Пӑлхарсем

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Пӑлхарсем (лат. Bulgares, грек Βoύλγαρoί, пăлх. прабългари, протобългари, тут. болгарлар, пушк. болғарҙар, выр. булгары, болгары, нух. булгарлар) — IV ӗмӗртенпе Ҫурҫӗр Хура тинӗсрен пуҫласа Каспи тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫеҫенхирӗсенче пурӑннӑ, VII ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринче пӗр пайӗ Дунай ҫывӑхне, каярахпа — Вӑтам Атӑлҫие тата ытти региона куҫса кайнӑ тӗрӗк йӑхӗсем[1].

Хальхи халӑхсен — чӑвашсен, балкарсен, пушкӑртсен[2][3], пӑлхарсен, Хусан тутарӗсен, ҫармӑссен, удмуртсемпе пермянсен — этногенезне хутшӑннӑ. Хӑйсен ятне Пӑлхар патшалӑхне панӑ. Хальхи историографире ҫавӑн пекех протопӑлхарсем, прапӑлхарсем, авалхи пӑлхарсем терминсемпе те усӑ кураҫҫӗ.

Терминологи

«О» е «у» тымар сасӑн вариацийӗ тӗрлӗ чӗлхе уйрӑмлӑхӗсенчен килет. Оригиналта уҫӑ сас паллин тымар сасси «б» хыҫҫӑн «о» тата «у» уҫӑ сасӑсен хушшинчи вӑтам сасӑ пек янӑранӑ, Дунай пӑлхарӗсем хытӑ «ъ»-па усӑ курнӑ, тутар тата пушкӑрт чӗлхисенче ҫак фонемӑпа «о» графема танлашать, вӑл «у» тата «о» уҫӑ сасӑсен хушшинчи вӑтам сасӑ пек янӑрать. Хальхи пӑлхарсем хӑйсене българи теҫҫӗ, «ъ» пӑлхар алфавитӗнче нейтраллӑ шва пек каланать. Хытӑ уҫӑ сасӑпа «у»-па усӑ курса грексем «булгары» тенӗ (вӗсем историри ҫак тапхӑра ҫыруллӑ ҫӑлкуҫсенче ҫырса кӑтартнӑ). Хытӑ уҫӑ «о» сасӑпа усӑ курса «болгары» ята вырӑс летописецӗсем каланӑ (вӗсем вырӑс кнеҫӗсем Атӑлҫи Пӑлхар ҫине вӑрҫӑ похочӗпе кайнисене ҫырса кӑтартнӑ).

Арап ҫулҫӳревҫи, ислам миссионерӗ Абу Хамид аль-Гарнати, Атӑлҫи Пӑлхара 1135 тата 1150 ҫулсенче ҫитсе курнӑскер, хӑй вуланӑ «Пӑлхар историне» асӑнать, унта булгар сӑмах вырӑнти балар сӑмахӑн — ӑслӑ ҫын — араплатнӑ форми тесе палӑртнӑ[4].

Пӑлхар этнонимӑн тепӗр этимологине ҫӗр ҫул ытла каялла венгр ӑсчахӗ-чӗлхеҫи Бернат Мункачи илсе кӑтартнӑ: пӑлхар — «пилӗк угр»[5][6]. Д. М. Данлоп палӑртнӑ тӑрӑх, башкорт этноним beshgur, bashgur формӑсенчен пулса кайнӑ, урӑхла каласан пилӗк йӑх, пилӗк угр. Хальхи чӗлхере Sh пӑлхар чӗлхинчи L-па пӗрешкел, эппин, Данлоп шухӑшӗпе, башорт (bashgur) тата булгар (bulgar) этнонимсем эквивалентлӑ. Пӑлхарсем пирки пӗрремӗш хут III ӗмӗр пуҫламӑшӗнче асӑннӑ, вӗсем Цао Цао генерал (216 ҫулта вилнӗ) Вэй империе ертсе пынӑ чухне Китай летопиҫӗнче «сюнну пилӗк пайӗ» (хунну, гуннсем) формипе курӑнаҫҫӗ. Этимологие Атӑлҫи Пӑлхар эпитафийӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ, унта текстсенче типлӑ чӑваш сӑмахӗсен хушшинчеبيال: bial или bel ‘пять’, bialm ‘пятый’ сӑмахсем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Пире bial е bel ‘пять’ (пиль) тата bialm ‘пятый’ (пилĕм кун) сӑмах кӑна кӑсӑклантарать. «Бÿл» сӑмах булгаризм шутланать, тӗрӗк чӗлхинчи «биш» — «пилӗк» сӑмаха палӑртать, унта *ш<л ламбдаизм саккунӗпе усӑ курнӑ.

«Пять Огур» термин, унта ökör (булгаризм) венгр сӑмахӗ «бык, вол» тенине пӗлтерет, огуз чӗлхисенче азер.тур. öküz бык, вол тенине пӗлтерет, венгр вариантӗнче пӑлхар-огур ротацизмӗ курӑнать, ку хальхи чӑваш чӗлхинче те ҫирӗпленет: woğur (wăkăr) — вӑкӑр, вол[7].

Тепӗр версипе Раҫҫей историкӗ А. П. Новосельцев паллаштарнӑ: «Пӑлхарсем этноним иккӗмӗш пайӗнче, иккӗленӳ ҫук, вӗсем малтан угрсемпе ҫыхӑннине кӑтартать, пӗрремӗш пайӗнче тӗрӗк чӗлхинчи „булга“ („пӑтрартма“) сӑмах патне пырать, ҫапла пӗтӗм сӑмах „хутӑш угрсем“ тенине пӗлтерет[8].

А. П. Новосельцев версийӗ ниме те тӑмасть, мӗншӗн тесен финн-угр чӗлхисенче «Угр» сӑмах ҫук; Угр ят — гуннсен Огур ятӗнчен пулса кайнӑскер, вӑл «угр»-финн халӑхӗсен хушшинче венгрсене пула сарӑлнӑ. Кунсӑр пуҫне Пӑлхар ята Китай летопиҫӗсенче 216 ҫултанпа асӑннӑ, ун чухне Цао Цао генерал кӑнтӑр хунну (унӑн этимологийӗ тӗрӗк чӗлхисенчи пӑлхар ушкӑнӗн чӗлхине сӑнарлать) ранг структурине «пилӗк пай» ҫӗнӗ организаци кӗртнӗ[9][10].

Пулса кайни тата хӑш этноспа чӗлхене кӗни

Совет тапхӑрӗнчи археолог, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ тата Мускав патшалӑх университечӗн профессорӗ Алексей Смирнов, протопӑлхарсене тӗпченӗскер, 1951 ҫултах малтанхи протопӑлхарсен иран чӗлхи пирки шухӑшне каланӑ:

«Пӑлхарсем — сарматсенчен пулса кайнӑ, анчах чӗлхипе — тӗрӗксем. Вӗсем Азов тинӗсӗ патӗнче пулнӑ чухне тӗрӗкленнӗ. Ку ӗҫ нумай ҫӗр ҫул пынӑ — гуннсенчен, аварсенчен тата Азирен куҫса ҫӳрекен ытти халӑхсенчен пуҫласа. Чӗлхе тата халӑх ыйтӑвӗ пӗр мар. Халӑх ют чӗлхене йышӑнма пултарать. Акӑ, Вӑтам Азири ирансем тӗрӗк чӗлхисене нумаях пулмасть темелле, пирӗн эрӑчченхи I пин ҫуллӑх варринче, йышӑннӑ»[11].

undefined

А. Смирнов протопӑлхарсем культура тӗлӗшӗнчен чылай енӗпе сармат культурине тӑснине кӑтартать, тӗслӗхрен, унччен сарматсем тунӑ йӑлтӑртатакан савӑт-сапа хатӗрленӗ.

Юлашки темиҫе ҫӗр ҫулта авалхи пӑлхарсем пулса кайнипе ҫыхӑннӑ нумай тӗрлӗ гипотеза тупӑннӑ. Гипотеза нумай пулни сахалтан та икӗ япала пирки калать: е ыйтӑва тӗрӗс енчен татса паман, е пӑлхарсен тымарӗсем ҫав тери авал, ҫавна мар кирек мӗнле шухӑш та калама пулать. Чылай гипотезӑпа килӗшӳллӗн, протопӑлхарсем пулса кайнӑ версисем ҫапла вылянаҫҫӗ: тӗрӗк-алтайран пуҫласа памир-фреган тата иран таран, ҫурҫӗр-индирен тата анӑҫ-китайран пуҫласа славян таран[12]. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри хӑйӗн вӑхӑтне пурӑнса ирттернӗ. Паянхи кун ӑслӑлӑх (тата общество) уҫлӑхӗнче ҫивӗч пулнисем кӑна кӑсӑклантараҫҫӗ. Вӗсен йышенче — протопӑлхарсем пулса кайнин тӗп теорийӗсем, вӗсене условлӑ майпа тухӑҫ-иран, хун тата тӗрӗк теорийӗсем теҫҫӗ.

