Раҫҫейри ҫар мухтавӗн кунӗсем

Раҫҫейӗн паллӑ кунӗсемпе тата ытти уявсемпе Раҫҫей уявӗсем статьяра паллашӑр.

Раҫҫей ҫар мухтавӗн кунӗсем (Вырӑс хӗҫпӑшалӗн мухтав кунӗсем) — Раҫҫей историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ Раҫҫей (ҫав шутра вырӑс тата совет) ҫарӗсен ҫӗнтерӗвӗсене халалланӑ Раҫҫейри паллӑ кунӗсем.

Ҫар мухтавӗн кунӗсен малтанхи йышне 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Ҫар мухтавӗн (ҫӗнтерӳ кунӗсен) Раҫҫей кунӗсем ҫинчен» федераллӑ саккунпа палӑртнӑ пулнӑ. 2004 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен унта улшӑнусем кӗртнӗ, ҫав шутра саккун ячӗ те улшӑннӑ.

Раҫҫейӗн паллӑ кунӗсене 2005 ҫулта палӑртнӑ, унта халӑх асӗнче ӗмӗрлӗхе юлма тивӗҫлӗ патшалӑх тата общество пурнӑҫӗнчи ытти чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене кӗртнӗ[1].

Ҫак кунсемпе ҫар мухтавӗн кунӗсен йышне «Раҫҫейри Ҫар мухтавӗн тата паллӑ кунӗсем ҫинчен» федераллӑ саккунпа палӑртнӑ[1].

Саккунта ҫар мухтавӗн кунӗсенче ҫарсем чаплӑ мероприятисем ирттерессине палӑртнӑ, паллӑ кунсенче вара — халӑх йышлӑ хутшӑнакан мероприятисем йӗркелемелле. Хӳлӗлев министерствине нарӑсӑн 23-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫулсерен уяв салючӗсем ирттерме хушнӑ. Ҫак мероприятисене ирттермешкӗн тӑкакламалли укҫа-тенкӗпе Федераци хыснинчен тивӗҫтереҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне, ҫар ҫыннисен ӗҫне ӗмӗрлӗх асра хӑварас тӗлӗшпе саккунта ытти меслетсене те палӑртнӑ: музейсем йӗркелесси, палӑксем лартасси, куравсем ирттересси тата МИХсенче статьясем ҫырса кӑларасси, ял-хуласене, урамсемпе ҫар чаҫӗсене тата карапсене пӗр-пӗр хисеплӗ ят парасси, паттӑрлӑх кӑтартнӑ вырӑнсене упраса хӑварасси тата вӗсене хӑтлӑх кӗртесси.

Ҫар мухтавӗн кунӗсем

Раҫҫей Федерацинче ҫак Раҫҫей ҫар мухтавӗн кунӗсене палӑртнӑ (2020 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ тӗлне кӗртнӗ улшӑнусемпе):

Паллӑ кунсем

Уйрӑмлӑхсем

1918 ҫулта Раҫҫейре григориан календарьне кӗртиччен пулса иртнӗ ҫар мухтавӗн кунӗсемпе паллӑ пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ датӑсене «Раҫҫейӗн Ҫар мухтавӗпе астӑвӑм датисен кунӗсем» саккунпа килӗшӳллӗн ҫапла палӑртнӑ: кивӗ стильпе палӑртнӑ ҫапӑҫу пулса иртнӗ кунпа унӑн астӑвӑм кунӗ хушшинче яланах 13 кун тӑсӑлакан уйрӑмлӑх пур, ҫакӑ вара XX–XXI ӗмӗрсенчи датӑсенчи кивӗ тата ҫӗнӗ стиль хушшинчи расналӑхпа пӗр килет. Григориан календарӗ вара, ӑна хатӗрленӗ вӑхӑта илес пулсан, юлиан календарӗнчен мӗнпурӗ 10 кунлӑха кӑна уйрӑлса тӑнӑ, каярах ҫак вӑхӑт майӗпен 11 тата 12 кунччен тӑсӑлса пынӑ, вӗҫӗнче вара 13 куна таран ҫитнӗ. Ҫак сӑлтава пула саккунта палӑртнӑ ҫар мухтавӗн кунӗсем истори ӑслӑлӑхӗнче йышӑннӑ пулӑмсен чӑн-чӑн датисенчен (григориан календарӗпе) самай расна килеҫҫӗ. Истори ӑслӑлӑхӗнче 1582 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн пулса иртнӗ тӗрлӗ тапхӑрти юлианпа григориан календарӗсен хушшинчи чӑн-чӑн уйрӑмлӑха шута илеҫҫӗ. Ку йӗркене пӑхӑнман кунсем: 2012 ҫулта кӗртнӗ Чешме ҫапӑҫӑвне халалланӑ ҫар мухтавӗн кунӗ — кунта уйрӑмлӑх 11 кунпа шутланать, ҫакӑ XVIII ӗмӗрте кивӗ тата ҫӗнӗ стиль хушшинчи уйрӑмлӑхпа килӗшсе тӑрать; 2018 ҫулта кӗртнӗ Крыма, Тамане тата Кубане Раҫҫей империне йышӑннӑ кун — кунта та уйрӑмлӑх 11 кун; 1906 ҫулта Патшалӑх думине туса хунине халалласа 2012 ҫулта кӗртнӗ Раҫҫей парламентаризмӗн кунӗ (саккунра григориан календарӗпе акан 27-мӗшне палӑртнӑ, анчах та Патшалӑх Думи ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑт — юлиан календарӗнчи акан 27-мӗшӗ).

Пӑр ҫапӑҫӑвӗпе Куликово ҫапӑҫӑвӗн датисемпе лару-тӑру хӑш-пӗр енчен юлианӑпа григориан календарӗнче палӑртасси раснарах. 1242 тата 1380 ҫулсенче «кивӗ» тата «ҫӗнӗ стиль» (ун чухне григориан календарӗпе усӑ курма пуҫламанран) ӑнлавсем пулман, истори ӑслӑхӗнче ҫак кунсене григориан календарӗн кунӗсене куҫарас йӑла ҫук. Саккунра ҫакӑн пирки шухӑшласах кайман, ун пирки уйрӑм палӑрту ҫук (кунта та пулӑм кунӗ валли юлиан календарӗпе усӑ курас йӑла пулнипе ҫыхӑннӑ).

Саккунра кӑтартнӑ кунсене РПЦ шухӑшне шута илсе палӑртнӑ, вӗсем вара юлиан календарӗпе усӑ кураҫҫӗ, унсӑр пуҫне тата ҫулталӑк иртнине чиркӳ уявӗсен кунӗсенче уявлас йӑлапа пӗрле ирттерес кӑмӑл та пулнӑ[9][10]. Ҫавӑнпа та юлиан календарӗпе пулса иртнӗ пулӑмсен кунӗсене упраса хӑварнӑ, анчах григориан календарӗпе 13 кунлӑ уйрӑмлӑх пуррипе вӗсен ҫумне тепӗр 13 кун хушнӑ[11][12][13][14][15].

Ҫавна пула патшалӑх саккунӗ вӑрҫӑ пулӑмӗсене асӑнмалли пӗр пайне уявлассине юлиан календарӗпе (вӗсен кунӗсене XX–XXI ӗмӗрти григориан календарӗпе пӗр килекен кунсене куҫарнипе) палӑртать[16].

Руҫе тӗне кӗртнин чӑн кунӗ паллӑ мар. Руҫе тӗне кӗртнӗ куна сӑваплӑ тан апостоллӑ аслӑ Владимир кнеҫе асӑннӑ кун паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Раҫҫейӗн виҫӗ ҫапӑҫу уйӗ:

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Федеральный закон от 13 марта 1995 г. № 32-ФЗ «О днях воинской славы и памятных датах России» (выр.). Kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  2. ^ Федеральный закон от 24.04.2020 № 126-ФЗ "О внесении изменений в статьи 1 и 1-1 Федерального закона «О днях воинской славы и памятных датах России» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 26-мӗшӗ.
  3. ^ Федеральный закон от 31.07.2020 № 284-ФЗ ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  4. ^ Законопроект № 96613-4 «О внесении изменений в статью 1 Федерального закона “О днях воинской славы (победных днях) России”» Пояснительная записка (выр.). Государственная дума (12 юпан 2004). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  5. ^ Законопроект № 145246-4 «О внесении изменений в статью 1 Федерального закона “О днях воинской славы (победных днях) России”» Пояснительная записка (выр.). Государственная дума (28 нарӑсӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  6. ^ Законопроект № 70521-6 «О внесении изменений в статью 1.1 Федерального закона “О днях воинской славы (победных днях) России”» Пояснительная записка к законопроекту (выр.). Патшалӑх Думи (10 ҫӑвӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  7. ^ Законопроект № 345199-5 «О внесении изменений в статью 1.1 Федерального закона “О днях воинской славы (победных днях) России”» Пояснительная записка (выр.). Государственная дума (19 пушӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  8. ^ Законопроект № 371970-4 «О внесении изменений в статью 1.1 Федерального закона “О днях воинской славы (победных днях) России”» Пояснительная записка к законопроекту (выр.). Государственная дума (8 раштавӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  9. ^ Ю. Сухарев «Рвут связующую нить» (выр.). Синоидальный отдел Московского Патриархата по взаимодействию с Вооружёнными силами и правоохранительными органами. Пӑхнӑ кун: 2004 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2004 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
  10. ^ А. Е. Петров «Актуальная хронология» (выр.) (15 пушӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  11. ^ Законопроект № 153661-3 «О внесении изменений в статью 1 Федерального закона “О днях воинской славы (победных днях) России”» Пояснительная записка (выр.). Патшалӑх Думи (20 чӳкӗн 2001). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  12. ^ Радий Зубков «Календари не врут, их перевирают люди» (выр.). Независимое военное обозрение (10 юпан 2003). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
  13. ^ Максим Кустов «В дни воинской славы России вкралась ошибка» (выр.). Сегодня.Ру (24 раштавӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  14. ^ Морозов О. В. Монтаж и демонтаж секулярного мира / под ред. Малашенко А., Филатов С.. — РОССПЭН, 2014. — С. 264—265. — 406 с. — (Религия в Евразии). — 2000 экз. — ISBN 978-5-8243-1901-9.
  15. ^ Назаров В. Что будут праздновать в России 4 ноября 2005 года? // Отечественные записки. — 2004. — Вып. 5 (19).
  16. ^ Пчелов Е. В. Отечественная война 1812 года: Источники. Памятники. Проблемы. Материалы IX Всероссийской научной конференции. Бородино. 4—6 сентября 2000 г.. — Калита, 2001. — С. 222–230.

Вуламалли

Категорисем