Пӗтӗм тӗнчери заповедниксен кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери заповедниксен кунӗ — пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка сыхлакан союз пуҫарнипе ҫулсерен ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв. Заповедниксене упраса хӑваракансемшӗн, сыхлакансемшӗн професси уявӗсенчен пӗри.

Историйӗ

1909 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Швецире наци паркне туса хунӑ. Ку ҫӗршыв Европӑра наци паркӗсемпе резервачӗсен системи йӗркелес тӗлӗшпе пӗрремӗш пулса тӑнӑ.

Пӗтӗм тӗнчери заповедниксен кунне ҫулсерен Пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка сыхлакан союз (МСОП) пуҫарӑвӗпе 2000 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗп тӗллевӗ — ҫутҫанталӑка тата чӗрчунсен тӗнчине упраса хӑварасси[1][2].

Раҫҫейре заповедниксемпе наци паркӗсен уйрӑм кунӗ пур, ӑна кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку куна ҫӗршыври пӗрремӗш заповедника, Баргузинскине, тунӑ кунпа ҫыхӑннӑ.

Уяв йӑли-йӗрки

Ҫак кун парксемпе заповедниксен лаптӑкӗсенче тематикӑллӑ куравсем уҫӑлаҫҫӗ, экскурсисем ирттереҫҫӗ, ҫутҫанталӑка хӳтӗлесси енӗпе лекцисем вулаҫҫӗ, фестивальсемпе мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Заповедниксем

Заповедниксем — территори е акватори пайӗ, унта флорӑпа фаунӑна, ҫавӑн пекех шыв сиккисене, авалхи ҫӗр хӑвӑлӗсемпе чул тусене упраса хӑварас тӗллевпе этем ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама чарнӑ[3].

Тӗнчери пӗрремӗш заповедника пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗрте Шри-Ланкӑра никӗсленӗ. Ун чухне Деванампиятисса патша ятарлӑ саккунпа утравӑн хӑш-пӗр лаптӑкӗсене кайма чарнӑ, ҫапла май вӑл вырӑнсене вӑл хӑй валли тата хӑйӗн тӑхӑмӗсене валли упраса хӑварнӑ[4].

Пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка сыхлакан пӗрлӗх пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта тӗнчере 119 ҫӗршывра вырнаҫнӑ 6555 наци паркӗ тата 630 ытла ҫутҫанталӑк биосферин заповедникӗ шутланнӑ[5].

Тӗнчери чи пысӑк заповедник Африкӑра вырнаҫнӑ. Ӑна виҫӗ наци паркне — ЮАРти Крюгер наци паркне, Мозамбикри Лимпопо наци паркне тата Зимбабвери Гонарежу наци паркне — пӗрлешнипе йӗркеленӗ. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 35 пин тв. км[6]. Чи пӗчӗк заповедниксенчен пӗри, Галичья Гора ятлӑскер, Раҫҫейре вырнаҫнӑ. Унӑн лаптӑкӗ 2,3 км² кӑна[7].

Сӑнсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 24 мая отмечается Международный день заповедников. gorodirkutsk.ru. Город Иркутск.РУ (22 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
  2. ^ Заповедный мир "Ненецкий" (2023-05-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
  3. ^ Что такое заповедник, и чем он отличается от заказника: примеры. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
  4. ^ Национальные парки Шри-Ланки. travellanka.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
  5. ^ Тамара Казарина. Заповедные места. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
  6. ^ В Африке создан крупнейший национальный парк (2002-12-11). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
  7. ^ Международный день заповедников (2019-05-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем