Раштав, 4
Уявсем
Раҫҫей Федерацийӗ — Раҫҫейри информатика кунӗ.
Мексика — Ремесленниксен кунӗ.
Тонга — Патшалӑх пирки пӗлтернин кунӗ.
Пулса иртнĕ
- 1639 — Джереми Хоррокс пĕрремĕш Венера Хĕвел дискĕпе иртнине (капăрл.) сăнанă
- 1674 — Жак Маркетт Европăран куçса килнĕскерсен пĕрремĕш пурăнан вырăнне хальхи Чикаго тĕлĕнче йăва çавăрнă
- 1676 — Скон вăрçи: Лунд патĕнче шведсем дансене çапса аркатнă
- 1829 — Уильям Бентинк Индире тăлăх арăмсене çунтарса яма чарнă
- 1872 — Атлантика океанӗнче экипаж пăрахса хăварнă «Мария Целеста» карапа тĕл пулнă
- 1948 — СССРта ЭШМăн патентне панă
- 1976 — ВАР президенчĕ Бокасса патша кăшăлне тăхăннă
- 1980 — анкăлсен Led Zeppelin рок-ушкăнĕ саланнă
Çуралнă
Вилнĕ
- 1932 — Густав Майринк
- 2010 — Ортикова Екатерина Михайловна, совет тапхӑрӗнчи торф кӑларакан рабочи, стахановка, патшалӑх тата обшество ӗҫченӗ.