Алматы
Алматы, Алма́-Ата́[1][2], Алма-Ата́[3] (казах. Алматы'; 1921 çулчен — Верный) — Казахстанăн шĕкĕр хули.
Тавралăхĕ
Алма-Ата хули Еврази континенчĕн варринче, Казахстанăн кăнтăр хĕвел тухăçĕнче, 77° хĕвел тухăç тăсăлăвĕпе 43° çурçер анлăшĕнче, Заили Алатау умĕнче — самого северного хребта Тянь-Шаньăн çурçĕр ту хысакĕнче, тинĕс шайĕнчен 600 - 1650 метр çӳллĕшĕнче, вырнаçнă. Унпа пĕр анлăшра Гагра тата Владивосток лараççĕ.
Хулари климат вичкĕн континентлă, температура çулталăкра çеç мар, талăкра та питĕ хăвăрт улшăнать.
Климат
Алматы кун-çулĕ
Вăтам ĕмĕрсенчи тапхăр
Верный
Хальхи хулан малианхи никĕсне 1854 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче хунă, ун чухне вырăс правительстви Кĕçĕн Алмата юханшывăн сулахай çыранĕнче вăрçă хӳтлĕх çуртне тума шутланă. 1854 çулхи çуркунне, авалхи Алмата ишĕлчĕкĕсем патĕнче Заил хӳтлĕхĕсен никĕсне хунă, каярах ăна Верное ят панă. Çурт-йĕре тăвас ĕçе Перемышельский майор па Александровский инженер-поручик ертсе пынă. Çав çулăн кĕр кунĕсенче ĕçсене вĕçленĕ. Йывăç пӳртсемпе казармăсенче Заили тĕкĕрчĕн 470 салтакĕпе офицерне вырнаçтарнă.[4]
1855 çулăн варринче хӳтлĕхе пĕрремĕш вырăссем куçса килнĕ. Верный хăвăрт ӳсме тытăнать. Юнашар Мăн тата Кĕçĕн Алмата станицисем, Тутар слободки никĕсленĕççĕ. 1856 çулта «Хысна садне» (халĕ Этеплĕхпе кану тĕп паркĕ), 1857 çулта Тутар слободки районĕнче пĕрремĕш шыв арманне ĕçе кĕртнĕ. 1858 çулта ĕçе янă пĕрремĕш сăра пĕçерекен савут вырăнти промăçлăхне пуçарса ярать. 1859 çулта кунта Петербургран ĕçпе янă Голубев геодезист Верное пăнчăпа палăртать, çак вырăн вара тĕнче карттине кĕрет. 1859 çулхи çу уйăхĕнче хӳтлĕхре 5 пин çын пурăннă, 1860 çулта пĕрремĕш почтă уйрăмĕ тата хоспитăль уçăлать.
1867 çулхи акан 11-мĕшĕнче Верный хула Туркестан генерал-кĕпернетĕрне шутĕнчи Семириченск облаçĕн центрĕ пулса тăрать. 1867 çулхи утăн 13-мĕшĕнче Семиреченск касак çарне йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах Семиреченск облаçĕн гербне тăваççĕ: виççĕне пайланă, улмаллă панулми турачĕн гирляндипе йĕри-тавра çавăрнă питлĕх. Çӳлти пайĕ — карман сăнĕ, аялти: сулахайра — хĕрес, сылтăмра — çурма уйăх. Семиреченск облаçĕн центрĕ пулса тăрсан, Верный промăçлăхпа ăсталăх ĕçесене аталантарма тытăнать. Спирт-водкă тата сăра пĕçерекен савутсем, шăрт-çăм пусмана тăвакан фабрикă уçăлать. Хулан чи пысăк промăç йĕрклĕвĕсем шутне Гавриловăн (1875) тата Кадкинăн (1900) тапак фабрикисем кĕнĕ. Хулара хĕрарăмсен тата арçынсен училищисене, прихут тата ăстаĕç шкулĕсене, каярах арçынсен тата хĕрарăм гимназисене уçаççĕ. Мечетсем çумĕнче мăсăльман шкулĕсем ĕçленĕ.
1887 çулхи çăвăн 28-мĕшĕнче питĕ вăйлă çĕр чĕтренĕвĕ пулать, ун чухне 322 çын пĕтет, 1798 кирпĕч çурт ишĕлет. Мăн тата Кĕçĕн станицăсен йывăç çурчĕсем ытлах арканмаççĕ. Каярахпа хулара сейсмо тата метеорологи станцисене, А. П. Зенков архитектор ертсе пынипе çурт-йĕре тунă чухне сейсмо йĕркине шута илес системăна туса хунă. Çĕр кисреннĕ хыççăн хулари çуртсене хăпартнă чухне ытларах йывăçпа усă кураççĕ. Вĕсенчен пысăк çурчĕсем — Çар полкĕн çурчĕ, Кафедра соборĕ, Этем пĕрлĕх çурчĕ тата ыттисем те. Çав тапхăрти упранса юлнă хăшпĕр çурт-йĕре истори, архитектура палăкĕ шутне кĕртнĕ, вĕсене патшалăх сыхлать. Çав трагедие асăнса хула çыннисем часавай лартнă, анчах та ăна 1927 çулта çĕмĕрнĕ.[5]
1913 çул умĕн хулара 41 пин ытла çын пурăннă, 59 промăç йĕркелĕвĕ ĕçленĕ.[6]
Совет тапхăрĕ
1918 çулта Вернайра совет влаçне туса хунă. Хулана облаçпе пĕрле РСФСР шутĕнчи Туркестан автономине (ТАССР) кĕртеççĕ. 1921 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче Вернăйа кунти выпăнăн авалхи ятне — Алматана — куçараççĕ. 1927 çулхи акан 3-мĕшĕнче Кызылордăран Алматана РСФСР шутĕнчи Казак АССРĕн тĕп хулине куçараççĕ. Çакна пула хула татах ӳсме тытăнать. 1936 çултанпа (Казах ССРне йĕркеленĕренпе) Алмата малтан Казах ССРĕн, кайран ирĕклĕ Казахстанăн тĕпĕ.
СССР тапхăрĕнчи индустриализаци
Хальхи Алмата
1997 çулта Казахстан Республикин Президенчĕ Нурсултан Назарбаевăн Хушăвĕпе тĕп хулана Акмолана куçарнă, çур çултан ăна Астана ята панă. Çак саманта Алмата патшалăхăн ăслăлăх, этеплĕх, истори, промăçлăх тата финансă центрĕ пулса тăрать. Алматара хальлĕхе Казахстанăн Наци банкĕ тата хăшпĕр элчĕлĕхсем, правительствăн ытти йĕркеленĕвĕсене Астанана куçарнă. 1998 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Хулан ятарлă статусе пирки саккун йышăннă. Алматана официаллă мар «Кăнтăр тĕп хула» теççĕ[7].
Влаç органĕсем
Хула акимне (пуçлăх) халĕ Казахстан Республикин Президенчĕ маслихат (хула пухăвĕ) килĕшнĕ хыççăн лартать.
- Байузаков Х. Б. — (1940—1941)
- Абдикалыков М. — (1941—1942)
- Шарипов С. — (1942—1943)
- Орехов П. Г. — (1943—1944)
- Милованов К. А. — (1944—1947)
- Айбасов Х. Х. — (1947—1950)
- Ильяшев Р. — (1950—1952)
- Шарипов И. Ш. — (1950—1954)
- Мамонов Ф. А. — (1954—1956)
- Адилов А. А. — (1956—1960)
- Дуйсенов Е. Д. — (1960—1975)
- Аухадиев К. М. — (1975—1978)
- Жакипов А. Х. — (1978—1980)
- Койчуманов А. Ж. — (1981—1983)
- Кулибаев А. А. — (1983—1985)
- Нуркадилов З. К. — (1985—1994)
- Кулмаханов Ш. К. — (1994—1997)
- Храпунов В. В. — (1997—2004)
- Тасмагамбетов И. Н. — (2004—2008)
- Есимов А. С. — (2008—х.в.) Паллӑ ҫынсем
- Полина Ледокова - кулинари кӗнекисен авторӗ, фудблогер
- Наталья Назарова-театрпа кино актриси
- Димаш Адилет - бизнесмен, блогер, телешоу хутшӑннӑ
- Владимир Жириновский-политикӑпа патшалӑх деятелӗ
- Радионова Светлана-Роспроднадзор ертӳҫи[8][9][10]
Транспорт
Автобус, такси, троллейбус, трамвай
Метрополитен
Метро тума 1988 çулта пуçланă, 7 чарăнуллă пĕрремĕш йĕрне 2010 çулхи раштав уйăхĕнче палăртнă[11],[12]
Аэропорт
Чукун çул
Ăслăх тата çутĕç
Алмата ĂТИ
- Биологи тата ӳсентăран биотехнологин институчĕ
- Кунаев ячĕллĕ ту ĕçĕсен институчĕ
- КР ĂЙЦ Йĕтре физикин институчĕ
- Байтурсынов ячĕллĕ чĕлхе тĕпчевĕн институчĕ
- Казах Ăслăлăх-Тĕпчев Чокин академик ячĕллĕ энергетика ĂТИ
- Казахстан Республикин ăслăлăх-техника информацин наци центрĕ
- В.Г. Фесенков ячĕллĕ астрофизика институчĕ
- Сулейман Демирель ячĕллĕ университечĕ
Этеплĕх ӳнер
Театрсем
- Патшалăх академи Абай ячĕллĕ оперăпа балет театрĕ
- Казах патшалăх академи М.О. Ауэзов ячĕллĕ драма театрĕ
- Патшалăх академи М.Ю. Лермонтов ячĕллĕ драма вырăс театрĕ
