Австрали
| Австрали пĕрлешĕвĕ | |||||
|---|---|---|---|---|---|
| Commonwealth of Australia | |||||
| |||||
| Гимн: [[Австрали пĕрлешĕвĕ гимнӗ|««Илемлĕ Австрали, мала ут»»]] | |||||
|
|
|||||
| Официаллӑ чӗлхесем | патшалăх чĕлхи çук, анчах на de-facto вăл вырăнта акӑлчан чӗлхи шутланать | ||||
| Тӗп хула | Канберра | ||||
| Чи пысӑк хула | Сидней | ||||
| Территори | |||||
| • Всего |
7 686 850 км² (тӗнчере 6-мӗш) км² |
||||
| Халӑх йышӗ | |||||
| • (2001) хаклани |
18 972 350 чел. (52-мӗш) чел. |
||||
| • ҫулхи халӑъх ҫыравӗ | чел. | ||||
| • Халăх йышлăхĕ | 2 чел./км² | ||||
| ВВП | |||||
| • Пурӗ | долл. | ||||
| • Пӗр ҫынна тивекен | долл. | ||||
| ВВП (ППС) | |||||
| • Пурӗ | долл. | ||||
| • Пӗр ҫынна тивекен | долл. | ||||
| ВВП (номинал) | |||||
| • Пурӗ | |||||
| • Пӗр ҫынна тивекен | |||||
| Валюта | Австрали долларĕ | ||||
| Интернет-домен | .au | ||||
| ISO кочӗ | AU | ||||
| Код МОК кочӗ | AUS | ||||
| Телефон кочӗ | +1 | ||||
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+10:00[d] | ||||
| Автомобиль юхӑмӗ | слева[d][1] | ||||
Австрали Пĕрлешĕвĕ (акăлч. Commonwealth of Australia), Австрали (акăлч. Australia), — лаптăк енĕпе тĕнчере улттăмĕш вырăнта тăракан патшалăх. Унăн шутне Австрали материкĕ тата çывăхри утравсем (вĕсенчен чи пысăкки — Тасмани) кĕреççĕ.
Тухăç Австралине 1770 çулта Аслӑ Британи шутне кĕртнĕ, 1788 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче кунта пĕрремĕш колони никĕсленĕ. Халăх йышĕ ӳснĕ май Австралире ултă хăйсене çеç пăхăнакан колонисем йĕркеленнĕ.
1901 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çак ултă çĕр федерацине пĕрлешнĕ. Ку самантран пуçласа Австрали демократиллĕ тытăмпа пурăнать.
Географи
Австрали кӳршисем: çурçĕр енче — Индонези, Тухăç Тимор тата Папуа—Çĕнĕ Гвиней; çурçĕр-тухăçра — Соломон утравĕсемпе Вануату; кăнтăр-тухăçра — Ҫӗнӗ Зеланди. Папуа — Çĕнĕ Гвинейпе материклĕ Австрали хушши 150 çухрăм.
Истори
Пĕрремĕш çынсем Австралине 42−48 пин çул каялла çитнĕ. Вĕсем паянкунхи Австралин вырăнти халăхсен ватă аслашшĕсем пулаççĕ. Кунта вĕсем Кăнтăр-Тухăç Азинчен куçса килнĕ. Вырăнти халăхсем сунар ĕçĕпе пурăннă, çырла тата ытти çимĕçсене пуçтарса çинĕ, хăйсен авалхи йăлисене тытса тăнă, çĕре пуççапнă, «тĕлĕксен сĕмĕпе» пурăннă. Торрес пырĕн утравĕсенче пурăнакансем — меланезисем — çĕр çинче ĕçлесе пурăннă.
1606 çулта Вилль Янц (нидерл. Willem Jansz), Duyfken ятлă голланд карапĕн капитанĕ, Австралине уçнă. XVII ӗмӗрте голландсем хут çине анăç тата çурçĕр çыранĕсене Çĕнĕ Голланди ятпа карттăсем çине ӳкерсе илнĕ, анчах та кунти çĕрсем çине куçма шутламан.
1770 çулта Джеймс Кук (акăлч. James Cook) материкăн тухăç çыранне уçнă, ăна вăл вара Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс (акăлч. New South Wales) ят хунă та Британи çĕрĕсем çумне хушнă.
Америкăри колонисене çухатнă хыççăн Британи кунта вăрă-хурахсене ссылкăна яма пуçлать.
Британи колонийĕ Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс Сидней пурăну вырăнĕнчен пуçланса кайнă, ăна Артур Филип капитанĕ 1778 çулхи кӑрлач, 26 кунĕнче никĕсленĕ. Ван Димен (паянкунхи Тасмани) çĕрне 1803 çулта пуçласа янă, 1825 çулта çак çĕр уйрăм колони шутне кĕнĕ. Аслăбритани континентăн ытти çĕрĕсене (паянкунхи Анăç Австралине) 1829 çулта хăй çумне çыпăçтарнă. Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс çĕрĕсенче Кăнтăр Австрали (1836), Виктори (1851) тата Квинсленд (1859) колонисене йĕркеленĕ. Викторипе Кăнтăр Австрали çĕрĕсене «ирĕклĕ колонисем» тесе туса хунă, унта ирĕксĕр куçарнă çынсем пурăнман. Анăç Австрали те «ирĕклĕ» пулнă, анчах каярахпа ĕçлекенсем çитменнине пула ирĕксĕрлесе янă çынсене те йышăнма тытăннă.
Аборигенсен шучĕ, малтан 350 пин пулнă пулсан, 150 çул хушши питĕ хытă чакнă, çак вăл куçса лекекен чирсенчен те, хӳтĕрлесе урăх çĕре пурăнма куçарнинчен те. 1967 çулхи референдумпа аборигенсем гражданлăх правине çĕнтерсе илнĕ. Австралин Çӳлти сучĕ Mabo v Queensland (No 2) ĕçĕ пирки йышăнăвĕ Австралире колонизаци пуçланнă чухнехи «никамăнмар çĕр таврашĕ» япалана пĕтернĕ, аборигенсен çĕр прависене саккун шутне çырнă. 1855 — 1890 çулсенче ултă британи колонисене хăйнехăйпуласлăха (выр.-самоуправление) панă, вĕсем 1901 çулхи кӑрлач, 1 Австрали федерацине доминионсен шучĕпе кĕнĕ.
1931 çулхи Вестминстер статучĕпе, Австралипе Аслă Британие конституци тăрăх британи монархĕ çыхăнтарса тăрать. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуçлансан Австрали хăйĕн çарĕсене Аслăбритание пулăшма ярать. 1940-1941 çулсенче австрали çарĕсем вăтаçĕртинĕс вăрçă театрĕнче çапăçаççĕ. Австрали çĕрне вăрçă австрали крейсерĕ «Сидней» тата нимĕç крейсерĕ «Корморан» пĕр-пĕрне путарнă хыççăн пырса çитет: «Сидней» крейсерăн пĕтĕм экипажĕ (645 çын) пĕтнĕ, «Корморан» экипажĕ карапĕ çинчен анса парăннă. Пёрл-Харбор инкек-синкеклĕ катострофи хыççăн австрали çарĕсем Япуние хирĕç вăрçа тухаççĕ. 1942 çулхи нарăсра Сингапура çухатсан 15 000 австрали салтакĕсем япун тыткăнне лекеççĕ. Тепĕртакран япунсем Дарвин çине бомбăсем пăрахаççĕ. 19 уйăх хушшинче Австралин çурçĕр ен çĕрĕсене 100 хут ытла тăшмансем сывлăшран тапăнаççĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче япун шывай киммисем Сидней порчĕнче темиçе карапа путараççĕ. Япунсем Австралие вăрçса кĕрсе хупăрласа илме хатĕрленеççĕ.
Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ
Австрали ултă штатран, материк çинчи икĕ территорирен тата урăх пĕчĕкрех территорирен тытăнса тăрать. Штатсем: Виктория (VIC), Анăç Австрали (WA), Квинсленд (QLD), Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс (NSW), Тасмани (TAS) тата Кăнтăр Австрали (SA). Материкри икĕ тĕп территорийĕ — Çурçĕр территорийĕ (NT), тата Федерацин тĕп хулин территорийĕ (ACT).
Территорисен статусĕ нумай енĕпе штатсен статусĕ пекех, çавах та федераци парламенчĕ территори парламенчĕ йышăннине улăштарма пултарать, çав вăхăтрах штатсем йышщăннине федераци саккунлăхĕ Конституцин 51-мĕш параграфĕпе çеç пăрахăçлама пултарать. Ытти ыйтусем штат тытса парать, тĕслĕхрен, сывлăха сыхласси, пĕлӳ илни, тивĕç-ирĕқ йĕркелĕшĕ, пĕрлĕх транспорчĕ, çул-йĕрсем, суд тытăмлăхĕ тата вырăнти хăйтытăмлăхĕ.
| № | Ячĕ | Адм. виç. тĕсĕ | Тĕп хула | Пурăнан халăх, çын (2021)[2] |
Лаптăк, км²[3] |
|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Австрали тĕп хулин территорийĕ | территори | Канберра | 454 499 | 2358 |
| 2 | Виктория | штат | Мельбурн | 6 503 491 | 227 444 |
| 3 | Анăç Австрали | штат | Перт | 2 660 026 | 2 527 013 |
| 4 | Квинсленд | штат | Брисбен | 5 156 138 | 1 729 742 |
| 5 | Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс | штат | Сидней | 8 072 163 | 801 150 |
| 6 | Çурçĕр территори | территори | Дарвин | 232 605 | 1 347 791 |
| 7 | Тасмания | штат | Хобарт | 557 571 | 68 401 |
| 8 | Кăнтăр Австрали | штат | Аделаида | 1 781 516 | 984 321 |
| Пурĕпе | 25 422 788 | 7 688 220 | |||
Пурăнан халăх
Австралири кăк халăхĕ — XIX-XX ӗмӗрсенчи иммигрантсен еткерĕсем, вĕсенчен чылайăшĕ Аслӑ Британипе Ирландирен куçса килнĕ.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн халăх йышĕ иммиграцине пула 4 хутчен ӳснĕ.
