Юпа, 27
Пулса иртнĕ
- 312 — Константин Мульви кĕпере патĕнче (капăрл.) тӳпере «Сим победиши!» çырнă хĕресе курнă
- 1870 — Франк-прус вăрçи: Меца нимĕçсем кĕнĕ
- 1938 — «DuPont» фирма çĕнĕ синтетик материалне — нейлона — туни пирки пĕлтерет
- 1962 — Кариб кризисĕн «хура шăматкунӗ», тӗнчери лару-тӑру ядерлӑ вӑрҫӑ пуҫланасси патне ҫитнӗ.
- 1981 — Швецин тинĕс çыранне совет «С-363» шывай кимми тухать
- 1982 — Китай хăйĕн пурăнан халăх йышĕ миллиарда çитни пирки хыпарлать
- 1984 — Байкал-Амур магистралĕ витĕр çул уçнă
- 1999 — эрмен парламенчĕн ларăвне боевиксем тапăнса кĕреççĕ те пухăннă çынсене пăшалран пеме пуçлаççĕ
- 2005 — Францире иккĕ йĕкĕт сарăмсăр вилнипе массăллă пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ
Çуралнă
- 1782 — Никколо Паганини, итал сĕрме купăсçи, гитара вылявçи тата кĕвĕ хайлавçи. XVIII-XIX ĕмĕрсенчи кĕвĕ кун-çулĕн чи пайăр çыннисенчен пĕри.
- 1900 — Русланова Лидия Андреевна, совет эстрада юрăçи.
- 1952 — Фрэнсис Фукуяма, паллă американ философĕ, политика экономисчĕ, çыравçă.
Вилнĕ
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Ӑнлантарусем
- ^ Всемирный день аудиовизуального наследия (World Day for Audiovisual Heritage). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.