Раҫҫейри информатика кунӗ
Раҫҫейре информатика кунӗ — кашни ҫулах раштавӑн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв. Уява 1998 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ, ӑна Исаак Брукпа Башир Рамеев цифрӑллӑ шутлав машинине регистрациленӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ[1].
Историйӗ
Раҫҫей информатикин 1948 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ шутланать, ҫакӑ СССРта «информатика» терминпа (ӑна совет ӑсчахӗ Александр Харкевич 14 ҫултан сӗннӗ) усӑ курма пуҫличчен чылай малтан пулса иртнине пӗлтерет[2]. Аслӑ Британире «информатика» терминпа 1957 ҫулта усӑ курма пуҫланӑ, Германире — 1959 ҫулта[3].
1948 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче СССР министрсен канашӗн Патшалӑх комитечӗ цифрӑллӑ электронлӑ шутлав машинине регистрациленӗ, ӑна икӗ изобретатель — Исаак Брукпа Башир Рамеев — хатӗрленӗ пулнӑ. 1948 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче И.С. Брукпа Б.И. Рамеева панӑ 10475 №-лӗ автор свидетельстви СССР-та электронлӑ шутлав техникине шутласа кӑларни пирки хатӗрленӗ пӗрремӗш регистрациленӗ акт пулнӑ[3].
Ку проект тӑван ҫӗршывӑн шутлав техникин историйӗнче чи малтанхисенчен пӗри шутланать, малашлӑхлӑ техникӑпа халӑх хуҫалӑхӗнче усӑ курасси тӗллевлӗ ӗҫ пулнӑ. Брукпа Рамеев ҫулталӑк хушши пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑтра ЭВМ тӗрлӗ пайӗсене шухӑшласа кӑларни ҫинчен 50 ытла заявка хатӗрлесе яма ӗлкӗрнӗ. Каярахпа Рамеев шутласа кӑларнӑ ӑславсем пулӑшнипе СССР-ти промышленность производствинче усӑ курма пуҫланӑ «Стрела» ятлӑ пӗрремӗш машинӑна ӑсталанӑ[1].
Раҫҫейри пӗрремӗш электронлӑ-цифрӑллӑ шутлав машинине, М-1 ятлине, 1950 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пуҫтарма пуҫланнӑ. 1951 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче хатӗрсем уйрӑмшаррӑн мӗнле ӗҫленине тӗрӗсленӗ, вӗсем электричество енчен тата функци тӗлӗшӗнчен мӗнле ҫыхӑннине пӑхнӑ, ҫавӑн пекех машина пӗтӗмӗшле мӗнле ӗҫленине тӗрӗсленӗ. 1951 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне М-1 автоматлӑ мар режимлӑ мӗнпур тӗп арифметика операцисене пурнӑҫлама пултарнӑ ӗнтӗ. 1951 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне М-1 тӗп арифметика операцийӗсене тума вӗренсе ҫитнӗ[4].
Машинӑна пӗтӗмӗшле хута ярас ӗҫе 1951 ҫул вӗҫнелле ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ. М-1 пӗртен-пӗр экземпляр кӑна ӑсталанӑ[4].
Интереслӗ фактсем
- 1888 ҫул — Герман Холлерит пӗрремӗш примитивлӑ шутлав машинине хатӗрленӗ[5];
- 1957 ҫул — Карл Штейнбух пӗрремӗш хут «информатика» терминпа усӑ курнӑ[6];
- 1969 ҫул — ARPANET-а йӗркеленӗ, вӑл Тӗнче тетелӗн прототипӗ пулса тӑнӑ[7];
- 1985 ҫул — СССР шкулӗсенче информатикӑна пурне те вӗрентмелли предмет пек кӗртнӗ[8];
- Информатика енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн чыслакан награда — Тьюринг премийӗ.
Хальхи вӑхӑтра
Раҫҫейри IEEE Computer Society наци подкомитечӗ СССР-па тата Раҫҫей саманинчи информатика кун-ҫулне халалланӑ анлӑ тӗпчев ирттернӗ. Ҫак тӗпчев вӑхӑтӗнчене нумай хутсене пӑхса тухнӑ, вӑл пулӑмсене хутшӑннӑ халӗ те пурӑнакан ҫынсемпе тӗлпулусем илттернӗ. Ҫакӑ тӗп пулӑмсен хронологине хатӗрелме май панӑ.
Пухма май килнӗ кӑтартусене тӗпе хурса «Computers in Russia: Science, Education, and Industry» ятлӑ статья хатӗрленӗ[9]. 1998 ҫулта Брукпа Рамеев хӑйсен машинине регистрациленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалласа раштавӑн 4-мӗшӗнче Раҫҫей информатикин кунӗ тесе палӑртма сӗннӗ[1].
Информаципе шутлав хатӗрӗсене Раҫҫейре те, тӗнчипе те пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫе кӗртсе пыраҫҫӗ. Информатика, ӑслӑлӑх пек, прикладной тӗпчевсен облаҫӗ тата вӗренӳ дисциплини пек, обществӑн пӗтӗмӗшле аталанӑвӗнче тӗп вырӑн йышӑнать. Вӑл информаци системисене йӗркеленӗ тата вӗсемпе усӑ курнӑ, даннӑйсене тишкернӗ тата тӗпченӗ чухне, программа обеспеченине хатӗрленӗ май, информаци технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ ытти нумай аспектра никӗс пек тухса тӑрать. Информатика аталанни тӗрлӗ секторти ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшать, ҫавӑн пекех инновацисемпе прогресс валли ҫӗнӗ майсемпе тивӗҫтерет.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 randall. День информатики в России: история первого проекта автоматической вычислительной машины. HABR (4 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
- ^ ИРИНА ШЕВЧУК. День информатики 2023 в России: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 4 ДЕКАБРЯ — ДЕНЬ РОССИЙСКОЙ ИНФОРМАТИКИ. Научная Россия (4 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ю.В. Рогачев. Вычислительная техника от М-1 до М-13. (1950 - 1991). Виртуальный компьютерный музей. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
- ^ Ксения Редичкина. Первой электрической вычислительной машине исполнилось 132 год. Парламентская Газета (29 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
- ^ 4 декабря – День информатики в России! sut.ru (2 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
- ^ 50 лет назад в Минобороны США изобрели первый в мире интернет. Почему проект глобальной сети не выжил? Лента.ру (1 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
- ^ saul. Эволюция школьной программы по информатике. Хабр (2 авӑнӑн 2013).
- ^ Computers in Russia: science, education, and industry (англ.). IEEE Xplore (July-Sept. 1999). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.