Кайăксем тăпăлкка кĕлеткеллĕ, кӳлепипе çăмартана аса илтерет. Кĕлетки çăмăл, вĕçекен кайăксен 2 грамран пуçласа 14 килограма çитет. Ку вĕсен пысăкрах шăммисем сывлăшпа тулнăран килет. Вĕçеймен кайăксен йывăрăшĕ вара 100 килограма çитме пултарать (страус). Кайăксен хăлха çунаттисем, шăлĕсем çук. Çунат лаптăкăшĕ кĕлеткиннинчен пысăкрах. Урисем ытларах чух тăватă чĕрнеллĕ, сайра хутра 2 е 3 пулма пултарать.
Çăмарта, аш-какай, тĕк тата мамăк туса илес тĕллевпе çынсем авалах кайăксене алла хăнăхтарма пуçăннă. Килте халĕ чăх е хур, кăвакал е кăркка усрани никама тĕлĕнтермест. Юлашки çулсенче вара хăшĕсем страус е путене тытаççĕ. Ялти хушма хуçалăхра е хулари хваттерте тытма паянхи куна çак кайăксене алла хăнăхтарнă.