Пӗтӗм тӗнчери тигр кунӗ
Историйӗ
Тигра тӗнче шайӗнче упраса сыхлаҫҫӗ, ӑна МСОП Хӗрлӗ кӗнекине тата Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине, ҫавӑн пекех тӗрлӗ ҫӗршывсен ытти сыхлав докуменчӗсене кӗртнӗ[1][2].
1947 ҫултанпа тигр сунарне пӗтӗмпех чарнӑ. 1955 ҫулта тигр ҫурисене тытма чарнӑ, кайран ку ӗҫе самай хытарнӑ[2].
Малалла тӗнчери килӗшӳсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ[2]:
- Биологи тӗрлӗлӗхӗн конвенцийӗ (Рио-де-Жанейро, 1992 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ);
- Ҫухалма хӑрушлӑх пур тискер фауна тата флора тӗсӗсемпе тӗнчере суту-илӳ тӑвассин конвенцийӗ (Вашингтон, 1973 ҫулхи пуш уйӑхӗ).
2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Глобаллӑ тигр форумӗнче Пӗтӗм тӗнчери банкӑн президенчӗ Роберт Зеллик «Тӗнчери тигр кунне» йӗркелес инициативӑпа тухнӑ. Форума хутшӑннӑ ҫынсем пӗрле «Правительствӑсен пуҫлӑхӗсен тигра сыхласа хӑварас пирки йышӑннӑ декларацине» тата «Тигрсен йышне чӗртсе тӑратас глобаллӑ программӑна» йышӑннӑ[3].
2010 ҫулхи чӳкӗн 21–24-мӗшӗсенче Санкт-Петербургра Ҫӗр ҫинче тигрсене сыхласа хӑварас проблемӑсене халалласа ирттернӗ тӗнче шайӗнчи форумра — «Тигр саммичӗ» ятлӑскерӗнче, тӗрлӗ правительствӑсен 13 пуҫлӑхӗ «Тӗнчери тигр кунне» йӗркеленӗ[3].
Уяв кунӗ тесе утӑн 29-мӗшне палӑртнӑ.
Ҫак куна йӗркелессин тӗллевӗ — тигрсем ҫухалассин проблеми пирки, ҫавӑн пекех вӗсене хӳтӗлессин меслечӗсем ҫинчен обществӑна пӗлтересси[3].
2011 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче пӗрремӗш хут «Тӗнчери тигр кунне» паллӑ тунӑ[3].
Мероприятисем
Ҫак кун пӗтӗм тӗнчепе ҫакӑн пек мероприятисем иртеҫҫӗ[1][3]:
- лекцисем, семинарсем, тигрсене браконьерсенчен ҫӑлассипе хӳтӗлессин форумӗсем;
- музейсенчи тематика куравӗсем;
- хулари викторинӑсем, квестсем, флешмобсем;
- телекӑларӑмсем;
- зоопарксенчи экскурсисем;
- ыркӑмӑллӑхпа пӗлӳ ӳстерекен акцисем тата ыттисем те.
2013 ҫулта ҫак кун хӑш-пӗр зоопарксене тигрсене усрама кирлӗ мӗн пур япалана илсе пынӑ. «Global Tiger Initiative» тӗнче шайӗнчи организаци тигрсен популяцине сыхласа хӑварас тӗллевпе 350 миллион доллар патнелле укҫа пухнӑ[4].
Индире патшалӑх тата общество организацийӗсем йышлӑ акцисемпе мероприятисем йӗркелеҫҫӗ, наци паркӗсемпе заповедниксенче тигрсене сыхласа хӑварас проблемӑсене халалланӑ экскурсисемпе семинарсем ирттереҫҫӗ[5].
Малайзире ҫулсерен тигрсене хӳтӗлеме укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе карнавалсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсем, ӳнер хайлавӗсен куравӗсемпе аукционӗсем тата ыркӑмӑллӑх концерчӗсем йӗркелеҫҫӗ[5].
Индонезире ыркӑмӑллӑх чупӑвӗсем тата экологи акцийӗсем иртеҫҫӗ. Тигрсен пурӑнмалли вырӑнӗ вӑрман пулнине кура хула ҫыннисем ҫулсерен тӗрлӗ петицисене алӑ пусаҫҫӗ, хут япаласемпе усӑ курассине чакарас кампанисем ирттереҫҫӗ[5].
Камбоджӑри суту-илӳ центрӗсенче паллӑ юрӑҫсен концерчӗсене йӗркелеҫҫӗ, браконьерлӑх проблемине татса парассипе ҫыхӑннӑ интерактивлӑ экспозицисем хатӗрлеҫҫӗ[5].
Раҫҫейре
2000 ҫултанпа Раҫҫейри Инҫет Тухӑҫра ҫулсерен авӑн уйӑхӗн тӑваттӑмӗш вырсарникунӗнче «Тигр кунне» паллӑ тӑваҫҫӗ[6].
- 1995 ҫулта ҫак куна календарьти уявсен йышне кӗртес шухӑша Владимир Ильич Тройнин ҫыравҫӑ-охотовед сӗннӗ. 1995—2000 ҫулсенче вӑл шкулсемпе библиотекӑсенче Ҫутҫанталӑка киленсе пӑхмалли уроксем, экологи экскурсийӗсем, вулав формачӗпе «Тигр кунне» ирттернӗ[6].
2000 ҫулта «Феникс» фонд директорӗ Сергей Леонидович Березнюк «Тигр кунне» ирттерес формата улӑштарма сӗннӗ[6].
2001 ҫулта Владивосток хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӗвӗпе (24.09.01 ҫ. 1501-мӗш №) «Тигр кунӗ» хулан официаллӑ уявӗн статусне илнӗ. Каярахпа уява Тинӗсҫум крайӗн ытти ял-хулисенче те паллӑ тума тытӑннӑ[6][7].
Ҫак кун ҫакӑн пек мероприятисем иртеҫҫӗ[6]:
- карнавал утӑмӗ;
- конкурссем;
- ӑмӑртусем.
2008 ҫултанпа «Тигр кунӗ» официаллӑ майпа край шайӗнчи уяв пулса тӑнӑ[6].
Ҫак кун ҫак хитре тискер кайӑкӑн шӑпишӗн пӑшӑрханакансене, тискер ҫутҫанталӑка юратакансене тата унпа килӗшӳллӗн пурӑнма тӑрӑшакансене, хӑйсем валли те, пулас ӑрусем валли те сывӑ тавралӑх йӗркелесе ӑна сыхлакансене пӗрлештерет.В. В. Путин, [8]
2010 ҫулта «Тигр кунне» Китайра паллӑ тума пуҫланӑ[8].
2016 ҫулта Владивостокра уява 15 пин патнелле ҫын хутшӑннӑ, пурӗ 50 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ. Тӗрлӗ организацирен 91 ушкӑн (шкулсем, тавралӑха хӳтӗлекен патшалӑхӑн тата патшалӑхӑн мар организацийӗсем) хутшӑннӑ парад иртнӗ. Хулан тӗп лапамӗнче ачасем валли те, ҫитӗннисем валли те мероприятисем иртнӗ[6].
2017 ҫулхи авӑнӑн 16-17-мӗшӗсенче Тинӗсҫум крайӗн ҫурҫӗр районӗсенче (Терней, Пожарски, Лазо, Кировски, Хӗрлӗ Ҫар районӗсенче) фестиваль йӗркеленӗ. Пожарски районӗнче уява 600 ҫынран ытларах хутшӑннӑ. Амур тигрне, Инҫет Тухӑҫ леопардне, тӑварсӑр шыва тата пӗтӗмӗшле тавралӑха хӳтӗлекен лозунгсемпе театрализациленӗ карнавал утӑмне йӗркеленӗ. «Йӑрӑмлӑ ӑсталӑх лаҫҫи» ыркӑмӑллӑх аукцион-конкурсӗ, Жора тигра реабилитацилемешкӗн укҫа-тенкӗ пухасси, ҫавӑн пекех Ҫӗр чӑмӑрне сиенлӗ каяшсенчен тасатас тӗллевпе батарейкӑсем пухас акци иртнӗ[9].
Сакун тӑвакансен шайӗ
1996 ҫулта РФра пӗрремӗш хут «Амур тигрне сыхласа хӑварас стратегине» хатӗрленӗ[2].
2008 ҫулта РФ премьер-министрӗ В. В. Путин «Амур тигрне тӗпчемелли программӑна» ырланӑ[2].
2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 2020 ҫулччен хатӗрленӗ ҫӗнӗ «Амур тигрне сыхласа хӑварас стратегине» ҫирӗплетнӗ[2].
2011 ҫулта Алексеевка посёлокӗнче (Надеждински районӗ, Тинӗсҫум крайӗ) пӗрремӗш «Тигрсемпе сайра тӗслӗ ытти чӗрчунсен реабилитаци тата реинтродукци центрне» туса лартнӑ[2].
2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Тинӗсҫум крайӗнче регион шайӗнчи «Вӑта Уссури» патшалӑхӑн ҫутҫанталӑк заказникне йӗркеленӗ[2].
2013 ҫулта РФ президенчӗ В. В. Путин икӗ сакун алӑ пуснӑ: кушак йышшисен сайра тӗсӗсене сутнӑшӑн тата вӗлернӗшӗн уголовлӑ яваплӑха тивӗҫтересси, браконьерлӑхпа кӗрешнӗ чухне егерьсемпе инспекторсен полномочийӗсене анлӑлатасси[5][10].
Ҫав ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче президент амур тигрӗн популяцине тӗпчес, сыхласа хӑварас тата йышне чӗртсе тӑратас енӗпе ӗҫлекен ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен «Амур тигрӗ» центра йӗркеленӗ[5][10].
2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче РФ правительствин йышӑнӗвӗпе Сихотэ-Алинь ту хырҫин хӗвеланӑҫ тӑвайккинче (амур тигрӗн пурӑнмалли вырӑнӗ) уйрӑмах сыхланакан ҫутҫанталӑк территорине — «Бикин» наци паркне — йӗркеленӗ[2].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Инҫет Тухӑҫра амур тигрӗсемпе Инҫет Тухӑҫ леопарчӗсем валли тӗнчере пӗрремӗш чикӗ урлӑ каякан резерват — «Пысӑк кушаксен ҫӗрӗ» — йӗркеленӗ[11].
