Пӗтӗм тӗнчери чӗрчунсене хӳтӗлемелли кун

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Пӗтӗм тӗнчери чӗрчунсене хӳтӗлемелли кун
Animal diversity October 2007.jpg
Тӗсӗ Тӗнче шайӗнчи экологи уявӗ
Официаллӑ World Animal Day
Пӗлтерӗшӗ Этемлӗхе Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурӑнакан ытти чӗрӗ чунсен проблемисем ҫине тимлӗх уйӑрасси.
Ҫирӗплетнӗ 1931 ҫулта
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун юпан 4-мӗшӗ
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Пӗтӗм тӗнчери чӗрчунсене хӳтӗлемелли кун, е Чӗрчунсене хӳтӗлемелли кун (акăл. World Animal Day) — этемлӗхе Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурӑнакан чӗрӗ чунсен йывӑрлӑхӗсем ҫине тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ тӗнче шайӗнчи кун. Ӑна ҫулсерен юпан 4-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ, датӑна Сӑваплӑ Франциск кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ[1].

«Пӗтӗм тӗнчери чӗрчунсене хӳтӗлемелли кунӑн» историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫак куна 1931 ҫулта Флоренцире (Итали) паллӑ тума йышӑннӑ, ун чухне унта чӗрчунсене хӳтӗлекенсен юхӑмне хутшӑнакансен пӗтӗм тӗнчери конгресӗ иртнӗ пулнӑ.

Ҫакнашкал куна ирттерес шухӑш тӗнче шайӗнчех сарӑлнӑ, 2008 ҫула илес пулсан ҫак куна халалланӑ тӗрлӗ мероприяти тӗнчери 68 ҫӗршывра ирттернӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 4 октября – день святого Франциска | NORGE.RU - вся Норвегия на Русском. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.