Зайцев Юрий Антонович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Зайцев Юрий Антонович (1890 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ, Йӗрӗхҫырми, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни1972 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш АССР, СССР) — чӑваш профессиллӗ сӑрӑ ӳнерне никӗслекенсенчен пӗри, ӳкерӳҫӗ, фотограф, СССР Художниксен союзӗн(выр.)чăв. пайташӗ (1934), Чӑваш АССР тата тивӗҫлӗ художникӗ (1968)[1].

Пурнăçĕ

1890 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи Йӗрӗхҫырми ялĕнче (халӗ Чăваш Республикинчи Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округне кӗрет) çуралнă[2]. Ашшĕпе амăшĕ: Антон Семеновичпа Матрена Егоровна Плотниковсем.

М. С. Спиридоновпа тата Н. К. Сверчковпа пӗрле чӑваш профессиллӗ сӑрӑ ӳнерне никӗслекенсенчен пӗри шутланать. Ӳкерме кӳршӗ ялти А. Г. Львов турăш çыравçи патĕнче вӗреннӗ, ӑна Урхас Кушкӑри чиркӗве илемлетме пулӑшнӑ.

Маврин (Сӗнтӗрвӑрри) турӑш ӳкерекен патӗнче, И. П. Богдановӑн (Мускав) харпӑр студийӗнче, Б. Телингатер (Баку) художник патӗнче ӗҫленӗ.

1914 çулта Санкт-Петербурга куçса кайнă та Ф. Р. Ральян художник-монументалист ăста лаççине ӗçе вырнаçнă, унта вăл Александр Невский мăнастирӗн соборне илемлетнĕ. 1914—1915 çулсенче Янцен, Вейдовский, Куклин бригадисенче Дон-çинчи-Ростовра вăй хунă.

Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн чаҫӗсенчен пӗринче штабра чертёж тӑвакан, клуб ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. 1922 ҫулта ҫартан демобилизациленнӗ те Лубны хулинче пуранма пуҫланӑ, унта А. И. Фомин художникпа туслашнӑ, вӑл ҫамрӑк ӳнерҫӗн ӑсталӑхне ӳстерес тӗлӗшпе пысӑк витӗм кӳнӗ[2].

Пурнăç тăршшипех ӳнер ӗçӗпе пӗрлех фотографие юратнă. 1927 çултанпа Шупашкарта «Канаш» хаçат (халӗ — «Хыпар»), «Сунтал» журнал (халӗ — «Тӑван Атӑл») редакцийӗсенче тăрăшнă. Тăван халăхăн ӳнер йăлине тĕпченĕ, хăйĕн ĕçĕсенче наци сюжечĕсемпе усă курнă. 1933—1936 ҫулсем — художникӑн таланчӗ уйрӑмах вӑйлӑ палӑрнӑ, нумай ӗҫленӗ тапхӑр. Вӑл ҫак ҫулсенче 200-е яхӑн ӳкерчӗк ӳкернӗ. 1935—1936 ҫулсенче чӑваш ҫыравҫисемпе пӗрле Казахстана пултарулӑх командировкинче пулнӑ, 1939 ҫулта К. В. Иванов поэтӑн тӑван ҫӗрне Пушкӑртстана кайса килнӗ. Слакпуҫра пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш академи драма театрӗ «Нарспи» поэма тӑрӑх лартнӑ спектакль (1940) валли декорацисемпе тумтирсен эскизӗсене хатӗрленӗ. 1937 ҫулта Художниксен союзӗнчен кӑларнӑ, 1940 ҫулта каялла илнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн 1945 ҫулта репрессиленӗ, пилӗк ҫула хупса лартнӑ. 1958 ҫулта реабилитациленӗ.

Юлашки пултарулӑх тапхӑрӗнче паллӑ ӗҫсем ӳкернӗ: «Нарспи» поэма тӑрӑх диптих (1958), «Хӑмла» триптих (1963), «Ҫавал ҫийӗн» пейзаж (1964), «Чӑваш Ен кӗввисем» мозаика панновӗн эскизӗ (1965), «Юхать-юхать Атӑл» (1967), «Аннесем» (1969) тата ытти те[3].

1972 çулхи раштавăн 25-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тата тивӗҫлӗ художникӗ (1968) [3].

Сӑнсен пуххи

Пултарулăх ĕçĕсем

Тӗп ӗҫӗсем:

  • «Вӗрӳҫӗ»,
  • «Шӑпӑрҫӑ»,
  • «Колхоз хӗрӗсем»,
  • «Акатуй» (1935),
  • «Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ»,
  • «Хӗрарӑм будильникпа»,
  • «Делегатка»,
  • «Ялкор»,
  • «Лиза колхозница юлташ хӗрӗпе» (1934),
  • «Шупашкар» (1933),
  • «Хӗрсем»,
  • «Чикӗ разъезчӗ» (1937),
  • «Балхашстрой» (1936),
  • «Нарспи» диптих (1958),
  • «Хмель» триптих (1963),
  • «Ҫавал ҫийӗн» (1964),
  • «Чӑваш Ен кӗввисем» (1965),
  • «Юхать-юхать Атӑл» (1967),
  • «Аннесем» (1969)[4].

