 2018 года
  34. ^ О российской армии и 23 февраля. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
  35. ^ День защитника Отечества 2018 в Донецке. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  36. ^ Митинг по случаю празднования 100-летия со дня основания Красной армии прошёл в Луганске. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  37. ^ Глава ДНР объявил 23 февраля выходным днём. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  38. ^ В ЛНР подписан указ о праздновании 23 февраля. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  39. ^ ЛНР отметила День защитника Отечества награждением отличившихся, митингами и салютом (ФОТО). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
  40. ^ Александр Лукашенко принял участие в торжественном собрании, посвящённом 100-летию Вооружённых Сил Беларуси. , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчи копийӗ Национальный центр правовой информации Республики Беларусь // pravo.by (23 февраля 2018 года)
  41. ^ Российские и белорусские десантники на лыжах отметили 100-летие Красной армии. , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи копийӗ Телеканал «РЕН ТВ» // ren.tv (22 февраля 2018 года)
  42. ^ Ярослав Мирнов. В Пскове прошёл парад, посвящённый Дню защитника Отечества. — Участниками марша стали десантники из Пскова и Белоруссии, лётчики, спецназовцы и сотрудники УФСИН. , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнчи копийӗ Газета «Комсомольская правда» (Псков) // pskov.kp.ru
  43. ^ ВИДЕО. Военный парад к 100-летию Вооружённых Сил Республики Беларусь. Гродно, 23 февраля 2018 года. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнчи копийӗ // youtube.com (пользователь — «Телеканал Гродно Плюс»; опубликовано 24 февраля 2018 года)
  44. ^ Военный парад в Гродно прошёл с участием авиации. , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчи копийӗ «Белорусское телеграфное агентство» (БЕЛТА) // belta.by (24 февраля 2018 года)
  45. ^ Приказ министра обороны Республики Беларусь от 7 февраля 2018 года № 170 «О праздновании Дня защитников Отечества и 100‑летнего юбилея Вооружённых Сил Республики Беларусь». , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчи копийӗ Белорусская военная газета «Во славу Родины» // vsr.mil.by (23 февраля 2018 года)
  46. ^ Что же мы отпраздновали 23 февраля? Салідарнасць. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  47. ^ Фоторепортаж День защитников Отечества. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  48. ^ Указ Президента України № 806/2014 — Офіційне представництво Президента України. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  49. ^ Гендерна рівність: Рада перейменувала День захисника України. suspilne.media. Пӑхнӑ кун: 14 липень 2021. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.(укр.)}
  50. ^ День защитника Украины теперь будет ежегодно отмечаться 14 октября. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
  51. ^ Военный парад прошёл в Киргизии в День защитника Отечества. , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи копийӗ РИА «Новости» // ria.ru (23 февраля 2012 года)
  52. ^ В центре Бишкека военные устроили марш по случаю 23 февраля (видео). // mir24.tv (23 февраля 2013 года) , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи копийӗ
  53. ^ 23 февраля или 7 мая? Информационная система ПАРАГРАФ. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  54. ^ Парад в Душанбе 23 февраля 2013 года (видео) , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи копийӗ
  55. ^ 23 февраля — День защитника и День образования Вооружённых Сил Таджикистана , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи копийӗ
  56. ^ День защитника Отечества отметили в Армении. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем