1509 çулта пĕр франс поэчĕ «Poisson d’Avril» (выр.Ака уйăхĕнчи пулă) уяв тесе асăннă, пулас[2]. 1539 çулта Фламандири пĕр дворянин хăйĕн тарçисене кулăшла ĕçсем хушса улталанă[2]. Пĕрремĕш хут уяв пирки 1686 çулта асăннă, ун чухне Джон Обри ăна «Fools Holiday» (выр.Ухмахсен уявĕ) тесе палăртнă[2]. Вуннă çул иртсен Лондонри темиçе çын Тауэр çине халăха «арăслансене çума» йыхравланă[2]
Кулӑш кунне чылай ҫӗршывра хӑйсен йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Зеландире, Аслӑ Британире, Австралире тата ытти ҫӗрте те Кулӑш кунне уявлассине кӑнтӑрлаччен кӑна йӗркелеҫҫӗ, ҫак вӑхӑт хыҫҫӑн шӳтлекенсене «ака ухмахӗ» теҫҫӗ. Шотландире ҫак куна куккук кунӗ теҫҫӗ те умлӑн-хыҫлӑн 2 кун паллӑ тӑваҫҫӗ, Германире вара акан 1-мӗшӗнче телейсӗр кун шутланнӑ.
Историксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Иуда Искариот ҫуралнӑ, ҫавӑнпа та вӑтам ӗмӗрсенче Германире пурӑнакансем ҫак куна хурлӑхлӑ (телейсӗр) тесе шутланӑ. Ҫак вӑхӑтра ялсенче ӗҫлемен, ҫӗнӗ ӗҫсем пуҫламан, выльӑх-чӗрлӗхе витерен кӑларман. Аслисемпе ачисем пӗр-пӗрне улталанӑ, пурнӑҫламан ӗҫсене пурнӑҫлама янӑ. Хальхи вӑхӑтра кунашкал ӗнентерӳсене практикӑра тытса пымаҫҫӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа Кулӑш кунне нимӗҫсем пӗтӗм тӗнчери хаваслӑх, савӑнӑҫ тата шӳт уявӗ тесе йышӑнаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлас йӑла Руҫре суя тӗн тапхӑрӗнчен пырать. Христианлӑх йышӑниччен ҫак кун Хӗрт-сурт вӑраннине уявланӑ, халӑх шутланӑ тӑрӑх хӗлле вӑл ыйха путать. Ыйхӑран вӑраннӑ Хӗртсурт кӑмӑлне ҫавӑрас тесе ҫынсем шӳтленӗ, савӑннӑ, кулнӑ. Ҫырса хунӑ даннӑйсем сыхланса юлнӑ Раҫҫейри пӗрремӗш ултав 1703 ҫулта Мускавра пулса иртнӗ. Урамсем тӑрӑх глашатайсем ҫӳренӗ, вӗсем пурне те нимӗҫсен театр ушкӑнӗ кӑтартма хатӗрленнӗ «халиччен илтмен представлени» курма чӗннӗ. Чаршав уҫӑлсан халӑха «Пӗрремӗш апрель — никама та ан ӗнен!» — тесе ҫырнӑ пир тӑрӑхне кӑтартнӑ (И. Голиков историк пӗлтернӗ тӑрӑх — «Апрелӗн пӗрремӗш числи, пӗтӗм ӗҫ пӗтнӗ, чаршавӗ те хупӑннӑ»). Фольклорист, философ, культура историкӗ М. Шахнович мистификаци содержанийӗпе ҫывӑх пулни ҫинчен 1700 ҫул тӗлне сведенисем илсе кӑтартать. XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа чылай вырӑс ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисен хайлавӗсенче ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче шыравҫӑсем ҫинчен ҫырнӑ йӗркесем курӑнма пуҫланӑ. 1774 ҫулта Екатерина II юрату ҫырӑвӗсенчен пӗринче Г. Потёмкина II ҫыравҫӑпа Г. А. Потёмкин. Личная переписка 1769—1791. — М.: Наука, 1997. — № 390.
А. Пушкин А. Дельвиг (юпа — чӳк, 1825) патне янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ:
Ака уйӑхӗн 1-мӗшне халалланӑ розыгрышсем ҫак кун ҫӗршыври массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те пичетлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 1988 ҫулта «Известия» хаҫатра аргентин футболисчӗ Д. Марадона Мускаври «Спартакки» клуб ертӳлӗхӗпе контракт алӑ пусма хатӗрленни ҫинчен материал пичетленсе тухнӑ. Шӳте тӗрӗс тесе йышӑннӑ — темиҫе сехетренех ӑна Associated Press-а вырнаҫтарнӑ. 2000 ҫултанпа Рунетра (VK. ru, Википеди тата ур.) дореформӑллӑ орфографипе усӑ курасси пулса тӑнӑ ҫак кун.