Руҫ
Руç (ав.-выр. и чирк.-слав. рѹсь, Шаблон:Lang-orv2; ав.-сканд. Garðaríki; Шаблон:Lang-gkm; лат. Russia, Rossia; Ruthenia) — Тухăç Европăри анлă этнос-культура регионĕ, тухăç славян çĕрĕсен тахçанхи ячĕ.
Чи малтан асӑннисем
Хӗвеланӑҫ Европӑри, арапсен тата Византири ҫӑлкуҫсем
«Рос халӑхне» чи малтан 839 ҫулта асӑннӑ. Бертин анналӗсенче Византи императорӗ Феофил франксен императорӗ Людовик Ырӑ ӗҫлӗ патне элчӗсем яни пирки, элчӗлӗхпе пӗрле вара ҫаксене яни пирки каланӑ[1]:
…хӑйсене, урӑхла каласан хӑйсен халӑхне, рос тесе калани пирки, вӗсен хакан ятлӑ королӗ хӑйсене ун патне [Феофил патне], хӑйсем палӑртнӑ тӑрӑх, туслӑх пултӑр тесе яни пирки калакан хӑш-пӗр [ҫынсене]. Вӑл [Феофил] ҫӳлерех асӑннӑ ҫырӑвӗнче император кӑмӑл туса вӗсене хӑйӗн империйӗ урлӑ хӑрушсӑр каялла таврӑнма ирӗк тата пулӑшу пама ыйтнӑ, мӗншӗн тесен Константинополе килнӗ ҫул шутсӑр тискерлӗхпе уйрӑлса тӑракан чи хӑрушӑ варвар йӑхӗсен хушшипе иртнӗ…
Вӗсем килнин сӑлтавне тӗплӗнрех тӗпчесе, император вӗсем свеонсен халӑхӗнчен пулнине пӗлнӗ, вара вӗсем туслӑх ыйтакансем мар, ҫав ҫӗршыври тата пирӗн ҫӗршыври разведчиксем тесе шутланӑ; вӑл вӗсем унта таса кӑмӑлпа килнӗ-и е ҫук-и тенине тӗрӗссипех пӗличчен хӑй патӗнче тытса чарма йышӑннӑ.
Тӳррӗн илсен, франксен летописецӗ рос сӑмахпа халӑх ятне палӑртать, анчах вӑл ҫак даннӑйсене россенчен хӑйсенчен илнӗ-и е ӑна византисем урлӑ каласа панӑ-и — ку паллӑ мар. Ку пулӑм Авалхи Вырӑс патшалӑхӗ йӗркеленичченех пулса иртнӗ[2]. Руссен королӗн хакан ячӗ, ахӑртнех, хасарсенчен кӗнӗ пулмалла, хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсен шутӗнче, ҫакӑ тухӑҫ славянсен ҫӗрӗсем ҫинче Рюрик киличченех патшалӑх йӗркелӗвӗ, ҫавӑн пекех Вырӑс каганачӗ тени пулнине ҫирӗплетсе парать пулмалла. Итали королӗн Беренгарӑн 949 ҫулта Византие янӑ элчи Кремона Лиутпранчӗ нормансене шӑпах византисем россем тесе ят панине пӗлтерекен версие каласа парать[3]:
XV. Ҫурҫӗр енче пӗр халӑх пур, ӑна грексем сӑн-сӑпачӗ тӑрӑх Rousios тесе калаҫҫӗ, эпир вара пурӑннӑ вырӑнне кура «нормансем» тетпӗр. Тевтон чӗлхипе «норд» вӑл «ҫурҫӗр» тенине пӗлтерет-ҫке, «ман» вара — «ҫын»; ҫакӑнтан — «нормансем», урӑхла каласан «ҫурҫӗр ҫыннисем». Ҫак халӑхӑн королӗ [ун чухне] Ингер [ Игорь Рюрикович ] пулнӑ…
Кремона Лиутпранчӗ 960 ҫул тӗлнелле ҫырнӑ хӑйӗн «Антаподосис» кӗнекинче Игорь Рюрикович 941 ҫулта Константинополь ҫине ӑнӑҫсӑр харҫӑпа кайни пирки каласа панӑ. Лиутпранд византисем россене сӑн-сӑпатри хӑш паллине кура ҫапла ят пани пирки тӗплӗн ӑнлантарман.
Аль-Масуди X ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче ятӑн пӗлтерӗшне ҫапла ӑнлантарнӑ: «Византисем вӗсене [руссене] русийа теҫҫӗ, ҫак [сӑмахӑн] пӗлтерӗшӗ — „хӗрлӗ, хӗрлӗ-сарӑ“». Хӑйсен ҫулҫӳрев ҫырса кӑтартӑвӗсенче арапсем руссен пит-куҫӗ хӗрлине уйрӑмах палӑртаҫҫӗ. 922 ҫулта руссене тӗл пулнӑ Ибн Фадлан вӗсене ҫапла ҫырса кӑтартнӑ: «Вӗсем пальмасене евӗрлӗ, пит-куҫӗ хӗрерсе тӑракан хӗрлӗ ҫынсем»[4].
Этнонима ҫавӑн пекех IX ӗмӗрхи ытти ҫӑлкуҫсенче те тӗл пулма пулать: Византи тата «Дунайтан ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ хуласемпе облаҫсене ҫырса кӑтартни» историри документӗнче (Ruzzi формӑпа). Юлашкинче руссем хасарсен кӳршисем пулни пирки пӗлтереҫҫӗ. В. Седов шутӗнче, X ӗмӗрхи тухӑҫри авторсен пӗлтерӗвӗсенчен вӗсем Хӗвелтухӑҫ Европӑри славянсен пӗр-пӗр йӑх ушкӑнне русь тесе шутлани паллӑ. Хӑш-пӗр историксем «русь» ята VI ӗмӗрхи сири ҫӑлкуҫӗнчи Hros этнонимпа танлаштарни тавлашуллӑ пулса тӑрать[5].
С. Л. Николаев лингвист каланӑ тӑрӑх, Руҫпа Рудрсланд-Руден-Руслагенӑн этимологи, этнологи тата династи ҫыхӑнӑвӗсем вӑтам ӗмӗрсенчи хӗвеланӑҫ европӑри кӗнекеҫӗсен ӗҫӗсенче палӑрнӑ, вӗсем Руҫ вӑл швед-руденсен ҫӗршывӗ тесе шутланӑ, ав.-швед. Rōþin-. Ҫак швед этнонимне Ruthen- тесе транскрипциленӗ (унта -th- хушнӑ, вӑл авалхи саксон, авалхи акӑлчан тата авалхи ҫӳлти нимӗҫ чӗлхисенче шӑл хушшинчи янӑравлӑ спирант [ð] сасӑ парать). Ҫакӑнтан, палӑртнӑ тӑрӑх, тухӑҫ славянсене, Руҫе тата Раҫҫее, тӗпрен илсен вӗсен хӗвеланӑҫ пайне, палӑртмалли вӑтам ӗмӗрсенчи латинла Rutheni, Ruthenia сӑмахсем пулса кайсан тӑраҫҫӗ. Европӑра Руҫ, Раҫҫей тӗлӗшпе ҫак термина чи малтан XII ӗмӗрче Гервасий Тильберийский ҫырса хӑварнӑ, вӑл хӑйӗн «Географинче» Лукан каярахри рим ҫыравҫин «Solvuntur flavi longa statione Rutheni» фразине цитатӑласа «Польша пӗр енчен Рутенипе чикӗленет» тесе ҫырнӑ. Лукан германсен йӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ, танл. rex Rutenorum, XII ӗмӗрхи Аугсбург анналӗсенчи локализацилемен герман-рутенсен королӗ, унта Николаев шутӗнче швед руденӗсене рутенсем тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек ятлӑ урӑх герман йӑхӗсем паллӑ мар. Н. Т. Беляев (1929) вӑтам ӗмӗрсенчи герман ҫыравҫисен руссен тата рутенсен (Rutheni, фрикативлӑ [ð] сасӑпа) ятне сахал паллӑ тухӑҫ фризсен (x)рюстр (Hriustri, вӗсенчен Везер вӑрринчи Rüstringen графлӑх ячӗ пулса кайнӑ) йӑхӗпе танлаштарнӑ. Николаев ҫак версие йышӑнмасть, мӗншӗн тесен ҫак этнонимра хронологи йӗркипе [hriust-] (хриуст-/хрьюст-), [riust-] (риуст-/рьюст-), [rüst-] (рюст-) тесе илтӗннӗ, анчах хӑш чухне те [rust-] (руст-) пулман. Унӑн шутӗнче, руссене «рустрсем» тесе этимологилесси куккӑшӗ Рюстрингенра бенефиций тытса тӑнӑ Дорестад Рёрекӗ датчанина Рюрик вырӑс кнеҫӗпе танлаштармалли ӑсра шутласа кӑларнӑ хӑтлануран килет[6].
