Тӑван Ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ

Тӑван Ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗРаҫҫейре ҫулсерен раштавӑн 9-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан асӑну кунӗ. 2007 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ 22-ФЗ №-лӗ федераллӑ саккунпа йӗркеленӗ, РФ Президенчӗ ҫирӗплетнӗ[1].

Ҫак кун Совет Союзӗн Паттӑрӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсене, Сӑваплӑ Георгий орденӗн кавалерӗсене тата Мухтав орденне тивӗҫлисене чыслаҫҫӗ[2].

2007 ҫулта ҫак кун Мускавра Совет Союзӗн Паттӑрӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсен тата Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсен Раҫҫейри пӗрремӗш музейне уҫнӑ[3][4].

Уяв йӗркеленнин историйӗ

Астӑвӑм кунӗ Раҫҫей империйӗнче паллӑ тӑвакан Георгий кавалерӗсен кунӗпе ҫыхӑннӑ, ку уява 1769 ҫултан пуҫласа 1917 ҫулччен уявланӑ[5].

Раҫҫей империйӗнче

1769 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче (кивӗ стильпе чӳкӗн 26-мӗшӗнче) Раҫҫей императрици II Екатерина аслӑ ҫар наградине — Асап нумай тӳснӗ тата Ҫӗнтерӳҫӗ Сӑваплӑ Георгий ячӗллӗ Император ҫар орденне — йӗркеленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Раҫҫей империйӗнче Сӑваплӑ Георгий орденӗн кавалерӗсен кунӗ ятлӑ уяв йӗркеленнӗ[2].

Ордена ҫапӑҫусенче уйрӑмах паттӑрлӑх кӑтартнӑ ҫар ҫыннисене панӑ. Наградӑн 4 степень пулнӑ, вӗсенчен пӗрремӗшӗ — чи асли. Раҫҫей империнче 10 пин ытла ҫын Сӑваплӑ Георгий орденӗн кавалерӗ пулса тӑнӑ, вӗсенчен 25-шӗ орденӑн аслӑ степеньне тивӗҫнӗ (Александр Суворов, Григорий Потёмкин тата ыттисем)[6].

Сӑваплӑ Георгий орденӗн тулли кавалерӗсем пулма тӑваттӑн тивӗҫнӗ: Михаил Кутузов, Михаил Богданович Барклай-де-Толли, Иван Паскевич-Эриванский, Иван Дибич-Забалканский. 1849 ҫулта Пысӑк Кремль керменӗн пӗр залӗнче асӑннӑ орденӑн кавалерӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ[7].

1917 ҫулхи Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн ҫак уява пӑрахӑҫланӑ. 1919 ҫул тӗлне Раҫҫей империйӗнче паракан награда системине, ҫав шутра Сӑваплӑ Георгий орденне те, пӑрахӑҫланӑ[8].

СССР-та

1934 ҫулхи ака уйӑхӗнче СССР ЦИК Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята ҫирӗплетнӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ячӗпе пӗрле паракан уйрӑм паллӑна — «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале — СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвне кӑларса 1939 ҫулта йӗркеленӗ[9].

СССР аслӑ наградине чи малтан «Челюскин» экипажне пӑр ҫинчен хӑтарнӑ 7 летчик тивӗҫнӗ: Анатолий Ляпидевский, Василий Молоков, Николай Каманин, Маврикий Слепнёв, Михаил Водопьянов, Иван Доронин[4]. 1946 ҫул тӗлне ҫапӑҫусенче паттӑрла ӗҫ тунӑшӑн е пысӑк ҫӳтӗнӳсемшӗн аслӑ степеньлӗ наградӑна 12 777 ҫын (айӑпа кӗнӗшӗн ҫак хисеп паллинчен хӑтарнӑ 72 ҫынсӑр) тивӗҫнӗ[10][11].

1943 ҫулта СССРта ҫӗнӗ ҫар орденне — Мухтав орденне — йӗркеленӗ, унӑн тулли кавалерӗсем (3 степень) СССР Паттӑрӗсемпе тан пулнӑ. Унӑн статучӗпе тӗс гамми (хӑшпӗр уйрӑмлӑхсемсӗр пуҫне) Сӑваплӑ Георгий орденӗн пек пулнӑ[6]. Анчах та СССР-та Сӑваплӑ Георгий орденӗн кавалерӗсен кунӗ евӗр астӑвӑм кунӗ пулман[8].

Раҫҫей Федерацийӗнче

СССР арканнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ята тата вӗсен уйрӑм паллине — «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале — Раҫҫей Федерацийӗн 1992 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи 2553-I №-лӗ саккунӗпе ҫирӗплетнӗ. 2000 ҫулта Сӑваплӑ Георгий орденӗ каллех ҫӗнӗрен Раҫҫейӗн награда системине кӗнӗ[12].

