Асӑнупа хурлану кунӗ

Асӑнупа хурлану кунӗ (выр. День памяти и скорби) — Раҫҫейри тата СССР йышне кӗнӗ патшалӑхсенчи астӑвӑм кунӗ, ӑна ҫулсерен ҫӗртмен 22-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Ку кун кану кунӗ шутланмасть. Ку астӑвӑм кунӗ 1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пуҫламӑшӗпе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ[1].

Ҫак кун фронтра тата тылта вилнӗ, оккупациленӗ территорисенче вӗлернӗ тата концлагерьсенче асаплантарса вӗлернӗ 26 миллион та 600 пин совет гражданинне аса илеҫҫӗ, ҫавӑн пекех ветерансене, подпольщиксене, партизансене, тыл ӗҫченӗсене тата вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче чӗрӗ юлса ирттернӗ мирлӗ халӑха хисеплесе асӑнаҫҫӗ[2]. Мускав вӑхӑчӗпе 12 сехет те 15 минутра Раҫҫейре пӗтӗм халӑх валли шӑплӑх минутне ирттереҫҫӗ[3].

Историйӗ

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 4 сехетре, 1939 ҫулхи тапӑнмалла мар пирки килӗшӗве пӑсса, вӑрҫӑ пуҫланине пӗлтермесĕрех, нацистла Германи ҫарӗсем тата унӑн союзникӗсем (190 яхӑн дивизи) Совет Союзӗн анӑҫ чиккипе Хура тинӗсрен пуҫласа Балтика тинӗсӗ таран кӗтмен ҫӗртен тапӑнса кӗнӗ.

Чи малтанах СССР-ӑн стратеги объекчӗсене (чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗсене, аэродромсене тата ҫарпа тинӗс базисене), ҫавӑн пекех Киев, Рига, Каунас, Вентспилс, Лиепая, Шяуляй, Вильнюс, Минск, Гродно, Брест, Барановичи, Бобруйск, Житомир, Севастополь тата ытти хуласене бомбӑланӑ. Чикӗ ҫумӗнчи хӳтӗлевсене тата совет ҫарӗсем вырнаҫнӑ районсене артиллери персе тӑнӑ. Ирхи 5—6 сехетсенче нимӗҫ-фашист ҫарӗсем СССР патшалӑх чикки урлӑ каҫнӑ.

Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче кӑнтӑр вӑхӑтӗнче Совет Союзӗн радиоэфирӗнче СССР ют ҫӗршыв ӗҫӗсен халӑх комиссарӗ Вячеслав Молотов(выр.)чăв. сӑмах каланӑ. Вӑл Коммунистсен партийӗн Тӗп Комитечӗ тата Совет правительстви ятӗнчен ҫӗршыв ҫине фашистла Германи тапӑннине пӗлтернӗ, ку цивилизациленӗ халӑхсен историйӗнче пулман хурлӑхлӑ пулӑм пулнине палӑртнӑ. Ҫак сӑмахсенче чи малтанах: «Пирӗн ӗҫ тӗрӗс. Тӑшмана аркатӑпӑр. Ҫӗнтерӳ пирӗн майлӑ пулӗ» тени янӑранӑ[4].

undefined

Правительствӑн официаллӑ пӗлтерӗвӗ хыҫҫӑн СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1905—1918 ҫулсенче ҫуралнӑ граждансене мобилизацилесси пирки Указ пичетлесе кӑларнӑ.

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Тӗп Командованийӗн Ставкине йӗркеленӗ. Унӑн ертӳҫин вырӑнне хӳтӗлев халӑх комиссарӗ, Тимошенко Семён Константинович Совет Союзӗн маршалӗ йышӑннӑ.

1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче СССР граждансем уменче Иосиф Сталин сӑмах каланӑ: «Юлташсем! Граждансем! Тӑвансем! Пирӗн ҫарпа флот салтакӗсем! Сире чӗнсе калатӑп, тусӑмсем. Гитлер Германийӗ пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫине ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫланӑ хурахла тапӑнӑвӗ малалла тӑсӑлать. […] Пирӗн мӗнпур вӑй-хал — паттӑр Хӗрлӗ Ҫара, пирӗн мухтавлӑ Хӗрлӗ Флота пулӑшмалла! Халӑхӑн пӗтӗм вӑйне — тӑшмана аркатма ямалла! Малалла, пирӗн ҫӗнтерӳшӗн!»[4].

