Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ
Уяв | |
Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ | |
![]() Конституцин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ тупа тумалли экземплярӗ | |
Ҫирӗплетнӗ | 1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗнче пурӑнакансем ҫӗнӗ Конституцишӗн сасӑланӑ куна тӗпе хурса РФ Президенчӗ Борис Ельцин ҫирӗплетнӗ |
---|---|
Палӑртаҫҫӗ |
![]() |
Кун | раштав, 12, 1993 |
Уявлаҫҫӗ | çулсерен, раштавӑн 12-мӗшӗнче |
Йӑласем | ҫӗршывӗпех тӗрлӗ патриотла мероприятисем, савӑнӑҫлӑ митингсем, уяв концерчӗсем иртеҫҫӗ, тава тивӗҫлӗ юристсемпе тӳресене чыслаҫҫӗ, уяв умӗн 14 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксене пӗрремӗш паспортсем параҫҫӗ |
![]() |
Конституци кунӗ — кашни ҫулах раштавӑн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан патшалӑх уявӗ. Шӑпах 1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫӗршывӑн тӗп саккунне йышӑнма пулӑшнӑ пӗтӗм халӑх сасӑлавӗ иртнӗ[1].
Уяв кун-ҫулӗ
Совет Союзӗнче Конституци кунне уявламалли кун темиҫе хут та улшӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗп саккуна пӗрре мар йышӑннӑ. Конституцин пӗрремӗш кунне СССР Тӗп ӗҫ тӑвакан комитечӗн президиумӗн 1923 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнчи декречӗпе (Конституцине 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ҫеҫ СССР Канашӗсен II съездӗнче татӑклӑн йышӑннӑ) ҫирӗплетнӗ. Йышӑнупа килӗшӳллӗн тӗп саккун уявӗ куҫса ҫӳрекен пулнӑ — ӑна утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Анчах 1930 ҫулта совет предприятийӗсем вӗҫӗмсӗр производство эрни ҫине куҫсан Конституци кунне утӑ уйӑхӗн 6-мӗшне куҫарнӑ. Ҫапах та вӑл ӗҫ кунӗ пулса юлнӑ[2].
1936 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче Канашсен VIII чрезвычайлӑ съездӗнче ҫӗнӗ, «сталинӑн» текен Конституцие йышӑннӑ, ӑна йышӑннӑ кун вара пӗтӗм халӑх уявӗ тесе пӗлтернӗ. Сталин вӑхӑтӗнче СССР Конституцийӗн кунӗ, ҫаплах ӑна СССР Сталин Конституцийӗн кунӗ теҫҫӗ, кану кунӗ пулса тӑнӑ. Раштаври уява 1976 ҫулччен палӑртнӑ[2].
Ҫӗршывӑн тӗп саккунӗн ҫӗнӗ версийӗ 1977 ҫулта ҫуралнӑ. Официаллӑ мар ӑна «аталаннӑ социализм конституцийӗ» тесе ят панӑ. Юпан 7-мӗшӗнче ӑна СССР Аслӑ Канашӗн черетсӗр сессийӗнче йышӑннӑ, ун хыҫҫӑн «СССР Конституцине (Тӗп саккунне) йышӑннӑ куна пӗтӗм халах уявӗ тесе пӗлтерес» СССР саккунӗ тухнӑ. Юпан 7-мӗшӗ 1991 ҫулта Совет Союзӗ арканичченех кану кунӗ пулнӑ[2].
1993 ҫулхи Конституцие хатӗрлени
1990 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче РСФСР халӑх депутачӗсен I съезчӗ РСФСР патшалӑх суверенитечӗ пирки Деклараци йышӑннӑ. Документра тӗп саккунӑн ҫӗнӗ текстне хатӗрлемеллине палӑртнӑ. Ӑна хатӗрлесе йышӑниччен вара 1978 ҫулхи РСФСР Конституцийӗ (тӳрлетӳсемпе) малалла ӗҫленӗ[2].
Ҫӗнӗ Конституципе ӗҫлеме Халӑх депутачӗсен съезчӗн конституци комиссине 1990 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче туса хунӑ. Ӑна РСФСР Аслӑ Канашӗн председателӗ Борис Ельцин ертсе пынӑ. Тӑватӑ ҫула яхӑн вӑхӑт хушшинче, 1990 ҫултан пуҫласа 1993 ҫулччен, тӗрлӗ политика тата пӗрлӗх юхӑмӗсем саккунӑн 20-мӗш вариантне хатӗрленӗ, анчах та официаллӑ вӗсенчен иккӗшне ҫеҫ пӑхса тухнӑ. Пӗрремӗшӗн авторӗсем РФ Президенчӗ ҫумӗнчи харпӑр тивӗҫ-ирӗкӗн тӗпчев центрӗн канашӗн председателӗ Сергей Алексеев тата правительство председателӗн ҫумӗ Сергей Шахрай пулнӑ. Иккӗмӗш варианта Олег Румянцев ертсе пыракан Конституци комиссийӗн пайташӗсем хатӗрленӗ[2].
«Комисси йышне 100-е яхӑн кӗнӗ. Чӑннипе вара Конституци проекчӗпе ӗҫ ушкӑнӗ ҫеҫ — 12-15 ҫын — ӗҫленӗ. Комиссин «моторӗ» унӑн яваплӑ секретарӗ — 30 ҫулти Олег Румянцев — пулнӑ. Унпа пӗрле Конституци проекчӗпе тата темиҫе депутат хастар ӗҫленӗ, чи малтанах Виктор Шейнис, Юрий Рыжов, Борис Золотухин, Фёдор Шелов-Коведяев, Евгений Амбарцумов, Сергей Шахрай. Экспертсенчен Борис Страшуна, Леонид Мамута, Владимир Лафитские асӑнма пулать. Комиссин тӗллевӗ тӗнчери опыт ҫине таянса Раҫҫей конституци модельне тӑвасси пулнӑ», — Андрей Гольцблат[3].
1993 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Б. Ельцин пуҫарнипе патшалӑх влаҫ органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата общество организацийӗсен представителӗсем хутшӑннипе Конституци канашлӑвӗ иртнӗ, унта ҫӗнӗ Конституцин юлашки редакцине ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтрах РФ Аслӑ Канашӗпе Съезчӗ хӑйсен Тӗп саккун версийӗпе ӗҫленӗ, ӑна 1993 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче халӑх депутачӗсен X съездӗнче ҫирӗплетме палӑртнӑ. Анчах та ӗҫлекен президент Халӑх депутачӗсен канашне, унпа пӗрле РФ Аслӑ Канашне те салатса янӑ, вӗсен вырӑнне Федераци пухӑвне йӗркелеме шут тытнӑ. Анчах РФ Конституци сучӗ унӑн йышӑнӑвне тӗп саккуна хирӗҫлени тесе йышӑннӑ. Конституципе килӗшӳллӗн РФ Аслӑ Канашӗ Борис Ельцинӑн Президент полномочийӗсене чарса вӗсене РФ вице-президентне Александр Руцкоя панӑ. Васкавлӑ йӗркепе халӑх депутачӗсен X чрезвычайлӑ съездне пухнӑ. Депутатсем пухӑнса ларнӑ Мускаври Аслӑ Канаш ҫуртне Борис Ельцин хушнипе шалти ҫарсем тата милици хупӑрласа хунӑ. 1993 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче тӗп хулана ҫарсене кӗртнӗ, тепӗр кунне танкпа пенӗ хыҫҫӑн парламент ҫуртне штурмпа илнӗ. Оппозици ертӳҫисене, ҫав шутра парламент председателӗпе вице-президента, арестленӗ[2].
1993 ҫулхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче Ельцин ырланӑ конституци проектне Конституци канашлӑвӗн органӗсем — Общество тата Патшалӑх палатисем тата Конституци арбитражӗн Комиссийӗ — туса ҫитернӗ. Президент 1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче конституци проекчӗпе пӗтӗм халӑх сасӑлавӗ ирттересси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ[2].
«Ҫӗнӗ конституци тытӑмне тӗпе хурса пӗтӗм халах сасӑлавӗ ирттерес ыйтӑва татса памалла пулнӑ. Референдум ӑнӑҫлӑ ирттӗр тесен пурне те тивӗҫтерекен Конституци тавра пур политика вӑйӗсен, влаҫ органӗсен тата регионсен пӗтӗҫмеллеччӗ, ҫакӑ Раҫҫей патшалӑхне пӗрлештерес тӗлӗшпе пысӑк витӗм кӳчӗ. Ҫапах та ҫак утӑма тума политика вӑйӗсене пысӑк хӑюлӑх кирлӗ пулчӗ. Референдум тапхӑрне пурӑнса ирттерес тесен — влаҫ шайлашӑвне пӑсмасӑр, ҫӗршыв ертӳлӗхӗн пахалӑхне тата пулас ҫӗнӗлӗх ырри патне илсе пырасса шанса — пурин те чӑтмалла пулнӑ», — О. Г. Румянцев[4].
РФ Конституцине йышӑнни
РФ Конституцийӗн ҫӗнӗ вариантне 1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх сасӑлавӗпе йышӑннӑ, ҫав ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче «Российская газета» хаҫатра пичетленнӗ хыҫҫӑн вӑя кӗнӗ[5]. 1994 ҫулта РФ Президенчӗ «Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ ҫинчен» тата «Раштавӑн 12-мӗшӗнче кану кунӗ тӑвасси ҫинчен» хушусем кӑларнӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗ патшалӑх уявӗ тесе пӗлтернӗ[6].
Анчах та 2005 ҫултанпа Конституци кунӗ ӗҫ кунӗ, ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейӗн астӑвӑм кунӗ пулса тӑнӑ[7], мӗншӗн тесен 2004 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думи Ӗҫ кодексне тӳрлетӳсем йышӑннӑ, вӗсем Раҫҫейӗн уяв календарьне улшӑнусем кӗртнӗ[8].
Уявлани
Конституци кунӗ ӗҫ кунӗ пулсан та, раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫӗршывӗпех тӗрлӗ патриотла мероприятисем, савӑнӑҫлӑ митингсем, уяв концерчӗсем иртеҫҫӗ. Ҫак кун йӑлана кӗнӗ йӗркепе тава тивӗҫлӗ юристсемпе тӳресене чыслаҫҫӗ[9].
Уяв умӗн 14 ҫул тултарнӑ Раҫҫей ҫамрӑкӗсене пӗрремӗш паспортсем парасси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Ҫак кун шкул ачисемпе студентсенчен чылайӑшӗ уява халалласа вӗренӳ заведенийӗсенче ирттерекен тематика мероприятийӗсене хутшӑнаҫҫӗ[9].
Ӑнлантарусем
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 19.09.1994 г. № 1926 . Пӑхнӑ кун: 10 Раштав уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 21 Ҫурла уйӑхӗн 2021 ҫул.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Антон Новодережкин. День Конституции РФ. Что известно об основном законе страны и празднике в его честь . ТАСС (12 Раштав уйӑхӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 8 Раштав уйӑхӗн 2023.
- ^ Андрей Гольцблат Историческая правка: как принимали российскую Конституцию . РБК (12 Раштав уйӑхӗн 2028). Пӑхнӑ кун: 10 Раштав уйӑхӗн 2023.
- ^ О.Г. Румянцев. К истории создания Конституции Российской Федерации. О работе Конституционной комиссии (1990-1993 гг.) // Из истории создания Конституции Российской Федерации. Конституционная комиссия: стенограммы, материалы, документы (1990–1993 гг.) : в 6 т. / О. Г. Румянцев. — М.: Волтерс Клувер, 1992. — Т. 3. — . — ISSN 978-5-466-00354-3.
- ^ Конституция Российской Федерации от 25 декабря 1993 года, с изменениями от 30 декабря 2008 года . Российская газета.
- ^ В России отмечают День Конституции . Российский союз молодёжи (12 Раштав уйӑхӗн 2020).
- ^ Федеральный закон от 13 марта 1995 г. № 32-ФЗ «О днях воинской славы и памятных датах России» (выр.). Президент России. Пӑхнӑ кун: 9 Раштав уйӑхӗн 2023. Архивланӑ 26 Чӳк уйӑхӗн 2021 ҫул.
- ^ Дума изменила праздничный календарь, Вести (2004-12-24). Тĕрĕсленĕ 10 Раштав уйӑхӗн 2023.
- ^ 1, 2 День Конституции России: история и традиции праздника . РЕН ТВ (12 Раштав уйӑхӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 10 Раштав уйӑхӗн 2023.
Вуламалли
- Шахрай С. М. Оституции: Основной закон как инструменмент правовых и социально-политических преобразований. Отделение общественных наук РАН. М.: Наука, 2013. С. 5859.
- Бабурин С. Н. Русская государственность и Российское государство в системе ценностей и интересов современной политики, международного и конституционного права: морфология. М: ЮНИТИ-ДАНА, 2018. С. 161.
Каҫӑсем
- https://rg.ru/documents/2009/01/21/konstitucia-dok.html — Раҫҫей Федерацийӗн 1993 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче пичетленнӗ Конституцийӗ, 2008 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи улшӑнусемпе.