Официаллă чĕлхе — акӑлчан чӗлхи (австрал акăлчан чĕлхи).
Çутçанталăкĕ
Экономика
Промăçлăх
хими, электротехника, металлурги отраçлĕсем, автомобиль тăвасси питĕ лайăх аталаннă.
Австрали экомикинче ту тăприне тирпелекен промăçлăх чи кирли шутланать. 2019 çул тĕлнелле Австрали тĕнчере тимĕр рудине тата бокситсене тупассипе пĕрремĕш вырăнта, ылтăн, марганец тата тăхлан тупассипе тĕнчере иккĕмеш вырăнта, цинк, кобальт тата уран тупассипе виççĕмĕш вырăнта. Австрали питĕ хăватлă çĕркăмрăк экспортёрĕ шутланать.
Уявĕсем
- Раштав (уяв) — Раштав, 25
- Мăн Кун
- Патша майрин çуралнă кунĕ — çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш тунтикунĕ
- Австрали кунĕ — кӑрлач, 26
- Ĕç кунĕ — чӳк уйăхĕн пĕрремĕш тунтикунĕ,
- АНЗАК кунĕ (вăрçă ветеранĕсене асăну кунĕ) — пуш, 25
- Анне кунĕ — çу уйăхĕн иккĕмĕш вырсарнкунĕ,
- Атте кунĕ — авăн уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ.
Çав. пекех
Литература
- Аничкин О. Н., Куракова Л. И., Фролова Л. Г. . — М.: Мысль. — 136 с. — 100 000 экз.
- Водовозов В. В. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Малаховский К. В. . — М.: Наука. — 400 с.
- Малаховский К. В. . — М.: Наука. — 372 с.
- Davison Graeme, Hirst John, Макинтайр Стюарт. . — South Melbourne: Oxford University Press. — 744 p. — ISBN 9780195515039.
Ӑнлантарусем
- ^ 129 // Australian Road Rules
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>; для сносокcensus2021не указан текст - ^ Площадь Австралии — Штаты и территории (англ.). Geoscience Australia. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1301.0 — Year Book Australia, 2005 (англ.). Australian Bureau of Statistics (21 кӑрлачӑн 2005). Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
Каçăсем
- gov.au — Австрали официаллӑ сайчӗ
Викисклад: Атлас: Австрали 
- Австрали DMOZ-ра
Океани патшалăхĕсем |
||
|---|---|---|
| Патшалăхсем | Австрали • Вануату • Кирибати • Маршалл Утравĕсем • Науру • Çĕңĕ Зеланди • Палау • Папуа — Çĕнĕ Гвинея • Самоа • Соломон Утравĕсем • Тонга • Тувалу • Микронези Федераци Штачĕсем • Фиджи | |
| Ассоцииленнĕ патшалăхсем | ||
| Пăхăнуллă территорисем | Американ Самоа • Гавайсем • Гуам • АПШ тулаш кĕçĕн утравĕсем (Джонстон • Мидуэй • Кингмен • Пальмира • Джарвис • Бейкер • Хауленд • Уэйк) • Çĕнĕ Каледони • Норфолк • Исла-де-Паскуа • Питкэрн • Çурçĕр Мариан Утравĕсем • Токелау • Уоллис тата Футуна • Франс Полинезийĕ | |
Пысӑк ҫирӗм |
|
|---|---|
Австрали • Аргентина • Бразили • Аслӑ Британи • Германи • Европа Пĕрлешĕвĕ • Инди • Индонези • Итали • Канада • КХР • Кăнтăр Корея • Мексика • Раççей Федерацийĕ • Сауд Аравийӗ • АПШ • Турци • Франци • КАР • Япони |
Нацисен пĕртуслăхĕ |
|
|---|---|
| Пайташсем |
Австрали • Антигуа тата Барбуда • Багамсем • Бангладеш • Барбадос • Белиз • Ботсвана • Бруней • Аслӑ Британи • Вануату • Гайана • Гамби • Гана • Гренада • Доминика • Замби • Инди • Камерун • Канада • Кени • Кипр • Кирибати • Лесото • Маврикий • Малави • Малайзи • Мальдивсем • Мальта • Мозамбик • Намиби • Науру • Нигери • Ҫӗнӗ Зеланди • Пакистан • Папуа — Çĕнĕ Гвиней • Руанда • Самоа • Сент-Люсия • Сейшел Утравĕсем • Сент-Винсент тата Гренадинсем • Сент-Китс тата Невис • Сингапур • Соломон Утравĕсем • Сьерра-Леоне • Танзани • Тонга • Тринидад тата Тобаго • Тувалу • Уганда • Фиджи1 • Шри-Ланка • КАР • Эсватини • Ямайка |
| Малтанхи пайташсем | |
| 1 Пайташлăхне чаракланă | |
Шаблон:Тухăç Азири патшалăхсен саммичĕ Шаблон:Пĕртуслăх короллĕхĕсем
