Йывӑҫ лартмалли кун

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Миннесотӑри «Йывӑҫ кунӗ», 2009

«Йывӑҫ лартмалли кун» («Вӑрман лартмалли кун», «Йывӑҫ кунӗ») — тӗнчери хӑш-пӗр ҫӗршывра палӑртакан хӑйне евӗр уяв, ятӗнченех курӑнать ӗнтӗ, вӑл йывӑҫ лартнипе, пӗтнӗ вӑрмансене чӗртессипе е хулапа хула ҫумӗнчи лаптӑксене (парксене, скверсене, т. ыт.) симӗслетсе илем кӗртме тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ.

Йывӑҫ лартмалли кунӑн историйӗ ҫур ӗмӗре яхӑн тӑсӑлать. Ӑна никӗслекенӗ — американ ботаникӗ, фермерӗ, ял хуҫалӑх министрӗ Стерлинг Мортон. 1874 ҫулта йывӑҫ лартмалли куна пӗрремӗш хут Небраска-Сити (Небраска штачӗ, АПШ) хулинче ирттернӗ[1].

СССРта хӑй вӑхӑтӗнче вӑл халӑх анлӑ та йышлӑн хутшӑнакан экологи уявӗсенчен пӗри пулнӑ. Шкул ачисем пулӑшнипе вӑрман лартас шухӑш Раҫҫее XIX ӗмӗрӗн юлашки вунҫуллӑхӗнче (уйрӑмах ку енӗпе М. К. Турский вӑрман ӗрчетекен тӑрӑшнӑ[2]) килнӗ.

Уяв кун-ҫулӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1872 ҫулта Небраска штатӗнче (АПШ) иртнӗ Штатӑн ял хуҫалӑх управленийӗн ларӑвӗнче Дж. Мортон территори секретарӗ тавралӑха симӗслетес енӗпе ҫулсерен ирттермелли куна палӑртма сӗннӗ. Ларӑва пухӑннисем Мортон шухӑшне ырланӑ, штатри халӑх вара ку мероприятие хаваслансах хутшӑннӑ. Акци мӗнле иртни чӑннипех те тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ: пӗрремӗш уява (ӑна «Йывӑҫ кунӗ» ят панӑ (акăл. Arbor Day)) ирттернӗ чухне пӗр миллиона яхӑн йывӑҫ лартса тухнӑ. 10 ҫултан «Йывӑҫ кунӗ» штатӑн официаллӑ уявӗ пулса тӑнӑ. Ӗмӗр иртсен, 1970 ҫулта, ҫак кун наци уявӗ пулса тӑнӑ, ӑна Ҫӗр Чӑмӑрӗн кунӗ теме пуҫланӑ. 1990 ҫулта пулӑм тӗнче шайне сарӑлнӑ, ҫапла май акан 22-мӗшӗнче эпир Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр-Анне кунне палӑртатпӑр[3].

Апла пулин те, ҫак тапхӑрта «Йывӑҫ кунӗ» ҫакнашкал улшӑнса пынӑ вӑхӑтра, планета ҫинче ҫакӑн йышши ытти кунсем йӗркеленсе пынӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри официаллӑ статуслӑ пулса тӑнӑ, теприсене вара паянхи кун та энтузиастсемпе общество организацийӗсен вӑйӗпе ирттереҫҫӗ. Ҫакнашкал уява йӗркеленӗ чылай ҫӗршывра ҫӑвӑн пекех «Ҫӗр Чӑмӑрӗн кунне» те палӑртаҫҫӗ.

Йывӑҫ лартмалли кун тӗрлӗ ҫӗршывсенче [4]

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раҫҫейре[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раҫҫейре «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» (ака-ҫу уйӑхӗсем) пек палӑртаҫҫӗ.

Ҫак мероприятие йӗркелесси XIX ӗмӗрте пуҫланнӑ. 1898 ҫулта Раҫҫейӗн Вӑрман департаменчӗ ҫӗр ҫул тултарнине халалласа, ака уйӑхӗн вӗҫӗнче — ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, йывӑҫ лартас кунсене уявлама пуҫланӑ[5]. 1902 ҫул тӗлне уява Раҫҫей Империйӗн 40 ытла кӗпӗрнинче ирттернӗ. Йывӑҫ лартмалли мероприятисене Дон-ҫинчи-Ростов хулинче анлӑ ирттернӗ, Йывӑҫ лартмалли уява унта пӗрремӗш хут 1910 ҫулта ирттернӗ.

Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн чаплӑ уяв ирттерсе йывӑҫ лартас йӑла ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ. 1920 ҫулта Сокольникинчи ҫутҫанталӑка юратакансен станцийӗ йывӑҫ лартмалли кунсене ирттерессине Мускавра ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. Ҫак уявра шкул ачисем патӗнче хӑнара Владимир Маяковский те пулнӑ[6].