Тухӑҫ-иран теорийӗ

Тӗпрен илсен, пӑлхар историкӗсен хушшинче пӑлхарсем пулса кайнин тухӑҫ-иран теорийӗ анлӑ сарӑлнӑ. Ӑсчахсене Авалхи Китай ҫӑлкуҫӗсем питӗ интереслентернӗ, вӗсенче Тибетран анӑҫалла пурӑнакан богор е болор халӑхӗсем пирки сведенисем пур. Ку ен пӗтӗмӗшле Памир-Гиндукуш регионӗ валли хатӗрленӗ тезиспа пӗр килет, вӑл авалхи пӑлхарсем авал пурӑннӑ вырӑн тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак шухӑша VII ӗмӗрте Мавсес Хоренаци хатӗрленӗ «Ашхарацуйц» авалхи эрмен географийӗ те ҫирӗплетет, унта авалхи пӑлхарсен Европӑна куҫса кайичченхи пурнӑҫне сӑнласа кӑтартнӑ. Кунта пӑлхарсем були ятпа ҫырӑннӑ (С. Еремян академик вуласа сӗннипе). «Ашхарацуйцпа» килӗшӳллӗн, пӑлхарсем тата вӗсемпе кӳршӗллӗ халӑхсем — массагетсем, согдиецсем, саксем, хорезмиеецсем — ытти халӑхпа ремесла тата суту-илӳ хутшӑнӑвӗпе пуян тата аталаннӑ пулнӑ, хӑйсен сахал аталаннӑ, куҫса ҫӳрекен кӳршӗ йӑхӗсенчен палӑрмаллах уйрӑлса тӑнӑ. Балхары ялӗн территорийӗнче (хальхи Афганистанӑн ҫурҫӗр пайӗнче) пирӗн эрӑчченхи авалхи вӑхӑтранпах хальхи пӑлхарсен хулисен ячӗсене аса илтерекен ятсем тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем — Мадр, Варну, Балх тата ыттисем.

undefined

Пӑлхар ӑсчахӗ, ку теорипе вун-вун статья тата ӑслӑлӑх кӗнеке авторӗ Пётр Добрев хӑйӗн ӗҫӗсенче авалхи пӑлхарсем пулса кайнипе, вӗсем малтан пурӑннӑ вырӑнпа, чӗлхипе, хуҫалӑхӗпе, патшалӑхӗпе, календарӗпе, историйӗпе, культурипе тата йӑлипе ҫыхӑннӑ позицие тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Пӗр енчен, сахал сарӑлнӑ истори свидетельствисене, тепӗр енчен ҫителӗклӗ лайӑх ӑнлантарман археологи тата лингвистика даннӑйӗсене пула Пётр Добрев протопӑлхарсем авалхи индоевропа чӗлхе ҫемйин иран турачӗпе ҫывӑх пулнине ӗнентернӗ. Авалхи пӑлхарсен пичет, укҫа, скульптура, рельеф, ӳкерчӗк тата ытти япала ҫинче упранса юлнӑ портречӗсене, ҫавӑн пекех чылай историпе литература свидетельствисене тата хӑш-пӗр ытти свидетельствӑна тӗпе хурса автор авалхи пӑлхарсем ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Европа расин памир-ферган тӗсӗ пулнине палӑртнӑ. Ку расӑн пичӗ-йӗрӗ тӗрӗс, куҫ харши лайӑх палӑрать, ҫавӑн пекех сӑна илем кӳрекен пит йӗрӗсем пур.

Вӑтам ӗмӗрти поэт Насири Хосров XI ӗмӗрте «Эпӗ пӑлхар хӗрарӑмӗсемшӗн асапланатӑп» поэмӑра пӑлхар хӗрарӑмӗсен илемне мухтаса ҫырнӑ. Гиндукуша ҫывӑхӗнче «пӑлхар» сӑмахпа халӗ те тӗлӗнмелле ӳт-пӳ хитрелӗхӗн символӗ пек усӑ кураҫҫӗ. «Пӑлхар арҫынни пек илемлӗ» тата «Пӑлхар хӗрарӑмӗ пек илемлӗ» — ҫак анлӑ сарӑлнӑ икӗ сӑмах ҫаврӑнашӗ, унпа хальхи Пӑлхартан пин-пин ҫухрӑмра вырнаҫнӗ ҫак ту патӗнче пурӑнакансем усӑ курса этеме ҫут ҫанталӑк панӑ илемпе хавхаланаҫҫӗ. Пӑлхарсен тӗрлӗ, анчах яланах лайӑх пахалӑхӗсемпе ҫыхӑнтаракан ҫакнашкал нумай сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пушту чӗлхинче (унпа паянхи Афганистанра пурӑнакан чылай ҫын калаҫать) тӗл пулать.

Пётр Добрев протопӑлхарсем пурӑннӑ вырӑна ҫирӗплетекен истори свидетельствисенчен пӗри — официаллӑ ӑслӑлӑх манса кайнӑ, Михаил Сирийский (XII ӗмӗр) парса хӑварнӑ Пӑлхар пирки ҫырнӑ сведенисем, вӗсене иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче В. Златарский профессор тӗплӗн пӑхса тухнӑ. Вӗсенче акӑ мӗн палӑртнӑ: Маврики императорӗ хуҫа пулнӑ чухне (582—602) виҫӗ пӗртӑван Шалти Скифран 30 000 скифпа тухнӑ. «Вӗсем Имеон ту хасакӗнчен пуҫласа Танаис (Дон юхан шывӗ) юхан шывӗ таран 60 кун кайнӑ». Каярахпа пиччӗшӗсенчен пӗри хӑйӗн ҫыннисемпе уйрӑлса кайнӑ та вырнаҫма императортан ҫӗр ыйтнӑ. Ҫак ҫынсене римлянсем пӑлхарсем тенӗ[13].

Ҫак теорипе килӗшӳллӗн, авалхи пӑлхарсем иран чӗлхипе калаҫнӑ, Гиндукушӑн анӑҫ пайӗ, Парапамиз тата ҫурҫӗреллерех вырнаҫнӑ Согдианӑран уйӑракан Оксус (Аму е Хигон) юхан шывӗ хушшинчи тӑрӑхра пурӑннӑ. Авал ҫак вырӑн Бактрия (грек) е Балхара (хӑйсем ят панӑ) ятлӑ пулнӑ, тӗп хули Балх шутланнӑ. Ҫакӑнтан пӑлхар историкӗсем «пӑлхар» этноним кӑлараҫҫӗ, эрмен ҫӑлкуҫӗсем пӑлхарсене булхи тенине, ҫавӑн пекех Инди ҫӑлкуҫӗсенче халӑха балхики тесе асӑннине тата малтанхи вӑтам ӗмӗр ҫӑлкуҫӗсенче пӑлхарсен тӑван тӑрӑхӗ Имеон тӑвӗсенче (унта Бактрия пулнӑ) пулнине кӑтартнине илсе кӑтартаҫҫӗ[14][15].

undefined

Ҫирӗплетес тесе антропологипе усӑ кураҫҫӗ, унӑн хӑш-пӗр даннӑйӗ пӑлхарсем халӑхӑн палеоевропеоидлӑ ушкӑнӗнчен палса кайни пирки шутлама май параҫҫӗ[16]. Ҫавӑн пекех протопӑлхарсен хӑш-пӗр ячӗ иран чӗлхинчен пулса кайнине кӑтартаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, кутригурсен ҫар пуҫӗн, Кубрат Безмерӑн аслӑ ывӑлӗн Заберганӑн, ҫавӑн пекех пӑлхарсен пӗрремӗш патшалӑхне йӗркеленӗ Аспарухӑн ячӗсем[17][18].

Теорие пӑхӑнакансен шухӑшӗпе, авалхи пӑлхарсем малтанхи тапхӑрта тухӑҫ-иран чӗлхипе калаҫнӑ, кайран ӑна тӗрӗк чӗлхипе улӑштарнӑ[19].

Вӑтам ӗмӗрсенчи ҫӑлкуҫсенче пӑлхарсем Азире пурӑннӑ вырӑн Имеон (Имей) тӑвӗсем тени пур, вӑл Афганистан тата Таджикистан чиккисенче вырнаҫнӑ.

VII ӗмӗрти «Ашхарацуйц» эрмен географи атласӗнче, авалтарах сведенисене тӗпе хурса ҫырнӑскерте, булхи йӑхӗ саксемпе тата массагетсемпе юнашар вырнаҫнӑ[20].

Агафий Миринейский, Заберган хан 558 ҫулта тапӑнни ҫинчен каласа панӑ май, тахҫан Азири Имей тӑвӗ леш енче пурӑннӑ «хунсен» (палхарсен) авалхи историне кӗскер ҫырса кӑтартнӑ:

Хунсен халӑхӗ тахҫан авал тухӑҫалла пӑхакан Меотида кӳлли таврашӗнче пурӑннӑ, Имей тӑвӗ леш енчи Азире пурӑнакан ытти варвар халӑхӗ пекех, Танаис юхан шывӗнчен ҫурҫӗререх пурӑннӑ. Вӗсене пурне те хунсем е скифсем тенӗ. Йӑхсене уйрӑммӑн илес тӗк, вӗсенчен пӗрисене котригурсем, теприсене утигурсем тенӗ[21].

Феофилакт Симокатта Тӗрӗк хаканлӑхӗн йӑхӗсен хушшинчи вӑрҫӑсем пирки ҫырса кӑтартнӑ чухне уннугурсен (пӑлхар йӑхӗ ахӑртнех) йӑхӗ унччен Согдианра (Афганистан, Узбекистан тата Таджикистан чиккинчи Гиндукуш ҫавӑрса илнӗ тӳремлӗх):

Анчах тахҫан уннугурсем туса лартнӑ Бакаф ҫӗр чӗтреннипе арканнӑ, вара Согдиана мура та, ҫӗр чӗтренӗвне те тӳссе ирттернӗ[22].

Михаил Сириец[23] Азири Имаон тӑвӗ (Памир, Гиндукуш, Тянь-Шань) патӗнчен тухса Танаис (Дон) таран ҫитнӗ виҫӗ пӗртӑван «скиф» ҫинчен легенда каласа кӑтартнӑ. Пӑлхарӗсемпе пӗрле темӗнле пугурсене асӑнни кӑсӑклӑ, тен, ҫӳлерех асӑннӑ Китай ҫӑлкуҫӗсенчи «пугу» (гипотеза шухӑшӗ):

«Ҫав вӑхӑтра Шалти Скифри виҫӗ пӗртӑван хӑйсемпе пӗрле вӑтӑр пин скифа ертсе пынӑ, утмӑл кун хушшинче Имаон тӑвӗ патӗнчен ҫул ҫинче пулнӑ. Вӗсем шыв тупас тесе хӗллехи вӑхӑтра пынӑ, Танаис тата Понти тинӗсӗ патне ҫитнӗ. Ромейсен чиккисене ҫитсен вӗсенчен пӗри, Булгариос ятли, хӑйӗнпе пӗрле вунӑ пин арҫынна илнӗ те хӑйӗн пӗртӑванӗнчен уйрӑлса кайнӑ. Вӑл Танаис юхан шывӗ урлӑ каҫса Понти тинӗсне юхса кӗрекен Дунай патне ҫитнӗ те хӑйӗннисене Маврикий патне вырнаҫма тата ромейсен пулӑшӑвӗ пулма облаҫ ыйтма янӑ. Император ӑна Дакие, Тури тата Анат Мезие панӑ… Вӗсем унта тӗпленнӗ те ромейсен хуралӗ пулса тӑнӑ. Ромейсем вара вӗсене пӑлхарсем тенӗ… Тепӗр икӗ пиччӗшӗ алансен ҫӗршывне, Барсалия (Берсили) ятлӑскере, тата ромейсем туса лартнӑ хуласене ҫитнӗ, тӗслӗхрен Тораян (Дербент) хапхи ятлӑ Каспие. Ҫак вырӑнсенче пурӑннӑ пӑлхарсемпе пугурсем ӗлӗк-авал христиансем пулнӑ. Ют ҫӗр ҫыннисем ҫак ҫӗршыва тытса тӑма пуҫласан вӗсене пӗртӑвансенчен аслин Хазариг (Казариг) ячӗпе хасарсем теме пуҫланӑ[24].

Хун теорийӗ

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак теорие хӗвеланӑҫ Европӑри чылай пысӑк ӑсчах пӑхӑннӑ: Клапрот, Цейс, Маркварт, кайран вара — пӑлхарсен истори ӑслӑлӑхӗн чи пысӑк пайташӗ В. Н. Златарский профессор та, чӗлхе ӑслӑлӑхӗн чи пысӑк пайташӗсенчен пӗри, София профессорӗ Стефон Младенов та[25].

Историпе кӑсӑкланнӑ, профессипе юрист пулнӑ Димитар Сасалов Голланди китаисчӗн Де Гроотӑн ӗҫне (De Groot. Die Hunnen der vorchristlichen Zait / «Хунны в дохристианские времена») тӗпе хурса ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: Баграшкульпе Баркуль хушшинче авалхи пӑлхарсен мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ. Вӑл хӑйӗн идейисене «България» кӗнекере («Путь Болгарии», 1936) ҫырса кӑтартнӑ. Баркуль ята вӑл тӳрремӗнех «Пӑлхар кӳлли» тесе ӑнлантарнӑ, унран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Баркультаг тӑва вара (Тянь-Шаньӑн чи тухӑҫри хысакӗ) — «Пӑлхар тӑвӗ» тесе. Анчах ӑслӑлӑхра пӑлхарсем хунсенчен / гуннсен пулса кайни ҫинчен йышӑнни вӑйлӑ хӗснипе, ҫак регион ҫинчен питӗ сахал пӗлнипе вӑл пӗтӗмлетӳ тунӑ: Баграшкуль тата Баркуль кӳлӗсем таврашӗнчи пӗтӗм халӑх сюнна йӑхӗсенчен пулнӑ, ӑна Аттилӑн хунсен тӑхӑмӗсемпе ҫыхӑнтарнӑ[26].

Тӗрӗк теорийӗ

Ҫак теорипе килӗшӳллӗн, пӑлхарсем малтан Тӗп Азире пурӑннӑ огур йӑхӗсен пайӗ пулнӑ. Ҫак шухӑш тӑрӑх, пӑлхарсем халӑхсен Аслӑ куҫӑвӗ вӑхӑтӗнче Европӑналла куҫнӑ чи малтанхи тӗрӗк ушкӑнӗсенчен пӗри пулнӑ[27]. Пӑлхар чӗлхи тӗрӗк чӗлхисен шутне кӗрет.

Авалхи пӑлхарсем тӗрӗксенчен пулса кайни ҫинчен пӗрремӗш хут 1772 ҫулта Шлёцер «Пӗтӗмӗшле ҫурҫӗр историйӗнче» (ним. Allgemeine Nordische Geschichte) кӑштах каланӑ. 1810 ҫулта Мускавра унӑн ӗҫне «О происхождении славян вообще, и особенно словен российских» ятпа вырӑсла куҫарса кӑларнӑ. Ҫак ӗҫре, Гаттерӑн пӑлхарсемпе мадьярсем пӗр финсен йӑхӗнчен пулнӑ текен шухӑшӗпе килӗшсе, Шлёцер ҫапла асӑрханӑ: «Теприсем ҫавӑн пекех, тен, ытларах та, пӑлхарсем, ахӑртнех, тутарсем пулнӑ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ». Ҫак пулма пултаракан шухӑша ҫирӗплетсе автор хаган титулне тата харпӑр ячӗсене илсе кӑтартать, «вӗсем пӗр иккӗленмесӗрех тутарсенчен тухнӑ ятсем пек курӑнаҫҫӗ».

Кӑштах тӗплӗнрех, анчах та ҫавӑн пекех ҫиелтен, ҫак теорие Иоганн Тунманн (Johann Thunmann) «Исследования по истории восточно-европейских народовских» (ним. Untersuchungen über die Geschichte der östlichen Europäischen Völker. Erster Teil. Leipzig, 1774) сочиненире тата Иоганн Христиан фон Энгель «История болгар в Мизии» (ним. Geschichte der Bulgaren in Mösien и пр. Halle, 1797) сочиненире ӑнлантарма тӑрӑшнӑ.

Хӑйӗн шухӑшне нимпе те ҫирӗплетмесӗр Тунманн авалхи пӑлхарсене мадьярсен юнпа тӑван «тусӗсем» тесе калать, ҫакна ӑна чи малтан вӗсен йӑли-йӗрки ӗнентерет — вӗсем авалхи мадьярсенни пекех, ытларах тӗрӗксенни евӗр. Анчах автор мӗнле йӑла-йӗрке ҫинчен калани вулаканшӑн паллӑ мар. Унтан Тунманн «хаган» титула тимлӗх уйӑрать, славянсен ячӗсенчен уйрӑлса тӑракан тата, пачах тепӗр май, мадьярсен ячӗсемпе пӗр килекен пӗр тӗслӗх те илсе кӑтартмасть. Малалла авалхи пӑлхарсем тӗрӗк йӑхӗнчен тухнине ҫирӗплетекенни Тунманншӑн ҫакӑ: авалхи пӑлхарсене, мадьяр йӑхӗсем пекех, час-часах хунсем тенӗ тата Константин Багрянородный вӑхӑтӗнчи (X ӗмӗр) пӑлхар патшин ывӑлӗсем ҫапла ятлӑ пулнӑ: пӗри-Kan rtikinos, тепри вара — Bulias Tarkan, ҫавӑн евӗрлех тӗрӗк йышшисем (Kan тата Tarkan).

Энгель те малалла кайман, вӑл теорие ҫирӗплетме икӗ шухӑш илсе кӑтартнӑ: авалхи пӑлхар ертӳҫисен ячӗсем тӗрӗкле янӑраҫҫӗ, авалхи Византи ҫӑлкуҫӗсенче пӑлхар патшисене хансем е хагансем тенӗ.

Шлёцер, Тунманн тата Энгель шухӑшӗсене Карамзин хӑйӗн «Историйӗн» I томӗнче ҫав сӑмахсемпех каланӑ[28].

Нимӗҫ ӑсчахӗ Цейс «Немцы и их соседние племена» сочиненире (ним. Die Deutschen und ihre Nachbarstämme) 1837 ҫулта, ҫак ыйтупа хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Цейс тӑрӑх, авалхи пӑлхарсем — Хура тинӗспе Меотида еннелле кайнӑ хунсем. Bulgares, Bulgari — хунсен тепӗр ячӗ кӑна. Хальхи вӑхӑтра та Атӑлӑн ҫӳлти юхӑмӗнче (унта пӑлхарсен юлашкийӗсем тытӑнса юлмалла пулнӑ) финн халӑхӗсемпе пӗрле эпир тӗрӗк халӑхӗсене кӑна тупатпӑр. Цейс палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑ ӗнтӗ номада-пӑлхарсем, апла хунсем те, тӗрӗксен куҫса ҫӳрекен пысӑк йӑхӗ шутне кӗнине ҫирӗплетсе парать[29].

1866 ҫулта Мускавра А. Н. Попов профессорӑн «Обзор хронографов русской редакции» тӗп ӗҫне пичетленсе кӑларнӑ, унта автор сӑмах май, хӑй уҫнӑ «Елинского и римского летописца» текен икӗ алҫырӑвӗнче авалхи пӑлхар кнеҫӗсен списокне пичетленӗ., вӑл кӗске хронографи ҫырӑвӗ е пӑлхар кнеҫӗсен ячӗсем вӗсем ертсе пынӑ йӗркепе тунӑ реестр евӗр. Ӑслӑлӑхра ҫак списока икӗ ятпа пӗлеҫҫӗ: пӑлхар кнеҫӗсен «Йӑх тымарӗ», тӗрӗссипе, унта нимӗнле йӑх-несӗлӗн элеменчӗ те ҫук. Тепри ӑнӑҫлӑрах ят, ӑна паллӑ хорват историкӗ Рачкий панӑ — пӑлхар кнеҫӗсен «Именникӗ»[30].

Попов уҫнӑ хыҫҫӑн тӗрӗк-тутар теорийӗ, тӗпрен илсен, А. А. Куник, А. Вамбери тата В. Томашек ӗҫӗсенче малалла аталаннӑ[31].

XIX ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче аспарух пӑлхарсем пулса кайнин тӗрӗк-тутар теорине ун чухне вырӑс слависчӗ, каярахпа Мускав университечӗн профессорӗ пулнӑ Матвей Соколов «Из древнейшей истории болгарский» (СПб., 1879) сочиненире ҫырса кӑтартнӑ, вӑл лайах кӑтартусем паман. М. Соколов тунӑ кӗске ӗҫӗн резюминчен эпир ҫак теори ҫӗр ҫула яхӑн тапхӑрта сахал ӗҫ тунине тата ӑна тӗрексӗр никӗс ҫинче тунине ҫӑмӑллӑнах курса ӗненӗпӗр. Ҫав хушӑрах, Шлёцер, Тунманн тата Энгель хыҫҫӑн XX ӗмӗр пуҫламӑшӗчченех ҫак теорие сахал мар ҫын пӑхӑннӑ.