Вӑрҫӑн пӗрремӗш уйӑхӗсенче тата чикӗ ҫумӗнчи ҫапӑҫусенче утӑ уйӑхӗн варриччен Хӗрлӗ Ҫар(выр.)чăв. пысӑк ҫухатусем тӳснӗ: 850 пин яхӑн ҫын вилнӗ е аманнӑ, 9,5 пин тупӑ пӗтнӗ, 6 пин ытла танк арканнӑ, 3,5 пин яхӑн самолета тӗп тунӑ. Унсӑр пуҫне миллион яхӑн ҫын тыткӑна лекнӗ.

Нимӗҫ ҫарӗсем ҫӗршыв лаптӑкне 300-рен пуҫласа 600 километр таран кӗрсе кайнӑ. Ҫапӑҫусенче вӗсем 100 пин яхӑн салтака ҫухатнӑ, ҫавӑн пекех бронетехникӑн 40 % тата 950 самолет пӗтнӗ. Анчах та СССР-ӑн европа пайне темиҫе уйӑхра ярса илме палӑртнӑ хӑвӑрт ҫар планӗ арканнӑ[5].

Вӑрҫӑ 1418 кун тӑсӑлнӑ. СССР-ӑн пӗтӗмӗшле ҫухатӑвӗ 26 миллион та 600 пин ҫынна ҫитнӗ, вӗсенчен 8 668 400 ҫар ҫынни пулнӑ, 13 684 000 ытла ҫын — мирлӗ халӑх (7 420 370 ҫынна оккупациленӗ территорисенче(выр.)чăв. ятарласа вӗлернӗ, 4 100 000 ҫын оккупацире выҫлӑхпа чир-чӗртен вилнӗ, 2 164 313 ҫын Германире ирӗксӗр ӗҫлеттернӗ май пурнӑҫран уйрӑлнӑ)[5].

undefined

Астӑвӑм кунне йӗркелени

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ яланах вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун пек асра юлнӑ пулин те, патшалӑх шайӗнче ӑна астӑвӑм кунӗ уйрӑм палӑртман. Официаллӑ статуса 1992 ҫулта ҫеҫ ҫирӗплетнӗ, ун чухне Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ Канаш Президиумӗ хӑйӗн постановленийӗпе ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшне Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен астӑвӑм кунӗ тесе пӗлтернӗ.

undefined

1996 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Борис Ельцин ку куна «Асӑнупа хурлану кунӗ» ят парас пирки указ алӑ пуснӑ[6].

2007 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗн кунӗсен тата астӑвӑм кунӗсен шутне кӗртнӗ, ку йышӑнӑва 1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 32-ФЗ федераллӑ саккунпа ҫирӗпленнӗ[7].

2020 ҫулта Раҫҫей шайӗнчи ритуал йӗркеленӗ, унпа килӗшӳллӗн 12 сехет те 15 минутра Мускав вӑхӑчӗпе шӑплӑх минучӗ иртет[8].

Йӑла-йӗркесем

Раҫҫейре

Асӑнупа хурлану кунӗнче Раҫҫей территорийӗнче администраци ҫурчӗсем ҫинчи патшалӑх ялавӗсене антараҫҫӗ[9]. Культура учрежденийӗсенче, телекуравпа тата радиора ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприятисемпе кӑларӑмсене пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Ҫӗршыв ертӳҫисем Мускаври Александров садӗнче вырнаҫнӑ Паллӑ мар салтакӑн вилтӑпри ҫине хурлӑх кӑшӑлӗсем хураҫҫӗ[6].

Раҫҫей ҫыннисем вӑрҫӑ пуҫланнине шӑплӑх минучӗпе тата шӑнкӑрав сассипе аса илеҫҫӗ. Нумай хуласенче астӑвӑм мероприятийӗсем ирхи 4 сехетре — вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра иртеҫҫӗ[6]. Мускав вӑхӑчӗпе 12 сехет те 15 минутра «Пӗтӗм Раҫҫейри шӑплӑх минучӗ» иртет: телекуравпа тата радиори кӑларӑмсем чарӑнаҫҫӗ, ҫынсене чарӑнса тӑрса вилнӗ паттӑрсене асӑнма ыйтаҫҫӗ[10].

1996 ҫултанпа Мускав варринче, Ӗмӗрхи вут ҫумӗнче ҫулсерен «Астӑвӑм вахти. Ӗмӗрхи вут»(выр.)чăв. патриотла акци иртет. Акци вӑхӑтӗнче кашни хутшӑнакан совет халӑхӗн паттӑрлӑхне хисеплесе астӑвӑм ҫурти чӗртет. 2015 ҫулта ку акци официаллӑ майпа Раҫҫей шайӗнчи статуса тивӗҫнӗ, паттӑр-хуласенче тата ҫар мухтав хулисенче вӑл пӗр стандартпа иртет[6].

undefined

2009 ҫултанпа ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗпе 22-мӗшӗнчи каҫхине Раҫҫей шайӗнче «Астӑвӑм ҫурти» асӑну акцийӗ иртет. Хуласемпе ялсенчи ҫынсем ҫуртасем чӗртсе вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине халалласа лартнӑ мемориалсемпе палӑксем ҫумне вырнаҫтараҫҫӗ. Астӑвӑм вахтисем Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗсенче иртеҫҫӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ волонтёрӗсем» общество юхӑмӗн членӗсем акцие йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ[11]. Ҫавӑн пекех «Деньпамяти.рф» сайт ҫинче хӑйсем килсе ҫурта чӗртейменнисем валли виртуаллӑ астӑвӑм ҫурти чӗртме май пур. Мускавра «Астӑвӑм линийӗ» акци иртет, ун чухне «Музеон» ӳнер паркӗнчи Крым ҫыранӗнче 1418 ҫурта чӗртеҫҫӗ — вӑрҫӑн кашни кунӗшӗн пӗрер ҫурта[12].

undefined

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун ячӗпе ҫулсерен ҫамрӑксен патриотла «Астӑвӑм пуйӑсӗ» акцийӗ пуҫланать. Мускавпа Санкт-Петербургран пуйӑссем Минскпа Брест хулисем енне ҫула тухаҫҫӗ. Йӑла тӑрӑх Брест крепоҫӗнче мемориал комплексӗн Церемониал лапамӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре «Ҫав аслӑ ҫулсене пуҫ таяр» митинг-реквием пуҫланать. Ҫулсерен Буг юханшыв шывӗ ҫине ҫамрӑксем мемориалӑн ӗмӗрхи вутӗнчен чӗртнӗ ҫуртасем вырнаҫтарнӑ кӑшӑлсем юхтарса ярӑҫҫӗ[6].

Раҫҫейӗпех митингсем, астӑвӑм каҫӗсем, хӑюлӑх урокӗсем, патриотла концертсем, куравсем иртеҫҫӗ тата кинофильмсем кӑтартаҫҫӗ. Шырав отрячӗсемпе волонтёрсем «Хӗрлӗ гвоздика», «Астӑвӑм сачӗ», «Ҫӗнтерӳҫӗсен ӗмӗчӗсем» тата истори астӑвӑмне упраса хӑвармалли ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ[11].

Чиркӳсенче вилнӗ паттӑрсене асӑнса кӗлӗ тӑваҫҫӗ тата литисем(выр.)чăв. ирттереҫҫӗ[13].

undefined

Ытти патшалӑхсенче

Беларусь

Беларусь Республикинче пӗтӗм халӑх ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вилнӗ ҫынсене тата беларуҫ халӑхне геноцидланине аса илме астӑвӑм кунӗ пек палӑрать. Ҫӗршывӗпех геноцидпа вӑрҫӑ инкекне пула вилнӗ ҫынсене асӑнса Пӗтӗм Беларуҫри шӑплӑх минучӗ иртет. Тӑван Ҫӗршывӑн АСлӑ вӑрҫин историйӗн Беларуҫ патшалӑх музейӗ ҫав вӑхӑтри реликвисене тата документсене упракан тӗп вырӑн шутланать[14][15].

undefined

Казахстан

Казахстанра Асӑнупа хурлану кунне ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗсенче палӑртаҫҫӗ. Ҫар мухтавӗн мемориалӗсенче чечексемпе кӑшӑлсем хураҫҫӗ, вӑрҫӑра вилнӗ кашни ҫынна асӑнса ҫуртасем чӗртеҫҫӗ. Асӑну йӑли-йӗрки шутне ҫавӑн пекех патриотла митингсем тата вилнӗ паттӑрсене асра хӑварас енӗпе иртекен акцисем кӗреҫҫӗ[16][17].

Киргизи

Киргизире Асӑнупа хурлану кунне тӗнче шайӗнчи «Лӑпкӑлӑх ячӗпе асра тытни» акци йышӗнче палӑртаҫҫӗ. Бишкек хулинче Еврази халӑхӗсен ассамблейи тата Киргизи халӑх ассамблейи пайташӗсем Ҫӗнтерӳ мемориалӗнче чечексем хураҫҫӗ тата вилнӗ ҫынсене шӑплӑх минучӗпе асӑнаҫҫӗ[18].

2024 ҫулта Бишкекре Д. Д. Шостаковичӑн 7-мӗш (Ленинград) симфонийӗ янранӑ май блокадӑна тӳснӗ ҫынсемпе Ҫӗнтерӳ волонтёрӗсем серме купӑс евӗрлӗ вырнаҫтарнӑ 1418 ҫурта чӗртнӗ, вӗсенчен «Пурнӑҫ ячӗпе 7-мӗш симфони» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ йӗркеленӗ — ҫапла май вӑрҫӑри кашни куншӑн пӗрер ҫурта ҫутнӑ пулнӑ[16].

Армени

Арменире Асӑнупа хурлану кунне Ереванти Ҫӗнтерӳ паркӗнче(выр.)чăв. палӑртаҫҫӗ. Раҫҫейпе Беларуҫ посольствисен, Россотрудничество представителӗсем, ветерансен пӗрлешӗвӗсем тата общество организацийӗсем Паллӑ мар салтакӑн вилтӑпри ҫине кӑшӑлсемпе чечексем хураҫҫӗ. Армени ҫавӑн пекех тӗнче шайӗнчи «Астӑвӑм ҫурти» акцие хутшӑнать[16][19].

Таджикистан

Таджикистанра ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Астӑвӑм ҫӑлтӑрӗ» акци тата Асӑнупа хурлану кунне халалласа митинг иртет.[20] ОДКБ Парламент Ассамблейин Секретариат представителӗсем ҫавӑн пекех астӑвӑм монуменчӗсенче кӑшӑлсемпе чечексем хураҫҫӗ[16].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Федеральный закон от 13 марта 1995 г. № 32-ФЗ «О днях воинской славы и памятных датах России» (выр.). Kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  2. ^ День памяти и скорби — день начала Великой Отечественной войны. РИА "Новости" (22 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  3. ^ Трагическая дата, которую нельзя забывать: как 22 июня 1941 года навсегда изменило мир (2026-06-02). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 "Братья и сестры": как Сталин готовил знаменитое обращение к народам СССР. ТАСС (2 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 День памяти и скорби – день начала Великой Отечественной войны (1941 год). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3, 4, 5 День памяти и скорби (выр.). Росгвардия (15 ҫӗртмен 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  7. ^ Федеральный закон от 13.03.95 N 32-ФЗ — Редакция от 29.12.2025 — Контур.Норматив (выр.). normativ.kontur.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  8. ^ День памяти и скорби 22 июня (2025-06-22). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  9. ^ Константин Николaев. День памяти и скорби 2026: дата начала Великой Отечественной войны, история и традиции даты (12 ноября 2025). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  10. ^ День памяти и скорби 22 июня в 2026 году: дата начала ВОВ, мероприятия и акции, история (выр.). vesti.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Общие методические рекомендации по организации и проведению мероприятий, приуроченных ко Дню памяти и скорби (выр.). Администрация Смоленской области (15 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  12. ^ В Москве пройдут акции по сохранению памяти о Великой Отечественной войне. ТАСС (20 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  13. ^ Трагическая дата, которую нельзя забывать: как 22 июня 1941 года навсегда изменило мир (2026-06-02). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  14. ^ Мильто, Полина. День всенародной памяти жертв Великой Отечественной войны и геноцида белорусского народа - РНТБ (2025-06-20). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  15. ^ Геноцид белорусского народа (выр.). Академия управления (1 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  16. ^ 1, 2, 3, 4 День памяти и скорби — начало Великой Отечественной войны (выр.). Парламентская Ассамблея ОДКБ (22 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  17. ^ В Казахстане в День памяти и скорби возлагают цветы и зажигают свечи. ТАСС (22 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  18. ^ Мемориальная акция «Память во имя мира», 22 июня, Бишкек. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  19. ^ В День памяти и скорби памятную акцию провели в парке Победы Еревана(паллӑ мар). МИР 24. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  20. ^ В Душанбе прошел митинг, посвященный Дню памяти и скорби (2024-06-22). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем