Пӗтӗм тӗнчери шыв пахалӑхне сӑнамалли кун

Пӗтӗм тӗнчери шыв пахалӑхне сӑнамалли кун (акăл. World Water Monitoring Day, WWMD) — Америкӑри таса шыв фончӗ (ACWF) 2003 ҫулта глобальлӗ ҫутӗҫ программи пек йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи кун. Программӑн (каярахпа ӑна «Шыв ресурсӗсене сӑнаса тӑмалли тӗнче шайӗнчи ӗҫ» тата «Ҫӗр чӑмӑрӗн эхо-шывӗ» ят панӑ) тӗллевӗ: халӑха пӗтӗм тӗнчери шыв ресурсӗсене хӳтӗлес ӗҫе хутшӑнтарасси тата ку тӗлӗшпе пӗлӳ шайне ӳстересси. Программӑпа килӗшӳллӗн ҫакна граждансене хӑйсен ҫывӑхӗнчи шыв ресурсӗсене чи ансат мелсемпе сӑнаса тӑма май туса панипе пурнӑҫлаҫҫӗ[1]. ACWF президенчӗ тата тӗп ӗҫ тӑвакан директор Роберта (Робби) Сэвидж Пӗтӗм тӗнчери шыв пахалӑхне сӑнамалли куна йӗркеленӗ, Эдвард Мойер вара унӑн пӗрремӗш координаторӗ пулнӑ.
Ансат тӗрӗслев хатӗрӗ пурне те, ҫав шутра ачасемпе аслисене те, вырӑнти шывсен тӗслӗхӗсене илсе шыв пахалӑхӗн параметрӗсене сӑнама май парать. Параметрсен шутне температура, йӳҫеклӗх (pH), шыв тӑрӑлӑхӗ (пӑтранчӑклӑхӗ) тата шывпа хутӑшнӑ кислород виҫи кӗрет. Хаклӑ мар тӗрӗслев хатӗрӗсене мӗнле туянасси пирки хальхи вӑхӑтра спонсорлакан EarthEcho International организацире пӗлме пулать, сӑнав мӗнле иртни пирки кӑтартусене вара кайран пӗтӗм тӗнчипе хутшӑнакан пӗрлӗхсене спонсор сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери шыв ресурсӗсен сӑнамалли куна чи малтан ҫулсерен юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртнӑ пулнӑ. Чи малтан ҫак кун валли пӗр уйӑх каярахри вӑхӑта суйланӑ пулнӑ, ӑна 1972 ҫулта АПШ Конгресӗ ҫӗршыври шыв ресурсӗсене ҫӗнетсе хӳтӗлемешкӗн Таса шыв ҫинчен калакан саккуна йышӑннӑранпа ҫулталӑк тултарнипе ҫыхӑнтарнӑ пулнӑ. 2007 ҫулта, ҫак вӑхӑтра хӑш-пӗр тӑрӑхсенче температура нуль таран ҫитнине пула, вӗсене те хутшӑнтарас тесе куна улӑштарнӑ, пӗр уйӑх маларах куҫарнӑ.
2006 ҫулта ACWF мероприятие ирттерессине Шыв хутлӑхӗн федерацине (WEF) тата Пӗтӗм тӗнчери шыв ассоциацине (IWA) шанса панӑ. Коллективлӑ тӗллев — 2012 ҫул тӗлне хутшӑнакансен йышне 100 ҫӗршыври пӗр миллион ҫынна яхӑн ҫитересси пулнӑ. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери шыв пахалӑхне сӑнамалли куна йӗркелес ӗҫе EarthEcho International-а панӑ.
2008 ҫулта шыв пахалӑхӗн ыйтӑвӗ ҫивӗч пулнине палӑртас тесе Индонезирен[2] пуҫласа Арканзас[3] таран сарӑлнӑ хутлӑхри студентсем шывсен тӗслӗхӗсене илнӗ.
2018 ҫултанпа EarthEcho International мӗнпур хутшӑнакансене «EarthEcho Water Challengeal» шайӗнче кашни ҫул пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен (Пӗтӗм тӗнчери шыв ресурсӗсен кунӗ) пуҫласа раштав уйӑхӗччен шыв пахалӑхӗн тӗрӗслевне ирттерме чӗнет[1].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 EarthEcho Water Challenge . Washington, D.C.: EarthEcho International. Пӑхнӑ кун: 8 Ака уйӑхӗн 2018. Архивланӑ 1 Кӑрлач уйӑхӗн 2022 ҫул.
- ^ Students take part in water monitoring , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи копийӗ, The Jakarta Post, November, 2008
- ^ Environmental concerns make water protection necessary , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи копийӗ, The Cabin.net, November, 2008