Тигрсем пирки кӑсӑклӑ фактсем
- «Тигр» сӑмах авалхи перс чӗлхинчен «ҫивӗч, хӑвӑрт» тесе куҫарӑнать[12];
- Карл Линней — тигра чи малтан ҫырса кӑтартнӑ ӑсчах («Systema naturæ» ӗҫ)[12];
- Тигр — Азире ҫеҫ тӗл пулакан тӗс, кушак йышшисен шутне кӗрет. Пурӗ ӑсчахсем тигрӑн тӑхӑр кӗҫӗн тӗсне уйӑраҫҫӗ: Амур, Бенгали (пӗтӗм популяцин 40%), Индокитай, Малайзи, Суматра, Китай, Бали (вилсе пӗтнӗ), Кавказхыҫ (вилсе пӗтнӗ), Ява (вилсе пӗтнӗ) тигрӗсем[1][12];
- Типҫӗр ҫинче пурӑнакан тискер кайӑксем хушшинче тигрсем хӑйсен пысӑкӑшӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ (1-мӗш вырӑнта — хӑмӑр тата шурӑ упасем). Аҫин кӗлеткин тӑршшӗ 2,9 метра ҫитет, йывӑрӑшӗ — 270 кг ытла[1];
- Амур тигрӗн хырӑмӗ ҫинче 5 см хулӑнӑш ҫу сийӗ вырнаҫнӑ, вӑл ӑна питӗ сивӗ температурӑсене чӑтса ирттерме пулӑшать[1];
- Тигрсем тӗттӗмре ҫынсенчен ултӑ хут аванрах кураҫҫӗ[1];
- Тигр сурчӗкен антисептиклӑ витӗм пур[1];
- Чылай тигрӑн ҫӗр ытла йӑрӑм пур, ҫав йӑрӑмсем тӑрӑх уйрӑм тигрсене палӑртма пулать[12];
- Тигрсем мӑрлама пӗлмеҫҫӗ. Хӗпӗртенине е савӑннине кӑтартнӑ чухне вӗсем куҫӗсене чалӑштараҫҫӗ е хупаҫҫӗ[1];
- Тигр ҫурисене амӑшӗ икӗ ҫула яхӑн пӑхса пурӑнать[12];
Цирк тигрӗсем пирки фактсем[13]:
- Циркра ҫуралнӑ тигрсем пӗрремӗш уйӑхра ҫынпа юнашар пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа пӗтӗм ҫурине пӑхса ҫитӗнтерме пулать. Тискер ҫутҫанталӑкра пӗтӗм йышран 1-2 ҫури ҫеҫ чӗрӗ юлать;
- Цирксенче хӑйсем хушшинче пӗтӗҫтерсе ӗрчетнӗ тигрсем пурӑнаҫҫӗ. Манежра та, кулленхи пурнӑҫра та хӑйсене лайӑх кӑтартнӑ тигрсене ҫеҫ пӗрлештереҫҫӗ;
- Тигр ҫурисем пӗтӗм труппӑпа пӗрле нумай вӑхӑт гастрольсенче ҫӳреҫҫӗ, 5-6 уйӑхри чухне ҫеҫ вӗсене пӗр трюк тума вӗрентеҫҫӗ. Пӗр ҫул та ҫурӑра тигр шоура хутшӑнма пуҫлать;
- Тигрсем хӑйсен ятне лайӑх пӗлеҫҫӗ тата ятпа чӗнсен хуравлаҫҫӗ;
- Ҫитӗннӗ тигра кунне 10 килограмран пуҫласа 15 килограмччен аш-какай кирлӗ;
- Тигрсем хӑйсен пушӑ вӑхӑтӗнче картон курупккасемпе выляма юратаҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Международный день тигра – история и особенности праздника (2024-07-29). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 День тигра в России. Досье - ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 День в тигриной шкуре - ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ Сегодня во всем мире отмечают День тигра - Российская газета (2013-07-29). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 29 июля — Международный день тигра: история и традиции «полосатого праздника» (2024-07-29). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Tiger day festival 2016 in Vladivostok, Russia > WCS Russia(паллӑ мар). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ «День Тигра» — экологический праздник | Фонд «Феникс»(паллӑ мар). fundphoenix.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Экологический праздник. Кто придумал празднование Дня тигра - Российская газета (2019-09-27). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ День Тигра - 2017 | Статья | Российская федерация/Дальневосточный ФО/Приморский край | Экодело - экологические проекты и организации (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Международный день тигра (2022-07-29). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ 29 июля отмечается Международный день тигра. nature.kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 29 июля – Международный день тигра. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ.
- ^ Международный день тигра: 10 фактов о полосатых хищниках в цирках(паллӑ мар). Федеральное Казенное Предприятие «Российская государственная цирковая компания». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- «Феникс» фончӗн сайтӗнче «Тигрсен кунне» халалланӑ страница