Раштав, 25
Уявсем
Мозамбик — Ҫемье кунӗ.
Пакистан — Куайд-и-Азам кунӗ.
Турци — Газиантеп хулине ирӗке кӑларнӑ кун (1921).
Пулăмсем
- 800 — Таса Петĕр базиликинче Лев III Аслă Карла рим императорĕ пулма кăшăлланă
- 1100 — Вифлеем Христос Раштавĕн базиликинче Булон Болдуинне пĕрремĕш Иерусалим патши пулма кăшăлланă
- 1223 — Ассизи Францискĕ, чăнлава тăнласан, Греччора историре пĕрремĕш вертеп кăтартăвне (капăрл.) панă
- 1902 — Солодовников опера театрĕнче «Кащей Бессмертный» оперăн тĕнче премьерине кăтартнă
- 1950 — Вестминстер аббатлăхĕнчен шотланд патшисен кăшăлу чулне вăрласа кайнă
- 1979 — совет çарĕсен контингентне Афганистана кĕртнĕ
- 1991 — Миxаил Горбачёва, пĕрремĕш, çаплах юлашкиСССР президентне, ĕç вырăнĕнчен хăтарнă
- 2003 — Европа космос агентстви «Бигль-2» анса лармалли модулĕпе çыхăну çухатнă
- 2005 — Японире Акита префектуринчен Ниигату префектурине каякан пуйăсăн виçĕ вагонĕ ральсă çинчен йăванса кайнă. 1 çын вилнĕ, 29 çын аманнă.
Çуралнă
- 1911 — Кăлкан Александр Дмитриевич, сăвăç, драматург, тăлмач.
- 1951 — Волков Александр Александрович, Удмурти Республикин пĕрремĕш президенчĕ.
Вилнĕ
- 1972 — Зайцев Юрий Антонович, чăваш живописецĕ, фотографĕ.
- 1980 — Аслан Степан Степанович, прозаик.