Вырӑс ҫӑлкуҫӗсем
XII ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи «Иртнӗ ҫулсен повеҫне» кӗнӗ тексчӗсем упранса юлнӑ X ӗмӗрхи Руҫ Византипе тунӑ килӗшӗвӗсем пӗрремӗш паллӑ вырӑс ҫырулӑх палӑкӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсенче русь халӑхне, вырӑс кнеҫне, вырӑс саккунне (руссен тивӗҫ-ирӗк йӑлине) асӑннӑ, ҫавӑн пекех Вырӑс ҫӗрӗ тата вырӑс ҫыннисем терминсемпе усӑ курнӑ. 907 ҫулхи вырӑссемпе Византи хушшинчи килӗшӗвӗнче ҫапла каланӑ: «Олегпа унӑн ҫыннисене вырӑс саккунӗ тӑрӑх тупа тутарнӑ: вӗсем хӑйсен хӗҫпӑшалӗпе, хӑйсен Перун туррипе тата выльӑх-чӗрлӗх турри Волоспа тупа туса тӑнӑҫлӑх ҫирӗплетнӗ». 911 ҫулхи вырӑссемпе Византи хушшинчи килӗшӗвӗнче ҫапла каланӑ: «Эпир вырӑс йӑхӗнчен [15 элчӗ ятне асӑннӑ] Олег аслӑ вырӑс кнеҫӗ янӑскерсем… христианинсемпе Русь хушшинче нумай ҫул хушши пулнӑ юратулӑха пирӗн кнеҫӗмӗрсем кӑмӑлланипе тата хушнипе, унӑн аллинче тӑракан пӗтӗм руҫ ятӗнчен сыхласа хӑварма тата пӗлтерме». «Вырӑс йӑхӗнчи» элчӗсен ҫак ячӗсенчен иккӗшӗ финсенчен, ыттисем скандинавсенчен пулса кайнӑ (хытаркачсенче авалхи скандинавла варианчӗсене кӑтартнӑ): Карлы (Karli), Инегелдъ (Ingjaldr), Фарлофъ (Farulfr), Веремудъ (Vermu(n)dr), Рулавъ (Rollabʀ), Гуды (Góði), Руалдъ (Hróaldr), Карнъ (Karn), Фрелавъ (Friðláfr), Рюаръ (Hróarr), Актеву (фин.), Труанъ (Þrándr), Лидуль (фин.), Фостъ (Fastr), Стемиръ (Steinviðr)[7]. Чи малтан Вырӑс ҫӗрӗ термин асӑннӑ: «Енчен те Грек ҫӗрӗнчен инҫе мар пулсан, енчен те вырӑс киммипе ҫавӑн пек инкек пулсан, ӑна Вырӑс ҫӗрне ӑсатар, ҫав кимӗн япалисене сутчӑр, кимӗрен мӗн сутма пулать, ҫавӑн хакне эпир, русьсем, вӗсене парӑпӑр».
Тепӗр 944 ҫулхи вырӑссемпе Византи хушшинчи килӗшӗвӗнче «вырӑс йӑхӗнчи» элчӗсемпе сутӑҫсен ячӗсем хушшинче скандинав ячӗсемпе пӗрлех пӗркаса славян ячӗсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ыттисене шута илмесӗр, Вырӑс ҫӗрӗ термин асӑннӑ («аслӑ вырӑс кнеҫӗ Игорьтен, пӗтӗм кнеҫлӗхрен тата Вырӑс ҫӗрӗнчи пур ҫынсенчен янӑскерсем»), ҫавӑн пекех чи малтан Вырӑс ҫӗршывӗ тата вырӑс ҫыннисем тенӗ.
