Перс чĕлхи

Persian Language Location Map.svg

Перс чĕлхи (е фарси, زبان فارسی — zabân-e fârsi) — иран чĕлхисен шутне кĕрекен, вĕсен хушшинче чи анлă сарăлнă чĕлхе. Иранра официаллă чĕлхе шутланать.

Иранра ку чĕлхепе халăхăн 80% калаçать — 50 млн патнелле. Тĕнче шайĕнче чĕлхене пĕлекенсен шучĕ 61 млн çитет.

Перс çырулăхĕпе усă кураççĕ, вăл арап çырулăхĕн никĕсĕпе тĕпленнĕ. Унта арап çырулăхĕнчи 28 саспалли тата 4 хушма паллă пур. Хушма паллисене перс чĕлхинчи ятарлă сасăсене кăтартма кĕртнĕ. Сылтăмран сулахаялла çыраççĕ.

Арап чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем нумай. Ку вăл VII ĕмĕрте Иран çĕрне арапсем тытса илнĕ вăхăтпа çыхăннă.

undefined

Морфологи

Перс чĕлхи флактивлă аналитикăллă.

Ятсем

Чĕлхере япала, паллă, хисеп ячĕсемпе местоимени пур. Япала ячĕн хисеп категорийĕпе паллăлăхпа паллăмарлăхĕ пур. Паллă ячĕсем танлаштару степенĕпе, местоименисем — сăпат категорийĕпе уйрăлса тăраççĕ. Пур ятсем те аналитикăллă йĕркеленеççĕ, сăмахсем агглюнативлă майпа хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтрах аффикссен шучĕ нумай мар.

Япала ячĕсен падеж форми çук.

Чăваш чĕлхинчи пекех хисеп ячĕ пур чухне нумайлăх хисепне усă курмаççĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Lewis, M. Paul, Gary F. Simons, Charles D. Fennig: Statistical Summaries. Summary by language size. Language size (англ.). Ethnologue: Languages of the World. Dallas: SIL International (2017).

Темӑпа ҫыхӑннисем