Резников Борис Аронович

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ[1].

1940 ҫултанпа Хӗрлӗ ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата Совет-яппун вӑрҫине хутшӑннӑ[1].

1951 ҫулта музыка училищин дирижёр-хор уйрӑмне пӗтернӗ; вӗренӗве малалла тӑснӑ май 1956 ҫулта ҫавӑн пекех Гнесинасем ячӗллӗ Музыкӑпа педагогика институчӗн дирижёр-хор уйрӑмне пӗтернӗ (халӗ — Гнесинасем ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗ)[2].

1954—1964 ҫулсенче Борис Резников Мари патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп дирижёрӗ пулнӑ. 1964—1965 ҫулсенче Чечен-Ингуш АССРӗн патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ертсе пынӑ. 1965 ҫулта Шупашкара куҫса килсен вунӑ ҫул хушши Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамбльне ертсе пынӑ. 1975—1979 ҫулсенче Б. А. Резников Чӑваш патшалӑх филармонийӗн илемлӗх ертӳҫи пулнӑ, 1980 ҫултанпа — аслӑ редакторӗ[3].

1988 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Хулан 3-мӗш ҫӑви ҫинче пытарнӑ.

Ҫемье

Хӗрӗ — Ирина Борисовна Резникова (1948 ҫулхи авӑнӑн авӑнӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — эстрада юрӑҫи (меццо-сопрано), Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ[4].

Пултарулӑх

Б. А. Резников «Мари хор культури» (Йошкар-Ола, 1960) кӗнеке авторӗ[5].

Борис Резников ертсе пынипе Мари патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ чылай грампластинка кӑларнӑ. Сӑмахран, ансамбль ҫармӑс халӑх юррисене, мари композиторӗсен хайлавӗсене, ҫавӑн пекех Эрик Сапаевӑн «Акпатырь» оперин фрагменчӗсене (солисчӗсем А. Краснов, Г. Оленева, фортепиано партийӗ — М. Эверт) шӑрантарнине ҫырса илнисем пур[6].

Хисепӗсем

  • Мари АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1957)[2];
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1960 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ)[7];
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1969)[2];
  • РСФСР Аслӑ Канашӗн Хисеп грамоти (1974);
  • медальсем ҫав шутра «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медаль[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Резников Борис Аронович (выр.). Музейный комплекс "Дорога Памяти". Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Резников Борис Аронович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Резников Борис Аронович. Российский пантеон. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 18-мӗшӗ.
  4. ^ Резникова Ирина Борисовна. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  5. ^ Марийская хоровая культура. Российская государственная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ Резников Борис. records.su. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  7. ^ РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1960 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчи Указӗ

Вуламалли

  • Илюхин Ю. А. Чувашская энциклопедия. — Чувашское книжное издательство, 2009.

Каҫӑсем