Зимбабве
Зимбабве (малтан Родези республики ятлă пулнă), — Кăнтăр Африкăри патшалăх. Çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Замбезипе Лимпопо юханшывсем хушшинче ларать. Кăнтăр Африка Республики, Ботсвана, Замби, Мозамбик патшалăхĕсемпе юнашар вырнаçнă. Ячĕ шона чĕлхи çинчи "dzimba dzemabwe" сăмах çавранăшĕнчен. Куçарсан вăл "чул çурчĕсем" пулать.
Политика
Зимбабве президентлă республика. Саккун кăларакан орган — икĕ палатăллă парламент.
Хут пĕлни
2002 çулта Зимбабвере пурăнакансенчен 95,2% вулама-çырма пĕлнĕ. Ку вăл пĕтĕм Африкăри патшалăхсемпе танлаштарсан чи пысăк кăтарту.
Пайланăвĕ
Зимбабве 8 провинципе 2 провинци шайĕнчи хуларан тăрать. ПРовинцисем 59 район çине пайланаççĕ, районĕсем — 1200 муниципалитет çине.
ПРовинцийĕсем: