Древлянсем


Древля́нсем — украин Полесье тăрăхĕнче (ытларах Житомир облаçĕнче тата Киев облаçĕн анăçĕнче) пурăннă тухăç славян йăхĕ.

Тухăç енчен вĕсен çĕрĕсем Днепр таран, çурçĕр енче Припяте çитнĕ пулнă (урлă каçсан дреговичсем пурăннă). Киев Руçне пĕтĕмпех Ольга кнеçне 946 çулта кĕртнĕ.

Древлянсем, хăшпĕр историксем çулçырăвĕсене тĕпчесе пĕлнипе, дреговичсем, тăнăвар полянĕсем, кривичсем (полочансем) пекех, VI—VII ĕмĕрсенче Днепр тăрăхне килсе тухнă шурă хорватсемпе, сербсемпе тата хорутансемпе хутшăннă[1][2][3].

Святослав патне Висанти императорĕ Иоанн Цимисхий çырнă хутра Игорь кнеç шăпи пирки асăрхаттарнă, ăна Ингер тенĕ. Императора Лев Диакон çапла çырнă: Игорь кнеç темле германсем çине харçăпа кайнине, тыткăна лекнине, йывăçсем тăррине çыхса иккĕне çурнине асăннă.[4]

В. В. Седов[5] волынянсене, древлянсене, полянсене тата дреговичсене тухăç славянсен кăнтăр-анăç турачĕ çинчи «дулеб группине» пухать. Аналогилле курăма И. П. Русанова, [6], Г. Н. Матюшин[7], çаплах В. В. Богуславский тата Е. И. Куксина тытаççĕ [8].

Генезис

Древлянсен ареалĕ Лука-Райки культурин территорипе танах пулать.

Древлянсем ята, çулçыравçи пĕлтерĕвĕсемпе, йăх вăрманта (выр. лес) пурăннинчен панă.

Антропологи

Древлянсем, малтан кунта пурăннă ăру-йăх пекех, сарлака питлĕ тата мезокефаллă тĕслĕ пулнă[9][10].

Археологи хыпарĕсем

undefined

Вилесене çунтарса пытарнă[11].

Киева пăхăнни

Асăрхавсем

  1. ^ Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
  2. ^ Соловьев С. М., История России с древнейших времен.
  3. ^ ЛѢТОПИСЬ ПО ЛАВРЕНТЬЕВСКОМУ СПИСКУ
  4. ^ Лев Диакон, «История», кн. 6.10
  5. ^ Седов Валентин Васильевич. . — Мускав: Языки славянской культуры. — (Studia Historica). — ISBN 5-94457-065-2.
  6. ^ Русанова Ирина Петровна. . — Мускав: Наука.
  7. ^ Матюшин Геральд Николаевич. . — Мускав: Просвещение. — ISBN 5-09-004958-0.
  8. ^ Богуславский Владимир Вольфович, Куксина Елена Ипполитовна. . — Олма-Пресс. — ISBN 5-224-02249-5.
  9. ^ славяне. Антропология и этническая история (битая ссылка)( ӗҫлемен каҫӑ)
  10. ^ Т. И. Алексеева, Восточные славяне. Антропология и этническая история.
  11. ^ Звiздецкий Б. А. Городища IX—XIII вв. на територii лiтописних древлян. Киiв. 2008.

Темӑпа ҫыхӑннисем