Атӑлҫи Пӑлхар
РАН экспертизи
РАН экспертизи


тӗрӗслесе тухнӑ
Ӗлӗкхи патшалӑх | |
Атӑлҫи Пӑлхар | |
---|---|
![]() |
|
|
|
Тӗп хули |
Пӑлхар (X ӗмӗртен[1] – ӗмӗрӗн 2-мӗш чӗрӗкӗччен[2]), Пӳлер (100 пин)[3] (ӗмӗрӗн иккӗмӗш чӗрӗкӗнчен[2] – XIII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗччен) |
Чӗлхе(сем) | пӑлхар (авалхи чӑваш)[4], тӗрӗк[~ 1] |
Официаллӑ чӗлхе | пӑлхар (авалхи чӑваш) |
Тӗн |
танкӑр, ислам (922 ҫӳлтан) |
Укҫа виҫи | сум[5][6], динар[7] |
Халӑх йышӗ | |
Ертӳлӗх тӗсӗ | монархи |
Чи пысӑк хуласем | Пӳлер, Пӑлхар, Сӑвар, Ҫӑкату |
Эмир | |
• X ӗмӗр | Алмуш (чи малтанхи паллӑ ертӳҫӗ) |
Хыҫҫӑнхи патшалӑх | |
← Аслӑ Пӑлхар | |
Ылтӑн Уртан Пӑлхар улусӗ → | |
![]() |
Атӑлҫи Пӑлхар (Атӑлҫи́ Пӑлха́р, Нухрат Пӑлхар; тут. Идел буе Болгары, выр. Серебряная Булгария[8], Болгарское ханство[9], Булгарское ца́рство, Болгария Волжско-Камская[10][2])[~ 2] — Вӑтам Атӑлҫипе Кама бассейнӗнче X ӗмӗртен пуҫласа XIII ӗмӗрччен пулнӑ историллӗ патшалӑх.
Историйӗ
Вӑтам Атӑлҫи регионӗн историйӗнче вӑл йӗркеленнине пӑхса Пӑлхар умӗнхи вӑхӑта (VIII ӗмӗрччен), малтанхи пӑлхар тапхӑрне (VIII—X ӗмӗрсем), Пӑлхар патшалӑхӗ аталаннӑ тата вӑйланнӑ тапхӑрне (XI—XIII ӗмӗрӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ) тата Ылтӑн Урта тапхӑрне (XIII—XV ӗмӗрӗн варри) уйӑраҫҫӗ[11].
Монголсем тапӑниччен
VII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ытларах кутригур йӑхӗсенчен тӑракан уртасенчен пӗри Кӑтрак ертсе пынипе Аслӑ Пӑлхар территоринчен Приазовьерен ҫурҫӗрелле кайса Вӑтам Атӑлпа Кама тӑрӑхӗнче финн-угр йӑхӗсемпе хутӑшса тӗпленнӗ.
Вӑйлӑ ҫарлӑ пӑлхарсем майӗпен балто-славян йӑхӗсене («именьков культурин» халӑхӗ) хӗссе кӑларнӑ е ҫӗнсе илнӗ, баланджарсене, барсилсене, савирсене, эсегелсене, билерсене тата ытти тӗрӗк-тата финн-угр йӑхӗсене хӑйсене пӑхӑнтарнӑ. Ҫавна май VIII ӗмӗрте Вӑтам Атӑлҫире пӑлхар йӑхӗсен пӗрлешӗвӗ пулса каять, каярахпа Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пулать. Каярахпа Атӑлҫи Пӑлхар халӑхӗн йышне огузо-печенег тата кипчак йӑхӗсен, кӳршӗллӗ халӑхсен (пӑртассем, маджарсем, муромасем тата ыт.) уйрӑм ушкӑнӗсем кӗнӗ.
922 ҫулта Алмуш йылтывар хасарсене (вӗсен пуҫлӑхӗсем иудаизм тӗнне пӑхӑннӑ) хирӗҫ ҫар пулӑшӑвӗ шыраса Багдад элчелӗхне йыхравлать, Ханафит мазхабӗн исламне патшалӑх тӗнӗ вырӑнне йышӑннине официаллӑ майпа пӗлтерет тата эмир титулне, Джафар ибн Абдаллах ята йышӑнать[12] . Анчах Савир «ҫыннисем»[13] (пӑхӑнакан йӑх, клан) «Вырӑх патша» ертсе пынипе, ахӑртнех, ҫакӑншӑн кӑмӑлсӑрланнине («хирӗҫленӗ») палӑртнӑ, ҫавна пула пӑлхарсен аристократийӗ икӗ партие пайланнӑ (иккӗмӗшне «Аскал патша» ертсе пынӑ). Алмуш хӑратнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш парти те пӑхӑннӑ. Ахӑртнех, Савир титулӗллӗ Вырӑх патша Атӑлҫи Пӑлхарта Алмуш йылтывар хыҫҫӑн (хакан хыҫҫӑн пӗрремӗш картлашка) иккӗмӗш ҫын (хакан хыҫҫӑн иккӗмӗш картлашка) пулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫакӑ паллӑ: «Алмуш патшан» хӑйӗн йӑхӗпе пӗрле хӑйсене пӑхӑнса тӑракан йӑхлӑ «пӑхӑнса тӑракан тӑватӑ патша» пулнӑ. Ку патшалӑх тытӑмӗпе тата «Пӑлхар» ят пулса кайнин теорийӗсенчен пӗринпе, «пилӗк пайпа», килӗшсе тӑрать[14]. Ҫак пулӑмсемпе фактсене Багдад элчелӗхӗн Атӑл тӑрӑхне хутшӑннӑ Ахмед Ибн-Фадлан ҫырӑвӗсенче кӑтартнӑ[15].
Алмуш хыҫҫӑн унӑн ывӑлӗ Микаил ибн Джагфар патшалӑх пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран мӑнукӗ — Абдуллах ибн Микаил[16].
965 ҫулта, Хасар хаканлӑхӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн, маларах ӑна пӑхӑннӑ Пӑлхар тӗпрен никама пӑхӑнми пулса тӑнӑ, анчах ҫав ҫулсенче Киев кнеҫӗ Святослав Игоревич тухӑҫ енчен килсен хӗн курнӑ (964—969 ҫ.ҫ.).
X ӗмӗр тӑршшӗпе авалхи вырӑс патшалӑхӗн кнеҫӗсем Атӑлҫи-Кама Пӑлхарне похода ҫӳренӗ. Пӗрмай хӑрушлӑх пулнӑран пӑлхарсен тӗп хулана Кама хыҫӗнчи тӗп пая — Пӳлер хулине — куҫарма тивнӗ.
985 ҫулта Киев кнеҫӗ Владимир Святославич торксемпе пӗрле Пӑлхара ҫар походне кайнӑ та унпа мирлӗ килӗшӳ тунӑ[~ 3].
986 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхарти элчелӗх Киева килсе унти ҫынсене Владимир кнеҫпе пӗрле пӑлхарсен мӑсӑльман тӗнне йышӑнма сӗннӗ.
1006 ҫулта Руҫпе Атӑлҫи Пӑлхар суту-илӳ килӗшӗвӗ тунӑ: пӑлхар купсисем Атӑлпа Ока ҫинче ирӗклӗн суту-илӳ тума пултарнӑ, Руҫ купсисем — Пӑлхарта. 1088 ҫулта Кама пӑлхарӗсем Муром хулине вахӑтлӑха ярса илнӗ. 1107 ҫулта Атӑлҫи пӑлхарсем Суздале хупӑрласа илнӗ.
1120 ҫулта Юрий Долгорукий ашшӗ хушнипе кӑпчаксем Атӑлҫи Пӑлхара ҫар похочӗпе кайнӑ. 1164 ҫулхи ҫулла Андрей Боголюбский Муром кнеҫӗпе Юрий Владимировичпа пӗрле Пӑлхара ҫӳренӗ: Пӑлхар хулине (вырӑс летопиҫӗсенче Бряхимов ятпа паллӑ) илнӗ. 1172 ҫулта Боголюбский Кама пӑлхарӗсем ҫине ҫӳренӗ. 1184 ҫулта Всеволод Большое Гнездо тата Киевӑн аслӑ кнеҫӗ Святослав Всеволодович Атӑлҫи пӑлхарсемпе ҫапӑҫнӑ. 1186 ҫулта Всеволод Большое Гнездо Кама пӑлхарӗсем ҫине каллех ҫарсем янӑ.
1217-1219 ҫулсенче пӑлхарсем Унжапа Устюга ярса илнӗ. Ӑна хирӗҫ Ростов, Суздаль тата Муром полкӗсем Владимир кнеҫӗн пиччӗшӗ Святослав Всеволодович ертсе пынипе Ошель ятлӑ пысӑк хулана илсе ҫаратса, ҫунтарса янӑ. 1221 ҫулта Городец хулинче Владимир кнеҫлӗхӗпе Атӑлҫи Пӑлхар ултӑ ҫуллӑха мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ, 1229 ҫулта Кореневӑра — тата тепӗр ултӑ ҫуллӑха.
Монгол тапӑнӑвӗ
1223 ҫулта Калка ҫинче ҫапӑҫу хыҫҫӑн монгол ҫарӗсем Атӑлҫи пӑлхарсен ҫӗрӗсем урлӑ тухӑҫалла кайнӑ та вӗсене пӑлхар ҫарӗсем пуҫӗпех ҫапса аркатнӑ[17]. Монголсен ҫарӗ ҫӗрсене ӑнӑҫлӑ илнӗ вӑхӑтра кун пек ҫухату, Перванри 1221 ҫулти ҫухату пекех, 1260 ҫулта Айн-Джалут патӗнче ҫапса аркатиччен пӗрре те пулман. 1229 ҫулта пӑлхарсемпе кипчаксене Яик (Урал) юханшывӗ патӗнче монголсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 1232 ҫулта монголсем Жукоть юханшывӗ Камӑна кӗрекен вырӑна ҫитнӗ.
1236 ҫулта монголсен ҫарӗ Субэдэй ертсе пынипе пӗтӗм Атӑл-Кама Пӑлхарне аркатнӑ[~ 4].
1220—1240 ҫулсенче ҫине тӑрса ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн монгол-тутарсем Атӑлҫи Пӑлхара илнӗ, хӑш-пӗр автономие упраса хӑварса ӑна Улус Джучи (Ылтӑн Урта) йышне кӗртнӗ, унӑн пӗрремӗш тӗп хули (XIII ӗмӗр), политика тата суту-илӳпе ремесла центрӗ Пӑлхар хули пулнӑ. Пӑлхар культури Ылтӑн Урта культурин чи пӗлтерӗшлӗ компоненчӗ пулса тӑнӑ. Пӑлхар кнеҫӗсем хӑйсен территорине ытларах Вятка тата Кама юханшывӗсен районӗсенче сарнӑ. XIIII—XIV ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче тӗп халӑх Кама леш енчен Предкамьене пурӑнма куҫнӑ. Атӑлҫи Пӑлхарта Хусан, Пӑлхар, Жукотин тата ытти кнеҫлӗх пулнӑ. Ылтӑн Урта йӗркеленнӗ хыҫҫӑн Атӑлҫи пӑлхарсем (пӑлхарсем) хальхи тутарсен, пушкӑртсен тата чӑвашсен этногенезӗнчи компонентсенчен пӗри пулса тӑнӑ.
XIV-XV ӗмӗрсем
Атӑлҫи Пӑлхарӑн XIV ӗмӗрти экономикӑпа политика ҫӗкленӗвӗ шалти усобица вӑхӑтӗнче Ылтӑн Урта ханӗсен, вырӑс кнеҫӗсен похочӗсене пула (1360 ҫултанпа), Тимур (ахӑртнех, 1390 ҫулсен варринчен) тата ушкуйниксем хуласене тапӑннипе чарӑнса ларнӑ.
М.Г. Худяков шухӑшӗпе, вырӑс ушкуйникӗсем, Чулхулари ҫаратса ҫӳрекен отрядсем, Пӑлхар хулине ҫаратнӑ хыҫҫӑн унӑн ҫӗнӗрен ҫӗкленес шанчӑк юлман[18].
Каярахпа пӑлхарсем хӑйсен патшалӑхне тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, Иске-Хусан юлашки тӗп хула пулнӑ[19]. XV ӗмӗрте Хусан Атӑлҫи пӑлхарсен ҫӗнӗ культурӑпа политика центрӗ тата тӗп хули пулса тӑнӑ. 1438 ҫулта Улу-Мухаммед ертсе пынипе чингизидсен династийӗ килсен Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнче Хусан ханлӑхӗ йӗркеленнӗ[20].
Территори
Арап тата перс географӗсем пӑлхарсен ҫӗршывӗ ислам тӗнчинче чи ҫурҫӗрте вырнаҫнӑ тесе шутланӑ. Перси ӑсчахӗ Ибн-Русте 903—913 ҫулсенче хатӗрленӗ «Хаклӑ хаклӑхсем» энциклопедийӗнче вӑл ӑҫта вырнаҫни пирки ҫакӑн пек хыпарлать: «Пӑлхар ҫӗрӗ пӑртассен ҫӗрӗпе кӳршӗллӗ. Пӑлхарсем Хазар (Каспи) тинӗсне юхса кӗрекен юханшыв хӗрринче пурӑнаҫҫӗ, Итиль (Атӑл) ятлӑ вӑл[21].
Арап географӗ Ал-Истахри тата кайранхи авторсем Пӑлхарӑн кӑнтӑр-тухӑҫ чикки пирки конкретлӑрах информаци параҫҫӗ, ӑна Урал юханшывӗ таран палӑртаҫҫӗ[22]. X—XI ӗмӗрсенчи хӑш-пӗр мӑсӑльман географӗ Пӑлхар славянсем пурӑнакан ҫӗрсенчен тухӑҫ еннерех вырнаҫнине пӗлтерет. Ҫӗршывӑн ҫурҫӗр тата кӑнтӑр чиккисем ҫинчен тӗрӗс информаци ҫук, хӑш-пӗр автор, сӑмахран, ал-Гарнати (XII ӗмӗр), пӑлхарсем Аялти Атӑл ҫинче те пурӑнни пирки ҫырать. Вӑтам ӗмӗрсенчи ҫыру ҫӑлкуҫӗсем тӑрӑх авторсем Атӑлҫи Пӑлхар чиккисем пирки ҫырса кӑтартнӑ чухне мӗн пирки каланине палӑртма йывӑр. Ҫав ҫӑлкуҫсенче пӑлхарсем тӳрремӗн пурӑннӑ территорисем пирки кӑна сӑмах пырать-и, е авторсем пӑлхар ҫӗрӗн чиккисене палӑртса халӑхӑн ҫурма куҫса ҫӳремен пайӗн территорийӗ пирки кӑна ҫараҫҫӗ-и, е Пӑлхарӑн экономика тата политика витӗмне кӗрекен ҫӗрсем пирки калаҫҫӗ-и — паллӑ мар.
Археологи палӑкӗсем мӗнле вырнаҫни Атӑлҫи Пӑлхар территорине пӗтӗмӗшле палӑртма май парать. Ку енӗпе совет археологӗ Р.Г. Фахрутдинов пысӑк ӗҫ тунӑ, вӑл 1960—1970 ҫулсенче пӑлхар вӑхӑтӗнчи археологи палӑкӗсене тупса палӑртма, картографлама тытӑннӑ. Пӑлхар вӑхӑтӗнчи тӗп палӑксем хальхи Тутарстан, Чӗмпӗр, Самар, Пенза облаҫӗсен тата Чӑваш Ен территорийӗсенче вырнаҫнӑ.
Хальхи вӑхӑтра X—XIV ӗмӗрсенчи 2 пин ытла пӑлхар палӑкне тупса палӑртнӑ. Вӗсен шутӗнче — 190 яхӑн городище тата 900 ытла селище. Ытларахӑшӗ монголчченхи тапхӑра кӗрет — 170 городище тата 700 ытла селище. Пӑлхар вӑхӑтӗнчи палӑксенчен ытларахӑшӗ Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Ытти регионта кун пек палӑксем чылай сахалрах: Чӗмпӗр облаҫӗнче — 200 яхӑн, Самар облаҫӗнче — 160 яхӑн, Чӑваш Енре — 70 яхӑн, Пенза облаҫӗнче — 70 яхӑн.
Ҫыру тата археологи ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса тӗрлӗ автор Атӑлҫи Пӑлхар чиккине тӗрлӗрен палӑртать. Атӑлҫи Пӑлхар территорине Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ҫӗрсен пӗр пайӗ кӗнӗ тесе шутлаҫҫӗ: Предкамье, Закамье тата Предволжье. А. Х. Халиковпа Е.П. Казаков шутланӑ тӑрӑх, Пӑлхарӑн ҫурҫӗр чикки Кама юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗпе иртнӗ, анӑҫри — Сӗве юханшывӗн бассейнӗн районӗпе, тухӑҫри — Чистай—Пӳлер линийӗпе, кӑнтӑрти — Самар Луки районӗпе. Ф.Ш. Хузин ҫурҫӗр чикки вырӑнне Казанка юханшывне палӑртнӑ, кӑнтӑр енчине — Самар Лукине, анӑҫ енчине — Сӑр юханшывне, тухӑҫ тата кӑнтӑр-тухӑҫ енчине — Шурӑ тата Урал юханшывӗсен анатри пайне.
Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗ, тӗслӗхрен М. З. Закиев, Атӑлҫи Пӑлхар чылай пысӑкрах территорире вырнаҫнӑ тесе палӑртать. Вӗсен шухӑшӗпе, анӑҫри чикӗсем Авалхи Руҫ чиккисемпе пӗр килнӗ, тухӑҫ чиккисем Иртыш, Обь, Енисей юханшывӗсем патӗнче пулнӑ, кӑнтӑр тата кӑнтӑр-тухӑҫ чиккисене Хорезм тата Кавказ хырҫин ҫурҫӗр-анӑҫ тата ҫурҫӗр районӗсемпе палӑртнӑ, ҫурҫӗр чикки вара Кара тинӗсӗ патне тухнӑ.
Административлӑ йӗркелӳ
Патшалӑхӑн пӗрремӗш тӗп хули Пӑлхар (Аслӑ Пӑлхар) хули пулнӑ. Вӑл Хусантан 140 ҫухрӑм кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ, хальхи Пӑлхар хули.
Ытти пысӑк хула — Пӳлер (XII ҫулта Пӑлхара вырӑс ҫӗрӗсем тапӑнса ҫаратнине пула тӗп хулана унта куҫарнӑ), Сӑвар, Джукетау («Ҫӑка тӑввӗ»), Ошель (Ашлы), Кашан, Керменчук, Муром хули, Золотарёв городищи тата ыттисем Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи палӑксем шутланаҫҫӗ (1236 ҫулта монголсем тапӑнса киличчен).
Ытти археологи палӑкӗ — сӑмахран, Сарай-аль-Махруса (Аҫтӑрхан облаҫӗ), Сарай аль-Джадит (Волгоград облаҫӗ), Мадхжар (Ставрополь Ен), Кокрять городищи, Кременково поселенийӗ, Кивӗ Алейкино городищи, Ҫӗнӗ Беденьга городищи, Хӗрлӗ Сюндюково I городищи тата Хӗрлӗ Синдюково II городищи (Чӗмпӗр облаҫӗ), Искер (Тӗмен облаҫӗ), Курмӑш (Чулхула облаҫӗ), Увек (Сарӑту облаҫӗ), Афкула (Перӗм Ен), Наровчат (Пенза облаҫӗ) тата ыттисем пӑлхар халӑхӗн культура еткерлӗхӗн палӑкӗсем шутланаҫҫӗ.
Халӑхӗ
Йӑхсем
Аслӑ Пӑлхар арканнӑ хыҫҫӑн Атӑлҫи Пӑлхара пӑлхар тата ытти тӗрӗк-чӗлхеллӗ йӑхсем, ҫавӑн пекех Кама ҫумӗнчи финн-угрсем (Ломоватовка, Неволино, Постпетрогром, Чиялик тата ытти археологи культури) тата, тен, Вӑтам Атӑлҫире тата Анат Прикамьере юлнӑ праславян халӑхӗсем темиҫе хумпа (VII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче тата каярахпа) куҫса килнӗ[2].
Атӑлҫи Пӑлхар халӑхӗн никӗсӗнче тӗрӗк чӗлхиллӗ йӑхсем пулнӑ. Ҫакӑн пек йӑхсем ҫинчен Ибн Русте пӗрремӗш сведенисем парать. Вӑл «пӑлхарсем виҫӗ пая пайланаҫҫӗ» тесе пӗлтерет: пӗри — берсула, тепри — эсгель, виҫҫӗмӗшӗ — пӑлхар. Ҫак йӑхсем пирки Худуд ал-Алам та асӑнать: «бахдула, ишкиль и пӑлхар». Ибн Русте тата ытти автор хыпарӗсенче Ибн Фадланӑн ҫырӑвӗсенчи баранджарсемпе Аскал патша пирки пӗлтернӗ сведенисене тӗрӗсех ӑнлантарса паман. X ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫак этнонимсенчен «пӑлхарсем» ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Пӑлхарсемсӗр пуҫне эрменсемпе руссем пурӑннӑ пысӑк вырӑнсем пулнӑ[23][24].
IX—X ӗмӗрсенчи ҫыру ҫӑлкуҫӗсенче пӑлхар йӑхӗсене асӑннӑ, вӗсене Алмуш хан (Альмас) пӗрлештернӗ — пӑлхарсем (берсул, есегель, пӑлхар йӑхӗсем), эсегель, бажяк, суваз, мадьяр-тӗрӗксем, баранжар, гузсем, башхарт[2].
Атӑлҫи Пӑлхарти халӑх йышӗ пирки тӗп-тӗрӗс даннӑйсем ҫук. Ал-Балхи ҫеҫ Пӳлерпе Суварта 10-шар пин ҫын пурӑннине асӑнать. В.П. Алексеев историк ҫывхартса, тен, ӳстерсе шутланӑ тӑрӑх, Атӑлҫи Пӑлхарти халӑхӗн йышӗ 1,5-2 млн ҫынна ҫитме пултарнӑ.
Тӗн
X ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пӑлхар йылтыварӗ Алмуш ханафизм исламне йышӑннӑ. Ҫынна язычество тӗнӗпе пытарнисем ял тӑрӑхӗсенче кӑна мар, хӑш-пӗр хулара та тӗл пулать.
Вырӑх кнеҫ ертсе пынӑ сӑварсен (саваз, саван) кланӗ ислам тӗнне йышӑннӑшӑн кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ хыҫҫӑн пӑлхарсен аристократийӗ икӗ партие пайланнӑ. Иккӗмӗш партие Аскал кнеҫ ертсе пынӑ. Алмуш хан «хӗҫпе хӑратсан» Аскал партийӗ ислам тӗнне йышӑнса вӗсене пӑхӑннӑ. Ҫапла Атӑлҫи Пӑлхарта мечӗтсем тума, кӗлӗсем ирттерме тытӑннӑ. Ибн Фадлан палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн тапхӑрӗнче пӑлхарсем пурте ислам тӗнне йышӑнман, ҫак йыша пӑлхарсен, баланджарсен тата сӑвар йӑхӗн пӗр пайӗ кӑна кӗнӗ. Сӑвар йӑхӗн тепӗр пайӗ хӑйӗн кнеҫӗпе Вырӑхпа ислам тӗнне йышӑнма хирӗҫлесе майӗпен Атӑлӑн сылтӑм енне куҫма тытӑннӑ. Багдадран килнӗ ҫулҫӳревҫӗ ҫырнӑ тӑрӑх, Атӑлҫи Пӑлхарта язычество тӗнне ҫине тӑрса пӑхӑнакансенчен чылайӑшӗ Атӑл леш енне кайнӑ[25]: кӑнтӑралла юхакан Атӑл тата ҫурҫӗрелле юхакан Сӗве хушшинче сӑвар-язычниксем тӗпленнӗ, вӗсем хальхи чӑваш нацийӗн никӗсӗ пулса тӑнӑ[26][27].
Чӗлхе
Патшалӑх хӑй тӗллӗн пулнӑ тапхӑра кӗрекен ҫыру ҫӑлкуҫӗсем, атӑл-пӑлхар чӗлхи пулнине тӳрремӗн ҫирӗплетме май параканнисем, упранса юлман. Е, тӗрӗсрех каласан, сахал упранса юлнӑ. Пирӗн кунччен Атӑлҫи Пӑлхар пулнӑ территорисенче XIII-XIV ӗмӗрсенче арап графикипе ҫырнӑ эпитафисем ҫеҫ ҫитнӗ. Вӗсене Атӑлҫи пӑлхарсем хӑварма пултарнӑ[28]. Лингвистсемпе филологсен тишкерӗвӗ Атӑлҫи Пӑлхарта пӗр вӑхӑтрах икӗ тӗрлӗ (тӗрӗк) чӗлхе («З-Ш» йышши тата «Р-Л» йышши) пулма пултарнине кӑтартать. 1-мӗш стиль масар чулне «З-Ш» типлӑ тӗрӗк чӗлхипе ҫырнӑ, вӑл авалхи тутар чӗлхипе ҫывӑх. 2-мӗш стилӗн чылай масар чулне (90%[29]) «Р-Л» типлӑ чӗлхепе ҫырнӑ, вӑл чӑваш чӗлхипе пӗр пекрех. Шӑпах ӑна халӗ ӑслӑлӑх тӗнчинче пӑлхар чӗлхи теҫҫӗ[30]. Хальхи вӑхӑтра чи малтан тупса палӑртнӑ масар чулӗ (1271 ҫул) «З-Ш» типлӑ чӗлхепе ҫырнӑ 1-мӗш стиль палӑкӗсен йышне кӗрет, юлашки (1358 ҫул) — «Р-Л» типлӑ чӗлхепе ҫырнӑ 2-мӗш стиль палӑкӗсен шутне[29].
Вӑтам ӗмӗрсенчи историксемпе филологсем хасар чӗлхи пӑлхар (аль-Истахри) тата печенегсен (Кашкар Махмучӗ) чӗлхисемпе ҫывӑххине палӑртнӑ. Татищевӑн[31] ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Отче и брате, се болгары соседи наши, суть вельми богаты и сильны, ныне пришед по Волге и Оке, якоже и конми с великим войском многие городы разорили, людей бесчисленно пленили, которым я един противится не могу… Половцев же призывать, не хочу ибо они с болгары язык и род един…»..
Ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑлхарсен ҫырулӑхӗ виҫӗ тип тӳссе ирттернӗ. Пӗрремӗшӗ — пур тӗрӗк халӑхӗнни тенӗ пекех, рунӑллӑ. Руна ҫырӑвӗ сарӑлни пирки Дунай Пӑлхартан упранса юлнӑ палӑксем тӑрӑх та калама пулать. Ислам тӗнне йышӑннӑранпа, 922 ҫултанпа, арап графики сарӑлма тытӑнать. Арап ҫырулӑхӗпе те, рунӑ (прапӑлхар) ҫырулӑхӗпе те усӑ курни пирки сведенисем пур[32]. Ислам аталаннӑ ҫырулӑхлӑ тӗн пулнӑ. Каярахпа, ахӑртнех, Ылтӑн Урта тапхӑрӗнче, уйгур ҫырулӑхӗ сарӑлма тытӑннӑ[33].
