Пӗтӗм тӗнчери пушхирланассипе типӗ ҫанталӑка хирӗҫ кӗрешмелли кун
Уяв | |
Пӗтӗм тӗнчери пушхирланассипе типӗ ҫанталӑка хирӗҫ кӗрешмелли кун | |
![]() Арал тинӗсӗ | |
Ҫирӗплетнӗ | 1995, кӑрлачӑн 30-мӗшӗ |
---|---|
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш юнкунӗ |
Ҫыхӑннӑ | Пушхирленессипе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнче Конвенцине йышӑннӑранпа ҫулталӑк ҫитнӗ май |
Пӗтӗм тӗнчери пушхирланассипе типӗ ҫанталӑка хирӗҫ кӗрешмелли кун (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Day to Combat Desertification and Drought, исп. Día Mundial de Lucha contra la Desertificación y la Sequía, китай 防治荒漠化和干旱世界日, фр. Journée mondiale de la lutte contre la désertification et la sécheresse) — 1995 ҫултан пуҫласа ҫӗртмен 17-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан кун. ПНО Тӗп Ассамблейин 49-мӗш сессийӗнче (1995 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчи A/RES/49/115 № резолюцийӗ) палӑртма йышӑннӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнчери кунӑн дати валли Пушхирленессипе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнче Конвенцине йышӑннӑранпа ҫулталӑк ҫитнине палӑртса суйласа илнӗ.
Палӑртакан кунӑн историйӗ
2006 ҫулта ҫак куна халалланӑ ҫырура ООН тӗп секретарӗ ҫапла палӑртать:
Пушхирленесси — типӗ, ҫурма типӗ тата типӗ ҫурманӳрӗк районсенчи ҫӗрсен биологи пулӑхлӑхӗ чакни — ҫакӑ этемлӗхе пырса тивнӗ чи пысӑк хӑрушлӑхсенчен пӗри. Ку — тӗнчери халӑхӑн 100 ытла ҫӗршыври пӗрре пиллӗкмӗш пайне пырса тивекен тӗнче шайӗнчи йывӑрлӑх[1].
ООН пӗлтернӗ тӑрӑх, планета ҫинчи чӗрӗк пайӗ пушхирленсе юлас хӑрушлӑхра тарать. Ҫакӑ 100 ытла ҫӗршыври 1 млрд яхӑн ҫын пурнӑҫӗнче хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Пушхирленни экологи миграцийӗн сӑлтавӗ пулса тӑрать, сахал шывлӑ районсенче пурӑнакансем ун чухне пулӑхлӑрах ҫӗрсем ҫине куҫма тӑрӑшаҫҫӗ. 2010 ҫул тӗлне экологи мигранчӗсен шучӗ 24 млн ҫынпа танлашнӑ; экспертсен шухӑшӗпе 2050 ҫул тӗлне вӗсен йышӗ 200 млн ҫитме пултарать, ку вӑл планетӑри пӗтӗм халӑхӑн 75% танлашать[2].
2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗчченхи тапхӑра Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн Тӗп Ассамблейи Пушхирсене тата пушхирленессипе кӗрешме халалланӑ ПНО вунӑҫуллӑхӗ тесе пӗлтернӗ. Унӑн тӗллевӗ — типӗ ҫӗрсене сыхлассипе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттересси (2007 ҫулхи 62/195-мӗш резолюци)[3].
Пушхирленни патне тӗрӗс мар шӑварни, пулӑхлӑ ҫӗрсемпе ытлашши усӑ курни, выльӑх-чӗрлӗхе лаптӑка ылмаштармасӑр ӗрчетни илсе ҫитерет. Ҫӗрсен пулӑхлӑхӗ чакасран уйсем хушшине йывӑҫ ретӗн-ретӗн лартса тухаҫҫӗ, тӑпрана ҫирӗплетес тӗлӗшпе тӑрмашаҫҫӗ, типӗ ҫанталӑка хыҫҫӑнхи сиене майлаштараҫҫӗ[4].
2024 ҫул тӗлне илес пулсан Пушхирленессипе кӗрешмелли конвенцие вӗҫне ҫити хатӗрлесе ҫитереймен.
Статистика
- Пушхирленесси 1 млрд ытла ҫын сывлӑхӗпе ӗҫлесе илмелли укҫа-тенкӗн ҫӑлкуҫне йывӑрлӑх кӳрет.
- 2005 ҫул тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх пушхирленнине тата типӗ ҫанталӑка пула ҫулсерен 40 млрд ытла АПШ долларлӑх ял хуҫалӑх продукцийӗ ҫухалать.
Ӑнлантарусем
- ^ Послание бывшего Генерального секретаря Кофи Аннана по поводу Всемирного дня борьбы с опустыниванием и засухой . ООН (17 Ҫӗртме уйӑхӗн 2006). Пӑхнӑ кун: 6 Пуш уйӑхӗн 2024.
- ^ Всемирный день борьбы с опустыниванием и засухой. Справка . РИА Новости (17 Ҫӗртме уйӑхӗн 2010). Пӑхнӑ кун: 6 Пуш уйӑхӗн 2024.
- ^ Опустынивание . Экология. Справочник. Пӑхнӑ кун: 6 Пуш уйӑхӗн 2024.
- ^ Всемирный день борьбы с опустыниванием и засухой . ТАСС (16 Ҫӗртме уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 6 Пуш уйӑхӗн 2024.
Каҫӑсем
- A/RES/49/115 № резолюци
- Пушхирленессипе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнче Конвенцийӗ
- 2006 ҫулта ПНО Тӗп секретарӗ каланӑ сунӑм сӑмахӗ
- ООН сайчӗ
- Резолюция 58/211, принятая Генеральной Ассамблеей ООН: Международный год пустынь и опустынивания, 2006 год
- ПНО вунҫуллӑхӗ, ӑна пушхирсене тата пушхирленессипе кӗрешессине халалланӑ
- Резолюция 62/195, принятая Генеральной Ассамблеей ООН: Доклад Совета управляющих Программы Организации Объединённых Наций по окружающей среде о работе его двадцать четвёртой сессии