- Патшалах академи ача-пăча тата яшсен Г. Мусрепов ячĕллĕ театрĕ
- Патшалăх академи ача-пăча тата яшсен Натальи Сац ячĕллĕ вырăс театрĕ
- Корей театрĕ
- Уйгур мусăк камичĕн К. Кужамьяров ячĕллĕ театре
- Алматан нимĕç театре
- «ARTиШОК» театрĕ
- Республика пукане театрĕ
Музейсем
Тăванлă хуласем
- Шаблон:20px Хусан, Раççей
- Шаблон:20px Мускав, Раççей
- Шаблон:20px Санкт-Петербург, Раççей (1996)
- Шаблон:Кăркăстан ялавĕ Бишкек, Кăркăстан
Ташкент (узб. Toshkent), Узбекистан
Тусон (акăл. Tucson), Аризона, АПШ
Киев (укр. Київ), Украина
Урумчи (китай 烏魯木齊), Китай
Вильнюс (лит. Vilnius), Литва
Джидда (арап. جدة), Сауд Аравийӗ
Стамбул (туркк. İstanbul), Турци
Ренн (фр. Rennes), Франци
Тель-Авив (ивр. תל אביב-יפו), Израиль
Тэгу (кор. 대구), Кăнтăр Корей
Рига (лат. Rīga), Латви
Юлташ-хуласем
Фотопухăм
- HSBK main office.JPG
Здание головного банка АО «Казахстан халăхĕн перекет банкĕ»
- Алма-Ата Горы (Тамара777).jpg
Алма-Ата. Горы
- Алма-Ата Вид с Кумбельтау на пик Советов (4317 м). Заилийский Алатау (Алексей Евсеев).jpg
Вид с Кумбельтау на пик Советов
- Алма-Ата Вид с Кумбельтау на пик Комсомола (4330м). Заилийский Алатау (Алексей Евсеев).jpg
Вид с Кумбельтау на пик Комсомола
- Алма-Ата парк 28 панфиловцев 2 (Алексей Евсеев).jpg
28 панфиловсен паркĕ
- Almatykoktobe.jpg
Коктюберен пăхсан
Çавăн пекех пăхăр
- Апорт (панулми тĕсĕ)
- Тастак
- Сайран
- Раимбек проспекчĕ (Алмата)
- Достык проспекчĕ (Алмата)
- Толе би урамĕ (Алмата)
- Казахфильм
- Рахат Тауэрс
Каçăсем
- «Алматы хулин официаллă сайчĕ» 2009 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Алматы хулан канашлăвĕ» — Almaty-City.kz 2013 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Алмата картти 2012 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- MyCity.kz — «Алмата картти» — Интерактивлă карттă 2012 ҫулхи акан 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Электронлă хыпар картти „e-city Almaty“ — Алмата хулан картти»
- Almaty Development — Проекты и развитие города 2016 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Алмата кун-çулĕ, эссесем» 2006 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Афиша Алматы — кинотеатрсем, театрсем, концерт тата курав залĕсем 2020 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Справочно-информационный портал «Алмата — Кăнтăр тĕп хула» 2006 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Тĕнче аэропорчĕ Алматы»
- «Алматы город мечта!» 2011 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Телефонный справочник Алматы и ЮКО 2009 год 2010 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Распоряжение администрации Президента Российской Федерации № 1495 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ. «О написании названий государств — бывших республик СССР и их столиц»
Казахстанра официаллă ят — «Алматы», анчах та кулленхи калаçура, хăшпĕр кăларăмсенче, çаплах Раççейре хулана «Алма-Ата» теççĕ - ^ АП РФ Распоряжение 17-08-1995 г. № 1495 «О написании названий государств бывших республик СССР и их столиц»
- ^ Хулан официаллă сайчĕ 2009 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ История города 2010 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>; для сносокalma-ata.gorodasngне указан текст - ^ [1]
- ^ "" Справочно-информационный портал «Алматы — Южная Столица» 2006 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ https://zelenograd24.ru/pressroom/press-release/detail/343562/
- ^ https://biographe.ru/politiki/svetlana-radionova/
- ^ https://siapress.ru/official/96288-osnovnie-vektori-deyatelnosti-svetlani-radionovoy-v-rosprirodnadzore
- ^ Статья из газеты «Вечерний Алматы»
- ^ Информационное агентство КазТАГ