Утӑ, 28
Уявсем
Раҫҫей Федерацийӗ — Руҫе шыва кӗртнӗ кун.
Сан-Марино — Фашизма ҫӗнтернӗ кун.
Раҫҫей Федерацийӗ — PR-специалист кунӗ[1].
Пулăмсем
- 1586 — Томас Хэрриот сэр Британ утравĕсем çине пĕрремĕш ҫӗрулмисене илсе килнĕ
- 1697 — Владимир Атласов касакĕсем Камчатка вăррин çыранне аннă
- 1794 — Максимилиан Робеспьера Луи Сен-Жюстра айăпласа вĕлернĕ
- 1821 — Перу Испанине пăхăнманни çинчен пĕлтернĕ.
- 1878 — Варнăна осман пусмăрĕнчен хăтарнă
- 1914 — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçланнă
- 1934 — Шупашкар ÿнер вĕрентĕшне никĕсленĕ.
- 1938 — Мускавра икĕ хутлă ЯТБ-3 троллейбуссем çӳреме тытăннă.
- 1942 — СССР Халăх хӳтлев комиссарĕн Сталинăн «Каялла пĕр пусăм та!» тапăчĕ (капăрл.) тухнă
- 1980 — Владимир Высоцкипе Мускавра Ваганьково çăви çинче чылай халăх сывпуллашнă
- 1992 — Афганистанра хĕрарăмсене телекуравра çапăнма чарнă
- 1995 — Ĕнчĕн чи пысăк хулисенчен пĕррине Бомбейрен Мумбаи ята куçарнă
Çуралнă
- 1917 — Ефимова Серафима Мироновна (Миронова), Чăваш Радиовĕн чи пĕрремĕш дикторĕсен пĕри.
Вилнĕ
- 1750 — Бах Иоганн Себастьян, нимĕçсен паллă композиторĕ.
- 1960 — Войнич Этель Лилиан, акăлчансен çыравçи, композиторĕ.
- 1979 — Вуколов-Эрлик Филипп Николаевич, прозăçи.
- 1980 — Мĕтри Ваçлейĕ, чăвашсен паллă сăвăçи, çыравçи.
Ӑнлантарусем
- ^ День PR‑специалиста в России. Справка (выр.). РИА Новости (20100728T0928). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.