Хальхи Раҫҫейре, 2010 ҫулхи пушарсем хыҫҫӑн Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентстви пуҫарнипе «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» ятлӑ экологи акцине ирттерме йышӑннӑ[7]. Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсенчи чылай вӑрман хуҫалӑхӗсенче, ҫавӑн пекех ялсемпе хуласенче йывӑҫ лартмалли шӑматкунлӑхсем иртеҫҫӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли куна пӗрремӗш хут 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ тунӑ[8] — шӑпах 2011 ҫула ПНО Пӗтӗм тӗнчери вӑрман ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Акци пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 2011 ҫулта 25 миллиона яхӑн хунав лартнӑ, пӗтӗмӗшле лаптӑк ҫичӗ пин гектар ытла пулнӑ, мероприятие вара хӑй ирӗкӗпе 60 регионти 200 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫак экологи пуҫарӑвне РФ Правительстви ырланӑ, вӑрман лартмалли наци кунне ҫулсерен ирттерме йышӑннӑ. Официаллӑ йӗркепе ҫак асӑннӑ Раҫҫей шайӗнчи акци шутне кӗрекен мероприятисем уйӑх хушши (тӗпрен илсен — акапа ҫу уйӑхӗсенче) иртеҫҫӗ. Ҫанталӑка та шута илеҫҫӗ, ҫавна май хӑш-пӗр регионта ҫак куна халалланӑ тӗп мероприятисем кӑшт маларах е каярах, вӑл е ку лаптӑкшӑн вырӑнлӑрах вӑхӑтра, иртеҫҫӗ.

Акци пирки МИХсенче тӑтӑш ҫыраҫҫӗ. Йывӑҫ лартмалли лаптӑксене палӑртасси — вӑрман хуҫалӑхӗсен тивӗҫӗ, вӗсем тӑпрана хатӗрлеҫҫӗ, лартмалли хунавсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Хӑйсен ирӗкӗпе хутшӑнакан ҫынсене йывӑҫ лартмалли хатӗрсем параҫҫӗ, йывӑҫа мӗнле тӗрӗс лартмаллине вӗрентеҫҫӗ. Ҫак акцие тӗрлӗ организацисем хутшӑнаҫҫӗ, ҫав шутра аслӑ пӗлӳ паракан заведенисен студенчӗсемпе преподавателӗсем те[9].

Акци тӗллевӗ — вӑрмансене ҫӗнӗрен чӗртес шухӑша сарасси, экологи тӗлӗшӗнчен воспитани пама тӑрӑшни тата вӑрмансенче хӑйсене мӗнле тытмалли культурӑна аталантарасси. 1966 ҫултанпа авӑн уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче ҫак акципе ҫыхӑнман вӑрман ӗҫченӗсен кунне те паллӑ тӑваҫҫӗ.

2015 ҫултанпа ҫуркунне вӑрман лартас ӗҫ ҫакӑнпа кӑсӑкланакан граждансене «Ҫӗнтерӳ вӑрманӗ» акци ячӗпе анлӑн йыхравласа пурнӑҫланать. Ҫанталӑка кура уява ирттерессин кунне ака уйӑхӗн вӗҫӗнчен ҫу уйӑхӗн варри таран палӑртма пултараҫҫӗ.

Алжирта[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алжирта «Йывӑҫ лартмалли куна» ҫулсерен юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Бельгире, Италире, Лесотора тата Португалире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Итали Республикинче, Бельгире, Португалинче тата Лесотора «Йывӑҫ кунне» пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ[10][11].

Бразилире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бразилире «Вӑрман лартмалли куна» (Dia da Árvore) авӑнӑн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Венесуэлӑра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Венесуэла ҫак куна ҫу уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче уявлать.

Германире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Германире «Йывӑҫ лартмалли куна» (Tag des Baumes) ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Пӗрремӗш хут 1952 ҫулта паллӑ тунӑ.

Египетра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Египетра «Йывӑҫ лартмалли куна» йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Израильте[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Йывӑҫсен ҫӗнӗ ҫулӗ» — тӗнпе (иудаизмра) экологи тӗлӗшӗнчен тата халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ уяв. Еврейсен календарӗпе шват уйӑхӗн (ытларах чухне кӑрлачпа нарӑс уйӑхне лекет) 15-мӗш кунӗнче палӑртаҫҫӗ.

Иранра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иранра территорисене симӗслетмелли уява пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ (е пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче[12]).

Казахстанра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Вӑрман лартмалли наци кунне» ҫулталӑкра 2 хут (ҫуркунне тата кӗркунне), ака тата авӑн уйӑхӗсенче паллӑ тӑваҫҫӗ. Акцие пуҫарса яраканӗ — «Ҫирӗп аталану» Ҫӗр фончӗ, вӗсене ку енӗпе Казахстан Республикин Правительстви пулӑшать.

Камбоджӑра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Камбоджа патшалӑхӗнче «Йывӑҫ лартмалли куна» ҫӗртмен 1-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ.

Кенире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Вӑрман лартмалли куна» Кенире ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ.

