Утӑ, 15
Уявсем
ПНО — Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен ӑсталӑхӗн кунӗ[1].
Бруней — Болкиах султан ҫуралнӑ кун.
Аслă Британи — Сӑваплӑ Свит(х)ун кунӗ.
Литва — Жальгирис патӗнчи ҫапӑҫу кунӗ (Грюнвальд ҫапӑҫӑвӗ, 1410).
Раҫҫей Федерацийӗ — Пӗтӗм Раҫҫейри генеколог кунӗ.
Турци — Демократипе наци пӗрлӗхӗн кунӗ.
Пулса иртнĕ
- 1240 — Александр Невский шведсене çĕнтерет
- 1410 — Тевтон орденне Грюнвальд çапăçăвĕнче çĕнтернĕ
- 1741 — Аляскăна пĕрремĕш европейсем çитнĕ
- 1799 — франци капитанĕ Бушар Египетра Розетта чулне тупнă
- 1815 — Наполеон «Беллерофонт» анкăл карапĕн капитанне парăнать (капăрл.)
- 1823 — Римра авалхи Таса Павăл базилики тĕппĕн çунса кайнă
- 1870 — Джорджия АПШ йышне таврăнать
- 1905 — Арсен Люпен пирки пĕрремĕш калавсене пичетленĕ
Çуралнă
- 1606 — Рембрандт, голланди ÿнерçи, ÿкерÿçи тата гравюран аслă ăсти, голланди ÿнерĕн ылтăн ĕмĕрти чи мăнаçлă элчи.
- 1895 — Аруй Михаил Филлипович, драматург.
- 1918 — Николаев Владимир Николаевич, педагогика ăслăлахĕсен кандидачĕ, доцент.
- 1919 — Айрис Мёрдок, анкăл çыравçи тата философĕ. Букер парнин лауреачĕ.
Вилнĕ
- 1750 — Татищев Василий Никитич, паллă Раççей историкĕ, географĕ.
- 1904 — Чехов Антон Павлович, паллă вырăс çыравçи.
Ӑнлантарусем
- ^ Всемирный день навыков молодежи 15 июля. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.