Пӗтӗм тӗнчери китсемпе дельфинсен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери китсемпе дельфинсен кунӗ (акăл. World Whale and Dolphin Day) — 1986 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери кит тытакан комисси (акăл. International Whaling Commission — IWC) йӗркеленӗ экологи уявӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ — шӑп та лӑп ҫак кун 1982 ҫулта IWC 1985/1986 сезонран пуҫласа китсене тытса тупӑш кӳме чарассишӗн сасӑланӑ[1][2].
Чару 1986 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Ҫак паллӑ саманта халалласа нарӑсӑн 19-мӗшӗнче кашни ҫулах тепӗр куна — Пӗтӗм тӗнчери китсен кунне (акăл. World Whale Day) — паллӑ тӑваҫҫӗ[3]. Ӑна тинӗсри ытти сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсене те хӳтӗлемелли кун тесе шутлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне тӗрлӗ ҫӗршывсенчи экологи организацийӗсем ҫак куна сӗтпе ӳстерекен пӗр-пӗр тӗсне хӳтӗлеме, вӗсем ҫухалма пултарас хӑрушлӑх тӑрать пулсан, халаллаҫҫӗ[4][5].
Истори
Пӗтӗм тӗнчери кит тытакан комисси (акăл. International Whaling Commission — IWC) 1986 ҫулта календаре ҫӗнӗ палӑртмалли куна кӗртнӗ[6].
1982 ҫулта комисси китсемпе дельфинсене йышлӑ пӗтернине пула экологи тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем вӑйланни ҫинчен пӗлтернӗ. 1986 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче комисси сӗнӗвӗсене тӗпе хурса китсене тытма ҫирӗппӗн чарса хунӑ. Унтанпа ҫулсерен пӗтӗм тӗнчипе шыв айӗнчи тӗнчен хӑйне евӗр чӗрчунӗсене халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери китсемпе дельфинсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ[7][8].
Китсене «тӗпчев тӗллевӗпе» тытасси
IWC китсене промышленность шайӗнче тытма чарнӑ хыҫҫӑн Японин, санкцисене лекес мар тесе, килӗшӗве пурнӑҫлаканнисен йышне кӗме тивнӗ, анчах та хӑйне валли «китсене тӗпчев тӗллевӗпе тытма» ирӗк пӑхса хӑварнӑ. 2007 ҫулта ҫак тӗллевпе вӗсем 950 кит тытма палӑртса хӑварнӑ пулнӑ, урӑхла каласан, Япони кунсерен виҫӗ кита яхӑн тытнӑ. Ҫак ҫулах Японин кит тытакан флотилин «Ниссин-мару» флагманӗ ҫинче пушар тухнӑ, ҫавӑнпа та «тӗпчеме» 508 чӗрчуна кӑна вӗлерме пултарнӑ. Ҫак пӑтӑрмаха пула Японире китсене мӑшӑрлану тапхӑрӗнче тупӑш валли каллех тытма сӗннӗ. Ӑслӑлӑх ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн чӗрчунсен ашӗ, тӗпрен илсен, яппун ресторанӗсене лекет. Ҫавӑн пекех Японире курпун китсене тытма пуҫлассине палӑртса хунӑ[9].
2010 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Австрали премьер-министрӗ Кевин Радд Японирен китсене тытассине чарса лартма ыйтнӑ, килӗшмесен Гаагӑри Пӗтӗм тӗнчери пуҫиле судра процесс пуҫарассипе хӑратнӑ[10].
Раҫҫейре уявлани
Тинӗсри сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен йышӗ чакса пынин ыйтӑвӗ тавра общественноҫа тимлӗх уйӑрас тӗллевпе хастарсемпе ҫут ҫанталӑка сыхлакан организацисем ҫулсерен митингсем, демонстрацисемпе пухусем ирттереҫҫӗ. Ку кит тытнине кӑна мар, дельфинарисемпе океанариумсенче пурӑнакан дельфинсемпе ытти тинӗс чӗрчунӗсене мӗнле условисенче тытнине те, унта вӗсене час-часах япӑх пӑхаҫҫӗ, пырса тивет[11].
Пӗтӗм тӗнчери китсемпе дельфинсен кунӗнче Раҫҫейре тинӗсри сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе тухакан ыйтусем ҫине тимлӗх уйӑрма пулӑшакан тӗрлӗ мероприяти иртет. Акӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗри[12]:
- Экологи программисем, тӗслӗхрен, 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Архангельскра Ҫурҫӗр тинӗс музейӗ умӗнчи лапамра Франц-Иосиф Ҫӗрӗн архипелагӗн картти тӑрӑх интерактивлӑ ҫулҫӳрев, викторина, ӑсталӑх класӗсем тата Михайлушка ятлӑ шурӑ упапа ӳкерӗнсе фотосесси иртнӗ.
- Асӑну экспедицийӗсем, сӑмахран, 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Эльдорадо» яхта ҫинче иртнӗ экспедици Франц-Иосиф Ҫӗрӗ архипелагӑн пӗлтерӗшлӗ вырӑнӗсене, ҫав шутра Галль утравӗпе Тегетхофф сӑмсахне те, ҫитсе курнӑ.
- Ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсем, тӗслӗхрен, 2023 ҫулхи кӗркунне тӗнчери ҫынсене пухнӑ «Франц Иосиф ҫӗрӗ: 150 ҫул тӑсӑлакан тӗпчев» конференци иртнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Brakes P., Simmonds M. P. Whales and Dolphins: Cognition, Culture, Conservation and Human Perceptions. — Routledge, 2013. — P. 42. — 256 p. — ISBN 9781317974697.
- ^ International Whaling Commission. IWC Schedule. — 2013. — P. 5. , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Halifax Discovery Centre celebrates 38th annual World Whale Day (англ.). Global News. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Сегодня — День защиты китов и морских млекопитающих. Харьковские Известия (19 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Всемирный день китов. РИА Новости (19 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Роман Паршинцев. Всемирный день китов и дельфинов: у берегов Чукотки летом собираются до 100 горбачей. mir24.tv. Мир24 (23 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ 23 июля — всемирный день китов и дельфинов. Экосфера (23 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ 23 июля, Всемирный день китов и дельфинов. smmplanner.com. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Япония впервые за 20 лет не смогла выбрать квоту на промысел китов. РИА Новости (1 пушӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Австралия пригрозила Японии международным судом за промысел китов, Лента.ру (2010-02-19). 2010 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2010 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Всемирный день китов и дельфинов в 2024 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Всемирный День китов и дельфинов отметят в Архангельске. Правда Севера. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.