Ылтăн Урта
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Ылтӑн Урта е Джучи Улус (выр. Золотая Орда) — XIIII—XV ӗмӗрсенчи тӗп Евразини нумай нациллӗ патшалӑхӗ. Вӑтам ӗмӗрсенчи чи пысӑк патшалӑх. 1224 ҫултанпа — Монгол империйӗн йышӗнчи улус. XIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче пайланнӑ хыҫҫӑн — суверенлӑ патшалӑх.
Сӑнлани
Джучи Улусӗ 1224 ҫулта, Чингисхан хӑйӗн аслӑ ывӑлне Джучине тухӑҫ Дешт-и-Кипчакра тата Хорезмра ҫӗнтерсе илнӗ ҫӗрсене уйӑрса панӑ хыҫҫӑн, йӗркеленнӗ. 1230—1240 ҫулсенче Джучи ывӑлӗсем — Орда-Эджен тата Бату — Анӑҫ еннелле ҫӗрсем ҫӗнтерсе илме кайсан улус территорине палӑрмаллах пысӑклатнӑ, тӗп хулана Анат Атӑлҫине куҫарнӑ. 1269 ҫулта Менгу-Тимур хан пулнӑ чухне патшалӑх хӑй тӗллӗн пурӑнма тытӑннӑ, импери центрне хут ҫинче ҫеҫ пӑхӑнса тӑнӑ. Ылтӑн Урта вӑтам ӗмӗрсенчи чи пысӑк патшалӑх пулнӑ, тухӑҫра — Обьрен пуҫласа Атӑлҫи таран, анӑҫра — Атӑлтан пуҫласа Танай таран, кӑнтӑрта — Сырдарьйӑпа анат Амударья таран, ҫурҫӗрте — Вятка таран ҫӗрсене йышӑннӑ йышӑннӑ. Ылтӑн Урта халӑхӗ куҫса ҫӳрекен те, пӗр вырӑнта тӗпленсе пурӑнакан та пулнӑ. Ҫеҫенхирте патшалӑх йӗркеленнӗ хыҫҫӑн нумай хула пуҫланса кайнӑ. Ҫавӑн пекех Ылтӑн Уртан патшалӑх тытӑмне унӑн периферинче вырнаҫнӑ пӑхӑнакан патшалӑхсем кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — вырӑс кнеҫлӗхӗсен пысӑк пайӗ, хӑш-пӗр тапхӑрта Грузи, Пӑлхар патшалӑхӗ, Серб королевстви, Валахия кнеҫлӗхӗсем, ҫавӑн пекех Ҫурҫӗр Кавказӑн, ҫӳлти Атӑлҫипе Кӑнтӑр Ҫӗпӗрӗн[20] патшалӑх-йӑх пӗрлешӗвӗсенчен хӑшӗ-пӗри.
1230—1240 ҫулсенче куҫса ҫӳрекен патшалӑхсен йӑлана кӗнӗ йӗркелӗвӗпе килӗшӳллӗн Ылтӑн Уртан территорине тата халӑхне икӗ провинци-ҫунат ҫине пайланӑ: анӑҫ Ак-Орда тата Ейӗк юханшывӗ тӑрӑх иртекен чикӗллӗ тухӑҫ Кок-Орда. Пайланӑ хыҫҫӑн Ак-Орда тата Кок-Орда пӗр-пӗрне пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ.
Ылтӑн Уртан элитин аслӑ сийӗ шутне Чингисханӑн тӳрӗ тӑхӑмӗсем кӗнӗ. Патшалӑхӑн аслӑ пуҫлӑхӗ — Ылтӑн Уртан ханӗ Чингизид ҫеҫ пулма пултарнӑ. Нечингизид аристокрачӗсем пурте «нойонсен» «кнеҫлӗх» рангӗпе (тӗрӗксен «бек» е арап-перссен «эмир») пулнӑ. Ылтӑн Уртари вӑрҫӑ ӗҫӗсем тата вӗсемпе ҫыхӑннӑ улус-удел системи беклярибек тата иерархистла ӑна пӑхӑнса тӑракан виҫӗ карачибек тытӑмӗнче пулнӑ. Беклярибек аслӑ ҫарпуҫӗ пек тухса калаҫнӑ, патшалӑхра иккӗмӗш ҫын пулнӑ. Ҫарпа ҫыхӑнман ӗҫсене везир тата ӑна пӑхӑнакан канцеляри — диван — тытса пынӑ.
1320 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Узбек хан чухне патшалӑх тӗнӗ ислам пулса тӑнӑ.
XV ӗмӗр варри тӗлне Джучи Улусӗ темиҫе хӑй тӗллӗ ханлӑха пайланнӑ; номиналлӑ асли шутланнӑ тӗп пайӗ — Мӑн Урта — XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пӗтнӗ, ҫавӑнтанпа аслӑ ҫӗршывӑн (аслӑ хан) падишахӗн титулӗ номиналлӑ Крым ханӗсем[21] патне куҫнӑ.
Ячӗ
Патшалӑхӑн официаллӑ хӑйне хӑй ячӗ — «Джучи Улус» е «Улуг Улус», «Орду Улус» (Пысӑк /Аслӑ патшалӑх). Вӑтам ӗмӗрсенчи арап ҫӑлкуҫӗсенче «Дешт-и-Кипчак» ятпа усӑ курнӑ, латинлисенче — «Тартария»[22]. Патшалӑх ятне «Ылтӑн Урта» тесе ҫырни вырӑс докуменчӗсенче XVI ӗмӗр вӗҫӗнче тутар патшалӑх ячӗ пек курӑнма тытӑннӑ. Унччен вырӑссем монголсен державине ахаль кӑна «Урта» е «Тутарсем»[23] тенӗ.
Улус чиккисем
XIV ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче пурӑннӑ арап историкӗ Аль-Омари патшалӑхӑн чиккисене ҫапла палӑртнӑ:
Ҫак патшалӑхӑн чиккисем Джейхун енчен — Хорезм, Саганак, Сайрам, Яркенд, Дженд, Сарай, Маджар хули, Азака-Кака, Акча-Кермен, Кафа, Судак, Саксин, Укек, Пӑлхар, Ҫӗпӗр облаҫӗ, Ибирь, Башкырд тата Чулыман…[24]
Каярахпа, Тӑхтамӑш вӑхӑчӗ тӗлне, Сырдарья Улусӗпе Хорезм Чагатай патшалӑхӗпе тата еткере парса хӑварнӑ Тимуридсен патшалӑхӗпе пӗрлешнӗ, вара Уртан кӑнтӑр-тухӑҫ чикки ҫурҫӗрелле, Улытау тӑвӗсем патне, куҫнӑ. Кун пирки вырӑс летопиҫӗсем[25] пӗлтереҫҫӗ.
Историйӗ
Истори умӗнхи
Пӗр-пӗрне пӑхӑнман тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх (тухӑҫрисем те — Си Ю Цзы, Монголсем вӑрттӑн калани, анӑҫрисем те — Кӗҫӗнрех тӑванӗсем тутарсем патне ҫулҫӳреве кайни ҫинчен (Бенедикт Поляк) , эпир Тартарсем текен Монголсен историйӗ, Аслӑ хроника (Матвей Парижский) — Чингисхан хӑйӗн тата преемникӗсен умне тӗнче империне тата унта пӗрлӗхлӗ влаҫпа пӗрлӗхлӗ саккунсем туса хума тӗллев лартнӑ. Анӑҫ ҫӗршывӗсемпе ҫӗрӗсене ҫӗнсе илни монголсен Аслӑ монгол империне тӳрремӗнех йӗркелеме те, Джучи Улуса хӑйӗн чи пысӑк чикки таран ӳсме те пӗлтерӗшлӗ пулнӑ[26].
Импери ӳснӗ тапхӑрта Чингисхан хӑйӗн ывӑлӗсене улуссем уйӑрса панӑ. 1224 ҫулта Джучи Улус (пулас Ылтӑн Урта) шутне Хорезм тата Тухӑҫ Дешт-и-Кипчак (Кӑпчак ҫеҫенхирӗ) пайӗ кӗнӗ. Чагатай Улусне Мавераннахр (Вӑтам Азин пысӑк пайӗ) тата Тухӑҫ Туркестан пайӗ (хальхи Синьцзян) кӗнӗ. Угэдэй улусӗ Тухӑҫ Туркестан пайӗн, Памир тата Ҫурҫӗр-Анӑҫ Монголи ҫӗрӗсене йышӑннӑ. Тӗп юрт йышӗнче (Чингисхан вилнӗ хыҫҫӑн вӑл унӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Толуй патне куҫмалла пулнӑ) Монголи, ҫав вӑхӑталла монголсем ҫӗнсе илнӗ Китай облаҫӗсем кӗнӗ.
Улус пулса кайни
1207 ҫулта, Джучи монгол ҫарӗн сылтӑм ҫунатне ертсе пынӑ чухне, Тува, Хакаси тата Алтай йӑхӗсене пӑхӑнтарсан Чингисхан ҫак ҫӗнсе илнӗ ҫӗрсене тата халӑхсене ӑна панӑ, улуса малалла анӑҫалла сарма хушнӑ.
…Джучи-хан Дешт-и-Кипчак облаҫӗсене тата унти патшалӑхсене ҫӗнсе илсе хӑйӗн харпӑрлӑхне кӗртме пӗр сӑмахсӑр пӑхӑнмалли хушу кӑларнӑ.[27]
Улус тӗшшинче монголсен сиджиут, кингит тата хушин йӑхӗсем пулнӑ. 1207 ҫултан пуҫласа 1211 ҫулччен Джучи Улус анӑҫалла сарӑлнӑ чухне унӑн халӑхӗсен тата ҫарӗ йышне ойратсем, кӑркӑссем, урянхайсем, каярахпа импери лояллӑхне палӑртса ытти тӗрӗк-кӑпчак тата тутар йӑхӗсем те кӗнӗ[26].
1217 ҫулта Джучи Улус ҫумне Алтай, Байкал лешьен тата Минусинск котловинин ҫурҫӗр ҫӗрӗсем хушӑннӑ[26]. Анчах та Чингисхан йышӑннипе Тува, Хакаси тата Туҫи Алтай Толуй тытса тӑнӑ империн Тӗп юртти патне куҫнӑ[28].
1218 ҫулта Джучи ҫарӗсем Субедейпа Тохучар ертсе пынипе меркитсене ҫапса аркатнӑ та Иргиз юханшывӗ ҫинче вӗсене йӗрлесе кӑпчаксемпе пӗрремӗш хут ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Тӗплӗнрех каласан, Приаральпе Атӑл леш енче вырнаҫнӑ йемексен державипе[26] тата хорезмийсемпе тӗл пулнӑ.
Хорезм империпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Джучи Улус Джаик (Урал) юханшывӗ таран сарӑлнӑ. Кун йӗркинче кӑпчаксемпе йемексем пирки ыйту тухса тӑнӑ. Анчах та кӑпчаксен уйрӑм йӑхӗсемпе ҫапӑҫас вырӑнне Атӑл-Урал халӑхӗсемпе патшалӑхӗсен коалицийӗпе вӑрҫӑ тухнӑ, вӑл 1223 ҫулта пуҫланса вун пилӗк ҫула тӑсӑлнӑ[26].
Джучи улуса ҫӗрсем иккӗмӗш хут уйӑрса парасси 1225 ҫулта пулнӑ. Ӑна Хорезмӑн ҫурҫӗр пайне (Амударья анат енне) тата Тухӑҫ Дешт-и Кипчака панӑ. Унта Джучи ашшӗ панӑ мӗнпур ӑрӑва куҫарнӑ. Малтан улусӑн тӗп хули Иртыш ҫинче вырнаҫнӑ, кайран ӑна Дешт-и-Кипчака куҫарнӑ. 1227 ҫулта Джучи вилнӗ хыҫҫӑн унӑн улусӗн ҫӗрӗсем ывӑлӗ Батый патне куҫнӑ.
Джучи Улуса Атӑлҫи тата хӑш-пӗр вырӑс облаҫӗсен шучӗпе сарма палӑртнӑ, ҫак ҫӗрсене ҫӗнсе илес тӗп тивӗҫ Бату ертсе пынӑ джучидсем ҫине выртнӑ. Пӗрлештерме палӑртнӑ ытти ҫӗре ҫӗнтерсе илесси пирки калас тӑк (ҫав шутра Тӗп Европӑпа Ҫывӑх Тухӑҫ патшалӑхӗсем те), ҫакӑ Монгол империйӗн тӗп планне кӗнӗ, ку Джучи Улус ҫӗрӗсене пысӑклатассипе тӳррӗн ҫыхӑнман. Ҫак ҫӗрсем ҫинче хуҫа пулас правӑна Чагатай, Угэдей, Толуй, Кулькан тата Аргасун ӑрачӗсен элчисем те шанма пултарнӑ.
Джучи ывӑлӗ Бату (вырӑс летопиҫӗсенче Батый ) ертсе пынӑ Анӑҫ харҫи (1236—1242) хыҫҫӑн улус анӑҫалла сарӑлнӑ та унӑн тӗпӗ Анат Атӑлҫи пулса тӑнӑ. 1251 ҫулта Монгол империйӗн тӗп хулинче Каракорумра курултай иртнӗ, унта Толуй ывӑлне Мункэне аслӑ хана лартнӑ. «Йӑхри аслӑ» Бату, ахӑртнех, хӑйӗн улусӗ валли тулли автономи илессе шанса Мункэ хан майлӑ пулнӑ[29]. Чагатайпа Угэдэй тӑхӑмӗсенчисене, джучидсемпе толуидсене хирӗҫ тӑракансене, вӗлернӗ, вӗсенчен конфискациленӗ ҫӗрсене Мункэ, Бату тата вӗсен влаҫне йышӑннӑ ытти Чингизидсен хушшинче пайланӑ.
Монгол империйӗнчен уйрӑм пулни
Бату вилнӗ хыҫҫӑн унӑн ывӑлӗ Сартак, ҫав вӑхӑтра Монголире Мунке-хан картишӗнче пулнӑскер, саккунлӑ еткерҫӗ пулса тӑнӑ. Анчах киле таврӑнма тухсан ҫул ҫинче ҫӗнӗ хан кӗтмен ҫӗртен вилнӗ. Ҫӗнӗ хан тесе Батун тепӗр ывӑлне Улагчие, кӗҫӗн ҫултискере, пӗлтернӗ[30] (ытти даннӑй тӑрӑх, Сартак ывӑлӗ, Бату мӑнукӗ[31]), анчах вӑл та часах вилнӗ.
Улус пуҫлӑхӗ Батун шӑллӗ Берке (1257—1266) пулса тӑнӑ. Берке ҫамрӑк чухнех ислам тӗнне йышӑннӑ, анчах та ку, ахӑртнех, куҫса ҫӳрекен халӑхӑн пысӑк пайне ислам тӗнне кӗртессипе ҫыхӑнман политикӑлла утӑм пулнӑ. Ҫак утӑм пуҫлӑха Атӑлҫи Пӑлхарӑн тата Вӑтам Азин хула центрӗсенчи сумлӑ суту-илӳ ҫаврӑмӗсен пулӑшӑвне тивӗҫме, вӗреннӗ мӑсӑльмансене хӗсмете илӗртме май панӑ[33]. Вӑл хуҫа пулнӑ вӑхӑтра нумай хула ҫӗкленнӗ, Урта хулисенче мечӗтсем, минаретсем, медресесем, караван-сарайсем туса лартнӑ. Чи малтанах ҫакӑ патшалӑхӑн тӗп хулине Сарай-Батуна пырса тивет. Ҫав вӑхӑталла вӑл Сарай-Берке ятпа палӑрнӑ (Сарай-Берке тата Сарай аль-Джедид пӗр пек тесе тавлашу пур)[34]. Ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн вӑй илнӗ Пӑлхар (Вӑтам Атӑлҫири хула) улусри пӗлтерӗшлӗ экономикӑпа политика центрӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.
Берке Иранран тата Египетран — ӑсчахсене, турӑ ҫинчен вӗрентекенсене, поэтсене, Хорезмран ремесленниксемпе купсасене чӗннӗ. Тухӑҫ ҫӗршывӗсемпе суту-илӳ тата дипломати ҫыхӑнӑвӗсем палӑрмаллах вӑйланнӑ. Патшалӑхӑн яваплӑ посчӗсене Иранран тата арап ҫӗршывӗсенчен тухнӑ пысӑк пӗлӳллӗ ҫынсене лартма тытӑннӑ, ҫакӑ монголсемпе кӑпчаксен куҫса ҫӳрекен сумлӑ ҫыннисене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Ҫапах та ҫак кӑмӑлсӑрлӑх хальлӗхе уҫҫӑнах палӑрман.
Бату-ханӑн мӑнукӗ Менгу-Тимур (1266—1282) пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра Джучи Улус тӗп правительствӑна пӗтӗмпех пӑхӑнми пулса тӑнӑ. 1269 ҫулта Талас юханшывӗн айлӑмӗнче иртнӗ курултайра Менгу-Тимур, Борак-хан, Хайду-хан пӗр-пӗрне никама пӑхӑнман патшасем тесе йышӑннӑ та Монгол империйӗн аслӑ ханне Хубилая хирӗҫ, вӑл вӗсен никама пӑхӑнманлӑхне хирӗҫлеме хӑтланас тӑк, килӗшӳ тунӑ.
Дунай улусӗ Атӑлҫи улусӗпе кӗрешни
Менгу-Тимур вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗршывра Ногай тёмник ячӗпе ҫыхӑннӑ политика кризисӗ пуҫланнӑ. Менгу-Тимур пуҫлӑх пулнӑ чухне Чингисханӑн тӑхӑмӗсенчен пӗри Ногай беклярбек постне йышӑннӑ. Вӑл — патшалӑхра пӗлтерӗшӗпе иккӗмӗш пост . Унӑн харпӑр улусӗ Ылтӑн Урта анӑҫӗнче (Тӑнай ҫывӑхӗнче) пулнӑ. Ногай хӑйӗн патшалӑхне йӗркелеме тӗллев лартнӑ, Туда-Менгу (1282—1287) тата Тула-Буги (1287—1291) хан пулнӑ тапхӑрта вӑл Тӑнай, Днестр, Узеу (Днепр) тӑрӑх территорисене хӑйӗн влаҫне пӑхӑнтарма пултарнӑ.
Ногай тӳррӗн пулӑшнипе Сарай престолӗ ҫине Тӑхта хана (1291—1312) лартнӑ. Малтанах ҫӗнӗ пуҫлӑх хӑйӗн хӳтӗлевҫине пур енӗпе те итленӗ, анчах кӑштахран, ҫеҫенхир аристократийӗ ҫине таянса, ӑна хирӗҫ калаҫма пуҫланӑ. Вӑраха тӑсӑлнӑ кӗрешӳ 1299 ҫулта Ногай парӑннипе вӗҫленнӗ, вара каллех Ылтӑн Урта пӗрлӗхӗ ҫирӗпленнӗ.
Ылтӑн Урта чечекленни
Узбек хан (1313—1341) тата унӑн ывӑлӗ Джанибек (1342—1357) пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра Ылтӑн Урта аталанса ҫитнӗ. 1320 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Узбек-хан ислама патшалӑх тӗнӗ тесе пӗлтернӗ, ӑна пӑхӑнманнисене пӗтерессипе хӑратнӑ. Ислам йышӑнма хирӗҫленӗ эмирсен пӑлхавӗсене[35] тискеррӗн ҫапса аркатнӑ. Монголсен кивӗ партине пӑхӑнакансене— эмирсене тата патша ҫыннисене — вӗлернӗ. Хансене пӑхӑнса тӑнӑ вырӑс кнеҫӗсем Ылтӑн Уртан тӗп хулине кайиччен унта пӗтес-тӑвас пулсан ачисене ӑс-хакӑл халалӗсем, ашшӗ-амӑш вӗрентӗвӗсем ҫырса хӑварнӑ. Вӗсенчен темиҫешне, чӑнах та, вӗлернӗ. Узбек Сарай аль-Джедид («Ҫӗнӗ кермен») хулине туса лартнӑ, караван суту-илӗвӗн аталанӑвне нумай тимлӗх уйӑрнӑ. Суту-илӳ ҫулӗсем хӑрушлӑхсӑр кӑна мар, хӑтлӑ та пулнӑ. Урта Анӑҫ Европӑри, Кӗҫӗн Азири, Египетри, Индири, Китайри ҫӗршывсемпе вӑйлӑ суту-илӳ тунӑ. Узбек хыҫҫӑн ханлӑх престолне унӑн ывӑлӗ Джанибек йышӑннӑ, вырӑс летопиҫӗсенче ӑна «ырӑ» тесе асӑннӑ[36].
«Аслӑ замятня»
1359 ҫултан пуҫласа 1380 ҫулччен Урта престолӗнче 25 ытла хан ылмашӑннӑ, чылай улус вара никама пӑхӑнман пулма хӑтланнӑ. Ҫак вӑхӑта вырӑс ҫӑлкуҫӗсенче «Аслӑ замятня» ят панӑ.
Джанибек хан пурӑннӑ чухнех (1357 ҫултан кая юлмасӑр) Шибан Улусӗнче хӑйӗн ханӗ Минг-Тимур пулни пирки пӗлтернӗ[37]. 1359 ҫулта Бердибек хана (Джанибек ывӑлне) вӗлернӗ хыҫҫӑн вара Батуидсен династийӗ вӗҫленнӗ, ҫавна май Сарай престолне йышӑнмашкӑн Джучидсен тухӑҫ турачӗсен представителӗсен шутӗнчен тӗрлӗ претендент пулнӑ. Тӗп влаҫре стабильлӗх ҫуккипе усӑ курса Уртари хӑш-пӗр облаҫ Шибан Улус хыҫҫӑн хӑйсен ханӗсене лартнӑ.
Урта престолне Кульпа самозванецӑн йышӑнма право пурри вӗлернӗ ханӑн кӗрӳшне, ҫав вӑхӑтрах беклярбек пулнӑ Мамай тёмнике иккелентернӗ. Ҫапла Мамай, Узбек хан вӑхӑтӗнчи сумлӑ эмирӑн Исатайӑн мӑнукӗ пулнӑскер, Уртан анӑҫ пайӗнче хӑй улус йӗркеленӗ, вӑл Атӑлӑн сылтӑм ҫыранне ҫитичченех тӑсӑлнӑ. Чингизид маррипе Мамай хан титулне тивӗҫ пулман, ҫавӑнпа Батуидсен ӑратӗнчи хан-марионеткӑсен вӑхӑтӗнче беклярбек должноҫӗпе ҫырлахнӑ.
Шибан улус хансем, Минг-Тимур тӑхӑмӗсем, Сарайра ҫирӗпленсе юлма хӑтланнӑ. Чӑннипе вӗсен май килмен, пуҫлӑхсем калейдоскоп хӑвӑртлӑхӗпе улшӑннӑ. Хансен шӑпи чылай чухне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласен купса «тӑррин» ырӑ кӑмӑллӑхӗнчен килнӗ, ӑна вара вӑйлӑ хан влаҫӗ кирлех пулман.
Мамай тӗслӗхӗпе эмирсен ытти тӑхӑмӗ те хӑйтӗллӗнлӗх енне туртӑннине кӑтартнӑ. Тенгиз-Буга, вӑл та Исатайӑн мӑнукӗ, Сырдарья ҫинче хӑй тӗллӗн улус тума хӑтланнӑ. 1360 ҫулта Тенгиз-Бугӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклекенсем тата ӑна вӗлернӗ Джучидсем хӑйӗн хушшинче хан палӑртса унӑн сепаратистла политикине малалла тӑснӑ.
Салчен, Исатайӑн виҫҫӗмӗш мӑнукӗ тата ҫав вӑхӑтрах Джанибек ханӑн мӑнукӗ, Хаджи-Тархана ярса илнӗ. Хусейн-Суфи, Нангудай эмирӑн ывӑлӗ тата Узбек ханӑн мӑнукӗ, 1361 ҫулта Хорезмра никама пӑхӑнман улус йӗркеленӗ[38]. 1362 ҫулта Литва кнеҫӗ Ольгерд Кӑвак Шыв юханшыв ҫинчи ҫапӑҫура ҫӗнтерсе Днепр бассейнӗнчи ҫӗрсене ирӗке кӑларнӑ.
Тӑхтамӑш чингизид Мавераннахрти Тамерлан эмир пулӑшнипе 1377—1380 ҫулсенче малтан — Урус-хан ывӑлӗсене аркатса Сырдарьйӑри улуссене, кайран Мамай Мускав кнеҫлӗхӗпе тӳррӗн хирӗҫме тытӑнсан (Воже юханшывӗ ҫинчи аркану, 1378) Сарайри престола ярса илсен Уртари пӑлхавлӑх пӗтнӗ. 1380 ҫулта Тӑхтамӑш Калка юханшывӗ ҫинче Мамай Куликово патӗнчи ҫапӑҫура выляса янӑ хыҫҫӑн пухнӑ ҫарсен юлашкине ҫапса аркатнӑ.
Тӑхтамӑш ертсе пыни
Тӑхтамӑш тапхӑрӗнче (1379—1395) пӑлхавсем чарӑннӑ, тӗп влаҫ каллех Уртан тӗп территорине тӗрӗслесе тӑма тытӑннӑ.
1380 ҫулта Урта ханӗ Тӑхтамӑш генуэзсемпе мирлӗ килӗшӳ тунӑ, унта вӗсем Крымри территорие ярса илнине йышӑннӑ. Генуэзсем хӑйсем валли Судака вунсакӑр ялпа тата Каффӑран Балаклавӑна ҫити ҫыран хӗррине (урӑхла каласан, Крымӑн кӑнтӑр енчи пӗтӗм ҫыранне, вӑл унччен Феодоро кнеҫлӗхӗн пулнӑ) ҫирӗплетнӗ, вӗсем ӑна «Готи капитанлӑхӗ» ят панӑ[39].
1382 ҫулта хан Мускава походпа кайнӑ, куланай тӳлессине ҫӗнӗрен кӗртме калаҫса татӑлнӑ. Пуҫлӑхра ҫирӗпленнӗ хыҫҫӑн Тӑхтамӑш унччен лайӑх ҫыхӑну тытнӑ Вӑтам Ази правительне Тамерлан (Тимур) хирӗҫ кайнӑ. 1391—1396 ҫулсенче йӑлт пушатса хӑварнӑ темиҫе поход хыҫҫӑн Тамерлан Терек ҫинче Тӑхтамӑш ҫарӗсене ҫапса аркатнӑ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласене, ҫав шутра Сарай-Берке те, ҫӗнсе илсе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Крым хулисене тата ыттисене ҫаратнӑ. Ылтӑн Уртана ҫапса антарнӑ, ун хыҫҫӑн вӑл ура ҫине тӑрайман ӗнтӗ.
Ылтӑн Урта арканни
XIV ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенчен пуҫласа «Аслӑ Замятня» вӑхӑтӗнчен Ылтӑн Урта пурнӑҫӗнче политика тӗлӗшӗнчен пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. Патшалӑхӑн майӗпен арканма пуҫланӑ. Улусӑн аякри пайӗсенчи пуҫлӑхсен хӑйтӗллӗнлӗх пулма тытӑннӑ. Сӑмахран, 1361 ҫулта Орда-Эджен Уласӑн пӑхӑнманлӑх пулнӑ. Ҫапах та 1390-мӗш ҫулсемччен Ылтӑн Урта пӗрлӗхлӗ патшалӑх пулса юлнӑ-ха, анчах та Тамерланпа вӑрҫа выляса янӑ хыҫҫӑн тата экономика центрӗсем салансан аркану процесӗ пуҫланнӑ, вӑл 1420-мӗш ҫулсенчен тата хӑвӑртланнӑ.
1420-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Ҫӗпӗр ханлӑхӗ йӗркеленнӗ, 1428 ҫулта — Узбек ханлӑхӗ, кайран Хусан (1438), Крым (1441) ханлӑхӗсем, Ногай Урти (1440-мӗш ҫулсем) тата Казах ханлӑхӗ (1465) пуҫланса кайнӑ. 1459 ҫулта Кичи-Мухаммед хан вилнӗ хыҫҫӑн Ылтӑн Урта пӗрлӗхлӗ патшалӑх пек пулма пӑрахнӑ.
Джучид патшалӑхӗсен хушшинче чи асли йӗрке тӑрӑх Аслӑ Уртах шутланса тӑнӑ. 1480 ҫулта Мӑн Урта ханӗ Ахмат III Ивана пӑхӑнма хӑтланнӑ, анчах ку ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ. Ҫапал Руҫ тутар-монгол пусмӑрӗнчен тӗппипех хӑтӑлнӑ. 1481 ҫул пуҫламӑшӗнче Ахмата унӑн Ҫӗпӗр тата Ногай утлӑ ҫарӗсен ставкине тапӑннӑ чухне вӗлернӗ. Унӑн ачисен вӑхӑтӗнче, XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Мӑн Урта пӗтнӗ.
Патшалӑх йӗркелӗвӗ тата административлӑ пайланӑвӗ
Куҫса ҫӳрекен патшалӑхсен йӑлана кӗнӗ йӗрки тӑрӑх, Джучи Улус 1242 ҫул хыҫҫӑн икӗ ҫунат ҫине пайланнӑ: сылтӑм (анӑҫ) тата сулахай (тухӑҫ). Асли сылтӑм ҫунат, Бату Улус, шутланнӑ. Монголсен Анӑҫа шурӑ тӗспе палӑртнӑ, ҫавӑнпа Бату Улус Шурӑ Урта (Ак Урта) ятлӑ пулнӑ. Сылтӑм ҫуната анӑҫ Казахстанӑн, Атӑлҫи, Ҫурҫӗр Кавказ территорийӗсем, Дон тата Днепр ҫеҫенхирӗсем, Крым кӗнӗ. Унӑн центрӗ Сарай-Бату пулнӑ.
Джучи Улусӑн сулахай ҫуначӗ сылтӑммине пӑхӑнса тӑнӑ, вӑл тӗп Казахстанӑн ҫӗрӗсене тата Сырдарья юханшывӗн айлӑмне йышӑннӑ. Монголсем Тухӑҫа кӑвак тӗспе палӑртнӑ, ҫавӑнпа сулахай ҫунатне Кӑвак Урта (Кок Урта) тенӗ. Сулахай ҫуначӗн центрӗ Орда-Базар пулнӑ. Унта Батун аслӑ пиччӗшӗ Орда-Эджен хан пулса тӑнӑ.
Ҫуначӗсем улуссем ҫине пайланнӑ, вӗсене Джучин ытти ывӑлӗсем тытса тӑнӑ . Чи малтанах ҫакӑн пек улуссем 14 яхӑн пулнӑ. 1246—1247 ҫулсенче тухӑҫалла ҫул ҫӳреве тухнӑ Плано Карпини Уртара куҫса ҫӳрекенсен вырӑнӗсене кӑтартса ҫак лидерсене уйӑрать: Днепрӑн анӑҫ ҫыранӗнче — Куремса, тухӑҫ енчинче — Мауци, Дон ҫеҫенхирӗсенче — Бату аппӑшне качча илнӗ Картан, Атӑл ҫинче — хӑй Бату, Джаикӑн (Урал юханшывӗ) икӗ ҫыранӗнче — икӗ тысячник. Берке Ҫурҫӗр Кавказри ҫӗрсене тытса тӑнӑ, анчах та 1254 ҫулта Бату Беркене Атӑлтан тухӑҫалла куҫма хушса ҫак ҫӗрсене хӑйӗн валли илнӗ[40][41].
Малтанхи вӑхӑтра улус пайланӑвӗ тӗрексӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ: ҫӗрсене урӑх ҫынсене пама, вӗсем хӑйсен чиккисене улӑштарма пултарнӑ. XIV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Узбек хан пысӑк административлӑ территори реформине пурнӑҫа кӗртнӗ, унпа килӗшӳллӗн Джучи Улусӑн сылтӑм ҫунатне 4 пысӑк улуса пайланӑ: Сарай, Хорезм, Крым тата Дешт-и-Кыпчак, вӗсене хан палӑртнӑ улус эмирӗсем (улусбексем) ертсе пынӑ[42]. Тӗп улусбек беклярбек пулнӑ. Пӗлтерӗшӗпе тепӗр сановник визирь шутланнӑ. Ытти икӗ должноҫе уйрӑмах паллӑ е мӗнпе те пулин палӑрнӑ сановниксем йышӑннӑ. Асӑннӑ тӑватӑ облаҫ 70 вак ҫӗрсене (туменсене) пайланнӑ, вӗсене тёмниксем ертсе пынӑ.
Улуссем тата вакрах ҫӗрсене пайланнӑ, вӗсене те улуссем тенӗ. Вӗсем пысӑкӑшӗпе тӗрлӗ административлӑ территори виҫисем шутланнӑ, ҫакӑ хуҫин (тёмник, тысячник, сотник, десятник) рангӗнчен килнӗ.
Хуласем тата суту-илӳ
Дунайран пуҫласа Иртыша ҫити ҫӗрсем ҫинче тухӑҫ сӑн-сӑпачӗллӗ, матери культуриллӗ 110 хула центрне археологи тӗлӗшӗнчен палартнӑ, вӗсем XIV ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче вӑйлӑ аталанса ҫитнӗ. Уртари хуласен пӗтӗмӗшле шучӗ вара, ахӑртнех, 150 патнелле ҫывхарса пынӑ[43].
Бату хуҫа чухне Уртан тӗп хули Сарай-Бату (хальхи Аҫтӑрхан ҫывӑхӗнче) пулса тӑнӑ; XIV ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче тӗп хулана Сарай-Беркене (Берке хан (1255—1266) хальхи Волгоград ҫывӑхӗнче никӗсленӗ) куҫарнӑ[44]. Узбек хан чухне Сарай-Беркене Сарай Ал-Джедид ят панӑ.
Караван суту-илӗвӗн пысӑк центрӗсем Сарай-Бату, Сарай-Берке, Укек, Пӑлхар, Хаджи-Тархан, Бельджамен, Хусан, Джукетау, Маджар, Мохши, Азак, Ургенч, Сарайчик тата ытти хула шутланнӑ.
Крымра (Готи капитанлӑхӗ) тата Дон вӑрринче генуэзсен колонийӗсемпе Урта пуставпа, пир-авӑрпа, йӗтӗн пирӗпе, хӗҫ-пӑшалпа, хӗрарӑм эрешӗсемпе, ювелир изделийӗсемпе, хаклӑ чулсемпе, техӗмлӗхпе, ладанпа, ҫӑмпа, тирпе, пылпа, ӑвӑспа, тӑварпа, тырӑпа, вӑрманпа, пулӑпа, пулӑ вӑлчипе, олива ҫӑвӗпе тата чурасемпе суту-илӳ тунӑ ҫӗрте усӑ курнӑ.
Крымри суту-илӳ хулисенчен кӑнтӑр Европӑпа Вӑтаҫӗр тинӗсне те (тинӗс ҫулӗсем), ҫавӑн пекех Вӑтам Азие те, Индипе Китая та (типҫӗр караванӗсем) илсе ҫитерекен суту-илӳ ҫулӗсем пуҫланнӑ. Вӑтам Азипе Ирана илсе каякан суту-илӳ ҫулӗсем Атӑл тӑрӑх иртнӗ. Волгодонри переволока урлӑ Донпа ҫыхӑну пулнӑ, ун урлӑ вара — Азов тата Хура тинӗссемпе. Асӑннӑ тапхӑрта тухӑҫ-анӑҫ маршручӗсене Аслӑ пурҫӑн ҫулӗн ҫурҫӗр турачӗ пек пӗрлештерме пулать.
Тулашри тата патшалӑхри суту-илӳ хутшӑнӑвӗсем кӗмӗл дирхемсемпе иртнӗ, ҫавӑн пекех — хӑйсем ҫапса кӑларнӑ ҫавӑн евӗр укҫасемпе, вӗсене данг, пӑхӑр пул[45] тата сум тенӗ.
1340—1350 ҫулсенче Урта чечекленнӗ вӑхӑталла ҫак суту-илӳ маршручӗсем тӑрӑх тухӑҫран анӑҫалла Хура вилӗм — чумӑн иккӗмӗш пандемийӗ — сарӑлнӑ. Каярахпа вӑл пӗчӗк хумсемпе таврӑнкаланӑ. Чума тата ӑна пула ҫынсем массӑллӑ вилни (чи малтан — хуласенче) патшалӑх пӗтессине хӑвӑртлатнӑ. 1346 ҫул тӗлне чума Донпа Атӑлӑн анат вӗҫӗсене ҫитнӗ те тӗп хулапа ҫывӑхри хуласене пушатса хӑварнӑ. 1497 ҫулхи вырӑс летопиҫӗн пуххинче 1346 ҫулта ҫырнинче Уртара вӑйлӑ эпидеми ҫинчен хыпарсем пур[46]:
Бысть мор силён под восточною страною: на Орначи, и на Азсторокань, на Сараи, на Бездежь, и на прочии грады во странах тех, на босурмене, на Татары, на Ормены, на Обезы, на Фрязи, на Черкасы, яко не бысть кому погребати их[47].
Халӑхӗ
Джучи Улусра тӗрӗк (кӑпчаксем, Атӑлҫи пӑлхарсем, пушкӑртсем, кумӑксем тата ыттисем), финн-угр (мордвасем, ҫармӑссем (черемиссем), удмуртсем (вотяксем) тата ыттисем), славян, Ҫурҫӗр Кавказ (яссем, алансем, черкассем тата ыттисем) халӑхӗсем пурӑннӑ[48]. Монголсен сахал йышлӑ «тӑрри» вырӑнти тӗрӗк халӑхӗпе питӗ хӑвӑрт пӗрпекленнӗ. XIV ӗмӗр вӗҫнелле — XV ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне Джучи Улусӑн куҫса ҫӳрекен халӑхне вырӑс летопиҫӗсенче «тутар» этнонимпа палӑртнӑ[48][49].
Джучи Улус Атӑл, Крым, Ҫӗпӗр тутарӗсен этногенезӗ пулса иртнӗ[49]. Джучи Улусӑн тухӑҫ ҫунатӗнчи тӗрӗк халӑхӗ хальхи казахсен, каракалпаксен тата нухайсен никӗсӗ пулнӑ.
Ҫарӗ
Урта ҫарӗн пысӑк пайӗ лаша ҫарӗ пулнӑ. Вӑл ҫапӑҫура ухӑҫӑсен мобильлӗ лаша ҫарӗн йӑлана кӗнӗ ҫапӑҫу тактикипе усӑ курнӑ. Унӑн йӗтри сумлӑ ҫынсенчен тӑракан йывӑр хӗҫ-пӑшаллӑ отрядсем пулнӑ, вӗсен тӗпӗнче Урта пуҫлӑхӗн гвардийӗ пулнӑ. Урта ҫар ҫыннисемсӗр пуҫне хансем пӑхӑнтарнӑ халӑхсен йышӗнчен те, ҫавӑн пекех Атӑлҫи, Крым тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенчи наёмниксенчен те салтаксен ҫарне пухнӑ. Уртари ҫар ҫыннисен тӗп хӗҫ-пӑшалӗ тухӑҫ йышши кӑткӑс ухӑ пулнӑ, унпа уртасем пысӑк ӑсталӑхпа усӑ курнӑ. Сӑнӑ та анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, унпа уртасем ухӑпа пӗрремӗш хут тапӑннӑ хыҫҫӑн пулнӑ массӑлла копейлӑ тапӑну чухне усӑ карнӑ . Клинка хӗҫ-пӑшалӗнчен ытларах палашсемпе хӗҫсем паллӑ пулнӑ. Ҫапса аркатакан хӗҫ-пӑшал та сарӑлнӑ: булавӑсем, шестопёрсем, чекансем, клевецсем, кистенсем.
Уртари ҫар ҫыннисен хушшинче ламелляр тата ламинар металл панцирисем сарӑлнӑ пулнӑ, XIV ӗмӗртенпе — кольчугӑсем тата ункӑллӑ-пластинӑллӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсем. Чи анлӑ сарӑлнӑ вӑрҫӑ хатӗрӗ хатангу-дегель пулнӑ, ӑна шалтан тимӗр пластинӑсемпе (куяк) вӑйлатнӑ. Апла пулин те уртасем ламелляр панцирсемпех усӑ курнӑ. Монголсем бригантин йышши ҫар хатӗрӗсемпе те усӑ курнӑ. Зерцалсем, мӑй ҫыххисем, наручсем тата поножисем анлӑ сарӑлнӑ. Хӗҫсене пур ҫӗрте те тенӗ пекех сабльӑсем хӗссе кӑларнӑ. XIV ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тупӑсем тухнӑ. Уртари ҫар ҫыннисем уй-хир укрепленийӗсемпе те усӑ курма пуҫланӑ, сӑмахран, пысӑк станоклӑ щит-чапарсем. Хирти ҫапӑҫура вӗсем ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ҫарпа техника хатӗрӗсемпе, сӑмахран, арбалетсемпе, усӑ курнӑ.
Ӑслӑлӑх
Улус Джучин истори аспекчӗсене, ҫак державӑн ӑслӑлӑхӗпе культурине, специалистсем нумай вӑхӑт хускатман. Анчах та ордыноведени аталанӑвӗ тата тӗрлӗ ҫыру ҫӑлкуҫӗсем чылай пухӑнни ку енӗпе самай паха утӑм тума май панӑ. Тӗрлӗ ют ҫӗршыв архивӗсенче халӗ те хушӑран Урта авторӗсен тӗрлӗ юридици ӑслӑлӑх трактачӗсене тупаҫҫӗ.
Джучи Улус пуҫлӑхӗсем
| № | Хан | Портрет | Тытӑм пуҫламӑшӗ | Тытӑм вӗҫӗ | Ӑҫтан тухни | Тӑмха |
|---|---|---|---|---|---|---|
| Монгол империйӗн аслӑ каанне пуҫлӑх вырӑнне йышӑннӑранпа (1207—1269) | ||||||
| 1 | Джучи | 1207 | 1227 | Чингисханӑн аслӑ ывӑлӗ | ||
| 2 | Бату | 1227 | 1255 | Джучин иккӗмӗш ывӑлӗ | ||
| 3 | Сартак | 1255 | 1256 | Бату ывӑлӗ | ||
| 4 | Улагчи | 1256 | 1257 | Сартак ывӑлӗ | ||
| 5 | Берке | 1257 | 1266 | Джучи ывӑлӗ | ||
| 6 | Менгу-Тимур | 1266 | 1269 | Бату йӑхӗнчен | ||
| Монгол империне пӑхӑнман чухне (1269—1459) | ||||||
| 1 | Менгу-Тимур | 1269 | 1282 | Бату йӑхӗнчен | ||
| 2 | Туда Менгу | 1282 | 1287 | Бату йӑхӗнчен | ||
| 3 | Тула Буга | 1287 | 1291 | |||
| 4 | Тӑхта | 1291 | 1312 | Бату йӑхӗнчен | ||
| 5 | Узбек-хан | 1313 | 1341 | Бату йӑхӗнчен | ||
| 6 | Тинибек | 1341 | 1342 | Бату йӑхӗнчен | ||
| 7 | Джанибек | 1342 | 1357 | Бату йӑхӗнчен | ||
| 8 | Бердибек | 1357 | 1359 | Бату йӑхӗнчен | ||
| 9 | Кульпа | ҫурла 1359 | кӑрлач 1360 | |||
| 10 | Науруз-хан | кӑрлач 1360 | ҫӗртме 1360 | |||
| 11 | Хизр-хан | ҫӗртме 1360 | ҫурла 1361 | Орда-Ежен йӑхӗнчен | ||
| 12 | Тимур-Ходжа-хан | ҫурла 1361 | авӑн 1361 | Орда-Ежен йӑхӗнчен | ||
| 13 | Ордумелик | авӑн 1361 | юпа 1361 | Тука-Тимур йӑхӗнчен | ||
| 14 | Кильдибек | юпа 1361 | авӑн 1362 | |||
| 15 | Мурад хан | авӑн 1362 | кӗркунне 1364 | Орда-Ежен йӑхӗнчен | ||
| 16 | Мир Пулад | кӗркунне 1364 | авӑн 1365 | Шибана йӑхӗнчен | ||
| 17 | Азиз шейх | авӑн 1365 | 1367 | |||
| 18 | Абдуллах-хан | 1367 | 1368 | |||
| 19 | Хасан-хан | 1368 | 1369 | |||
| 20 | Абдуллах-хан | 1369 | 1370 | |||
| 21 | Мухаммед Булак-хан | 1370 | 1372 | |||
| 22 | Урус-хан | 1372 | 1374 | |||
| 23 | Черкес-хан | 1374 | 1375 пуҫламӑшӗ | |||
| 24 | Мухаммед Булак-хан | 1375 пуҫламӑшӗ | ҫӗртме 1375 | |||
| 25 | Урус-хан | ҫӗртме 1375 | утӑ 1375 | |||
| 26 | Мухаммед Булак-хан | утӑ 1375 | 1375 вӗҫӗ | |||
| 27 | Каганбек (Айбек-хан) | 1375 вӗҫӗ | 1377 | |||
| 28 | Арабшах (Кары-хан) | 1377 | 1380 | |||
| 29 | Тӑхтамӑш | 1380 | 1395 | |||
| 30 | Тимур Кутлуг | 1395 | 1399 | |||
| 31 | Шадибек | 1399 | 1407 | |||
| 32 | Пулад-хан | 1407 | 1411 | |||
| 33 | Тимур-хан | 1411 | 1412 | |||
| 34 | Джалал ад-Дин-хан | 1412 | 1413 | |||
| 35 | Керимбердсем | 1413 | 1414 | |||
| 36 | Кёпек | 1414 | 1414 | |||
| 37 | Чокре | 1414 | 1416 | |||
| 38 | Джаббар-Берди | 1416 | 1417 | |||
| 39 | Дервиш-хан | 1417 | 1419 | |||
| 40 | Кадыр-Берди | 1419 | 1419 | |||
| 41 | Хаджи-Мухаммад | 1419 | 1419 | |||
| 42 | Улу Мухаммед | 1419 | 1423 | |||
| 43 | Барак-хан | 1423 | 1426 | |||
| 44 | Улу Мухаммед | 1426 | 1427 | |||
| 45 | Барак-хан | 1427 | 1428 | |||
| 46 | Улу Мухаммед | 1428 | 1428 | |||
| 47 | Кичи-Мухаммед | 1428 | 1428 | |||
| 48 | Улу Мухаммед | 1428 | 1432 | |||
| 49 | Кичи-Мухаммед | 1432 | 1459 | |||
Беклярбексем
- Нухай, Джучин кӗҫӗн мӑнукӗ, беклярбек (1256—1267, 1280—1300)
- Иксар (Ильбасар), Тӑхта ывӑлӗ, беклярбек (1299/1300—1309/1310)[50]
- Тимур Кутлуг, беклярбек (309/1310—1321/1322 ҫулсем патнелле)[51]
- Мамай, беклярбек (1357—1359, 1363—1364, 1367—1369, 1370—1372, 1377—1380)
- Едигей, Мангыт Балтычак-бек ывӑлӗ , беклярбек (1395—1419)
- Мансур-бий, Едигей ывӑлӗ, беклярбек (1419)
- Наурус-бий, Улуг-Мухаммед тата Кичи-Мухаммед вӑхӑтӗнчи беклярбек.
Ӑнлантарусем
- ^ ЗОЛОТАЯ ОРДА • Большая российская энциклопедия - электронная версия. bigenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Zahler, Diane. The Black Death (Revised Edition). — Twenty-First Century Books, 2013. — С. 70. — ISBN 978-1-4677-0375-8.
- ^ В.Д. Димитриев, С.А. Краснов. Болгарская земля // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 25.01.2020.
- ^ 1, 2 Габдельганеева Г. Г. История татарской книги: От истоков до 1917 года. — Directmedia, 2015. — С. 29. — 236 с. — ISBN 9785447536473.
- ^ Золотая Орда. — Павлодарский государственный университет имени С. Торайгырова, 2007. — С. 56. — 247 с. — ISBN 9789965081316.
- ^ Письма золотоордынских ханов: 1393—1477
- ^ Григорьев А. П. Официальный язык Золотой Орды XIII—XIV веков // Тюркологический сборник 1977. — М., 1981. — С. 81—89.
- ^ Татарский энциклопедический словарь. — Казань: Институт Татарской энциклопедии АН РТ, 1999. — 703 с., илл. ISBN 0-9530650-3-0
- ^ Фасеев Ф. С. Старотатарская деловая письменность XVIII в. / Ф. С. Фасеев. – Казань: Тат. кн. издат., 1982. – 171 с.
- ^ Хисамова Ф. М. Функционирование старотатарской деловой письменности XVI-XVII вв. / Ф. М. Хисамова. – Казань: Изд-во Казан. ун-та, 1990. – 154 с.
- ^ Письменные языки мира, Книги 1-2 Г. Д МакКоннелл, В. Ю. Михальченко Академия, 2000 Стр. 452
- ^ III Международные Бодуэновские чтения: И.А. Бодуэн де Куртенэ и современные проблемы теоретического и прикладного языкознания : (Казань, 23-25 мая 2006 года) : труды и материалы, Том 2 Стр. 88 и Стр. 91
- ^ Введение в изучение тюркских языков Николай Александрович Баскаков Высш. школа,, 1969
- ^ Татарская энциклопедия: К-Л Мансур Хасанович Хасанов, Мансур Хасанович Хасанов Ин-т Татарской энциклопедии, 2006 Стр. 348
- ^ История татарского литературного языка: XIII-первая четверть XX в Институт языка, литературы и искусства (ИЯЛИ) имени Галимджана Ибрагимова Академии Наук Республики Татарстан изд-во Фикер, 2003
- ^ http://www.mtss.ru/?page=lang_orda Э. Тенишев Язык межнационального общения золотоордынской эпохи
- ^ Ногай и его роль в политической жизни Золотой орды в 90-е годы XIII века
- ^ Католические миссионеры в Золотой Орде // Золотая Орда в мировой истории / Хакимов Р.С., Фаверо М., Трепавлов В.В., Миргалеев И.М., Хаутала Р. (ред.). Казань: Институт истории им. Ш.Марджани АН РТ, 2016. С. 328–334.
- ^ Денежная система Золотой Орды: Вторая половина XIII — XV века
- ^ Рождение и смерть Золотой Орды. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Григорьев А. П., Телицын Н. Н., Фролова О. Б. Надпись Тимура 1391 года // Тюркологический сборник 2009—2010: Тюркские народы Евразии в древности и средневековье / Институт восточных рукописей РАН. — М.: Издательская фирма «Восточная литература» РАН, 2011. — С. 109—129. — С. 113.
- ^ Измайлов, 2009c, с. 16.
- ^ Трепавлов, 2010, с. 16.
- ^ В. Тизенгаузен. Сборник материалов, относящихся к истории Орды (стр. 215), арабский текст (стр. 236), русский перевод (Б. Греков и А. Якубовский. Золотая Орда, стр. 44).
- ^ Григорьев А. П., Телицын Н. Н., Фролова О. Б. Надпись Тимура 1391 года // Тюркологический сборник 2009—2010: Тюркские народы Евразии в древности и средневековье / Институт восточных рукописей РАН. — М.: Издательская фирма «Восточная литература» РАН, 2011. — С. 109—129. — С. 113.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Измайлов, 2009, с. 133.
- ^ Рашид ад-Дин, 1960, с. 78.
- ^ Трепавлов, 2016, с. 138.
- ^ Вернадский Г. В. Монголы и Русь = The Mongols and Russia / Пер. с англ. Е. П. Беренштейна, Б. Л. Губмана, О. В. Строгановой. — ЛЕАН; Аграф, 1997. — 480 с. — 7000 экз. — ISBN 5-85929-004-6.
- ^ Рашид ад-Дин. Сборник летописей / Пер. с персидского Ю. П. Верховского, редакция проф. И. П. Петрушевского. — Издательство Академии наук СССР, 1960. — Т. 2. — С. 81.( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Ата Малик Джувейни. История завоевателя мира // Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды. — М., 1941. — .( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Соборная мечеть. — Сайт «Болгарского государственного историко-архитектурного музея-заповедника». Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ Греков Б. Д., Якубовский А. Ю. Золотая Орда и её падение. — 1950.
- ^ Егоров В. Л. Историческая география Золотой Орды в XIII—XIV веках. — Наука, 1985. — С. 111—112.
- ^ Шабульдо Ф. М. Земли Юго-Западной Руси в составе Великого княжества Литовского , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Н. Веселовский. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- ^ Сабитов Ж. М. Генеалогия Торе. — 2008. — С. 50. — 1000 экз. — ISBN 9965-9416-2-9. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Сабитов Ж. М. Указ. соч. — С. 45. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Андреев, А.Р. История Крыма: краткое описание прошлого Крымского полуострова. — Межрегион. центр отраслевой информатики Госатомнадзора России, 1997. — 251 с. — ISBN 5-89477-001-7.
- ^ Гийом де Рубрук. Путешествие в Восточные страны. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
- ^ Егоров В. Л. Историческая география Золотой Орды в XIII—XIV веках / Отв. редактор В. И. Буганов. — Наука, 1985. — С. 163—164. — 11 000 экз.
- ^ Егоров В. Л. Историческая география Золотой Орды в XIII—XIV веков / Отв. редактор В. И. Буганов. — Наука, 1985. — 11 000 экз. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
- ^ Егоров В. Л. Историческая география Золотой Орды в XIII—XIV веках. — Наука, 1985. — С. 78, 139.
- ^ Греков Б. Д.]], Якубовский А. Ю.]] Золотая Орда. — Л.: ОГИЗ, 1941. — С. 48.
- ^ Греков Б. Д., Якубовский А. Ю. Золотая Орда. — Л.: ОГИЗ, 1941. — С. 48.
- ^ Руссев Н. Д. «Безносая привратница эпох»: Чёрная смерть на Западе и Востоке Европы // Стратум: структуры и катастрофы: Сборник символической индоевропейской истории: Археология. Источниковедение. Лингвистика. Философия истории. — СПб.: Нестор, 1997. — 267 с. — ISBN 5-901007-03-4. — С. 220—239.
- ^ Летописный свод 1497 года // Полное собрание русских летописей. — Т. 28. — М.—Л., 1963. — С. 71.
- ^ 1, 2 Егоров В. Л. Историческая география Золотой Орды в XIII—XIV веках. — Либроком, 2009.
- ^ 1, 2 Атлас истории Татарстана и татарского народа / Под ред. Р. Г. Фахрутдинова. — М.: Издательство ДИК, 1999. — 64 с.: илл., карт.
- ^ Селезнёв Ю. В. Элита Золотой Орды. — Издательство «Фэн» АН РТ, 2009. — С. 9, 88. — 232 с.
- ^ Селезнёв Ю. В. Элита Золотой Орды. — С. 116—117.
Вуламалли
- Арсланова А. Войны Джучидов с Хулагуидами // История татар с древнейших времён : в 7 т.. — Казань : АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2009. — Т. 3 : Улус Джучи (Золотая Орда). XII — середина XV в. — С. 534—547. — 1055 с.
- Варваровский Ю.Е. Улус Джучи в 60–70-е годы XIV века / пер. И.М. Миргалеев. — Казань : Институт Истории им. Ш. Марджани АН РТ : Центр исследований золотоордынской цивилизации, 2008. — 128 с. — (История и культура Золотой Орды ; вып. 6).
- Воротынцев Л.В. На границе великой степи : Контактные зоны лесостепного пограничья Южной Руси в XIII - первой половине XV вв. — М : Центрполиграф, 2023. — 317 с. — (Новейшие исследования по истории России ; вып. 42).
- Греков Б. Д., Якубовский А. Ю. Золотая Орда и её падение. — М.—Л. : Издательство АН СССР, 1950. — 478 с. — (Итоги и проблемы современной науки).
- Егоров В. Л. Историческая география Золотой Орды в XIII—XIV веках. — стереотипное. — М. : ЛЕНАНД : Государственный исторический музей Министерства культуры Российской Федерации, 2022. — 246 с.
- Измайлов И. Походы в Восточную Европу в 1223—1240 годах // История татар с древнейших времён : в 7 т.. — Казань : АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2009a. — Т. 3 : Улус Джучи (Золотая Орда). XII — середина XV в. — С. 133—160. — 1055 с.
- Измайлов И. Волжская Булгария накануне походов хана Бату // История татар с древнейших времён : в 7 т.. — Казань : АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2009b. — Т. 3 : Улус Джучи (Золотая Орда). XII — середина XV в. — С. 81—83. — 1055 с.
- Измайлов И. Улус Джучи и Золотая Орда: официальное название страны и историческая традиция ; Историография и источники ; Введение // История татар с древнейших времён (в семи томах) ; Улус Джучи (Золотая Орда) XIII - середина XV в. — Казань : Институт Истории им. Ш. Марджани АН РТ, 2009c. — Т. 3. — С. 16-19. — 1055 с.
- Маслова С. А. Роль центральной администрации в организации монгольской власти на Руси // Исторический вестник. — 2018. — Т. 25. — .
- Миргалеев И. Джучи — первый правитель улуса // Золотая Орда в мировой истории : Коллективная монография. — Казань : АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2016. — С. 72—77. — 968 с. — (Tataria magna).
- Почекаев Р. Ю. Батый: Хан, который не был ханом. — АСТ, Евразия, 2007. — 350 с. — ISBN 978-5-17-038377-1.
- Почекаев Р. Ю. Право Золотой Орды. — АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, Центр исследований золотоордынской цивилизации. — Фэн, 2009. — 260 с.
- Почекаев Р. Ю. Первые правители Улуса Джучи // Золотая Орда в мировой истории : Коллективная монография. — Казань : АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2016. — С. 225—243. — 968 с. — (Tataria magna).
- Почекаев Р. Ю. Золотая Орда : История в имперском контексте. — СПб. : Наука, 2017. — 206 с. — (Научно - популярная литература).
- Почекаев Р. Ю. Правосудие далёкого покровителя, или как золотоордынский правитель Бату решал проблемы Сельджукского султаната // Золотоордынское наследие : Сборник статей, посвящённый 700-летию со дня рождения средневекового татарского поэта Сейфа Сараи. — Казань : Институт истории имени Ш. Марджани Академии наук Республики Татарстан : Центр исследований Золотой Орды и татарских ханств им. М.А. Усманова : Международная ассоциация исследователей Золотой Орды, 2021. — Вып. 4. — С. 154—160.
- Рашид ад-Дин. Сборник летописей / Пер. с персидского Ю. П. Верховского; редакция проф. И. П. Петрушевского. — Издательство Академии наук СССР, 1960. — Т. 2.
- Романив В.Я. Бату-хан и "центральное монгольское правительство": от противостояния к соправительству // Тюркологический сборник. 2001 : Золотая Орда и её наследие. — М : Издательская фирма "Восточная литература" РАН : Санкт-Петербургский филиал Института востоковедения РАН, 2002. — 302 с.
- Сабитов Ж.М. Улусы джучидов в 1242-1266 годах // Национальная история татар: теоретико-методологические проблемы. — Казань, 2011. — Вып. 2. — С. 46—63.
- Сайфетдинова Э. Золотая Орда в мировой истории. — АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2016. — С. 457—463. — 968 с. — (Tataria magna).
- Сафаргалиев М. Г. Распад Золотой Орды. — Мордовское книжное издательство, 1960.
- Селезнёв Ю. В. Элита Золотой Орды : Научно-справочное издание. — Казань : Издательство «Фэн» : Институт истории имени Ш. Марджани АН РТ : Центр исследований золотоордынской цивилизации : Воронежский государственный университет, 2009. — 232 с.
- Селезнёв Ю. В. Русь - Залесская орда? // Родина. — 2012. — № 9. — .
- Султанов Т.И. К историографии этнополитической истории улусов Джучи и Чагатая // Золотоордынское обозрение. — Казань : Академия наук Республики Татарстан, 2017. — Т. 5, № 1. — С. 74-90.
- Селезнёв Ю. В. Батыева заповедь : картины ордынского плена. — Воронеж : Воронежский Государственный Университет. Исторический Факультет, 2013. — 336 с.
- Трепавлов В. Система крыльев и административное устройство. // История татар с древнейших времён : в 7 т.. — Казань : АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2009. — Т. 3 : Улус Джучи (Золотая Орда). XII — середина XV в. — С. 188—190. — 1055 с.
- Трепавлов В. Начальный этап образования Улуса Джучи: 1206-1243 гг. // История татар с древнейших времён : в 7 т.. — Казань : АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2009a. — Т. 3 : Улус Джучи (Золотая Орда). XII — середина XV в. — С. 170—172. — 1055 с.
- Трепавлов В. Концепция верховной власти // История татар с древнейших времён : в 7 т.. — Казань : АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2009b. — Т. 3 : Улус Джучи (Золотая Орда). XII — середина XV в. — С. 177—187. — 1055 с.
- Трепавлов В. В. Золотая Орда в XIV столетии. — Государственный музей-заповедник "Куликово поле". — М : Квадрига, 2010. — 72 с. — (Музейная библиотека).
- Трепавлов В. Золотая Орда в мировой истории. — АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2016. — С. 137—147. — 968 с. — (Tataria magna).
- Трепавлов В. В. Государственный строй Монгольской империи XIII века. Проблема исторической преемственности // Степные империи Евразии : Монголы и татары / Институт российской истории РАН. — М : Квадрига, 2018. — С. 13—180. — 368 с. — (Исторические исследования).
- Трепавлов В. В. Pax Mongolica в "Истории монголов" Плано Карпини // Иоанн де Плано Карпини. История монголов : Текст, перевод, комментарии / под ред. А.А. Горского, В.В. Трепавлова, пер. с лат. А.А. Вовина, П. В. Лукина, коммент. А.А. Горского, П. В. Лукина, С. А. Масловой, Р. Ю. Почекаева, В. В. Трепавлова. — М : ИДВ РАН, 2022. — С. 11—27. — 383 с.
- Ускенбай К.З. Восточный Дашт-и Кыпчак в XIII – начале XV века. Проблемы этнополитической истории Улуса Джучи. — Казань : ФЭН, 2013. — 288 с. — (История и культура Золотой Орды ; т. 17).
- Усманов М. История Улуса Джучи и некоторые особенности её интерпретации в новейшее время // История татар с древнейших времён : в 7 т.. — Казань : АН РТ, Институт истории имени Ш.Марджани, 2009. — Т. 3 : Улус Джучи (Золотая Орда). XII — середина XV в. — С. 3—15. — 1055 с.
Хушма ӗҫсем
- Джучиды : [арх. 21 юпан 2022] / Д. Ю. Арапов // Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.
- Волков И. В., Колызин А. М., Пачкалов А. В., Северова М. Б. Материалы к библиографии по нумизматике Золотой Орды // Фёдоров-Давыдов Г. А. Денежное дело Золотой Орды. — М., 2003.
- Елагин В. С. Золотая Орда. XIII век / Новосибирский гос. пед. ун-т. — Изд. НГПУ, 2012. — 242 с. — ISBN 978-5-85921-950-6.
- Єльников М. В. Золотоординські часи на українських землях(укр.). — Київ: Наш час, 2008. — 176 с.
- Закиров С. Дипломатические отношения Золотой Орды с Египтом / Отв. редактор В. А. Ромодин. — Наука, 1966. — 160 с.
- Каргалов В. В. Свержение монголо-татарского ига. — М.: УРСС, 2010.
- Каргалов В. В. Конец ордынского ига. — 3-е изд. — М.: УРСС, 2011.
- Каргалов В. В. Монголо-татарское нашествие на Русь: XIII век. — 2-е изд. — М.: Либроком, 2011. — (Академия фундаментальных исследований: история).
- Карпини Джованни Плано, Гийом де Рубрук. История Монголов / Путешествие в восточные страны. — СПб., 1911.
- Кулешов Ю. А. Золотоордынская цивилизация. Выпуск 3. — Изд. «Фэн» АН РТ, 2010. — С. 73—97.
- Мыськов Е. П. Политическая история Золотой Орды (1236—1313 гг.). — Издательство Волгоградского государственного университета, 2003. — 178 с. — 250 экз. — ISBN 5-85534-807-5.
- Рудаков В. Н. Монголо-татары глазами древнерусских книжников середины XIII—XV веков. — М.: Квадрига, 2009.
- Орда / Трепавлов В.В. // Океанариум — Оясио. — М. : Большая российская энциклопедия, 2014. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 24). — ISBN 978-5-85270-361-3.
- Тулибаева Ж. М. «Улус-и арба-йи Чингизи» как источник по изучению истории Золотой Орды // Золотоордынская цивилизация: Сборник статей. — Выпуск 4. — Казань: Институт истории имени Ш. Марджани АН РТ, 2011. — С. 79—100.
- Фёдоров-Давыдов Г. А. Общественный строй Золотой Орды. — Мускав университечӗн издательстви, 1973.
- Фёдоров-Давыдов Г. А. Религия и верования в городах Золотой Орды. , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнчи копийӗ
- Черкас Б. Західні володіння Улусу Джучи: політична історія, територіально-адміністративний устрій, економіка, міста (XIII—XIV ст.)(укр.) / відп. ред. В. А. Смолій. — Інститут історії України, 2014. — 387 с.