Экономика
Выльӑх-чӗрлӗхе кӗтӳлӗхре усранӑ пӑлхарсем X ӗмӗр тӗлне тӗпленсе пурӑнма тытӑннӑ. Хуҫалӑх никӗсӗ ака-суха ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пулса тӑнӑ.
Монголчченхи тапхӑрта Пӑлхарӑн нумай укладлӑ экономики шутланнӑ, чи малтанах унӑн никӗсӗнче ял хуҫалӑхӗ пулнӑ: ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх ӗрчетесси, ремесла производстви, суту-илӳ, сунар тата пулӑ тытасси ҫав тапхӑршӑн самай аталаннӑ шутланнӑ.
Атӑлҫи Пӑлхар ял хуҫалӑхӗнче ҫӗр ӗҫӗ чи пӗлтерӗшли пулнӑ. Кун валли Атӑл-Кама регионӗнчи климат та лайӑх пулнӑ. Ҫӗр ӗҫӗ пысӑк пӗлтерӗшне пулнине ҫав вӑхӑтри ҫыру ҫӑлкуҫсенче те палӑртнӑ.
Атӑлҫи Пӑлхар хресченӗсем тӗпсӗр-мӗнсӗр чи ансат ралпа сухаланӑ, кайран ун вырӑнне тупанлӑ ралпа усӑ курма пуҫланӑ. Унран вара ҫӗр сухаламалли ҫӗнӗ хатӗр — йывӑр акапуҫ — тунӑ. Вӑл тӑпран ҫиелти сийне ҫавӑрса кӑпкалатнӑ (XI—XII ӗмӗрсем). Акапуҫа Атӑлҫи пӑлхарсемпе тухӑҫ славянӗсем пӗрле шутласа кӑларнӑ. Вӗсен хушшинчи ҫыхӑну питех те ҫывӑх пулнӑ. Каярахпа чӑвашсен акапуҫӗ тата тутарсен сабанӗ ҫак хатӗрӗн модификацийӗ пулса тӑнӑ. Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнче соха (чӑв. сухапуҫ, тутар. сука) XII ӗмӗр вӗҫӗччен—XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗччен кая мар сарӑлнӑ[11].
Ҫӗр ӗҫӗ патшалӑха тырӑпа тивӗҫтерме май панӑ, ҫавӑн пекех экспорт валли те хатӗрленӗ. Пӑлхарсем Руҫпе ҫӑкӑрпа суту-илӳ тунӑ, ҫакна «Повесть временных лет» летопиҫ те ҫирӗплетет. Унта 1024 ҫулхи выҫлӑх вӑхӑтӗнче Суздаль хулинчен Пӑлхара кайнине каланӑ.
X ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пӑлхар йылтыварӗ Алмуш ислам тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн кӗмӗл укҫа ҫапса кӑларнӑ. Вӗсене Пӳлерте тата Суварта кӑларнӑ. Юлашкине ҫапса кӑларнине, мӑсӑльман календарӗпе килӗшӳллӗн, 387 ҫулта (997/998 ҫ.ҫ.) палӑртнӑ[12].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- Комментарисем
- ^ XI—XIV ӗмӗрсенчи литература чӗлхин ячӗ, унпа Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнче тата Дешт-и-Кипчакра усӑ курнӑ; вӑл хорезмпа тӗрӗк литература чӗлхи тата вырӑнти калаҫу чӗлхисем ҫинче йӗркеленнӗ. Атӑрҫи тӗрӗк чӗлхинчен авалхи тутар литература чӗлхи аталанса кайнӑ. ТЭС — 440 с.
- ^ О е У сасӑсен вариацийӗсем тӗрлӗ чӗлхесен уйрӑмлӑхӗсенчен килеҫҫӗ. Оригиналта П хыҫҫӑнхи уҫӑ сасӑ пӑлхар чӗлхинчи Ъ сасӑпа У тата О шӑпрах илтӗннӗ. Хальхи пӑлхарсем хӑйсене Ъ сасӑпа усӑ курса Българи теҫҫӗ. Булгарсем ятпа Византи грекӗсем усӑ курнӑ, вӗсем историн ҫак тапхӑрне ҫыруллӑ ҫӑлкуҫсенче ҫырса хӑварнӑ. Болгарсем ятпа вырӑс летописецӗсем усӑ курнӑ, вӗсем авалхи вырӑс летопиҫӗсен пуххисенче вырӑс кнеҫӗсем Атӑлҫи Пӑлхарие хирӗҫ ҫар похочӗсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ.
- ^ "Иде Володимиръ на Болъгары съ Добрынею, уемъ своимъ, в лодьяхъ, а торкы берегомъ приведе на конехъ. И тако побѣди болгары. И рече Добърыня Володимиру: «Съглядахъ колодникъ, и суть вси в сапозѣхъ. Симъ дани намъ не платити, поидевѣ искать лапотникъ. И сътвори миръ Володимиръ с болгары, и ротѣ заходиша межи собою, и рѣша болгаре: „Толи не буди мира межи нами, оли же камень начнеть плавати, а хмель грязнути“. И приде Владимиръ къ Киеву». (ПВЛ, с.59)
- ^ Тоє же осени придоша с восточнıх стран в Болгарьскую землю безбожнии Татари и взяша славнıи Великıи город Болгарьскıи и избиша оружьєм и старца и до юнаго и до сущаго младенца и взяша товара множество а город их пожгоша огнём и всю землю их плениша. (Полное собрание русских летописей: Т. 1, с. 460).
