Узбекистан
Узбек Республики (Узбекистан) (узб. Oʻzbekiston / Ўзбекистон) — Вăтам Азире вырнаçнă патшалăх. Халăх йышĕ 25,5 млн. (2003 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ валли) çынпа танлашать, вĕсенчен 37% — хула çыннисем, 63% — ял çыннисем. Патшалăх чĕлхи шучĕнче ӳспек чĕлхи шутланать.
Пайлану
Узбекистан 12 вилоят, 1 автономлă республика* тата 1 хула** çине пайланать.
Халăх йышĕ
1 кăрлач 2011 çулта Узбекистан халах йышĕ 29 млн çын çитрĕ.
| Халăх | Пайĕ, % ( 2008 ) |
|---|---|
| Узбексем | 80 % |
| Таджиксем | 5 % |
| Вырăссем | 3,5 % |
| Казахсем | 3 % |
| Каракалпаксем | 2,5 % |
| Тутарсем | 1,5 % |
Иртнĕ 20 çулта Ӳспекстанра халăх йышĕ васкавлă ӳсеть. Халăх шутĕнче çамрăк ачисемĕн пысăк пайĕ. Патшалăхра вăтам халăх ватăлăхĕ — 22 çул (Германире 40 çул, Раççейра 37 çул).
Экономика
- ШВП пĕр çынна - 1 640 $ ( 2008 ) ;
- Ĕçлекенсем вырнаçнă : ялхуçалăхра - 44 %, промышленность - 20 %, суту-илÿ т. ыт - 36 %.
Фотогалерейă
Паллă çынсем
- Ибн Сина - Бухара хули умăнче вырнаçнă Ашики ялĕнче çуралнă.