Пӗтӗм тӗнчери тинӗсри ӳсентӑрансен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери тинӗсри ӳсентӑрансен кунӗ — ҫулсерен пушӑн 1-мӗшӗнче тинӗсри экосистемӑшӑн шыв курӑкӗн пӗлтерӗшӗ пирки халӑх пӗлччӗр тесе тата тинӗсри ӳсентӑрансене упраса хӑварас енӗпе вӑй хурас тӗллевпе ирттерекен мероприяти[1][2].
Историйӗ
2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи Пӗтӗм тӗнчери тинӗсри ӳсентӑрансен кунӗ пирки резолюци йышӑннӑ. Тинӗсри ӳсентӑрансен экосистеми углерода ҫӗр ҫинчи экосистемӑсенчен лайӑхрах ҫыхӑнтарнине палӑртнӑ[3][4]. ПНО пайташӗсене-патшалӑхсене, ПНО организацийӗсемпе учрежденийӗсене, правительствӑсем йӗркелемен организацисене, вӗренӳ заведенийӗсемпе уйрӑм ҫынсене Пӗтӗм тӗнчери тинӗсри ӳсентӑрансен кунне палӑртма тата кашнине климат улшӑнӑвӗн сиенне ҫемҫетес, тинӗс экосистемине ҫирӗппӗн аталанма пулӑшас ӗҫре хӑйсен тӳпине хывма сӗннӗ[5][6].
Юлашки ӗмӗр хушшинче тинӗс курӑкӗсен шучӗ тӗнчере чакса пырать, ҫакӑ уйрӑмах 1990-мӗш ҫулсем хыҫҫӑн самай хӑвӑртланнӑ. Тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулсерен тинӗс курӑкӗсен лаптӑкӗ 7 % ҫухалса пырать. Тинӗсри ӳсентӑрансен мӗнпур тӗсӗсен пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ умӗнче ҫухалас хӑрушлӑх пур[7].
Ӑнлантарусем
- ^ Mohsin, Haroon World Seagrass Day. National Today (24 ҫӗртмен 2022).
- ^ World Seagrass Day(паллӑ мар). World Seagrass Association (10 ҫӗртмен 2018). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ UN adopts Sri Lanka sponsored resolution on 'World Sea-grass Day (англ.). Sri Lanka News - Newsfirst (27 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ General Assembly Adopts Resolution Addressing Global Food Crisis - World | ReliefWeb (англ.). reliefweb.int. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Team, ODS ODS HOME PAGE. documents-dds-ny.un.org. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ UN adopts World Seagrass Day. UK Parliament Early Day Motions (25 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
- ^ ONU pede mais ação para conservação de ervas marinhas (порт.) (2023-03-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.