Мовсес Хоренаци ҫырнӑ VII ӗмӗрти эрмен географийӗ, Сарматин, урӑхла каласан Кавказӑн, Ази енчи ҫуррине, географи сӑнлавне питӗ тӗрӗс те тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ май, Кубань (Варданис, Vardanes) тата Босфора Никопс хули вырнаҫнӑ вырӑнсенчен уйӑракан Псевхра (Psychurus) юхан шывӗсенчен ҫурҫӗрелле турккӑсен (тӗрӗксен) тата пӑлхарсен халӑхӗсем пурӑннине, вӗсене юхан шывсен ячӗсемпе палӑртнине калать: Купи-Булгар, Дучи-Булкар, Огхондор (Woghkondor), Блкар-ютран килнисем, Чдар-Болкар. К. Патканов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Купи-Булгар — Кубань пӑлхарӗсем; Чдар-Булгар — пӑлхар-котрагсем; Огхондор-Булгар е Вгндур-Булгар — пӑлхар-оногундурсем. Ҫапла майпа VII ӗмӗрти эрмен географӗ Кубаньпе Псевхри юхан шывсенчен ҫурҫӗререх пурӑнакан халӑхсем ҫинчен тӗплӗн калать: турккӑсем (тӗрӗксем) тата пӑлхарсем, унтан тӑватӑ пӑлхар йӑхне асӑнса тухать, вӗсене булгар, булкар, блкар, болкар тет. Пӑлхар историкӗн В. Н. Златарский профессорӑн малтанхи «Студии по българската история» ятлӑ ӗҫӗнче ҫак тӑватӑ пӑлхар йӑхӗ турккӑ (тӗрӗк)-пӑлхар йӑхӗсем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем эрмен географӗ палӑртнӑ вырӑнта тата Византи историкӗсем Феофан тата Никифор ҫавӑнтах Аслӑ Пӑлхара палӑртнӑ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Малашне Златарский профессор турккӑ (тӗрӗк)-пӑлхар йӑхӗсем тата турккӑ (тӗрӗк)-пӑлхар халӑхӗ ҫинчен кӑна калать. Авалхи пӑлхар халӑхӗн этногенезӗн кӑткӑс та пӑтрашуллӑ ыйтӑвне татса пама пӑлхар историкне мӗн тери сахал кирлӗ пулнӑ! Каярахпа Златарский профессор тӗрӗк-тутар теорине улӑштарнӑ, хӑйӗн «Истории Болгарского государства в средние века» (История на българската държава през Средните векове, т. I, ч. I. София, 1918) тӗп ӗҫӗнче ҫӑмӑллӑнах тата нумай шухӑшламасӑр хун теорийӗн позицийӗ ҫине куҫнӑ[32][33].

Теори майлӑ пулнӑ, совет тапхӑрӗн тата Раҫҫей историкӗпе археологӗ, тутар халӑхӗн историйӗпе ҫырнӑ нумай ӗҫ авторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Альфред Халиков профессор «Основные этапы истории и археологии ранних болгар в Среднем Поволжье и Приуралье» (Сборник статей «Ранние болгары в Восточной Европе») статьяра[34], пӑлхар истори тӗпчевҫин Д. И. Димитровӑн ӗҫне шута илсе тата ӑна йӑнӑшпа пӑлхар археологӗ тесе, хӑйӗн ӗҫӗнче «тӗрӗк теориийӗ» тӗлӗшпе истори тапхӑрӗсене тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

Пӑлхарсен малтанхи историйӗ. IV—VI ӗмӗрсем

IV ӗмӗрти свидетельствӑсем

undefined

Синхронлӑ ҫӑлкуҫра пӑлхарсем ҫинчен чи малтан 354 ҫулхи анонимлӑ латин хронографӗнче асӑннӑ, унта Хура тата Каспи тинӗсӗсен ҫывӑхӗнчи (Сим тӑхӑмӗсем) йӑхсемпе халӑхсен списокӗнче юлашки вырӑнта вулгарсене (Vulgares) каланӑ[35].

Пӑлхарсем ҫинчен чи малтанхи ретроспективлӑ асӑнни V ӗмӗрти эрмен историкӗн Мовсес Хоренацин пур. Вӑл каланӑ тӑрӑх эрмен патши I Аршак, Вагаршак ывӑлӗ, пулнӑ чухне пӑлхарсем эрмен ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫнӑ:

Аршак кунӗсенче аслӑ Кавказ тӑвӗн сӑнчӑрӗнче, пӑлхарсен Ҫӗршывӗнче пысӑк пӑтравсем сиксе тухнӑ; вӗсенчен чылайӑшӗ уйрӑлса пирӗн ҫӗршыва килнӗ[36].

I Аршак пирӗн эрӑчченхи II ӗмӗрӗн 1-мӗш ҫурринче патша пулнине палӑртаҫҫӗ[37], ҫакӑ историксене ҫӳлерех калани тӗрӗс тесе иккӗлентерет. Мовсес Хоренаци тата маларах, III—IV ӗмӗрсен чиккинче, пурӑннӑ Мар Абас Катина летописец ҫине таянать.

Малалла вӗсен хастарлӑхӗ ҫинчен калакан свидетельствӑсем Гунн империйӗ арканса кайичченех ҫӑлкуҫсенчен ҫухалаҫҫӗ. Ку пӑлхарсем ҫав пысӑк йӑхсен пӗрлешӗвне, ун чухнехи вӑхӑтри ҫынсем хунсем тенине, кӗнӗ тесе шутлама сӑлтав парать.

Пӑлхарсем тата хунсем

Малтанхи вӑтам ӗмӗрсенчи историографире пӑлхар йӑхӗсене V ӗмӗр варринче ҫав вӑхӑтри ҫынсен асӗнче аркатакан походсемпе тарӑн йӗр хӑварнӑ хунсемпе пӑтраштарни палӑрать. Захарий Ритор хӑйӗн «Тӗн историйӗнче» (VI ӗмӗрӗн варри) Каспи ҫывӑхӗнче Кавказран ҫурҫӗрелле пурӑннӑ мӗн пур йӑха (ҫав шутра «пӑлхарсене» те) хун йӑхӗсен шутне кӗртет. Анчах та Иордан пӑлхарсемпе хунсене уйӑрать, VI ӗмӗр варринче вӗсем пурӑнакан вырӑнсем пирки ҫырса кӑтартать:

Малалла вӗсем хыҫҫӑн [акацирсем] Понти тинӗсӗ ҫийӗн пӑлхарсем пурӑнакан вырӑнсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсене пирӗн [ҫылӑхсене] пула инкек-синкек питех те чапа кӑларнӑ. Унта вара хунсем те, чи вӑйлӑ йӑхран тухнӑ пулӑхлӑ хунав пек…[38]

VI ӗмӗрӗн варринчи ҫӑлкуҫсем, 550—570 ҫулсенче куҫса ҫӳрекен халӑхсем тапӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ май, е пӑлхарсене, е утигурсемпе кутригурсен (каярах оногурсен) хун йӑхӗсене асӑнаҫҫӗ. VI ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа Европӑра ҫак йӑхсен ячӗсем пӑлхарсем этнонимпа ылмашӑнма тытӑнаҫҫӗ, VII ӗмӗртенпе вара пӑлхар ятпа ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтри ҫынсен утигурсемпе кутригурсене пӑлхар йӑхӗсем пек палӑртма май паракан ӗнентерӳллӗ свидетельствӑсем ҫук, анчах та историксенчен чылайӑшӗ каярахри свидетельствӑсене тӗпе хурса[39] тата пулӑмсен синхронлӑхне тишкерсе ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патнелле туртӑнать.

Кутригурсем аялти Днепр кукӑрӗпе Азов тинӗсӗ хушшинче пурӑннӑ, ҫав шутра Крым ҫеҫенхирӗсене ҫурутрав ҫинчи грексен колонийӗсен стенисем таранах тытса тӑнӑ. Утригурсем Тамань ҫурутравӗ таврашӗнчи Азов тинӗсӗ хӗрринче пурӑннӑ.

Пӑлхарсем Дунай ҫинче. V—VI ӗмӗрсем

Пӑлхарсем Балкан ҫине килсе тухни ҫинчен пӗрремӗш свидетельство VII ӗмӗрти Иоанн Антиохийский хроникинче пур:

Икӗ Теодорих каллех ромейсен ӗҫӗсене пӑлхантарса янӑ та Зенона пӗрремӗш хут пӑлхар текенсемпе пӗрлешесси патнелле сулӑнтарса Фраки ҫывӑхӗнчи хуласене тустарнӑ[40].

Унччен кӑшт маларах пӑлхарсем Дунай шывӗ ҫине килсе тухнӑ. Константин Манассин (XII ӗмӗр) грек сӑвӑллӑ хроникин пӑлхар куҫарӑвӗнчи заметка куҫса кайнине 475 ҫул тесе палӑртать[41].

Ҫак вӑхӑтра пӑлхарсем куҫса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем хӑш чухне Византи империйӗн чиккисене пӑлхатаҫҫӗ. Фракие пӗрремӗш хут тапӑннине 491 ҫулта тесе палӑртнӑ[42] е, Марцеллин Комит хроникипе килӗшӳллӗн, 499 ҫулта[43].

502 ҫулта пӑлхарсем Фракие тепӗр хут тапӑннӑ[44], 530 ҫулта Марцеллин Комит пӑлхарсене византисем ҫапса аркатнине асӑрхать. Кӗҫех пӑлхарсем славян йӑхӗсемпе пӗрле тапӑнма тытӑннӑ, кун пирки пӗрремӗш хут ҫыру ҫӑлкуҫӗсенче VI ӗмӗр пуҫламӑшӗнченпе палӑртнӑ.

539—540 ҫулсенче пӑлхарсем Фраки тӑрӑх эгей ҫыранӗ патнелле тата Иллири тӑрӑх Адриатика тинӗсӗ таран рейдсем ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтрах чылай пӑлхар император патне ҫара кӗрет. Тӗслӗхрен, 537 ҫулта пӑлхарсен отрячӗ Римра готсем хупӑрланӑ Византи гарнизонне пулӑшу пама хутшӑннӑ.

Пӑлхарсен икӗ тӗп йӑхӗ ҫапӑҫнӑ тӗслӗхсем пирки те паллӑ, ӑна Византи дипломатийӗ ӑста чӗртнӗ. Хӑйӗн чиккисене ытла та канӑҫсӑр кӳршисенчен сыхлас тесе, кутригурсем ҫавӑн пеккисем пулнӑ, Юстиниан император пуян парнесем тата укҫа парса вӗсене хирӗҫ пӑлхарсен хӗвелтухӑҫ турачӗн вӑйӗсене — утигурсене — янӑ. Юлашкинчен кутригурсене ҫапса аркатнӑ, анчах та кӗҫех икӗ йӑх каллех империе хирӗҫ пӗрлешме пултарнӑ.

