Бах Иоганн Себастьян

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
кивĕ стиль тăрăх) Эйзенах хулинче çуралнă. 1750 çулхи утă уйăхĕн 28 Лейпциг хулинче вилнĕ.

Пурнăçĕ

Иоганн Себастьян Бах Иоганн Амвроси Бах скрипач çемьинче ултăмĕш ачи пулнă. Скрипач çемьинче çурални унăн малашлăх мĕнле пуласси тӳрех паллă пулнă. Тюринг тăвĕсем хушшинче пурăннă Бах çемьинче пурте кĕвĕпе çыхăннă пулнă. флейтист, трубач, органист, скрипач, капельмейстер ĕçне нумайăшĕ суйласа илнĕ. Вĕсен кĕвĕ пултарулăхĕ пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçса пынă. Иоганна пилĕк çул çитсен ашшĕ ăна скрипка парнеленĕ. Иоганн вăл кĕвĕ инструменчĕ çинче хăвăрт выляма вĕреннĕ, скрипка çинче выляси ăна питĕ кăмăла кайнă.

Иоганн Себастьян тăхăр çула çитсен унăн амăшĕ вилнĕ. Тепĕр çултан вара — ашшĕ. Пĕчĕк ачан ачалăхĕ пĕтнĕ, ăна усрама аслă шăллĕ хăй патне илнĕ. Аслă шăллĕ юнашар хулара органист пулса ĕçленĕ те, çавăнпа та вăл ачана клавир çинче выляма вĕрентнĕ, гимназине вĕренме янă.

15 çулта Бах Люнеберг хулине куçнă. Кунта вăл Целле тата клавир валли вăл хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕсене çырнă.

Вĕренсе тухнă хыççăн ĕç шырама пикеннĕ. Веймартра, Арнштадра, Мюльхаузенра службăра тăнă. герцог патĕнче музыкант вырăнне илнĕ хыççăн вăл Веймара куçнă. Унта 9 çул иртернĕ, нумай кĕвĕ çырнă.

герцог ăна хăй патне чĕнет. Иоганн Себастьян килĕшет те Кетен хулине куçать. Ку тапхăр Катенра Бах виçĕ соната, скрипкăн соло валли виçĕ партита, клавир валли Акăлчан тата Француз сюитисене, концертне çырнă.

1720 çулта унăн арăмĕ вилнĕ те тăватă пĕчĕк ачине тăлăххăн хăварнă. 1721 çулта Бах иккĕмĕш хучĕнче Анна Магдалена Вилькена кача илнĕ.

1740 çулсен вĕçĕсенче Бах сывлăхĕ япăхланнă. Куçĕсем унăн япăх курма пуçланă. Икĕ оперци иртернĕ, анчах та операцисем ăнăçлă иртмен пирки Бах суккăр пулса тăнă. Вилес умĕн вăл курма пуçланă, анчах та ун хыççăн вунă кунран вилсе кайнă.

Вăл вилнĕ хыççăн унăн пултарулăхĕ çинчен манса кайма пуçланă. 1829 çулта Берлинта «Страсти по Матфею» мессине вылянă хыççăн Бах пултарулăхĕпе çĕнĕрен кăсăкланма пуçланă. 1850 çулта «Бах пĕрлешĕвĕ» туса хунă. Вăл пĕрлешĕв Бах çырнă кĕввисене пуçтарса пичĕтлес тĕллев лартнă. Çур ĕмĕр хушшинче 46 том пичĕтленĕ.