Пӗтӗм тӗнчери вӗҫен кайӑксен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери вӗҫен кайӑксен кунӗ — Раҫҫейре ҫулсерен 1926 ҫултанпа акан 1-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан тӗнче шайӗнчи экологи уявӗ. Ку куна вӗҫсе каякан кайӑксем кӑнтӑрти ҫӗршывсенчен таврӑннӑран суйласа илнӗ. Уявӑн тӗллевӗ — вӗҫен кайӑксен тӗрлӗлӗхне тата йышне сыхласа хӑварасси.
Историйӗ
1902 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнче тавралӑха хӳтӗлес тӗлӗшпе хатӗрленӗ Ял хуҫалӑхӗшӗн усӑллӑ вӗҫен кайӑксене сыхлакан пӗтӗм тӗнчери конвенцине» алӑ пуснӑ, вӑл 1905 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ[1][2].
1918 ҫулта СССР-та «Вӗҫсе каякан кайӑксем ҫинчен калакан пӗтӗм тӗнчери килӗшӗве» алӑ пуснӑ[3].
1950 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче Парижра «Вӗҫен кайӑксене сыхласси ҫинчен калакан пӗтӗм тӗнчери конвенцине» алӑ пуснӑ, ӑна 1902 ҫулхи конвенци вырӑнне хатӗрленӗ, хальхинче унта вӗҫен кайӑксен мӗнпур тӗсӗсене те пӑхса хӑварнӑ пулнӑ[2].
АПШра
1894 ҫулта Ойл-Сити (Пенсильвани) шкулӗсен инспекторӗ Чарльз Бэбкока сӗннипе вӗренӳ учрежденийӗсенче ача-пӑчасен «Вӗҫен кайӑк кунӗ» уява ирттерме тытӑннӑ, ӑна ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тунӑ[4].
Уява ирттерес шухӑша Вильям Датчер (Америкӑри орнитологсен обществин президенчӗ) тата «Питсбургри Телеграф хроники» хаҫат ырланӑ, пичет кӑларӑмӗ шкул ачисем валли вӗҫен кайӑксене сыхлакан клуб-музей йӗркеленӗ[4].
Ҫак кун вӗҫен кайӑксене халалланӑ литература хайлавӗсен вуланӑ. Кашни вӗренӳ ҫулӗ ҫапла вӗҫленнӗ, тискер ҫутҫанталӑкри вӗҫен кайӑксене халалланӑ тата вӗсене хӳтӗлекен вӗрентӳ программине пӗтӗмлетнӗ[4].
«Хамӑрӑн ачасене вӗрентсе ҫитерсен саккунсем кирлӗ пулмӗҫ ӗнтӗ», — тенӗ Америкӑри орнитологсен обществин президенчӗ Вильям Датчер[4].
Раҫҫей империйӗнче
1865-мӗш ҫулта «Кайӑк кунне» шкулсенчи ҫутҫанталӑка сыхлакан организацисем — «Май пӗрлӗхӗсем», ҫавӑн пекех Раҫҫейри чӗрчунсене хӳтӗлекен обществӑн уйрӑмӗсем — ирттерме пуҫланӑ[5].
- Н.Ф. Кащенко[ru] — профессор, Томск хулинчи зоолог, Май перлӗхӗсем ҫинчен тата кайӑксене илӗртесси пирки брошюра кӑларнӑ[5].
- Ганс фон Берлепшем[ru] орнитолог хӑйӗн пӗрремӗш «Вӗҫен кайӑксене пӗтӗмӗшле хӳтӗлесси» кӗнекине ҫырнӑ[5].
«Вӗҫен кайӑк кунне» ирттерес шухӑш, ют ҫӗршывсенче вуншар та ҫӗршер пин ҫынна илӗртме пултараканскер, пирӗн пата халлӗхе вӑйсӑр, кӑшт ҫеҫ палӑракан кӑсӑклану евӗр кӑна ҫитрӗ…» , — тенӗ вӗҫен кайӑксене сыхлас шухӑша саракан А. А. Силантьев[ru] зоолог[5].
СССР-та
1924 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшпе 12-мӗшӗсенче «Вӗҫен кайӑк кунӗ» тесе палӑртнӑ. Мускаври Тӗп биостанцин ҫамрӑк натуралисчӗсем, Н. И. Дергуновпа П. П. Смолин преподавательсем ертсе пынипе, Погон-Лосино-Островски вӑрман хуҫалӑхӗнче дуплянкӑсем ҫакса тухнӑ. Ҫавӑн пекех уява Смоленск облаҫӗнче, П. П. Мазуровӑн Ермолино шкулӗнче паллӑртнӑ. Ӑна «Кайӑксене ан вӗлерӗр! Пулӑшӑр вӗсене: ҫуртсем, сырӑшсем вырнаҫтартӑр!» лозунгпа иртнӗ[5].
Н. И. Дергунов «К.А. Тимерязев ячӗллӗ ҫамрӑк натуралистсен биостанци листокӗнче» «Вӗҫен кайӑксен кунӗ» пирки статья пичетлесе кӑларнӑ[5].
1926 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче «Кайӑксен кунне» Мускавра официаллӑ майпа палӑртнӑ. Юннатсем Ҫерҫи тӑвӗ ҫинче шӑнкӑрч вӗллисене вырнаҫтарнӑ[5].
Уява хатӗрленме В. В. Маяковский пулӑшнӑ. Унӑн дачинче плакатсем ӳкернӗ. Вӑл ҫакӑн пек лозунг шутласа кӑларнӑ: «Эпир кӗтетпӗр сире, кайӑк юлташ, мӗншӗн вӗҫейместпӗр?»[5].
1927 ҫулта, Мускаври «Вӗсен кайӑк кунне» уявлама 5 пин ача хутшӑннӑ. Вӗсем 1098 шӑнкӑрч вӗлли ҫакса тухнӑ[2][5].
«Хӑйсен хастарлӑхне мӗнле кӑтартма пӗлменрен кӑна вӗсем кайӑк йӑвисене тустараҫҫӗ… Вӗҫен кайӑксен кунне явӑҫтарнӑ май ҫунатлисен тӗп тӑшманӗсем вырӑнне вӗсенчен чи лайӑх юлташӗсене хатӗрлемелле», — тесе ӑнлантарнӑ Н. И. Дергунов шӑнкӑрч вӗллисене ҫӗмӗрнӗ ӗҫ-пуҫ пирки[5].
1928 тата 1929 ҫулсенче уява пушӑн 24-мӗшӗнче ирттернӗ. Унта 65 пине яхӑн энтузиаст хутшӑннӑ. Вӗсем мӗнпурӗ 15 пине яхӑн шӑнкӑрч вӗлли ҫакса тухнӑ[5].
Мускаври «Юный натуралист» тата «Листки Биостанции юных натуралистов» журналсем, Ленинградри «Живая природа» журнал, Харьковри «Украинский охотник и рыболов» журнал, «Радянський мисливець та pибалка» хаҫат та «Вӗҫен кайӑк кунне» хутшӑнма кӑмӑл пуррисене пурне те хутшӑнма агитациленӗ[5].
Уява хатӗрленме Пионерсен организацийӗсемпе Ҫамрӑк натуралистсен секцийӗсем хутшӑннӑ. Ачасем шӑнкӑрч вӗллисем ӑсталанӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк тӗсӗ пирки лекцисем итленӗ, демонстрацисене тухнӑ[5].
1940-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче «Вӗҫен кайӑк кунне» ҫӗнӗрен ирттернӗ. Уява ирттерессине анлӑлатас енӗпе В. Г. Аверин (ҫутҫанталӑка сыхлакан ӗҫчен) тата П. П. Смолин (Пӗтӗм Раҫҫейри ҫутҫанталӑка сыхлакан обществӑн ҫамрӑксен секцийӗн председателӗ) тӑрмашнӑ[5].
1951 ҫулта кашни шкулӑн 20 шӑнкӑрч вӗллинчен кая мар ӑсталамалла пулнӑ[5].
Кашни пионер ҫулталӑк хушшинче пӗр шӑнкӑрч вӗлли тата кайӑксене тӑрантармалли икӗ сырӑш хатӗрлемелле пулнӑ[5].
1953 ҫулта уява 5 миллион ытла шкул ачи хутшӑннӑ[5].
1958 ҫултанпа уява ҫулталӑкра икӗ хутчен, ҫуркунне тата кӗркунне, ирттерме пуҫланӑ[5].
1970-мӗш ҫулсен чиккинче «Вӗҫенкайӑксен кунӗ» уяв хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатнӑ[5].
Раҫҫейре
1999 ҫулта Раҫҫейри кайӑксене сыхлакан пӗрлӗхӗнчи орнитологсене пула «Пӗтӗм тӗнчери вӗҫен кайӑк кунне» ҫӗнӗрен паллӑ тума пуҫланӑ[5].
Йӑласем
«Пӗтӗм тӗнчери вӗҫен кайӑк кунӗ» ЮНЕСКО-н «Ҫын тата биосфера» биологи программи шайӗнче иртет[5].
Ҫутҫанталӑка сыхлакан организацисем, вӗренӳ тата культура учрежденийӗсем ҫакӑн пек мероприятисем ирттереҫҫӗ[2]:
- акцисем,
- конкурссем,
- флешмобсем,
- куравсем,
- лекцисем,
- экологи шӑматкунлӑхӗсем тата ытти те.
Ҫулсерен, 1996 ҫултанпа, Раҫҫейри кайӑксене сыхлакан пӗрлӗх ҫулталӑк кайӑкне суйлать[2]:
- 2023 — кроншнеп;
- 2024 — ҫирӗктӑрри;
- 2025 — хура курак.
Уяв кунӗсем
Тӗрлӗ ҫӗршывра «Пӗтӗм тӗнчери вӗҫен кайӑк кунне» тӗрлӗ кунсенче палӑртаҫҫӗ[3]:
- Ака, 1 — Раҫҫейре; «Пӗтӗм тӗнчери вӗҫен кайӑк кунӗ»;
- Ҫу, 4 — АПШ-ра; «Вӗҫен кайӑксен кунӗ»;
- Кӑрлач, 5 — АПШ-ра; «Вӗҫен кайӑксен наци кунӗ»;
- Кӑрлач, 22 — Аслӑ Британире; «Вӗҫен кайӑксен наци кунӗ»;
- Ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш шӑматкунӗ — Аслӑ Британире; «Пӗтӗм тӗнчери вӗҫсе каякан кайӑксен кунӗ»;
- Юпа уйӑхӗн иккӗмӗш шӑматкунӗ — Латинла Америка ҫӗршывӗсенче; «Вӗҫсе каякан кайӑксен кунӗ»;
- Октябрь — Колумби;
- Апрель — Коста-Рика.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ И. И. Лукашук. [http://cawater-info.net/bk/water_law/pdf/lukashuk.pdf Международное право Особенная часть Учебник для студентов юридических факультетов и вузов]. — Изд. 3-е, перераб. и доп. – М.: Волтерс Клувер, 2005. - 517 с., 2005.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Артемова, Оксана. Международный день птиц в 2025 году: традиции и интересные факты (2025-01-13). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 ОГНЕВА, Елена. Happy Bird Day! В Ульяновской области отмечают Международный день птиц. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 A passion for birds : American ornithology after Audubon : Barrow, Mark V., 1960- : Free Download, Borrow, and Streaming : Internet Archive (англ.). Internet Archive. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21 Черненкова, Марина. Международный день птиц 2024: История и традиции праздника (2024-03-31). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Международный день птиц (20240401T0130). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
Вуламалли
- Н. И. Дергунов. День птиц. М., «Молодая гвардия», 1927.
- Н. И. Дергунов. Как организовать «День птиц». М., «Центр. бюро юных натуралистов», 1928.
- С И. Антонова. Молодёжные экологические акции. Кузбасс продолжает традицию // Образование. Карьера. Общество. — 2009. — № 2 (24).