558 ҫул тӗлнелле пӑлхар ушкӑнӗсем (ытларах кутригурсем) хӑйсен ҫулпуҫӗ Заберган ертсе пынипе Фракипе Македоние тапӑнса кӗнӗ, Константинополь стенисем патне пынӑ. Византисем питӗ тӑрӑшнипе ҫеҫ Заберган вӑйӗсене каялла хӑвалама пултарнӑ. Ханӑн ҫарӗ ҫаплипех вӑйлӑ пулнине тата импери тӗп хулишӗн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине пӑхмасӑр пӑлхарсем хӑйсен ҫеҫенхирӗсене таврӑннӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — Донран хӗвел тухӑҫнелле паллӑ мар ҫар орди килни ҫинчен пӗлтерни. Вӗсем Баян хакан ертсе пынӑ аварсем пулнӑ.

Византи дипломачӗсем пӗр тӑхтамасӑр аварсемпе Константинополе тапӑнакан пӑлхарсене хирӗҫ кӗрешме усӑ курнӑ. Ун вырӑнне ҫӗнӗ куҫса ҫӳрекенсене укҫа тата пурӑнма ҫӗр сӗннӗ. Аварсен ҫарӗ йышлӑ мар пулсан та (хӑш-пӗр даннӑй тӑрӑх 20 000 юланутҫӑ) вӑйлӑрах пулнӑ. Тен, аварсен инкеклӗ лару-тӑрӑвӗ пулӑшнӑ — вӗсем хӑйсем хыҫҫӑн пыракан тӗрӗксенчен (тюркютсенчен) тарса хӑтӑлнӑ вӗт. Чи малтан утигурсене тапӑннӑ (560 ҫул), унтан аварсем Дон урлӑ каҫса кутригурсен ҫӗрӗсем ҫине кӗнӗ. Заберган хан Баян хакан вассалӗ пулса тӑнӑ. Кутригурсен малашнехи шӑпи аварсен политикипе тачӑ ҫыхӑннӑ.

566 ҫул тӗлнелле тӗрӗксен малти отрячӗсем Кубань шыв вӑрри районӗнче Хура тинӗс ҫыранӗ патне ҫитнӗ. Утигурсем хӑйсем тӗлӗшпе Тӗрӗк хаканлӑхӗн анӑҫ ҫуначӗн пуҫлӑхӗн Истемин сюзеренитетне йышӑннӑ, унӑн ҫарӗ йышӗнче ӗнтӗ Керчь тинӗс пырӗ хӗрринчи Боспор ятлӑ авалхи крепоҫе ярса илнӗ ҫӗре хутшӑннӑ, 581 ҫулта Херсонес стенисем ҫывӑхне ҫитнӗ.

Пӑлхар патшалӑхӗсене туса хуни. VII—VIII ӗмӗрсем

undefined

Аварсем Панноние кайнӑ тата Тӗрӗк хаканлӑхӗ хавшанӑ хыҫҫӑн (вӑл шалти йӗркесӗрлӗхсене пула хӑйӗн анӑҫ ҫӗрӗсене тытса тӑма пӑрахнӑ) пӑлхар йӑхӗсем каллех хӑйсем ҫинчен пӗлтерме май тупнӑ. Вӗсен пӗрлешӗвӗ Кубрат хан ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ. Онногурсен (уногундурсен) йӑхне ертсе пынӑ ҫак пуҫлӑх пӗчӗкренех Константинопольти император керменӗнче воспитани илнӗ (хӑш-пӗр тавлашуллӑ шухӑшсем тӑрӑх, вӑл 12 ҫулта тӗне кӗнӗ).

632 ҫулта вӑл аварсене пӑхӑнманни ҫинчен пӗлтернӗ те Византи ҫӑлкуҫӗсенче Аслӑ Пӑлхар ят илнӗ пӗрлешӗве ертсе пыма тытӑннӑ. Унӑн территорийӗ Анат Кубань тата Тухӑҫ Азов ҫывӑхне йышӑннӑ, урӑх хаклавсем тӑрӑх — Ставрополь ҫӳллӗшӗнчен тата Фанагорирен пуҫласа Кӑнтӑр Буг таран. 634—641 ҫулсен тӗлнелле Кубрат Византи императорӗпе Ираклипе туслӑ килӗшӳ тунӑ.

Кубрат вилсен (665 ҫул тӗлнелле) унӑн империйӗ арканнӑ, мӗншӗн тесен ӑна унӑн йышлӑ ывӑлӗсем пайланӑ.

Ҫак пайланупа хасарсем усӑ курнӑ. Кубратӑн аслӑ ывӑлӗ Батбаян Азов тинӗсе ҫывӑхӗнче юлнӑ, хасарсен данникӗ пулса тӑнӑ. Тепӗр ывӑлӗ Кӑтрак хӑйӗн йӑхӗн пайӗпе Донӑн сылтӑм ҫыранне кайнӑ.

Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Аспарух хасарсем хӗснипе хӑйӗн ордипе Дунай патне тухса кайнӑ, унта Пӗрремӗш Пӑлхар патшалӑхне никӗсленӗ, ун йышне Дунай леш енчен Балкан ҫурутравне килнисем те кӗнӗ. Ҫапла ку хальхи Пӑлхар пуҫламӑшӗ пулса тӑнӑ.

Пӑлхарсем славянсемпе тата вырӑнти фраки йӑхӗсен юлашкийӗсемпе хутӑшса кайни каярахпа хальхи славян чӗлхиллӗ пӑлхар этносӗ пуҫланса кайни патне илсе ҫитернӗ.

undefined

Кубратӑн тата икӗ ывӑлӗ Кувер (Кубер) тата Альцек (Алцек) Панноние аварсем патне тухса кайнӑ.

Кувер ертсе пынӑ пӑлхарсен пӗр ушкӑнӗ Авар хаканлӑхӗн политикинче пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Дунай Пӑлхарӗ йӗркеленнӗ тапхӑрта Кувер пӑлхава ҫӗкленӗ те Византи енне куҫнӑ, Македонире вырнаҫнӑ. Каярахпа ҫак ушкӑн, ахӑртнех, Дунай пӑлхарсен йышне кӗнӗ.

Альцек ертсе пынӑ тепӗр ушкӑн Авар хаканлӑхӗнчи астулшӑн кӗрешнӗ ҫӗре хутшӑннӑ, ун хыҫҫӑн вара тарма, Баварире франксен патшинчен Дагобертран (629—639 ҫҫ.) хӳтлӗх ыйтма, кайран Италире Равенна ҫывӑхӗнче вырнаҫма тивнӗ. VIII ӗмӗр вӗҫлениччен ҫак пӑлхарсем хӑйсен чӗлхине упранӑ. Булгаро, Болгаро, Булгари хушаматсем халӗ те Апеннины ҫывӑхӗнче упранса юлнӑ, Болоньере вара паянхи кун та «Санта Мария ди Булгаро» чиркӳ пур.

Атӑлҫи Пӑлхар

Пӑлхар йӑхӗсем Вӑтам Атӑлҫи регионне тата Кама ҫывӑхне VIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче куҫнӑ, унта вӗсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркеленӗ[45].

Пӑлхар патшалӑхӗ малтан Хасар хаканлӑхне пӑхӑнса тӑнӑ, вӑл аркансан (960-мӗш ҫҫ.) хӑй тӗллӗнех пулса тӑнӑ. Алмуш вӑхӑтӗнче 922 ҫулта патшалӑх тӗнӗ ислам пулса тӑнӑ. Пӑлхарсем Хусан тутарӗсен, чӑвашсен тата пушкӑртсен этногенезне тӳрремӗнех хутшӑннӑ.

Пӑлхарсен пӗр пайӗ хӑйӗн тӗп ҫӗрӗсем ҫинче юлнӑ— Предкавказьере тата Хура тинӗс хӗрринчи ҫеҫенхирсенче. Часах вӗсем, археологи даннӑйӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым ҫурутравне йышӑннӑ та кӑштах ҫурҫӗр еннелле — Приднепровье ҫеҫенхирӗсемпе вӑрманӗсем еннелле — куҫнӑ. Вӑтам ӗмӗрсенчи ҫӑлкуҫсенче вӗсене X ӗмӗр варриччен асӑннӑ, вӗсем «хура пӑлхарсем» ятпа паллӑ пулнӑ.

Археологи тата палеоантропологи

undefined

Зливкински некрополӗн (Украина)[46], Крым некрополӗсен[47] тата Атӑлҫи тата Дунайҫи Пӑлхар территорийӗнчи вил тӑприсен[48] материалӗсем пӑлхарсем брахиокранлӑ (ҫавра е кӗске пуҫ) европеоидсен шутне кӗнине кӑтартаҫҫӗ[49].

Салтово-маяк культури шутне кӗрекен Зливкински вил тӑприн краниологи материалӗсем тӑрӑх, пӑлхарсен антропологи тӗсне «хавшанӑ монголоидлӑ йӗрсемлӗ, вӑтам калӑпӑшлӑ питлӗ тата пуҫ купташкиллӗ брахикранлӑ европеоидлӑ тӗс» тесе палӑртнӑ[50].

Европеоидлӑ брахиокрани[51] уйрӑм паллӑ енӗсем

  • Ази тата Европа сармачӗсен пайӗ валли[52] (алансемсӗр пуҫне, унӑн антропологи тӗсӗ долихокранлӑ европеоидлӑ пулнӑ[53])
  • Амударья тата Сырдарья юхан шывӗсен хушшинчи иран чӗлхиллӗ халӑхсен некрополӗсен хушшинче протопӑлхарсем пурӑнма пултарнӑ вырӑнсем[54] валли
  • хальхи памир халӑхӗсем валли[55] каяҫҫӗ.

Протопалхарсем европеоидлӑ брахиокранийӗнчен пулса кайни халӑхӑн палеоевропеоидлӑ ушкӑнӗсем тенипе ҫыхӑнать[56].

VIII ӗмӗрчченхи тапхӑрта археологи материалӗнче куҫса ҫӳрекен ытти халӑхсен хушшинче пӑлхарсен этнографи паллисене уйӑрма май килмен. Уйрӑм археологсем ҫыруллӑ ҫӑлкуҫсенче ҫак тӑрӑхра вӑл саманара пӑлхар йӑхӗсем пурӑннине палӑртнӑ хыпарсене тӗпе хурса ҫеҫ малтанхи тапхӑрти пытарусем пӑлхарсен тенӗ[57]. Алексей Комар суханов тӗсӗллӗ ҫынсене утигур тесе шутлама сӗнет. Суханово тӗсӗллӗ палӑксем Ҫурҫӗр Хура тинӗс тӑрӑхӗнче Лихачёвка тӗсӗллӗ палӑксем пекех ҫав зонӑнах йышӑннӑ — Пруто-Днестров юхан шывӗ хушшинчен пуҫласа Анат Атӑл таранах[58][59].

Пытару йӑли-йӗрки

VIIII—IX ӗмӗрсенче масарсем тӑрӑх тунӑ пытару йӑли-йӗрки пирки пӗтӗмӗшле сведенисем: шӑтӑка пытарнисем, кӗлеткесене тӳрӗ кӗтеслӗ тарӑн мар шӑтӑка ҫурӑм ҫине хунӑ. Пуҫа ҫурҫӗрелле е анӑҫалла пӑхнӑ. Пӗрле пулнӑ япаласем: тӑм чӳлмек тата кӑштах аш-какай. Утсем тата хурҫӑ хӗҫ-пӑшалӗ Пӑлхарта пытарнӑ вырӑнсенче тӗл пулма пуҫланӑ. Каярахпа подбойнӑй вил тӑприсем те тӗл пулнӑ. Сӑмахран, вӗсем Ахмед ибн-Фадлан (920-мӗш ҫулсем) ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх Атӑлҫи пӑлхарсен пулнӑ, вӑл Атӑлҫи пӑлхарсем патӗнче хӑй пулса курнӑ:

«Вӗсен мӑсӑльманин тата (е) пӗр-пӗр хӗрарӑм-хорезмийка вилсен, ӑна мӑсӑльман пек ҫуса тасатаҫҫӗ (тепӗр майлӑ, мӑсӑльмансен йӑлипе), кайран ӑна ялавлӑ лавпа пӗчӗккӗн пытармалли вырӑна ҫитиччен илсе каяҫҫӗ. Унта ҫитсен вара вӗсем ӑна лав ҫинчен илсе ҫӗре хураҫҫӗ, унтан ун йӗри-тавра йӗр йӗрлесе ҫаврӑнаҫҫӗ те ӑна (айккинелле) хураҫҫӗ, кайран ҫак лини ӑшӗнче унӑн вил тӑприне чаваҫҫӗ, ун валли айккинче ҫӗр хӑвӑлӗ тӑваҫҫӗ те ӑна пытараҫҫӗ. Ҫавнашкалах вӗсем (пурӑнакансем) мӗн пур вилепе тӑваҫҫӗ»[60].

Малашне подбойра пытарас йӑла Атӑлҫи пӑлхарсен хушшинче вӑйлӑ сарӑлнӑ, археологи материалӗсем тӑрӑх, Хусан тутарӗсем, ҫавӑн пекех пушкӑртсем халӗ те подбойлӑ вил тӑприсем тукалаҫҫӗ[61].

Йӑла

Пӑлхарсен ҫурӗ юрта евер пулнӑ, шалчасем ҫинче ларнӑ, ҫурт варринчи вучах пулнӑ. Ытларах лаша какайне ҫинӗ. Пӗрчӗллӗ культурӑсенчен ытларах вир пулнӑ. Кӗпесе, сӑхман, пашлӑк тата атӑ тӑхӑнса ҫӳренӗ. Куҫса ҫӳрекенсем пулнӑран ытларах тимӗр савӑт-сапапа усӑ курнӑ: блюдӑсем, кумгансем, кубоксем[62].

Пӑлхар обществи старейшинӑсене ертсе пыракан аулсем ҫине пайланнӑ, вӗсен пуҫӗнче патша тӑнӑ. Туй йӑли-йӗркинче калӑм пысӑк вырӑн йышӑннӑ.

Протопӑлхарсен утигур йӑхӗн пуҫ купташкин искусствӑлла майпа деформациленнӗ[63], хӑш-пӗр некропольте ун пек пуҫ купташкисене 80 % таран тупаҫҫӗ[64]. Протопӑлхарсен тепӗр йӑхӗн кутригурсен ку йӑла ытлах тӗл пулмасть. Ҫак йӑла-йӗркене пӗрремӗш хут Вӑтам Ази ҫеҫенхирӗсенче иран чӗлхиллӗ куҫса ҫӳрекенсен хушшинче тупса палӑртнӑ[65], кайран вӑл каярахри сарматсен[66], хунсенчен, кушансен, хорезмиецсен, алансен тата ытти куҫса ҫӳрекен халӑхсен ытларах пулма пуҫланӑ[67].

Хӗҫ-пӑшал

undefined

Протопӑлхарсем малтанхи тапхӑрта палашсемпе усӑ курнӑ, унтан вӗсемпе пӗрлех хӗҫсемпе усӑ курма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех ҫапӑҫу пурттисемпе, кольчугӑсемпе, шлемсемпе, ҫавра щитсемпе, кистенсемпе, булавӑсемпе, сӑнӑсемпе, ухӑсемпе тата ҫӗмренсемпе усӑ курнӑ[68].

Ҫырулӑх

Пӑлхар чӗлхине темиҫе тӗрлӗ ҫырулӑх ҫинче тупса палӑртӑ.

1. Дон-Кубань руна ҫырӑвӗ Хура тинӗс ҫывӑхӗнчи протопӑлхарсен чӗлхине палӑртнӑ, унӑн Кубань варианчӗ, Кызласов шухӑшӗпе, протопӑлхарсен пулнӑ. Дон-Кубань рунӑ ҫырӑвӗн Кубань вариантне Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗп хулинче Пӳлерте тӑм савӑт-сапа ванчӑкӗ ҫинче тупнӑ.

2. Рунӑ ҫырулӑхӗн тепӗр тӗсӗ Балканра паллӑ. Пӑлхар рунӑ ҫырӑвӗн ытларах пайне Мурфатларта тата Плискӑра тупнӑ.

3. Грек ҫырӑвӗпе Пӑлхар патшалӑхӗнче пӑлхар чӗлхине ҫырма май пулнӑ.

Грек сас паллисемпе пӑлхар чӗлхипе ҫырнӑ 15 ҫырни тата ҫырнин фрагменчӗ паллӑ[69].

  • Преславӑра ҫырни — ҫавӑн йышши ҫырнин чи калӑпӑшли.
  • Надь-Сент-Миклошра ҫырни — калӑпӑшӗпе тата пӗлтерӗшӗпе иккӗмӗш ҫырни.
  • Силистрӑри 4 кӗске ҫырни.
  • Плискӑри икӗ пайран тӑракан кӗске ҫырни.
  • Чаталалар тата Попин ялӗсенче тата Плискӑра тупнӑ пайӗ кӑна сыхланса юлнӑ 7 ҫырни; вӗсенчен тӑваттӑшне ҫеҫ куҫарма май пур.

Грек сас паллисемпе ҫырнисем пурте чиккине лайӑх палӑртнӑ пӗр облаҫран — Ҫурҫӗр-Тухӑҫ Болгарирен (Добруджӑпа пӗрле) — пулса каяҫҫӗ. Ун тулашӗнче, Надь-Сент-Миклошра ҫырнисемсӗр пуҫне, ун пек ҫырнисене тупайман. Ҫырнисен чӗлхи патша керменӗн чӗлхине палӑртнӑ.

Тӗн

Язычество

Пӑлхарсен тӗнӗ политеизм сӗмӗллӗ пулнӑ. Арап хронисчӗ Аль-Балхи сведенийӗсем тӑрӑх тӗп турӑ — пӑлхарсен тӗп турри-пултарса яраканӗ «Эдфу» ятлӑ пулнӑ, ытти халӑх хушшинчи ҫавӑн пек туррӑн ячӗсенчен уйрӑлса тӑнӑ:

«Кӑсӑклӑ: кашни халӑхӑн пултараканӑн хӑйӗн ячӗ пур. Арапсем ӑна пӗрелле хисепре Аллах теҫҫӗ, ытти турра Иллах теҫҫӗ; перссем ӑна Хормуз, Изед, Яздан теҫҫӗ. Заратустрӑн вӑл Хормуз ятлӑ, анчах та эпӗ Ход-ехт тата Ход-Борехт ятсене те илтнӗ, ку ахаль кӑна Ҫавӑ тенине пӗлтерет. Инди ҫыннисем тата Синд халӑхӗ ӑна Шита Вабит тата Махадева тесе чӗнеҫҫӗ. Тӗрӗк халӑхӗ ӑна Бир Тенгри тесе чӗнет, вӑл «Пӗртен-пӗр Турӑ» тенине пӗлтерет. Сирири христиансем ӑна Лаха Чура Куадусса тесе чӗнеҫҫӗ. Еврейсем ӑна хӑйсен чӗлхинче Элохим Адонай е Яхия Ашер Яхия теҫҫӗ. Элохим тени вӗсен чӗлхипе «турӑ» тенине пӗлтерет. Эпӗ пӑлхарсем Пултаракана Эдфу тесе чӗннине илтнӗччӗ, эпӗ вӗсенчен хӑйсен йӗрӗхне мӗнле чӗнни ҫинчен ыйтсан мана «Фа» тесе хуравланӑччӗ. Эпӗ ҫавӑн пекех коптсенчен Пултараканӑн ячӗ мӗнлерех пулни ҫинчен ыйтнӑччӗ. Вӗсем ҫапла хуравланӑччӗ: Ахад Шанак»[70].

Тӗпчевҫӗсем пӑлхарсен Эдфуне (Едфу) Памирпа ҫыхӑнтараҫҫӗ, унта вырӑнти иран халӑхӗсем Хӗвелеҫапла теҫҫӗ: ягнобисем — афтоба, пуштунсем — афтаба, гилянсем — эфтегуб, ягулемсем — офтоба. Ҫавӑн пекех ҫав районсенче чи ҫӳл тӳпери хӗвеле Адху тата Едх тесе ят панӑ[71]. В пользу этого говорит сообщение Иоанна Экзарха о том, что булгары поклоняются Солнцу и звёздам.[72]. Иоанн Экзарх та ҫавнах калать: пӑлхарсем Хӗвелпе ҫӑлтӑрсене пуҫҫапнӑ.

Плискӑра тупнӑ археологи япалисем пӑлхарсен зороастризм йӗрӗ пулнине кӑтартаҫҫӗ. Крепоҫре варринче вучах валли тунӑ платформӑллӑ ҫурта тупнӑ, унӑн аналогӗсене зороастриецсем патӗнче тупнӑ[73].

Пӑлхарсем мӑчавӑрсене колобрсем (пӑлхарсен оригиналӗнче колобър) е колобарсем тенӗ[74]. Колобр тени протопӑлхарла — маг, асамҫӑ е священник тенине пӗлтерет тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Феофилакт Симокат тата Фотий шӑпах ҫак сӑмахӑн пӗлтерӗшӗсем ҫинчен ҫырнӑ, авалххи перс чӗлхинче вӑл ҫапла янӑрать — kolobkhar[75].

Византиецӑн Теофилакт Симокатӑн сведенисене илсе кӑтартса эфталито-аварсенне те пӗрпеклӗх тупаҫҫӗ, вӑл вӗсен мӑчавӑрӗсене ҫавӑн евӗр тенӗ пекех асӑнать — бо-колобрӑсем, ҫавӑн пекех сӑмахӑн чи ҫывӑх аналогине авалхи перс чӗлхинчи духовник пӗлтерӗшӗнче тупаҫҫӗ[76][77]

Монотеизм тӗнӗсем

Истори ҫапла пулса тухнӑ: Атӑлҫи тата Дунайҫи пӑлхарӗсен тӑхӑмӗсем тӗрлӗ тӗн ҫулӗпе кайнӑ. Дунайҫи пӑлхарӗсем 865 ҫулта I Борис патша вӑхӑтӗнче Византирен христианство тӗнне йышӑннӑ, Атӑлҫи пӑлхарсем вара Алмуш вӑхӑтӗнче 922 ҫулта — Багдад халифатӗнчен ислам тӗнне. Ислам тӗнне йышӑннисем — Хусан тутарӗсен мӑн аслашшӗсем, ӑна йышӑнмасӑр сылтӑм ҫыран енне куҫса кайнисем — чӑвашсен мӑн аслашшӗсем. Кайран Дунайҫи пӑлхаресене мӑсӑльмансен Осман Империйӗ (Турци) ҫӗнсе илнӗ; Атӑлҫи пӑлхарсене вара — монголсем, каярахпа — христиан тӗнне йышӑннӑ Раҫҫей.

Пӑлхар чӗлхи

Атӑлҫи пӑлхар р-чӗлхи (лингвистикӑра ҫавӑн пекех вӑтам пӑлхар чӗлхи терминпа усӑ кураҫҫӗ) Атӑлҫи Пӑлхарта тата Ылтӑн Уртари Пӑлхар улусӗнче сарӑлнӑ пулнӑ. Унӑн тӳрӗ тӑхӑмӗ чӑваш чӗлхи шутланать. XIII—XIV ӗмӗрсенче Вӑтам Атӑлҫи территоринче («2-мӗш стиль» текен ҫырнисем) арап графикипе ҫырнӑ эпитафисем тӑрӑх паллӑ. Уйрӑм лексемӑсем X ӗмӗрте Ибн Фадлан ҫырнинчен тата Атӑлҫи тата Предуралье халӑхӗсен хальхи чӗлхисенче йышӑннисенчен паллӑ. 1863 ҫулта тутар ӑсчахӗ Хусейн Фейзханов «Вил тӑпри ҫине пӑлхарла виҫӗ ҫырни» статья пичетлесе кӑларнӑ, унта вӑл ӑслӑлӑх обществине пӑлхар эпитафийӗсене чӑваш сӑмахӗсемпе расшифровка тунин кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ. Тепӗр ҫур ӗмӗр иртсен И. Н. Смирнов 1904 ҫулта ҫырнӑ «Атӑлҫи пӑлхарӗсем» ӗҫӗнче ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: пӑлхар чӗлхи — авалхи чӑваш чӗлхи.

Пирӗн икӗ генеалоги йывӑҫҫин пӗрремӗш тӗвви вӑл— чӑваш чӗлхине ытти чӗлхерен уйӑрни, ӑна пӑлхар ушкӑнӗ уйрӑлни тесе палӑртаҫҫӗ. — Дыбо А. В. Хронология тюркских языков и лингвистические контакты ранних тюрков. М.: Академия, 2004. — С. 766.