Раҫҫей Федерацийӗнче чи малтан Георги кавалерӗ 2008 ҫулта Сергей Макаров генерал-полковник пулса тӑнӑ[13]. «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале тата Раҫҫей паттӑрӗн ятне чи малтан Сергей Крикалев космонавт (1992 ҫулхи акан 11-мӗшӗнчи РФ президенчӗн указӗ) тивӗҫнӗ[13]. 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗ тӗлне Раҫҫей Паттӑрӗ ятне 1992 ҫултанпа 1,2 пин ытла ҫын тивӗҫнӗ[8].

Астӑвӑм кунӗ шутланакан Тӑван Ҫӗршывӑн Паттӑрӗсен кунне Раҫҫей Федерацийӗн 2007 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 22-ФЗ № Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ[1]. 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче РФ Патшалӑх думин Председателӗ тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн Аслӑ канашӗн Председателӗ Борис Грызлов журналистсене интервью панӑ май ҫак уяв пӗлтерӗшне ҫапла ӑнлантарнӑ:

«Сӑмах революцичченхи Раҫҫейре раштавӑн 9-мӗшӗнче Георгий кавалерӗсен кунне паллӑ тунӑ уяв ҫинчен, ӑна ҫӗнӗрен йӗркелесси пирки пырать. Тӑван Ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунне те ҫав кунпах ҫыхӑнтарӗҫ. Вӗсен хӑйсен уяв кунӗ пулма тивӗҫ»[13].

2007 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче депутатсен пуҫарӑвне Федераци Канашӗ ырланӑ, 2007 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин ҫирӗплетнӗ[1].

Уявланин йӑлисем

Ҫак кун РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче салтаксене стройпа тӑратаҫҫӗ тата аслӑ ҫар хисепӗсене — Совет Союзӗн Паттӑрӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, Сӑваплӑ Георгий орденӗ, Мухтав орденӗн кавалерӗ — тивӗҫнисене халалласа ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ[2]. Раҫҫейри мӗнпур хулисенче те пуҫ хунӑ Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫисене халалласа лартнӑ мемориалсемпе обелисксем патне чечек кӑшӑлӗсем хурса церемонисем иртеҫҫӗ[5].

Тӑван Ҫӗршывӑн Паттӑрӗсен кунӗнче Кремльти Георгий залӗнче халӑха савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура йышӑнаҫҫӗ. Хӑнасен йышӗнче — Совет Союзӗн Паттӑрӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсем, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем тата Сӑваплӑ Георгий орденӗн кавалерӗсем, ҫавӑн пекех РФ правительствин членӗсем, Федераци Канашӗн тата Патшалӑх думин пайташӗсем, унсӑр пуҫне культура, ӑслӑлӑх тата ӳнер ӗҫченӗсем. Уяв тӗрлӗ обществӑлла организацисемпе культура учрежденийӗсем хастар пулӑшнипе иртет[3][7][13].

2020 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх Раҫҫейре «Раҫҫей Паттӑрӗсен ассоциацийӗ» обществӑлла организаци, ҫавӑн пекех Мускавпа Мускав облаҫӗнче, Санкт-Петербургпа Ленинград облаҫӗнче тата ытти тӑрӑхсенче вырнаҫнӑ СССР Паттӑрӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсен регионсем хушшинчи организацисем ӗҫлеҫҫӗ[5].

Раҫҫейри вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫак кун патриотизм урокӗсем ирттереҫҫӗ, вӗренекенсенпе ветерансем, ҫар профессийӗсен ҫыннисем, историксем тӗл пулса калаҫаҫҫӗ. Хӑш-пӗр шкулсемпе вузсем патриотла тематикӑллӑ музейсене кайса килеҫҫӗ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Федеральный закон Российской Федерации от 28 февраля 2007 г. N 22-ФЗ О внесении изменения в статью 11 Федерального закона «О днях воинской славы и памятных датах России» . Российская газета. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 9 декабря в нашей стране отмечается памятная дата — День Героев Отечества. Российское историческое общество (9 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Людмила Петрова. Какой сегодня праздник. 9 декабря - День героев Отечества. Российская газета (9 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Анна Никольская. В России открылся первый в стране Музей Героев. Российская газета (8 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3 День Героев Отечества. Досье. ТАСС (9 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 День героев Отечества. Б. Н. Ельцин ячӗллӗ Президент вулавӑшӗ (9 раштавӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 День Героев Отечества – 2022: история и традиции праздника. Известия (8 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3 День героев Отечества в России. РИА новости (9 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  9. ^ День Героев Отечества. История.РФ (8 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  10. ^ Александр Емельяненков. Сколько героев насчитали в СССР через год после Победы. Российская газета (3 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  11. ^ Статистика по Героям СССР. Международный патриотический проект "Герои страны". Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  12. ^ Закон РФ от 20 марта 1992 г. N 2553-I "Об установлении звания Героя Российской Федерации и учреждении знака особого отличия - медали "Золотая Звезда". Garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  13. ^ 1, 2, 3, 4 Фидель Агумава. 9 декабря в стране отмечается День Героев Отечества. Парламентская газета (9 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем