Михайлова Светлана Никифоровна

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Михайлова Светлана Никифоровна (качча кайсан илнӗ хушамат: Ефимова; 1927 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Ҫатра Марка, Шупашкар уесӗ2020 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ) — чӑваш актриси. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артистки (1960), Чӑваш АССРӗн халӑх артистки (1975)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Шупашкар уесӗнчи (халӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗ шутне кӗрет) Ҫатра Марки ялӗнче ҫуралнӑ[2]. Ашшӗ Никифор Гурьевич пулнӑ, амӑшӗ — Христина Ивановна[3].

1929 ҫулта вӗсен кил-йышӗ Иркутск облаҫӗнчи Галтэй ялне куҫса кайнӑ. 1943 ҫулта Светлана медаппасен курсне вӗренсе пӗтернӗ, Зима станцире вырнаҫнӑ госпитальти аманнӑ салтаксене сипленӗ. Ҫав ҫулах ҫулла вӗсен кил-йышӗ тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ[3].

1945–1946 ҫулсенче Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑтури консерватори ҫумӗнчи чӑваш драма студийӗнче вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн 1946–1947 ҫулсенче Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи студире пӗлӗвне ӳстернӗ[2].

1949–1953 ҫулсенче пулас артистка Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗнсе машинистка тата стенографистка пулса ӗҫленӗ[3].

1947–1949 ҫулсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ[3]. 1953 ҫултан пуҫласа 1983 ҫулччен К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑй хунӑ[4].

Вӑл радио- тата телеспектакльсенче сахал мар вылянӑ, илӗмлӗ фильмсен чӑвашла дубляжӗсене хатӗрлес ӗҫе те хутшӑннӑ[1].

Пултарулӑхӗ

Светлана Михайлова вылянӑ сӑнарсем хушшинче чӑваш драматургийӗн илемлӗ халӑх сӑнарӗсем пур, вӗсен характерӗсем пуян та тӗрлӗ енлӗ. Мӗнпурӗ 120 сӑнар вӑл вылянӑ[3]. Унӑн пӗрремӗш ролӗ Л. Родионовӑн «Юратнӑ хӗр» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Нюра сӑнарӗ пулнӑ[1]. Ҫавӑн пекех вӑл ҫак сӑнарсене калӑпланӑ[1][4]:

  • Паша (Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана»пьеси тӑрӑх, 1955);
  • Нарспи (1959);
  • Кӗтерук («Куккук ҫаплах авӑтать», 1960);
  • Полинка (Н. Анкиловӑн «Салтак арӑмӗ» пьеси тӑрӑх, 1971);
  • Наденька (В. Романовӑн «Никита Бичурин» пьеси тӑрӑх, 1959);
  • леди Мильфорда (Ф. Шиллерӑн «Кӑварлӑхпа юрату» пьесипе);
  • Занна (Я. Райнисӑн «Вӗр, вӑштӑр ҫил!» пьесипе);
  • Василиса (А. Пидсухӑн «Аптрамаҫҫӗ арӑмсем» пьесипе);
  • Лена (Н. Терентьевӑн «Арканнӑ юрату» пьесипе);
  • тата ыттисем.

Хисепӗсем, ҫитӗнӗвӗсем

  • Пӗтӗм Раҫҫейри наци драматургийӗн 2-мӗш фестивалӗн лауриачӗ;
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артистки (1960);
  • Чӑваш АССРӗн халӑх артистки (1975).

Ҫемье

Светлана Никифоровна Георгий Ефимов чӑваш сӑвӑҫӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ пулнӑ (унӑн иккӗмӗш арӑмӗ).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 https://наследиечувашии.рф/russian/%D0%BC%D0%B8%D1%85%D0%B0%D0%B9%D0%BB%D0%BE%D0%B2%D0%B0-%D1%81%D0%B2%D0%B5%D1%82%D0%BB%D0%B0%D0%BD%D0%B0-%D0%BD%D0%B8%D0%BA%D0%B8%D1%84%D0%BE%D1%80%D0%BE%D0%B2%D0%BD%D0%B0-%D0%B0%D0%BA%D1%82%D1%80/
  2. ^ 1, 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 273. — 505 с.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5 https://bichurin.rchuv.ru/news/2022/03/14/k-95-letiyu-narodnoj-artistki-svetlani-efimovoj-mi
  4. ^ 1, 2 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/2674.html

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 273. — 505 с.
  • Чӑваш халӑх артистки Светлана Михайлова-Eфимова : рецензисем, статьясем, сӑвӑсем, повесть, сунӑмсем / Г. А. Eфимов пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар : Калем, 2005. — 132 с.
  • Чӑваш халӑх артистки Светлана Михайлова-Ефимова = Народная артистка Чувашии Светлана Михайлова-Ефимова / [Г. А. Ефимов, Н. К. Кушманов пухса хатӗрленӗ]. — 2-мӗш кӑларӑм. — Шупашкар : [и. ҫ.], 2007. — 316 с. : ил., портр. — Загл. обл. : Манӑҫми сӑнарсен ытамӗнче. — (выр.)(чăв.)
  • Алексеев, О. …Пурнӑҫ ҫаврӑнать иккен хӑй майлӑ… / О. Алексеев // Хыпар. — 2007. — 15 пуш.
  • Власова, Р. Варкӑш ҫил эсӗ / Р. Власова // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 3. — Прил.: с. 23-27 : сӑн ӳкерчӗк. — (Сунтал).
  • Власова, Р. Сценӑшӑнах ҫуралнӑ тейӗн / Р. Власова // Хыпар. — 2012. — 15 пуш. — С. 1. — (Кун хыҫҫӑн кун).
  • Листопад, Ю. Искусство вӑл — хӗрӳ ӗҫ, шырав, тӑрӑшу / Ю. Листопад // Хыпар. — 1997. — 19 пуш.
  • Листопад, Ю. Искусство вӑл — хӗрӳ ӗҫ, шырав, тӑрӑшу / Ю. Листопад // Тӑван Ен (Шупашкар районӗ). — 2015. — 11-17 раштав (№ 48). — С. 4 ; 8-24 раштав (№ 49). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Листопад, Ю. Ӳнерпе сцена — хӗрӳ ӗҫ, шырав, тӑрӑшу / Ю. Листопад ; С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2007. — 17-23 пуш (№ 10). — С. 10.
  • Михайлов, Ю. Район мухтавӗ / Ю. Михайлов // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 2007. — 17 пуш.
  • Михайлова, А. Пултарулӑхшӑн пысӑк тав! / А. Михайлова // Хыпар. — 2007. — 20 раштав. — С. 3. — (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ).
  • Михайлова-Eфимова, С. H. Чӑваш халӑх артистки Светлана Михайлова-Eфимова: «Искусство вӑл — манӑн пурнӑҫ, ҫав вӑхӑтрах атте-анне те, шкул та» / С. Н. Михайлова-Eфимова ; С. Руссова ҫырса илнӗ // Тантӑш. — 2002. — 28 пуш (№ 13). — С. 12.
  • Славутич, П. Халӑх артистки / П. Славутич // Ялав. — 1987. — № 5. — С. 30.
  • Смолина, Л. Ҫитмӗлте те ҫут тивлет / Л. Смолина // Ҫилҫунат. — 1997. — № 3. — С. 18-19.
  • Ҫӑлкуҫ, П. Ҫӗр те вун икӗ чунлӑ ӑста / П. Ҫӑлкуҫ // Тантӑш. — 1997. — 14 пуш. — С. 4.
  • Тимофеев, А. Т. Светлана Никифоровна Ефимова // Тимофеев, А. Т. На берегах Унги-реки : краеведч. очерки / А. Т. Тимофеев. — Чебоксары, 2009. — С. 50-60.
  • Антонов, М. Рождена для сцены / М. Антонов // Вести Чувашии. — 2002. — 15 марта (№ 11). — С. 8.
  • Двойнова, Д. Актриса / Д. Двойнова // Сцена Чувашии. — 2007. — 20 апр. (№ 4). — С. 6.
  • Кириллов, Г. В. Михайлова Светлана Никифоровна / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 113.
  • Листопад, Ю. Искусство — это напряженная работа, поиск, усердие / Ю. Листопад // Республика. — 2002. — 13 нояб. (№ 72). — С. 7.