Раштав, 13
Уявсем
Пулса иртнĕ
- 1545 — Реформацие хирĕççисем Тридент соборне пуçтарăннă
- 1922 — Кавказ Лешьен СФСРне йĕркеленĕ
- 1937 — Нанкинри япон вăрçа çыннисен йĕксĕк ĕçĕсем
- 1959 — Макарий III архиепископа Кипр Республикин пĕрремĕш президентне суйланă
- 1967 — грексен патши Кустантин II влаçрен хура полковниксене хăтарма хăтланнă
- 1981 — Войцех Ярузельский ПХРта вăрçă тăрăмне кĕртнĕ
- 1989 — ЛДСС туса хунă
- 2005 — Петропавловск-Камчатскийĕнче тимĕр-тăмăр пуçтаракан базăра сирпĕнӳ пулнă. 2 çын вилнĕ.
- 2005 — Мускав, Рязань, Иваново, Владимир тата Чулхула облаçĕсенче вăйлă юр çунипеле электропередача линиĕсем татăлса пĕтнĕ, пин çурă ытла ял-хула электроэнергисĕр юлнă.
- 2006 — юлашки кӳлĕ дельфинĕсем вилнĕ пирки пĕлтернĕ
Çуралнă
- 1907 — Теодор Буйницкий, поляксен сăвăçи тата журналист.
- 1932 — Миттов Анатолий Иванович, чăваш паллă художникĕ.
- 1933 — Петров Александр Петрович, Чăваш Республикин пĕрремĕш секретарĕ, истори аслăлăхĕсен кандидачĕ.
Вилнĕ
- 1944 — Кандинский Василий Васильевич, вырăс сăрă ӳнерçи тата ÿкерÿçи, ӳнер тишкерÿçи, абстракционизм юхĕмне никĕслекенсен пĕри. «Синий всадник» ÿнер ушкăнне никĕслекенсен пĕри пулнă, Баухаус вĕрентекенĕ.