Куравсене хутшӑнни

  • Чӑваш художникӗсен республика куравӗсем (1930 ҫултан пуҫласа);
  • Художниксен «Обис (Объединение искусств)» ушкӑнӗн куравӗ (Мускав, 1925);
  • Мускав художникӗсен ушкӑнӗн 2-мӗш тата 3-мӗш куравӗсем (Мускав, 1927, 1929);
  • Совет фотографийӗн куравӗ (Мускав, 1928);
  • Чӑваш художникӗсен ӗҫӗсен куҫса ҫӳрекен куравӗ (Чулхула, 1935);
  • Хӗрлӗ Ҫар никӗсленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ курав;
  • ВЛКСМ никӗсленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ курав;
  • Казахстан художникӗсен Китайри куҫса ҫӳрекен куравӗ (1938);
  • Союзлӑ тата автономиллӗ республикӑсен тата РСФСР облаҫӗсен художникӗсен ӗҫӗсен куравӗ (Мускав, 1944, 1971);
  • «Аслӑ Атӑл» зонӑри курав (Волгоград, 1967; Чӗмпӗр, 1969—1970);
  • РСФСРти автономиллӗ республикӑсен художникӗсен ӗҫӗсен куравӗ (Мускав, 1971);
  • «Советский портрет» Пӗтӗм Союзри курав (Мускав, 1977).

Пайăр куравĕсем

  • Лубны хула (Украина ССР) — 1924, 1925, 1968;
  • Бежица (Брянск облаҫӗ) — 1925, 1927, 1928;
  • Алма-Ата — 1936, 1971;
  • Камышин — 1957;
  • Шупашкар — 1928, 1936, 1965, 1970;
  • Таллин — 1970.

Вуламалли

Ӗҫӗсем

  • Зайцев Юрий Антонович — Антун Куриҫӗ (1890-1972). Живопись. Графика. Каталог : ССР тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ произведенисен куравӗ. — Шупашкар : [б. и.], 1990. — 60 с.
  • Хунар : шахвӑртнӑ ӳкӗт : [альбом] / [С. А. Сильвестров хатӗрленӗ ; Ю. А. Зайцев ӳнерҫӗ]. — Шупашкар : Аттил, 2012. — [62] с. : цв. ил.
  • Заслуженный художник Чувашской АССР Ю. А. Зайцев : выставка произведений, посвященная 80-летию со дня рождения и 60-летию творческой деятельности художника : каталог выставки / Ю. А. Зайцев ; сост. А. Г. Григорьев. — Чебоксары : [б. и.], 1971. — 36 с.
  • Юрий Антонович Зайцев : выставка произведений, посвященная 75-летию со дня рождения и 50-летию творческой деятельности художника : кат. выст. / сост. А. Г. Григорьева. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1965. — 22 с.

Ун ҫинчен

  • Ургалкина, Н. А. Юрий Антонович Зайцев : жизнь и творчество / Н. А. Ургалкина ; ред.: А. И. Малютина, Р. М. Митрушкина ; худож. ред. А. А. Макаров. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1976. — 64 с. : портр.
  • Федоров, М. Ф. Тата тепӗр утӑм социализмла реализм патне : [Юрий Зайцев художник картинисем тӑрӑх] / М. Ф. Федоров // Тӗпчевсем / М. Ф. Федоров. — Шупашкар, 2005. — С. 231-236.
  • Ямангеева, Г. Г. Ю. Зайцевӑн «Тӑхтаман вилӗмӗ» картини тӑрӑх сочинени ҫырма хатӗрленесси / Г. Г. Ямангеева // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. — Шупашкар, 2015. — 22-мӗш кӑларӑм. — С. 253-258.
  • Викторов, Ю. В. Зайцев Юрий Антонович / Ю. В. Викторов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 35-36.
  • Воробьев, М. Н. Рожденный в храме / М. Н. Воробьев // О чувашском… / М. Н. Воробьев. — Чебоксары, 2007. — С. 10-14.
  • Григорьев, А. Память сердца . Наш календарь : к 90-летию Ю. А. Зайцева / А. Григорьев // Советская Чувашиия. — 1980. — 27 сент.
  • Исаев, Г. Г. Юрий Антонович Зайцев: 1890-1972. Выразитель национального в живописи и светописи / Г. Г. Исаев // Мастера изобразительного искусства. — Чебоксары, 2011. — С. 137-148 : портр.- (Библиотека Президента Чувашской Республики ; т. 9).
  • Исаев, Г. Евразиец Юрий Зайцев: к вопросу о польско-чувашских связях в искусстве Чувашии : [об этюде к картине «Нарспи», 1939 г.] / Г. Исаев // Арт Листок. — 2017. — № 2. — С. 3 : репрод.
  • Исаев, Г. Исчезнувшие холсты / Г. Исаев // Советская Чувашия. — 2015. — 23 сент. — С. 3 : фот.
  • Садюков, Н. И. Талант яркий, самобытный. К 75-летию художника Ю. А. Зайцева / Н. И. Садюков // Творящие прекрасное : статьи, очерки о художниках / Н. И. Садюков. — Чебоксары, 2013. — С. 57-59 : цв. ил.
  • Ургалкина, Н. А. Талант, отданный народу : к 80-летию Ю. А. Зайцеву / Н. А. Ургалкина // Советская Чувашия. — 1970. — 27 сент.
  • Ургалкина, Н. А. Учиться, искать, дерзать / Н. А. Ургалкина // Художник. — 1966. — № 3.
  • Юрий Антонович Зайцев // Художники Чувашии : Биобиблиогр. справ. — Чебоксары, 1989. — С. 118-121.
  • Юрий Антонович Зайцев : [некролог] // Советская Чувашия. — 1972. — 27 дек.
  • Яковлев, Ю. Метафизика величия / Ю. Яковлев // Лик. — 2005. — № 4 (октябрь-декабрь). — С. 74-77.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Наследие Чувашии.рф Зайцев, Юрий Антонович (живописец, фотограф; 27.09.1890-25.12.1972) (выр.). xn--80aafhebudawu3c5a9cs.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Зайцев, Юрий Антонович (живописец, фотограф; 27.09.1890-25.12.1972). Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Зайцев Юрий Антонович. Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  4. ^ Художественный музей. www.artmuseum.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.