Ефимова Серафима Мироновна
Ефимова Серафима Мироновна (Миронова) (1917 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ, Такана, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1988 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш радиовĕн чи пĕрремĕш дикторĕсен пĕри.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1917 çулхи утă уйăхĕн 28-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халĕ Чăваш Республикин Çĕрпӳ муниципаллӑ округӗ) Такана ялĕнче çуралнă[1].
Пилӗк ачаллă хресчен çемьинче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ Мирон Иванович Иванов, амăшĕ Фекла Никитична (Хветле) ятлă пулнă. Серафима чи аслă ачи пулнă, кĕçĕнреххисем — Иван, Надежда, Антонина тата Анатолий. Антонина Чулхула ют чĕлхесен институтĕнче пĕлӳ илнĕ, çав тăрăхрах юлнă. Надя, Толя тата амăшĕ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вĕçленсен çынсене вербовкăпа Калининград облаçне ĕçлеме илсе кайнă вăхăтра, 1946 çулта, унта çул тытнă.
Шупашкара таврӑнсан Чăвашрадиора диктор, унтан редактор-диктор пулса ӗҫленӗ. Хăй ĕçӗпе чăваш диктор ӳнерне никĕсленĕ. Радиора 35 çул ĕçленĕ.
Серафима Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă — вăрçă хирне 1942 çулхи ака уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе кайнă. Тепĕр çулхи çу уйăхĕччен — вăл Хĕвел тухăç фрончĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен батальонăн сăнавçи, унтан сăнав пункчĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă. 1943 çулхи çу-чӳк уйăхĕсенче 103-мĕш артиллери дивизийĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен аслă разведчикĕ тата ытти те.
Çартан таврăнсан Серафима Мироновна тӳрех хăйĕн юратнă ĕçне кӳлĕннĕ. Чăваш радио çуртĕнче кунне ирттернĕ. Халăха чăваш çĕрĕн хыпарĕсемпе паллаштарнă, радио инсценировкăсем ирттерме хутшăннă-пулăшнă. Общество ĕçне те хутшăннă. Уйрăмах Мире хӳтĕлекен фондра хастарлăх кăтартнă. Фондăн республикăри комитечĕн пайташĕнче вун-вун çул ĕçленĕ. Пурнăç тăршшĕнче Мир фондне пин-пин тенкĕ укçа хывнă.
Чĕри 1988 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче тапма чарăннă. Халăх юратнă диктор 71 çул тултариччен пĕр кун пурăнса çитеймен.
Хисепӗсем
- СССР тава тивĕçлĕ радисчĕ;
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденӗ;
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденӗ;
- «Çапăçура палӑрнӑшӑн» медаль;
- юбилей медалĕсем;
- Мир фончĕн медалӗ.
Ҫемье
- Ашшӗ — Иванов Мирон Иванович.
- Амӑшӗ — Иванова Фекла Никитична (Хветле).
- Мăшăрĕ — Ефимов Георгий Андреевич, Чӑваш АССР халӑх поэчӗ[1].
Астӑвӑм
Наградисем тата ытти чылай япали Чăваш телекуравĕпе радио комитечĕ йĕркеленĕ музейра упранаççĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Ефимова, Серафима Мироновна (диктор; 28.07.1917-27.07.1988) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
Вуламалли
- Пирвайхисем / В. Сорокина хатӗрленӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2000. — 30 раштав (№ 52). — C. 2.
- Сасси радио итлекенсене тыткӑнланӑ / страницӑна А. Михайлов хатӗрленӗ // Хыпар. — 2021. — 5 пуш/март. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.
- Сорокин, В. Ылтӑн медаль / В. Сорокин // Коммунизм ялавӗ. — 1987. — 10 апр.
- Ефимова (Миронова) Серафима Мироновна // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. — Чебоксары, 2008. — С. 132.
- Ефимова Серафима Мироновна // Энциклопедия Цивильского района. — Чебоксары, 2019. — С. 108.
- Сорокин, В. E. Ефимова Серафима Мироновна / В. E. Сорокин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — 160 с.
- Фокин, П. П. Ефимова Серафима Мироновна / П. П. Фокин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 577.