XI ӗмӗр варринчи Кейӳ митрополичӗн Иларионӑн савӑнӑҫлӑ пуплевӗн ҫырса илнӗ тексчӗ пулса тӑракан «Саккунпа ырлӑх ҫинчен калакан сӑмахра» тӗне кӗрсен христиан халӑхӗсен ҫемьине хутшӑннӑ Руҫӗн, Вырӑс ҫӗрӗн апологийӗ, ҫавӑн пекех Руҫе тӗне кӗртнӗ Владимир Святославич кнеҫе тата унӑн ывӑлне Ярослав Ӑслӑ кнеҫе мухтакан панегирик пур[8]. Ҫавӑн пекех вырӑс халӑхӗ термин асӑннӑ (чирк.-слав. «и до нашего ꙗзыка роускаго»)[9][10].
«Иртнӗ ҫулсен повеҫӗ» «Руҫ, Вырӑс ҫӗрӗ» термин чи малтан 852 ҫулта (Византи императорӗ Михаил III астула ларнӑ вӑхӑт) курӑннӑ тет, ҫав ҫул тӗлӗнче Руҫе вырӑс летописецӗсем валли уҫӑ пулнӑ Византи хроникинче асӑннӑ:
6360 (852) ҫулта, 15-мӗш индиктра, Михаил патша пулма пуҫласан, Вырӑс ҫӗрӗ ят илме тытӑннӑ. Эпир ҫакӑн пирки ҫак патша чухне Русь Царьград ҫине килнӗрен пӗлтӗмӗр, кун пирки грек летопиҫӗнче ҫапла ҫырнӑ[11].
Оригиналлӑ текст Шаблон:Ref-chuВ лѣто 6360, индикта 15, наченшю Михаилу цесарьствовати, нача ся прозывати Руская земля. О семъ бо увѣдахом, яко при сем цесари приходиша Русь на Цесарьград, якоже писашеть в лѣтописании грѣцком[11].
«Руҫ, Вырӑс ҫӗрӗ» термин пулса кайни пирки «Иртнӗ ҫулсен повеҫӗнче» вӑл 862 ҫулта кнеҫ пулма чӗннӗ варягсенчен килнӗ тесе каланӑ:
6370 [862] ҫулта… Тинӗс леш енне варягсем патне, русь патне кайрӗҫ. Ҫав варягсене русь тенӗ, ыттисене шведсем, теприсене — нормансемпе англсем, тата теприсене готсем тенӗ пекех — ҫаксене те ҫапла. Чудь, славянсем, кривичсем тата весь йӑхӗсем русьсене ҫапла каларӗҫ: «Пирӗн ҫӗр аслӑ та пуян, анчах унта йӗрке ҫук. Пирӗн ҫине кнеҫ пулма тата пирӗнпе хуҫаланма килӗр». Вара виҫӗ тӑван хӑйсен йӑхӗсемпе суйланса илчӗҫ те, пӗтӗм руҫе хӑйсемпе пӗрле илсе, чи малтан славянсем патне килчӗҫ. Ладога хулине лартрӗҫ. Чи асли, Рюрик, Ладогӑра, тепри — Синеус — Шурӑ кӳлӗ хӗрринче, виҫҫӗмӗшӗ, Трувор, — Изборскра вырнаҫрӗ. Ҫав варягсенчен вара Вырӑс ҫӗрӗ ят пуҫланса кайрӗ[11].
Оригиналлӑ текст Шаблон:Ref-chuВ лѣто 6370… Идоша за море к варягом, к руси. Сице бо звахуть ты варягы русь, яко се друзии зовутся свее, друзии же урмани, аньгляне, инѣи и готе, тако и си. Ркоша руси чюдь, словенѣ, кривичи и вся: „Земля наша велика и обилна, а наряда въ ней нѣтъ. Да поидете княжить и володѣть нами“. И изъбрашася трие брата с роды своими, и пояша по собѣ всю русь, и придоша къ словѣномъ пѣрвѣе. И срубиша город Ладогу. И сѣде старѣйший в Ладозѣ Рюрикъ, а другий, Синеусъ на Бѣлѣ озерѣ, а третѣй Труворъ въ Изборьсцѣ. И от тѣхъ варягъ прозвася Руская земля[11].
Лаврентий летопиҫне (1377) кӗрекен «Иртнӗ ҫулсен повеҫӗн» списокӗнче ҫав хыпартах «Вырӑс ҫӗрӗ» терминпа Новгорода кӗртсе анлӑ пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ:
Вӑтам Днепр тӑрӑхне «Руҫ, Вырӑс ҫӗрӗ» ята 882 ҫулта Кейӳ хулине тытса илнӗ хыҫҫӑн ҫурҫӗрен килнӗ варягсемпе Олег кнеҫӗн славянӗсем илсе килнӗ[13]:
Олег Кейӳре кнеҫ пулма ларнӑ та: «Ку хула вырӑс хулисен амӑшӗ пултӑр», — тенӗ. Унпа пӗрле славянсемпе варягсем тата русь ятне илнӗ ытти ҫынсем пулнӑ[11].
Оригиналлӑ текст Шаблон:Ref-chuИ сѣде Олегъ, княжа в Киевѣ, и рече Олегъ: «Се буди мати городом русскымъ». И бѣша у него словѣни и варязи и прочии, прозвашася русью[11].
Пурăнан халăх
Руçпе çыхăннă этнонимсем
Культура
Тĕне тытни
Ӑнлантарусем
- Комментарисем
- Çăлкуçсем
- ^ Бертинские анналы. Год 839. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.— Анналы Сен-Бертенского монастыря
- ^ Рыдзевская Е. А. О роли варягов в Древней Руси // Древняя Русь и Скандинавия в IX—XIV вв. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ. М., 1978
- ^ Лиутпранд Кремонский, Книга воздаяния («Антаподосис»), кн.5, XV. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи акан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ.
- ^ Ибн-Фадлан. «Записка» о путешествии на Волгу. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ Седов В. В. Древнерусская народность: историко-археологическое исследование. М.: Языки русской культуры, 1999.
- ^ Николаев С. Л. Семь ответов на варяжский вопрос. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ. // Повесть временных лет / Пер. с древнерус. Д. С. Лихачёва, О. В. Творогова. Комм. и статьи А. Г. Боброва, С. Л. Николаева, А. Ю. Чернова, А. М. Введенского, Л. В. Войтовича, С. В. Белецкого. — СПб. : Вита Нова, 2012. С. 411—418.
- ^ Melnikova E. A. (2003) The Cultural Assimilation of the Varangians in Eastern Europe from the Point of View of Language and Literacy in Runica — Germ. — Mediavalia (heiz./n.) Rga-e 37, pp. 454—465.
- ^ Розов Н. Н. Иларион, митрополит киевский // Словарь книжников и книжности Древней Руси : [в 4 вып.] / Рос. акад. наук, Ин-т рус. лит. (Пушкинский Дом); отв. ред. Д. С. Лихачёв [и др.]. Л. : Наука, 1987—2017. Вып. 1 : XI — первая половина XIV в. / ред. Д. М. Буланин, О. В. Творогов. 1987.
- ^ Турилов А. А., Э. П. Р. . — М.: Церковно-научный центр «Православная энциклопедия». — Т. XXII. — С. 122—126. — 752 с. — 39 000 экз. — ISBN 978-5-89572-040-0.
- ^ Слово о законе и благодати митрополита Илариона / Подготовка текста и комментарии А. М. Молдована, перевод диакона Андрея Юрченко // Библиотека литературы Древней Руси / РАН. ИРЛИ; Под ред. Д. С. Лихачёва, Л. А. Дмитриева, А. А. Алексеева, Н. В. Понырко. — СПб. : Наука, 1997. — Т. 1 : XI—XII века. 26—61.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Повесть временных лет (Подготовка текста, перевод и комментарии О. В. Творогова) // Библиотека литературы Древней Руси / РАН. ИРЛИ; Под ред. Д. С. Лихачёва, Л. А. Дмитриева, А. А. Алексеева, Н. В. Понырко. СПб. : Наука, 1997. Т. 1 : XI—XII века. (Ипатьевский список «Повести временных лет» на языке оригинала и с синхронным переводом). Электронная версия издания, публикация Института русской литературы (Пушкинский Дом) РАН.
- ^ Повесть временных лет (по Лаврентьевскому списку 1377 года) / Перевод с древнерусского Д. С. Лихачёва, О. В. Творогова. Комм. и статьи А. Г. Боброва, С. Л. Николаева, А. Ю. Чернова, А. М. Введенского, Л. В. Войтовича, С. В. Белецкого. — СПб. : Вита Нова, 2012—512 с.: 186 ил. — (Фамильная библиотека: Героический зал). — ISBN 978-5-93898-386-1
- ^ Петрухин, 2014.