Коммерсантъ

«Коммерса́нтъ»Раҫҫейри кунсерен тухакан обществӑпа политика хаҫачӗ, хӑйӗн ӗҫӗнче ытларах енӗпе ӗҫлӗ хыпарсем ҫине пусӑм тӑвать. Кӑларӑм хӑйне XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Раҫҫейре тухса тӑнӑ пӗрешкел ятлӑ хаҫатӑн еткерҫи тесе палӑртать[1]. «Коммерсантъ» издательство ҫурчӗн йышне кӗрет.

Историйӗ

Пӗрремӗш хаҫат (1909—1917)

Пӗрремӗш «Коммерсантъ» хаҫат 1909 ҫулта Мускавра тухма пуҫланӑ[1]. Хаҫат кунсерен тухса тӑнӑ, вӑл тӗпрен ӗҫлӗ пулӑмри хыпарсемпе биржӑн сведенийӗсем, ҫитӗнӳсемпе ытти экономика хыпарӗсем ҫинчен хыпарланӑ[2]. 1917 ҫулхи революци хыҫҫӑн хаҫат хупланӑ.

Ҫӗнӗрен аталаннӑ тапхӑр (1989—1999)

1989 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче журналист Владимир Яковлев хаҫатӑн «нулӗвӑй» (пилот) номерне кӑларнӑ. 1990 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа хаҫат эрнере пӗрре тухма тытӑннӑ[1]. Малтанхи вӑхӑтра вӑл «Постфактум» информаци агентствин кӑларӑмӗ пулнӑ.

1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче, ГКЧП путчӗ вӑхӑтӗнче, хаҫат вӑхӑтлӑха тухма чарӑннӑ, анчах ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл ҫӗнӗрен тухма тытӑннӑ. 1992 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа хаҫат кунсерен тухма пуҫланӑ («Коммерсантъ-Daily» ятпа)[1].

1999 ҫулхи ҫулла Владимир Яковлев издательство ҫурчӗн акцийӗсене Борис Березовский предпринимателе сутнӑ.

XXI ӗмӗрти аталану (2000—хальхи вӑхӑт)

2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче издательство ҫурчӗн хуҫи Бадри Патаркацишвили пулса тӑнӑ, ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вара хаҫата Алишер Усманов туяннӑ[1]. 2006 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа хаҫат тӗрлӗ тӗспе пичетленме тытӑннӑ.

2008 ҫулта хаҫат федерацилле офицаллӑ хаҫат статусне йышӑннӑ, унта панкрута тухни ҫинчен сведенисем пичетлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хаҫат тиражӗ 63 000 яхӑн (2024 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх)[1].

Тӗп редакторсем

Хаҫата тӗрлӗ вӑхӑтра ҫак журналистсем ертсе пынӑ[1]:

  • Владимир Яковлев (1989 ҫулхи ҫурла — 1991 ҫулхи раштав).
  • Ксения Пономарева (1992 ҫулхи кӑрлач — авӑн).
  • Александр Перов (1992 ҫулхи юпа — 1993 ҫулхи нарӑс).
  • Игорь Тулин (1993 ҫулхи нарӑс — 1994 ҫулхи раштав).
  • Александр Локтев (1995 ҫулхи кӑрлач — 1996 ҫулхи раштав).
  • Раф Шакиров (1997 ҫулхи кӑрлач — 1999 ҫулхи утӑ).
  • Андрей Васильев (1999 ҫулхи ҫурла — 2004 ҫулхи ҫу; 2006 ҫулхи авӑн — 2009 ҫулхи кӑрлач).
  • Александр Стукалин (2004 ҫулхи ҫу — 2005 ҫулхи ҫӗртме).
  • Владислав Бородулин (2005 ҫулхи ҫӗртме — 2006 ҫулхи авӑн).
  • Азер Мурсалиев (2009 ҫулхи кӑрлач — 2010 ҫулхи ҫӗртме).
  • Михаил Михайлин (2010 ҫулхи ҫӗртме — 2014 ҫулхи чӳк).
  • Сергей Яковлев (2014 ҫулхи чӳк — 2018 ҫулхи утӑ).
  • Владимир Желонкин (2018 ҫулхи утӑ — 2024 ҫулхи ҫӗртме).
  • Михаил Лукин (2024 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа)[3].

Хаҫата епле йышӑнаҫҫӗ

«Коммерсантъ» Раҫҫейри чи витӗмлӗ МИХ-сенчен пӗри шутланать. Хаҫат ҫулсерен «Раҫҫейри топ-1000 менеджер» (выр. ТОП-1000 российских менеджеров) ятлӑ сумлӑ рейтинг хатӗрлесе пичетлет[4].

Ҫавӑн пекех издательство ҫурчӗ пӗчӗк тата вӑтам бизнесра тӑрӑшакансене хӑйӗн «Ҫулталӑк коммерсанчӗ» (выр. Коммерсантъ года) премийӗпе чыслать[5]. Кӑларӑм Раҫҫейри ытти кӑларӑмсем хушшинче тӑтӑшах цитатӑланассипе ҫӳллӗ вырӑнсем йышӑнать.

Ҫитӗнӗвӗсем

Хаҫатӑн ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем пур:

  • «Коммерсантъ» журналисчӗсем «Редколлегия» премийӗн ҫӗнтерӳҫисем пулнӑ: 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче, 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тата 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче;
  • «Рунет премийӗ 2021» ҫӗнтерӳҫи[6];
  • «Рунет премийӗ 2025»(выр.)чăв. ҫӗнтерӳҫи — проектсене халӑх тетелӗсенче аталантарнӑшӑн[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 История издательского дома "Коммерсантъ". ТАСС (27 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
  2. ^ Книга об истории «Коммерсанта». Часть первая. Коммерсантъ (8 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
  3. ^ Михаил Лукин назначен главным редактором «Коммерсанта». Эксперт (27 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
  4. ^ В Москве наградили победителей XXIII премии "ТОП-1000 российских менеджеров". Российская газета (9 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
  5. ^ Премия Коммерсантъ года 2025: победители в лицах. Коммерсантъ (17 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
  6. ^ Объявлены лауреаты “Премии Рунета 2021” (выр.). Ассоциация электронных коммуникаций (РАЭК). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
  7. ^ Иван Тяжлов. «Коммерсантъ» получил «Премию Рунета-2025» (выр.). Коммерсантъ (14 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.