- Ҫӑлкуҫсем
- ^ Болгар / Н. А. Кокорина, С. В. Кузьминых, Р. А. Силантьев // «Банкетная кампания» 1904 — Большой Иргиз. — М. : Большая российская энциклопедия, 2005. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 3). — ISBN 5-85270-331-1.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Булгария Волжско-Камская / Кокорина Н. А., Кузьминых С. В. // Большой Кавказ — Великий канал. — М. : Большая российская энциклопедия, 2006. — С. 331—332. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 4). — ISBN 5-85270-333-8.
- ^ Халиков А. Х. Татарский народ и его предки. — Казань: Татарское книжное издательство, 1989. — С. 93.
- ^ Каховский В. Ф., Иванов В. П., Димитриев В. Д. Болгары // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 13.07.2020.
- ^ Сум // ТЭС. — 548 с..
- ^ Суваро-булгарские традиции чеканки собственных монет и разнотипных подражаний // Государственность восточных булгар IX—XIII веков / Материалы международной конференции «Государственность восточных булгар VII—XIII веков»: Чебоксары, 2—3 декабря 2011 г. / Сост. и научн. ред. Д. Ф. Мадуров. — Чебоксары: Таус, 2012. — С. 96.
- ^ Динар: Как средство торговли среди ряда мусульманских стран // ТЭС. — 176 с.
- ^ Мадуров Д. Ф. Серебряная Булгария: Основные вехи истории. — Алетейя, 2018. — 264 с.
- ^ ( ӗҫлемен каҫӑ — [http://malayaencyklopediya.com/tom10/16.php Малая советская энциклопедия истори])
- ^ Болгария Волжско-Камская // Березна — Ботокуды. — М. : Советская энциклопедия, 1950. — С. 451—452. — (Пысӑк совет энциклопедийӗ : [51 томпа] / гл. ред. С. И. Вавилов ; 1949—1958, т. 5).
- ^ 1, 2 Иванов В. П., Матвеев Г. Б. История Чувашского края. — Чувашское книжное издательство, 1995.
- ^ 1, 2 Экономические контакты и монетная чеканка в Восточной Европе X — начала XI в. , Wayback Machine çинчи 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи копийӗ — А. А. Молчановӑн 1999 ҫулхи конференцири ӗҫсенчи статйи.
- ^ Дыбо А. В. Хронология тюркских языков и лингвистические контакты ранних тюрков. — 1999.
- ^ Фёдоров О. А. Некоторые вопросы из истории гунн. — 2011.
- ^ Ибн-Фадлан. «Записка» о путешествии на Волгу , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи копийӗ.
- ^ История Татарстана: учебное пособие / Ф. Х. Хузин, И. А. Гилязов, В. И. Пискарёв, Б. Ф. Султанбеков, Л. А. Харисова, А. А. Иванов, А. Г. Галлямова. — § 6. Образование Булгарского государства. , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Фахрутдинов Р. Г. Очерки по истории Волжской Булгарии. — М.: Наука, 1984.
- ^ Худяков М. Очерки по истории Казанского ханства. Инсан. 1991
- ^ Бурханов, 2002, с. 5
- ^ Смирнов, 1951, с. 61—63
- ^ Хвольсон Д. А. Известия о хозарах, буртасах, болгарах, мадьярах, славянах и руссах Абу-Али Ахмеда бен Омар Ибн-Даста неизвестного доселе арабского писателя начала X века, по рукописи Британского Музея; первый раз издал, перевел и объяснил Д. А. Хвольсон. — СПб., 1869, с. 22.
- ^ Болгария Волжско-Камская // Бари — Браслет. — М. : Советская энциклопедия, 1970. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 3).
- ^ Бартольд В. В. Арабские известия о Руссах / Советское востокове дение, т. I., 1940
- ^ Смирнов А. П. К вопросу о происхождении татар Поволжья. / Советская этнография. 1946. № 3. стр. 37-50.
- ^ Мухамадеев А. Р. Объединительная политика Алмыша и суварский фактор // Гасырлар авазы - Эхо веков. — 2014. — Вып. 3—4. — . — ISSN 2073-7475.
- ^ Энциклопедия | Сувары . www.enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 26 Ҫу уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 31 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
- ^ Источник . Пӑхнӑ кун: 8 Ҫӗртме уйӑхӗн 2020. оригиналтан архивланӑ 13 Утӑ уйӑхӗн 2018 ҫул.
- ^ Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — 1902.
- ^ 1, 2 Г.В. Юсупов. Введение в булгаро-татарскую эпиграфику.. — 1960.
- ^ Точка зрения. Олег Мудрак о булгарском языке. , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи копийӗ — сайт Чувашского гуманитарного института.
- ^ Татищева . Пӑхнӑ кун: 24 Пуш уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 27 Пуш уйӑхӗн 2019 ҫул.
- ^ Владимиров Г. Великата България на Волга през средните векове // Studia Slavica Academiae Scientiarum Hungaricae. — 2021-12-08. — Т. 65, вып. 1. — . — ISSN 1588-290X 0039-3363, 1588-290X. — DOI:10.1556/060.2020.00016.
- ^ Мухаметшин А. Г. О письменности Волжской Булгарии (русский) // Восточный Свет. — 2005. — № 4.
Вуламалли
- Р.М. Валеев. Основные этапы развития торговли и денежно-весовых систем Поволжья и Прикамья периода средневековья (IX начало XV вв. ) // Учёные записки Казанского университета. Серия Гуманитарные науки. — 2009. — № Том 151, кн. 2, ч. 1.
- Гагин И. А. Волжская Булгария: Очерки истории средневековой дипломатии (X — первая четверть XIII в.). — СПбГУ; РОИРО, 2004. — 240 с.
- Ковалевский А. П. О степени достоверности Ибн-Фадлана // Исторические записки. — 1950. — Т. 35. — .
- Смирнов А. П. Волжские булгары. — Государственный исторический музей, 1951. — 276 с.
- Фахрутдинов Р. Г. Очерки по истории Волжской Булгарии / Отв. ред. С. А. Плетнёва. — Наука, 1984. — 216 с.
- Чолов П. Волжка България (VII—XVI век). — КАМА, 2008. — 240 с. — ISBN 978-954-9890-84-6.(болг.)
- Павлов П., Владимиров Г. Златната орда и българите. — Военно издателство ЕООД, 2009. — 176 с. — ISBN 978-954-509-418-7.
- Бурханов А. А. Памятники Иске-Казанского комплекса: К проблеме изучения и сохранения историко-культурного наследия и роли географического положения и природно-экологических особенностей в заповедных зонах. — 2002.(болг.)
Каҫӑсем
- Мерперт Н. Я. «Болгария Волжско-Камская» Пысӑк совет энциклопедийӗнче (выр.)
- Болгар: Зелёная альтернатива (выр.)
- Болгарский Государственный историко-архитектурный музей-заповедник (выр.)
- Публикации о Суваре (выр.)
- Волжская Булгария (выр.)
- Голубовский П. В. Болгары и хазары, восточные соседи Руси при Владимире Святом (выр.)
- Давлетшин Г. Болгаро-татарские надгробные памятники (выр.)
- Ибн Фадлан. «Записка» о путешествии на Волгу (выр.)
- Кучкин В. А. О маршрутах походов древнерусских князей на государство волжских болгар в XII — первой трети XIII в. (выр.)
- Статья о Волжской Болгарии на сайте Казанского государственного университета (выр.)
- Хакимзянов Ф., Мустафина Д. Эпиграфические памятники города Булгар (выр.)
- Юсупов Г. В. Введение в булгаро-татарскую эпиграфику (выр.)
- Волжские монеты Бунт Емельяна Пугачёва 1773—1775 годов: История Суваро Булгары (выр.)
Атăлçи Пăлхар |
|
---|---|
Истори |
Атăлçи Пăлхар ислам йышăнни • Владимир Святославович аслă кнеçĕн пăлхар харçи (985) • Монгол-пăлхар çапăçăвĕ (1223 е 1224) • Монголсен хĕвеланăç харçи • Монголсем Атăлçи Пăлхара ярса илни • Пӳлере хӳптĕрлени • Ылтăнту çапăçăвĕ • Ылтăн Уртан Пăлхар Улусĕ • Кашан кнеçлĕхĕ • Вырăс кнеçĕсен пăлхар харçи (1376) |
Тытăмçăсем |
|
Географи | |
Пурăнан халăх | |
Экономика |
Атăлçи Пăлхар тытăмçисем |
|
---|---|
Авалхи чăваш хулисем | ||
---|---|---|
Алапӳ • Арча • Аслă Пăлхар • Варачан • Кан (Кам) • Кĕрнек • Меантăр • Мерчен • Нухрат • Пăлхар • Пеленçер (Пăлхар) • Пукур (Пăлхар) • Пӳлер • Саркел • Сăвар • Сăкăт • Сементер • Çăкату • Сĕнтĕр (Чалăм) • Тамантурхан • Тупăлхату • Чаллă • Чăваш-хула • Шукăль • Хăнакур • Хумара • Элшел (Чалăм) • Эсмел
|
Монголсен 1236—1242 çулсенчи анăç харçи |
|
---|---|
Çапăçусен театрĕсем | • Атăлçи Пăлхар • Алансем • Руç • Половецсен çеçенхирĕ • Мазови тата Прусси • Польша • Чехи • Венгри • Болгари • Хорвати тата Далмаци |
Çапăçусем | |
Монгол çарпуçĕсем | |
Европа çарпуçĕсем | • Пуян •
Джику |
Хасар Ен |
|
---|---|
Халăх · Истори · Чĕлхе · Персоналисем | |
Тытăмçăсем | |
Ĕçченсем | Хазар · Алп-Илитвер · Алп-Тархан · Ахмад б. Куйа · Балгиций · Барджиль · Блучан · Буга аль-Кабир · Георгий Цуло · Иоанн Готский · Исаак ха-Сангари · Йазид Булаш · Леведий · Лев IV · Папаций · Песах · Рас-тархан · Серах · Хазар-тархан · Чичак |
Вырăнсем | |
Çыхăннă халăхсемпе йăхсем | Алансем · Ал-ларисия · Баланджарсем · Барсилсем · Пушкӑртсем · Пăлхарсем · Пӑртассем · Хункăрсем · Вятичсем · Туçи еврейĕсем · Джидан · Каварсем · Касогсем · Крымские готы · Кумыксем · Мордва · Огузсем · Оногурсем · Печенегсем · Полянсем · Руç · Савирсем · Сарир · Северянсем · Дагестанри хунсен (сăварсен) патшалăхĕ · Караимсем |
Паллă çăлкуçсем | Еврей-хасар çыру çӳретĕвĕ · Ибн Русте · Ибн Фадлан · Ибн Хаукаль · Ибн Хордадбех «Книга путей и стран» · Иегуда Галеви «Кузари» · ал-Истахри · Кембриджский документ · Киевское письмо · Константин Багрянородный «Об управлении Империей» · Левонд · ал-Масуди · Мовсес Каланкатваци · Никифор · ПВЛ · Феофан · Худуд ал-Алам |
Хасара тĕпчев ăсчахсем | |
Çыхăннă статьясем | |
Категори · Шаблон |