Ефимов Георгий Андреевич
Георгий Ефимов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Ефимов Георгий Андреевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1932, нарӑс, 7 |
Çуралнă вырăн: | Малти Ăнтавăш ялĕ, Канаш районĕ Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2005, юпа, 30 |
Вилнĕ вырăн: | Чăваш Республики Шупашкар |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ |
Жанр: | повеç, роман, калав, поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Ефимов Георгий Андреевич (1928, утӑ, 9, Малти Ăнтавăш ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР — 2005, юпа, 30, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмач.
Чăваш Республикин халăх сăвăçи (1996). Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1978), Халăхсен туслăхĕн орденĕн лауреачĕ, П. Хусанкай ячĕллĕ Чăваш Енĕн çыравçă-профессионалсен пĕрлешĕвĕн литература премин лауреачĕ.
"Молодая гвардия" журналăн преми лауреачĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотисене иккĕ хутчен тивĕçнĕ[1][2].
Пурнăçĕ
1928 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Малти Ăнтавăш ялĕнче çуралнă.
Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ çумĕнчи театр студийĕнчен вĕренсе тухнă. Йĕпреç районĕнчи куçса çӳрекен театр актерĕ пулса ĕçленĕ.
Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правленийĕн литература консультанчĕ пулса ĕçленĕ. 1955-1963 çулсенче — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ, Чăваш Республикин Çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленийĕн яваплă секретарĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн пай ертӳçи, Чăваш кĕнеке издательствин редакци ертӳçи пулнă.
2005 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Георгий Ефимов республикăн пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăннă, ĕç çыннисен депутачĕсен Шупашкар хула канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правлени пайташĕ пулнă.
Пайăр пурнăç
Икĕ хут мăшăрланнă. Пĕрремĕш арăмĕ - Серафима Мироновна. Иккĕмĕш арăмĕ - Светлана Ефимова.
Пултарулăх ĕçĕсем
Унăн пĕрремĕш сăввисем «Ялав» журналта 1946 çулта пичетленнĕ, 1953 çулта "Ашă туйăмсем" сăввисен пуххи тухнă.
Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ пулнипе, пысăк гражданлăхпа, сăрăсемпе кĕвĕсен тĕрлĕ енлĕхĕпе, сăнарсемпе характерсен хăйне евĕрлĕхĕпе, хĕрӳлĕхпе, уйрăмла лирикăпа палăрнă. Георгий Ефимов талантлă çыравçă тата сăвăçă пулнă. Вăл 50 ытла кĕнеке, çав шутра сăвăсен, ачасем валли юмахсен пуххисене çырнă. Çуррине яхăн кĕнекисем вырăсла тухнă.
"Çăкăр", "Атте çĕрĕ", "Кăвак инçет", "Пурнăç утăмĕсем" тата ытти поэми уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Георгий Ефимовăн нумай сăввине Чăваш Енри кĕвĕçĕсем юрра хывнă.
2006 çулта унăн «Телейсĕр чух телейлĕскер» кĕнеки тухнă.
Сахал мар хайлавне ытти чĕлхесене куçарнă. Хăй те чăвашла нумай куçарнă.
Кĕнекисем
- Ефимов, Георгий Андреевич. Дубрава [Текст] : стихи / Г. А. Ефимов. — Чебоксары, 1991. — 125 с.
- Ефимов, Георгий Андреевич. Пӗрне-пӗри савсан [Текст] : Повеҫсемпе калавсем, аса илӳсем, сӑвӑсем / Г. А. Ефимов. — Шупашкар, 2002. — 381 с.
- Ефимов, Георгий Андреевич. Телейсӗр чух телейлӗскер [Текст] : повеҫсем / Георгий Ефимов, 2005. — 352 с.* Ефимов, Георгий Андреевич.
- Ӑшă кăмăл : сӑвӑсем / Г. А. Ефимов. — Чебоксары, 1953. — 79 с.
- Ефимов, Г. Çамрăклăх / Г. Ефимов. — Шупашкар : Чăваш АССР государство изд-ви, 1955. — 86 с. — (Молодость).
- Ефимов, Г. Акăшпи / Г. Ефимов. — Шупашкар : Чăваш АССР государство изд-ви, 1960. — 79 с.- (Лебедушка).
Асăнмалăх
- Георгий Ефимов урамĕ, Шупашкар
Вуламалли
- Георгий Ефимов [Текст] : [биобиблиогр. справка] / Союз писателей ЧАССР. – Чебоксары, 1988. - 7 с.
- Алексеев, О. Поэт ячӗпе – асӑну / О. Алексеев // Хыпар. – 2008. – 15 чӳк. – С. 3.
- Алексеев, О. Çырас ĕç – пурнăç тĕллевĕ / О. Алексеев // Хыпар. – 2006. – 9 чӳк. – С. 4.
- Артемьева, Н. «Ҫитмӗл ҫул иртӗ-ши, ҫирӗм ҫул-ши?...» : [чӑваш халӑх поэтне Георгий Ефимова халаланӑ сӑвӑ] / Н. Артемьева // Хыпар. – 1998. – 23 утӑ.
- Еливанова, Г. Халăх поэчĕ – халăхпах / Г. Еливанова // Хресчен сасси. – 2006. – 5 раштав. – С.
- Ефимов, Г.Чуна ӑшӑтакан ҫырусем : [Анатолий Ермилов (Юман) ҫыравҫӑ патне янӑ ҫырусем] / Г. Ефимов // Тӑван Атӑл. – 2008. – № 7. –С. 143-146.
- Прокопьев, В. Чăваш халăх поэчĕ // Прокопьев, В. Канаш тăрăхĕн ятлă–сумлă çыннисем / В. Прокопьев. – Шупашкар, 2005. – С. 119-124.
- Смирнова, Н. Юлашки ҫула / Н. Смирнова // Хыпар. – 2005. – 2 чӳк.
- Абрамов, В. А. Ефимов Георгий Андреевич / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 575.
- Афанасьев, П. Eфимов Георгий Андреевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 136–138.
- Eфимов Георгий Андреевич // Совет. Чувашия. – 2005. – 1 нояб. – С. 6.
- Семендер, Ю. Живет в песнях и книгах / Ю. Семендер // Республика. – 2006. – 26 апр. (№ 18). – С. 11.
- Тимуков, А. Н. Eфимов Георгий Андреевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 160.
- Фирсов В.И. Слово о поэте. М., 1973.
Асăрхавсем
Каçăсем
- Ҫулталăк кӗнеки( ӗҫлемен каҫӑ)
- Чӑваш Ен литература картти( ӗҫлемен каҫӑ)
- Культурное наследие Чувашии
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Чăваш Енре ҫуралнисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Чăваш Енре вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- РУВИКИ:Çыравçăсем пирки портретсăр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- СССР çыравçисем
- СССР сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Пайăр çынсем:Канаш районĕ
- 1928 ҫулта ҫуралнисем
- Утӑн 9-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 2005 ҫулта вилнисем
- Юпан 30-мӗшӗнче вилнисем