Ӑнлантарусем

  1. ^ О принадлежности булгар к тюркам см.: Pritsak O.. — Wiesbaden: Ural-Altaische Bibliothek, Otto Harrassowitz, 1955; Баскаков Н. А. Введение в изучение тюркских языков. — М.: Высшая школа, 1969. — С. 210—236; Бешевлиев В. Първобългарите. Бит и култура. — София: Наука и изкуство, 1981. — С. 11—20.
  2. ^ Кузеев Р. Г. Происхождение башкирского народа. Этнический состав, история расселения. — Наука, 1974. — С. 413—425.
  3. ^ Янгузин Р. З. Этногенез башкир // Ватандаш. — 2002. — № 5. — . — ISSN 1683-3554. 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Абу Хамид аль-Гарнати. Ясное изложение некоторых чудес Магриба.
  5. ^ Muncacsi. Ethnographia, VI, Budapest, 1945, стр. 280—281
  6. ^ Karataty, Osman. In Search of the Lost Tribe: the Origins and Making of the Croatian Nation
  7. ^ Danlop D.M. The History of Jewish khazars. New Gersey, P.34.
  8. ^ А. П. Новосельцев. Хазарское государство и его роль в истории Восточной Европы и Кавказа. Гл. 3.2.
  9. ^ Паркер Е. Г. «Тысяча лет из истории татар», 1894 г.
  10. ^ О. А. Федоров «Некоторые вопросы из истории гунн», 2011г
  11. ^ Смирнов А. П. Волжские булгары. М.: ГИМ, 1951.
  12. ^ Проректор Софийского университета св. Кл. Охридский проф. д-р Георгий Бакалов. Малоизвестные факты из истории древних Болгар. http://protobulgarians.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  13. ^ Андрей Киряков. Происхождением древних болгар. http://protobulgarians.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ..
  14. ^ Иван Танев Иванов. Религиозно-солнечное значение болгарского этнонима. http://protobulgarians.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  15. ^ «Болгары», докум. фильм, реж. и сценарист П. Петков, опер. Кр. Михайлов. Производство bTV. 2006 год, Болгария.
  16. ^ Гл. ас. д-р Петър Голийски, СУ «Св. Климент Охридски», Център за източни езици и култури, катедра «Класически Изток» статья «Предговор»
  17. ^ Maenchen-Helfen, Otto J. (1973). «Chapter IX. Language: 5. Iranian names». The World of the Huns: Studies in Their History and Culture. University of California Press. p. 392. ISBN 978-0-520-01596-8
  18. ^ Maenchen-Helfen 1973, p. 384, 443.
  19. ^ Пӑхӑр: О.Прицак. [O. Pritsak The Slavs and the Avars].
  20. ^ Карта центральной Азии по армянской географии «Ашхарацуйц» VII в.: реконструкция С. Т. Еремяна. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  21. ^ Агафий Миринейский. О царствовании Юстиниана. 5.11
  22. ^ Феофилакт Симокатта. История. 7.8.7
  23. ^ Михаил Сирийский, автор XII века, пересказал легенду из более раннего писателя VI века Иоанна Эфесского.
  24. ^ Письменные свидетельства о булгарах IV – VII вв. в свете современных им исторических событий. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ. тата 1. Булгары, уногундуры, оногуры, утигуры, кутригуры. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ. тӑрӑх циататӑланать.
  25. ^ Академик Н. С. Державин. История Болгарии. Т. 1. Происхождение болгарского народа и образование первого болгарского государства на Балканском полуострове. История Болгарии.. Издательство Академии наук СССР, Москва - Ленинград. (1945 год.). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  26. ^ Ж. Войников (Болгария). Древние болгары – кто они? Новый взгляд на старый вопрос. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
  27. ^ Гадло А. В. Этническая история Северного Кавказа IV—X вв. — Л., 1979. — С.57.
  28. ^ М. С. Дринов. Поглед върхъ произхождането на българския народ. Съч.,I,София,1909,стр.65-67; И. Д. Шишманов, назв.соч., стр.529-533.
  29. ^ И. Д. Шишманов, назв.соч., стр.555 и сл.
  30. ^ Rad Jugoslavenske Akademije znanosti, кн.13, стр.229
  31. ^ А.Куник. О родстве хагано-болгар с чувашами по славяно-болгарскому «Именнику». Известия Аль-Бекри и других авторов о Руси и славянах, ч.1, (Приложение к XXXII тому «Записок И. Академии Наук», №2, СПб., 1878, стр.118-161),A.Vambery (Армин-Герман Вамбери). Der Ursprung der Magyaren, eine ethnologische Studie.Leipzig, 1882, гл.V-Bulgaren. стр.50 и сл.; W.Tomaschek (Вильгельм Томашек): 1)Bulgaroi.-Bulgaroi.-Paulys Real-Encyclopädie der classischen Altertumswissenschaft.Neue Bearbeitung von Georg Wissowa-5 Halbband, Stuttgart. 1987.ст.1040 и сл.; / О родстве хагано-болгар с чувашами по славяно-болгарскому «Именнику». Известия Аль-Бекри и других авторов о Руси и славянах, ч.1, (Приложение к XXXII тому «Записок И. Академии Наук», №2, СПб., 1878, стр.118-161),A.Vambery (Армин-Герман Вамбери). Der Ursprung der Magyaren, eine ethnologische Studie.Leipzig, 1882, гл.V-Bulgaren. стр.50 и сл.; W.Tomaschek (Вильгельм Томашек): 1)Bulgaroi.-Bulgaroi.-Paulys Real-Encyclopädie der classischen Altertumswissenschaft.Neue Bearbeitung von Georg Wissowa-5. 2) рецензия на труд Рёслера «Romanische Studient» Zeitschrift für die österreichischen Gymnasien.1872, стр.141-157, 3) рецензия на «Историю болгар» К.Иречека (там же, 1877 стр.674-686); и др..
  32. ^ Обстоятельную критику исходной точки зрения проф. В. Н. Златарского о турецко-татарском происхождении аспаруховых болгар и тесно связанных с нею некоторых деталей древнейшей истории болгарского народа в 1908 г.дал д-р Ганчо Ценов в специальной брошюре «Българите са по-стари поселенци на Тракия и Македония от славяните». Основательной критике тот же автор (Dr. Gantscho Tzenoff) подверг турецко-татарскую теорию в последнем своём труде-Die Abstammung der Bulgaren und die Urheimat der Slaven (Berlin u.Leipzig,1930.стр.33-37). О других работах проф. В. Н. Златарского, равно как и о работах других представителей турецко-татарской теории см.у Шишманова, стр.586-595.
  33. ^ Академик Н.С.Державин. История Болгарии. — Издательство Академии Наук СССР, 1945.
  34. ^ Халиков А.Х. Основные периоды болгарской истории. Ранние болгары в Восточной Европе. ИЯЛИ им. Г. Ибрагимова КФАН СССР, Казань, (1989 год). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
  35. ^ Chronographus anni 354. Cap. XV. Liber generationis. Monumenta Germaniae Historia. Auctor. Antiquissimi, t. Х1, р. 105.
  36. ^ Моисей Хоренский. История Армении, кн. II, 9. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
  37. ^ Вагаршак патшапа унӑн ывӑлӗ Аршак ҫурма халаприсем шутланаҫҫӗ, вӗсем хӑш вӑхӑтра патшара ларнине тӗп-тӗрӗс палӑртман. Аршак пирӗн эрӑччен 190 ҫ. тӗлнелле патшара ларнӑ. Пӑх: Истоки армянской поэзии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  38. ^ Иордан, «Гетика», 36
  39. ^ Тӗслӗхрен Фредегар хӑйӗн хроникинче аварсен хаканлӑхӗнче аварсемпе пӑлхарсен хушшинчи 631 ҫулта пулнӑ вӑрҫӑ пирки каласа кӑтартать, вӗсене унччен тӑтӑшах ытти ҫӑлкуҫра аварсене пӑхӑннӑ кутригурсем пек асӑннӑ, Феофан палӑртать: «соплеменные болгарам котораги» (Хронография, г. 6171), которагсенче ахаль чухне кутригурсене кураҫҫӗ.
  40. ^ В. Т. Сиротенко. Письменные свидетельства о булгарах IV—VII вв.: Славяно-Балканские Исследования, Историография и источниковедение. Академия Наук СССР, Институт Славяноведения и Балканистики. Изд. «Наука», Москва, 1972. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
  41. ^ «Премудрого Манассии летописца, събрание летно». ГИМ. Синод. рукопись № 38, л. 78; «При Анастасии цри начаше блъгаре поемати зема сия, пршедше у Бъдыне. И прежде начаше поемати долная зема Охридская. И потом сия зема въса». 79-мӗш хут ҫинче: «От исхода же българом до нин 870 лет». Ҫапла май 78-мӗш хут листи ҫинчи глосса Анастасий патшара ларнӑ вӑхӑтра (491—518) Балкан ҫурутравне пӑлхарсем пырса кӗнине ҫирӗплетет. 79-мӗш хут ҫинчи глосса вара пӑлхарсем Каспи тӑрӑхӗнчен Анастасий вӑхӑтӗнче мар, вӑл вӑхӑтрах маларах, 475 ҫулта ҫитнине кӑтартать. Алҫыру вӗҫӗнче (140-мӗш хут) ӑна 6853 ҫулта хатӗрлени пирки палӑртнӑ, тепӗр май калдасан 1345 ҫулта. Ҫакӑнтан ҫапла тухать: пӑлхарсем «тухса килни» 1345 ҫултан 870 ҫул кӑларсан пулса тухнӑ. Пӑхӑр: [1] , Wayback Machine çинчи 2008 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнчи копийӗ
  42. ^ Павел Диакон каланӑ тӑрӑх, остготсем ҫапӑҫура пӑлхарсен корольне Бузана вӗлернӗ (Pauli. Hist. Romana, XV, 11, Monum. Germ. Hist. AA II, р. 213—214.). Тӗрӗс датӑна Константинопольте Марцеллин Комит хроники тӑрӑх 491 ҫулта пулнӑ пысӑк пушарпа ҫыхӑнтарса палӑртаҫҫӗ.
  43. ^ Хроника Марцеллина Комита. 499 г.: «Bulgares Thraciam deuastantes»
  44. ^ Хроника Марцеллина Комита. 502 г. Феофан хӑйӗн «Хронографийӗнче» ҫак пырса тапӑннине 5994 ҫул тесе (502 е 503 ҫулпа пӗр килет) асӑрхаттарупа палӑртнӑ: «Так называемые булгары вторгались в Иллирию и Фракию, о которых никто до того ничего не знал.»
  45. ^ Казаков Е. П. «Культура ранней Волжской Болгарии (этапы этнокультурной истории)», М. 1992 г.
  46. ^ Плетнева С. А. От кочевий к городам. Салтово-маяцкая культура — М., 1967.- С.39.
  47. ^ Беневоленская Ю. Д. Антропологические материалы из средневековых могильников юго-западного Крыма. - МИА, 1970, № 168. — С.196
  48. ^ Салтово-маяцкая культура; Плетнева С. А. Очерки хазарской археологии. М.,1999. Афанасьев Г. Е. Где же археологические свидетельства существования Хазарского каганата? // Российская археология 2001. — № 2. — с.43-55.
  49. ^ Ҫак ӗҫӗн вырӑсла куҫарнӑ библиотгрефипе паллашӑр: D. Dimitrov, The Proto-Bulgarians north and west of the Black Sea, Varna, 1987
  50. ^ Герасимова М. М., Рудь Н. М., Яблонский Л. Т. «Антропология античного и средневекового населения Восточной Европы», 1987
  51. ^ Антропологический тип включает в себя набор параметров черепа. Обычно приводится лишь один, черепной индекс (соотношение длины и ширины головы), как наиболее устойчивый для разделения сильно отличных рас.
  52. ^ Материалы к краниологии сарматов Багашев А. Н. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  53. ^ Фальсификаторам истории происхождения осетин " iratta.com : Осетия — Алания и Осетины — Аланы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
  54. ^ Гинзбург В. В. Этногенетические связи населения Сталинградского Заволжья (Антропологические материалы Калиновского могильника // МИА. № 60.-С.572.
  55. ^ Эфталиты и их соседи в IV в. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
  56. ^ А. Баяр книга «Тайная история татар»
  57. ^ Плетнева С. А. Болгары // Плетнева С. А. От кочевий к городам. Салтово-маяцкая культура. — .
  58. ^ Комар А. В. Памятники типа Суханово: к вопросу о культуре булгар Северного Причерноморья 2-й половины VI — начала VII в..
  59. ^ Комар А. В. Кутригуры и утигуры в Северном Причерноморье. — Киев-Судак, 2004. — .
  60. ^ Путевые заметки Ахмеда ибн Фадлана. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
  61. ^ Дроздова Галина Ивановна. Погребальный обряд народов Волго-Камья XVI—XIX веков (по археологическим и этнографическим материалам)
  62. ^ Исторические и культурные достижения Волжской Булгарии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  63. ^ Деформация черепа в младенческом возрасте с помощью давящей повязки.
  64. ^ Русский перевод D. Dimitrov, The Proto-Bulgarians north and west of the Black Sea, Varna, 1987
  65. ^ Т. К. Ходжайов. Обычай преднамеренной деформации головы в Средней Азии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
  66. ^ Смирнов К. Ф. Курганы у сел Иловатка и Политотдельское Сталинградской области// Материалы и исследования по археологии СССР. Вып 60. Т.1. — М., 1959.9
  67. ^ Бернард С. Бахрах. История алан на Западе. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  68. ^ Булгарское вооружение X—XII веков. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  69. ^ Supplement 1. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  70. ^ Перевод с болгарского. M. Tahir, Le livre de la creation de el-Balhi. Paris, 1899, v. IV, p. 56
  71. ^ П. Добрев. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  72. ^ Иоанн Экзарх. «Шестоднев». 10 век.
  73. ^ Протобулгары причерноморья. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  74. ^ Христо Буковски «Вълча следа към богомолите». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  75. ^ Иван Танев Иванов. Религия протобулгар.:

    Теофилакт Симоката обяснява аварската дума Bookolabrax с гръцките думи Magox — магьосник и iereux — свещеник, а Фотий [Theophyl. Sim. Ed de Boor, 53, 14-19] направо нарича bookolobra tou magou, т.е, бо-колобър — магьосникът!! При скитите kalana — магьосник, жрец. Това подкрепя нашето обяснение колобър = магьосник, вълшебник.

  76. ^ Иван Танев Иванов, «Религия протобулгар». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  77. ^ The language of the Asparukh and Kuber Bulgars, Vocabulary and grammar. Words, preserved in the historical and archaeological monuments from the VI—X cc. AD цитата «Kolobar — closest analogies kolobkhar — a cleric (Persian)». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Shirakatsi, Anania, The Geography of Ananias of Sirak (Asxarhacoyc): The Long and the Short Recensions. Introduction, Translation and Commentary by Robert H. Hewsen. Wiesbaden: Reichert Verlag, 1992. 467 pp. ISBN 978-3-88226-485-2
  • Бакалов, Георги. Малко известни факти от историята на древните българи. Списание Наука. Съюз на учените в България. Том 15 (2005) Книжка 1. (на болгарском)
  • Добрев, Петър. Непознатата древна България. София: Издателство Иван Вазов, 2001. 158 стр. (на болгарском) ISBN 954-604-121-1
  • Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. Казань, 1902.
  • Ковалевский А. П. Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн Фадлана // Учёные записки научно-исследовательского института языка, литературы и истории при Совете Министров Чувашской АССР. Вып. IX. — Чебоксары, 1954. 46 с.
  • Ковалевский А. П. Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн-Фадлана. Чебоксары, 1965.
  • Рудаков В. Е. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
  • Смирнов А. П. Волжские булгары. Москва, 1951.
  • Смирнов А. П. Древняя история чувашского народа. Чебоксары, 1948.

Темӑпа ҫыхӑннисем