Известия
«Изве́стия» — 1917 çулта йĕркеленĕ этем-пĕрлĕх-политика тата ĕçлĕ кашни кунхи раççей хаçачĕ. СССР тапхăрĕнче — Совет влаçĕн ерсе пыракан органĕсен, тĕслĕхрен, СССР Аслă Канашĕн, официаллă хаçачĕ. 1991 çулхи çурла уйăхĕнчен ирĕклĕ МИХ, 1996 çултанпа хаçатăн харпăрçисем — Раççейĕн тĕрлĕ бизнес-структурисем. Калараканĕ — УАО «Редакция газеты „Известия“».
Хаçатăн тематики — Раççейри тата тĕнчери пулăмсене кăтартасси, аналитика тата комментарисем, бизнеспа экономикăна, этеплĕхпе спорт пурнăçне тишкерни. 1960 — 2000 эрнере пĕрре хаçатăн вырсарни кунхи хушма — «Неделя» (кăларăма 2006 çулхи кăрлачра çĕнĕрен пуçланă) тухнă. 2008 çул варринчен санкт-петербург хаçачĕ «Известия» те хăйĕн эрнекунхи хушмине пичетлет («Неделя-Петербург»).[2]
Хаçат пичетре те, тетелре те тухать. Калăпăш — 12-48 ярăм; эрнере пиллĕк тухать; формат — А2.
Хаçат редакцин президенчĕ — Владимир Мамонтов.[3]
УАО «Редакция газеты „Известия“» тĕп директорĕ — Юрий Чечихин.
«Известия» хаçатăн тĕп редакторĕ — Виталий Абрамов.
Хаçатăн кун-çулĕ
Çавăн пекех пăхăр
- Челябинский рабочий — кашни кунхи этем-пĕрлĕх-политика хаçачĕ, 1917—1918 çулсенче «Известия» ятпа тухнă.
- Неделя (хаçат) — эрнере пĕрре тухакан хушма
Ӑнлантарусем
- ^ Атлас российской прессы
- ^ Петербургская «Неделя» постарается повторить успех знаменитого приложения( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ [http://www.prime-tass.ru/news/0/{BD70A379-83AC-4643-93CB-465FDB784C44}.uif( ӗҫлемен каҫӑ) В.Абрамов назначен новым главным редактором газеты «Известия», В.Мамонтов — президентом редакции газеты — АЭИ «ПРАЙМ-ТАСС»
Каçăсем
- Официаллă сайт
- Кивĕ хаçатсем 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Известия» пичетлекен комплекс — çуртăн 3D-моделĕ
- Сарăтури «Известия» хаçатăн элчĕлĕхĕ
| Ку пичет кăларăмĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |