Геноцид витӗмне лекнӗ совет халӑхне асӑнмалли кун
Геноцид витӗмне лекнӗ совет халӑхне асӑнмалли кун (выр. День памяти жертв геноцида советского народа) — Раҫҫейри асӑну кунӗ. Ҫулсерен акан 19-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Тулли ячӗ: «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче нацистсем тата вӗсене пулӑшаканӗсем тунӑ совет халӑхӗн геноцидне асӑнмалли кун»[1].
Историйӗ
2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Патшалӑх думин депутачӗсен ушкӑнӗ ҫӗнӗ астӑвӑм кунне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухма кӗртнӗ[2]. Пуҫаруҫӑсем «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци парламентарийӗнчен Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Якушев, Патшалӑх думин вице-спикерӗ Ирина Яровая тата фракци ертӳҫи Владимир Васильев ертсе пынипе пулнӑ[3].
2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче саккун проектне Патшалӑх думи йышӑннӑ[4]. 2025 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин «Ҫар мухтавӗн кунӗсем тата Раҫҫейри астӑвӑм датисем ҫинчен» саккуна улшӑнусем кӗртекен федераци саккунне алӑ пуснӑ[3]. Документа право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Саккун 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ[4].
Саккун патне ҫырнӑ ӑнлантару ҫырӑвӗнче ӑна йышӑнни историе фальсификацилессине хирӗҫ тӑрассинче тата совет халӑхӗн паттӑрлӑхӗ ҫинчен истори чӑнлӑхне упраса хӑварассинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулассине палӑртнӑ[2].
Астӑвӑм кунне суйлани
Акан 19-мӗшӗнчи датӑна ҫак кун 1943 ҫулта СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ 39-мӗш номерлӗ «Совет граждан халӑхне тата тыткӑнри хӗрлӗ армеецсене вӗлернӗшӗн тата асаплантарнӑшӑн айӑплӑ нимӗҫ-фашист тискер ҫыннисем, шпионсем, совет гражданӗсен хушшинчи сутӑнчӑксем тата вӗсен пулӑшаканӗсем валли айӑплав мерисем пирки» Указ кӑларнӑ пирки суйланӑ[4]. Ҫак документ СССР-ти оккупациленӗ территорисенче мирлӗ халӑха пӗтерме пулӑшакан нацистсен тата вӗсен пулӑшаканӗсен тӗллевлӗ тата масштаблӑ политикине официаллӑ майпа ҫирӗпдетнӗ тата преступниксене явап тыттарма право никӗсне палӑртнӑ пӗрремӗш право акчӗ пулса тӑнӑ[3].
39-мӗш номерлӗ Указ совет право системи валли хӑйне евӗрлӗ айӑплав тӗсӗсене кӗртнӗ: «нимӗҫ, итальян, румын, венгр, финн фашист усалӗсене», ҫавӑн пекех шпионсемпе тӑван ҫӗршыв сутӑнчӗкӗсене ҫакса вӗлересси, вырӑнти халӑх хушшинчи вӗсен пулашаканӗсем валли 15 ҫултан пуҫласа 20 ҫулччен каторга ӗҫӗсем. Ҫак преступленисем тӗлӗшпе тунӑ ӗҫсене пӑхса тухас тивӗҫе ҫар-уй сучӗсем ҫине хунӑ.
Контекст тата пӗлтерӗшӗ
Асӑну датине ҫирӗплетни Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата мирлӗ халӑхӑн трагедийӗн истори астӑвӑмне упраса хӑварассипе патшалӑх политикин пӗр пайӗ пулса тӑнӑ[5]. Патшалӑх думин председателӗ Вячеслав Володин каланӑ тӑрӑх, нимӗҫ фашисчӗсен оккупацине СССР-ти 13 миллион ытла граждан ҫынни лекнӗ[2].
«Геноцид астӑвӑмӗн пӗрлехи ӗҫсен кунӗ» Раҫҫей акцийӗ
Ҫулсерен, 2021 ҫултан пуҫласа, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫейре «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче нацистсем тата вӗсен пулӑшаканӗсем совет халӑхне геноцид тунине асӑнса пӗрлехи ӗҫсен кунӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет[6]. Акцие «Без срока давности» федераци ҫутӗҫ проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ, унӑн тӗллевӗ — оккупациленӗ территорисенче нацистсем тата вӗсен пулӑшаканӗсем мирлӗ совет гражданӗсем тӗлӗшпе тунӑ преступленисен истори тӗрӗслӗхне упраса хӑварасси
Мероприятисем ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ. 2022 ҫулта вӗсене 6,5 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ[6][7].
Мероприятисен тӗп формачӗсем:
- Вӗренӳ мероприятийӗсем: шкулсенче, колледжсенче тата аслӑ шкулсенче геноцид темине халалланӑ пӗрехиӗ уроксем, класс сехечӗсем тата лекцисем иртеҫҫӗ. Занятисенче тематикӑлла видеофильмсем кӑтартаҫҫӗ, ҫав шутра «Без срока давности» ярӑмран, истори факчӗсемпе докуменчӗсене сӳтсе яваҫҫӗ[8].
- Астӑвӑм акцийӗсем: тӗп йӑласенчен пӗри — нацизм преступленийӗсенчен шар курнӑ ҫынсене халалланӑ мемориалсемпе палӑксем патне чечек хурасси. Митинг-реквиемсемпе церемонисем ирттереҫҫӗ, вӗсене ветерансем, влаҫ тата общество организацийӗсен представителӗсем хутшӑнаҫҫӗ[9].
- Культурӑпа ҫутӗҫ мероприятийӗсем: архив докуменчӗсен тематика куравӗсем, тӗпчев проекчӗсен презентацийӗсем тата музейсемпе библиотекӑсенче экспозицисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫак мероприятисем трагеди масштабне кӑтартаҫҫӗ, геноцидран шар курнӑ ҫынссен шӑписем ҫинчен каласа параҫҫӗ[10].
Акцисене хутшӑнакансем — шкул ачисем, студентсем, преподавательсем, шыравҫӑсем, патшалӑх органӗсен тата анлӑ общественноҫ представителӗсем[11].
Ӑнлантарусем
- ^ Федеральный закон от 21.04.2025 г. № 74-ФЗ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Путин подписал закон о Дне памяти жертв геноцида советского народа. РИА Новости (29 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Путин подписал закон об установлении Дня памяти жертв геноцида советского народа. ТАСС (29 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Путин установил День памяти жертв геноцида советского народа. РБК (14 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Глава НЦИП: день памяти геноцида советского народа уже укоренен в общественном сознании. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 День единых действий. Без срока давности. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Методические рекомендации по проведению памятных мероприятий, приуроченных к 19 апреля Дню единых действий. memory45.su (19 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Классный час: «День единых действий, в память о геноциде советского народа...» Инфоурок. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Торжественное возложение цветов в рамках Дня единых действий... Администрация Велижского района (19 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ День единых действий в память о геноциде советского народа. РИА Новости (19 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Закон об установлении 19 апреля Дня памяти жертв геноцида советского народа подписан президентом. Интерфакс (29 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.