Китай Халӑх Республикинче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Йывӑҫ лартмалли куна» Китай Халӑх Республикинче пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Китай Республикинче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тайвань утравӗнче, Китай Республикинче, «Вӑрман лартмалли куна» КХР-пе пӗр кунрах паллӑ тӑваҫҫӗ.

Коста-Рикӑра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Коста-Рикӑра «Вӑрман лартмалли куна» (Día del Árbol) ҫӗртмен 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Македонире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Македонире йывӑҫ лартас мероприятие 2008 ҫултан пуҫласа пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ, халӑх унта йышлӑ хутшӑнать.

Малавире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малавире «Йывӑҫ лартмалли кун» йӑлана кӗнӗ тӑрӑх раштавӑн иккӗмӗш тунтикунӗнче иртет.

Мексикӑра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Утӑ уйӑхӗн иккӗмӗш кӗҫнерникунӗнче Мексикӑра «Йывӑҫ лартмалли куна» (Dia National de Arboles) паллӑ тӑваҫҫӗ.

Намибире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Намибире «Йывӑҫ лартмалли куна» 2004 ҫултан пуҫласа ҫулсерен юпан 8-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.

Нигерта[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нигерта никама пӑхӑнманлӑх кунӗ (Independence Day) умӗн йывӑҫсем лартас ритуаллӑ йӑлана ҫурлан 3-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ.

Польшӑра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Польшӑра «Йывӑҫ лартмалли куна» ҫулсерен юпан 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.

Вӑтаҫӗр Африка Республикинче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вӑтаҫӗр Африка Республикинче ҫак уява утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Филиппинра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Филиппинра «Йывӑҫ лартмалли куна» ҫӗртмен 25-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ.

Шри-Ланкара[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шри-Ланка «Вӑрман лартмалли куна» юпан 15-мӗшӗнче уявлать.

Танзанире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Танзанире «Йывӑҫ лартмалли кун» акан 1-мӗшӗнче иртет.

Угандӑра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уганда ҫак куна пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уявлать.

Украинӑра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Украинӑри ҫакнашкал уяв ячӗ «Тавралӑх кунӗ» ятлӑ, вӑл пӗтӗм Украина шайӗнче ирттернӗ «Йывӑҫ — Пурнӑҫ» акци хыҫҫӑн ҫуралнӑ. Ҫулсерен ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш шӑматкунӗнче ирттереҫҫӗ.

Кӑнтӑр Корейӑра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Йывӑҫ лартмалли куна» Кӑнтӑр Корейӑра Пак Чон Хи правительстви ҫак Ази республикинчи вӑрмансене ҫӗнетес енӗпе анлӑ наци кампание ирттернипе ҫыхӑнтарса йӗркеленӗ. Чи малтан вӑрмансене ҫӗнетсе ӳстерес ӗҫе американсем пуҫланӑ, унтан вӗсем ку ӗҫе вырӑнти ҫынсене шанса панӑ, ҫак ӗҫе патшалӑхсем хушшинчи грант йӗркелесе хавхалантарнӑ. Корейсем ӗҫе хаваслансах пуҫӑннӑ, ҫак кампани регионти экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатнишӗн мӗнешкел пысӑк тӳпе хывнине хаклама та йывӑр. Уявӗ вара тата унпа ҫыхӑннӑ йывӑҫ лартас йӑла халӑха кӑмӑла кайнӑ, вӑл наци уявӗ пулса тӑнӑ. Ӑна ҫулсерен ҫуркунне, акан 5-мӗшӗнче, палӑртаҫҫӗ[13].

Японире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Японире ҫак уява ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ, унӑн ятне тӳрремӗн куҫарсан «Симӗс калча кунӗ» пулать.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Алан Бойе. The Complete Roadside Guide to Nebraska стр. 8—9
  2. ^ 20 сентября — День леса
  3. ^ АМИ-ТАСС :: 22 апреля — Всемирный день Земли( ӗҫлемен каҫӑ)
  4. ^ The Arbor Day Foundation
  5. ^ Хлюстов В.К. Из истории празднования Дней древонасаждения. Дни леса.
  6. ^ Биография В.В. Маяковского.
  7. ^ Всероссийский день посадки леса. Рослесхоз.
  8. ^ День посадки леса станет общероссийской традицией, Вести.RU (2011-05-14).
  9. ^ Козачек, А. В., 2017. Практика организации региональных общественных научно-образовательных мероприятий в сфере экологии и устойчивого развития (на примере Тамбовской области) // Вопросы современной науки и практики. Университет им. ВИ Вернадского, (2), pp.196-200.
  10. ^ [www.calend.ru/holidays/0/0/637/ День дерева в Италии — 21 марта. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010]
  11. ^
  12. ^ Сегодня в Иране отмечают День озеленения и начало Недели природных ресурсов - Иран.ру
  13. ^ Каталог — Открытки@Mail.Ru( ӗҫлемен каҫӑ)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]