Ака, 1
Уявсем
— Кулӑш кунӗ (Ухмахсен кунӗ).
— Пӗтӗм тӗнчери вӗҫен кайӑксен кунӗ.
Иран — Иран Ислам Республикин кунӗ (1979).
Кипр — Акӑлчан колонизаторӗсене хирӗҫ пуҫланӑ наципе ирӗклӗх кӗрешӗвӗн кунӗ.
Сан-Марино — Ҫӗнӗ Капитан-Регент ӗҫ вырӑнне йышӑннин кунӗ.
ЮАР — Ҫемье кунӗ.
Япони — Мияко одори (ҫурхи ташӑ кунӗ).
Пулса иртнĕ
- 1808 — Александр I Финляндие Раççей йышне «ĕмĕрлĕхех» хушнине хыпарлать
- 1891 — Поль Гоген сăрăç (капăрл.) Францирен Таитине тухса каять
- 1930 — Марлен Дитрих тĕп рольре вылянă «Кăвак пирĕшти» фильмĕн берлин премьери
- 1937 — Британ Индинчен Бирмăна уйăрнă
- 1938 — Nescafé ирĕлекен кофене туса кăларма тытăннă
- 1946 — «Арзамас-16» йĕтре центрне йĕркеленĕ
- 1967 — «Кавказская пленница, или Новые приключения Шурика» фильмăн премьери
- 2004 — Google компани Gmail почтă сервисне хута янă
- 2006 — Бразилири Рио-де-Жанейрăран 100 çухрăм тухăçнелле LET 410 самолёт персе аннă. 19 çын вилнĕ.
Ҫуралнӑ
- 1578 — Гарвей Уильям - Англи медикĕ.
- 1924 — Петров Константин Константинович, — чăваш çыравçи.
- 1951 — Матерн Анатолий Иванович, совет саманин тата Раҫҫейӗн ӑсчахӗ-химикӗ.
- 1956 — Смолин Анатолий Семёнович, — чăваш сăвăçи.
- 1996 — Кузнецов Дмитрий Вячеславович, Раҫҫей композиторӗ, музыканчӗ, юрӑҫ, юрӑсен авторӗ тата музыка продюсерӗ.
Вилнĕ
- 1990 — Ухли Владимир Васильевич, чăваш çыравçи, драматургĕ.
- 1988 — Резников Борис Аронович, совет тапхӑрӗнчи хор дирижёрӗ, педагог.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |