Аспарух
РАН экспертизи
РАН экспертизи


тӗрӗслесе тухнӑ
Ҫын пирки | |
Аспарух | |
| |
Çуралнă вăхăт | патнелле 640 |
---|---|
Вилнĕ вăхăт | 701 или 700 |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Ашшĕ | Купрат |
Ачисем | Тервель[d][1] |
![]() |
Аспарух (болг. Аспарух) (Исперих, Есперих, Испор, Еспор, Есперерих, Аспар-хрук) (640 тĕлнелле — 700) — Дуло ӑрӑвӗнчи(выр.)чăв. пӑлхар ӗмпӗвӗ. Дунай ҫинчи пӗрремӗш Пӑлхар патшалӑхне(выр.)чăв. никӗслекенӗ[2].
Кун-çулĕ
Ҫулпуҫ
Аспарух — Аслӑ Пӑлхар ханӗн Купратӑн виҫҫӗмӗш ывӑлӗ. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн 665 ҫулта пӑлхар уртин пӗр пайне, тӗпрен илсен оногур(выр.)чăв. йӑхне, еткерлӗхе илнӗ. Пайланнипе пӑлхарсем хавшанипе усӑ курнӑ хасарсемпе вӑрҫӑ вӑрҫма тивнӗ. Вӗсем хӗснипе Аспарух хӑйӗн йӑхӗпе Дунай леш енне куҫса кайнӑ.
Пӑлхар уртине Купратӑн пилӗк ывӑлӗ хӑйсем хушшинче пайланӑ. Аспарух пайланӑва пала хавшанӑ халӑха хушма вӑй кирлине ӑнланнӑ. Ҫакӑн пек пулӑшӑва вӑл Фраки, Валахи ҫӗрӗсенче тата Хура тинӗс ҫывӑхӗнчи ҫӗрсенче пурӑнакан славян йӑхӗсенче(выр.)чăв. курнӑ.
Висантирен Добруджӑна(выр.)чăв. ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн 679 ҫулта пӗрремӗш Пӑлхар патшалӑхне никӗсленӗ[3]. Пӑлхарсемпе славянсем килӗшӳ тунӑ — славянсем Висантипе ҫапӑҫнӑ чух пехота пулнӑ, пӑлхарсем — утлӑ ҫар. Константин IV(выр.)чăв. императорӑн пӑлхар ҫӗрӗсене парӑнтарма кӑлӑхах хӑтланнӑ хыҫҫӑн, Онгал патӗнчи ҫапӑҫура(выр.)чăв. Висанти ҫарне ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн 681 ҫулта Пӑлхар патшалӑхне йышӑнма тивнӗ. Пӑлхарсем малтанах ҫар элити шутланнӑ, славянсем — ахаль халӑх. Пӑлхарсем славяна тухас пулӑм Аспарух вӑхӑтӗнчех пуҫланнӑ. Славянсемпе пӗрлешни Аспаруха тухӑҫра хасарсемпе, кӑнтӑрта Висантипе ӑнӑҫлӑ ҫапӑҫма май панӑ.
Расширившись таким образом они возгордились и начали нападать на лагери и местечки под властью римскою находившиеся, и людей уводили в плен: почему царь принужден был заключить с ними мир, согласившись платить ежегодную дань к стыду римского народа по множеству неудач его[4].Летопись Феофана Исповедника
Ку йышӑну политика тӗлӗшӗнчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ҫӗнӗ патшалӑх кӳршӗллӗ ҫӗршывсен хисепне хӑвӑрт тивӗҫнӗ:
Странно было слышать и дальним и ближним, что подчинивший себе данниками все народы на востоке, на западе, на севере и на юге, теперь сам должен был уступить презренному вновь появившемуся народу[4].
689 ҫулта Аспарух Висантипе тунӑ мирлӗ килӗшӗве татса унӑн ҫарне Фракире ҫапса аркатнӑ. Ҫакӑн валли сӑлтав Юстиниан II(выр.)чăв. Македоние харҫӑпа кайни пулса тӑнӑ. Унӑн тӗллевӗ вырӑнти славянсене Кӗҫӗн Азие куҫарасси пулнӑ. Пуҫламӑшӗнче ӑнӑҫлах пулса пынӑ, вӑл пӑлхарсемпе славянсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Ахӑртнех вӑл Македонире пурӑнакан пӑлхар уртин пайӗпе, Аспарухӑн кӗҫӗн шӑллӗ Кубер хан ертсе пынӑ пӑлхарсемпе ҫапӑҫнӑ пулӗ. Юстиниан II Фессалоникине ҫитет те славянсен пысӑк йышне Кӗҫӗн Азие куҫарать. Анчах та каялла таврӑннӑ чухне Фракири ту хушӑкӗсенче ӑна Аспарух ертсе пыракан пӑлхар ҫарӗ кӗтсе тӑнӑ. Пӑлхарсем хупӑрласа илнӗ Юстиниан II аманнӑ нумай ҫынпа аран тухса кайма пултарнӑ, унӑн ҫарӗсене аркатса тӑкнӑ.
«Именник болгарских ханов»(выр.)чăв. ҫӑлкуҫ тӑрӑх, Аспарух тытӑмлӑхӗ 61 ҫула тӑсӑлнӑ, анчах ҫакна тӗрӗсех мар тесе йышӑнаҫҫӗ. Пӑлхарсен XI ӗмӗрти «Апокрификӑлла летопиҫсем» тӑрӑх Аспарух хасарсемпе Дунай ҫинчи ҫапӑҫса пуҫ хунӑ.
Унӑн кунҫулӗ пирки тӗп сведенисем Висанти авторӗсен — Феофан Исповедникӑн(выр.)чăв. тата Константинополь патриархӗн Никифорӑн(выр.)чăв. — хроникисенче пур.
Аспарух хан вилӗмӗ
Хӑш-пӗр пӑлхар историкӗсен версийӗ тӑрӑх, Аспарух ханӑн вилтӑприне Днепр юханшывӗ хӗрринче Вознесенка ялӗ (халӗ Запорожье(выр.)чăв. хулине кӗрет) ҫывӑхӗнче тупнӑ[5].
Вознесенкӑра тупнӑ мул тупринче ылтӑн тата кӗмӗл япаласем нумай, ҫав шутра кӗмӗл ӑмӑрткайӑк кӗлетки те пур, ун ҫинчи символсене Аспарух вилтӑприйӗ вырӑнӗ текен теори майлисем Дуло ӑрӑвӗн эмблеми пек интерпретацилеҫҫӗ тата пӑлхар рунисемпе «Еспор» тесе ҫырнӑ теҫҫӗ. 2007 ҫулта Вознесенкӑран илнӗ тӑпраллӑ саркофага патшалӑхӑн ятарлӑ церемонийӗпе Велико-Тырново(выр.)чăв. хулинчи Севастири Хӗрӗх мучениксен ячӗллӗ чиркӗвӗнче вырнаҫтарнӑ[6][7]. 2010 ҫулта облаҫри пӑлхар культурин пӗрлӗхӗ тата Запорожьери пӑлхарсен историлле астӑвӑмне упраса хӑварассишӗн пыракан юхӑм пуҫарӑвӗпе Аспарухӑн асӑну хӑмине уҫнӑ.
Хальхи вӑхӑтри астӑвӑм
Пӑлхар наци телекуравӗ ирттернӗ «Чи аслӑ пӑлхарсен» рейтингӗнче Аспарух хан III вырӑн йышӑннӑ.
Хана чысласа Исперих(выр.)чăв. хулине ун ятне панӑ, Болгарири чи пысӑк кӗпере — Аспарух кӗперӗ ят панӑ, ҫавӑн пекех Болгарири хуласемпе ялсенче чылай урам ун ячӗпе хисепленет. Болгарире ӑна чысласа нумай палӑк вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен чи пысӑкки — Добрич(выр.)чăв. хулинче.
Фильмсем
«Болгары», документлӑ фильм, режиссёрӗ тата сценарисчӗ — П. Петков, операторӗ — Кр. Михайлов. bTV ӳкернӗ. 2006 ҫул, Болгари.
«Хан Аспарух», кинофильм, 1981 ҫ., реж. Людмил Стайков, Евгени Константиновӑн «Дрезговини» романӗпе, София, Болгари.
Ӑнлантарусем
- ^ Lundy D. R. Asparukh, King of Bulgaria // The Peerage (англ.)
- ^ Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- ^ Николаев Николай. Прибытие гонца из Волжской Болгарии к хану Аспаруху . youtube.com (14 Раштав уйӑхӗн 2012). Пӑхнӑ кун: 18 Пуш уйӑхӗн 2025.
- ^ 1, 2 Летопись Феофана Исповедника . Пӑхнӑ кун: 30 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008. Архивланӑ 29 Чӳк уйӑхӗн 2010 ҫул.
- ^ «Болгары», докум. фильм, реж. и сценарист П. Петков, опер. Кр. Михайлов. Производство bTV. 2006 год, Болгария
- ^ Препогребваме Аспарух и още четирима владетели : : Novinar.net( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Погребват Аспарух и Кубрат във Велико Търново 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
- Именник болгарских ханов.
- Иоахим Вернер, «Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский», «Софийские новости» хаҫат, 1985, кӑрлач, 9.
- Бичурин Н. Я., «Собрание сведений».
- Попов А. «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
- Каховский В. Ф., «Происхождение чувашского народа", 2003.
- Кури Вантер, «История чувашского народа», Шупашкар, библиотека ж-ла «Ялавпа» (Знамя), 1990.
- «Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)», издательство «Наука», Москва, 1987.
- Мизиев И. М., «История Карачаево-балкарского народададада»
- К. Иречек, «История болгар», Варшава, 1877.
- Гумилёв Л. Н., «Древние тюрки»
- Евгени Константинов, «Дрезговинини», роман, София, «Народна младежи», 1960.
- Бележити българи (под ред. на Пламен Павлов), т. I. София, «Световна библиотека», 2012.
- Димов, Г. Солид на българския владетел Аспарух // АНАМНЕЗА. – 2011 – Ҫулталӑк. VI, кн. 3-4. — С. 132—148.
- Никифор, патриарх Константинопольский, «Краткая история со времени после царствования Маврикия».
- Феофан Исповедник, «Жизнеописания византийских царей».
- «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта».
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.
Каҫӑсем
- Краткая история со времени после царствования Маврикия, Никифор, патриарх Константинопольский
- Жизнеописания византийских царей, Феофан Исповедник
- д-р Дориян В. Александров. Българската позиция за гроба на кан Аспарух, историческо дружество «Българска Орда — 1938»
Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем |
---|
Аспарух | Альших | Кăтра Паттăр | Кувер | Купрат | Питпуян | Урхан | |
Купрат ханăн ывăлĕсем |
|
---|---|