Рутени йуçĕксемпе патша эрехĕнче ( HCl тата HNO3 хутăшĕ) ирĕлмест. Çав вăхăтрах хлорпа 400 °C ытларах чухне çыхăнать (RuCl3 пулать) тата сĕлтĕсемпенитратсемпе пĕрле ирĕлтесен рутенатсем пулаççĕ (сăмахран Na2RuO4).
Рутени темиçе валентлă çыхăнусем тума пултарать:
8 RuO4; RuO4 · PCl3
7 M[RuO4]
6 M2[RuO4]; M2[RuF8]; RuF6
5 M[RuF6]; RuF5
4 RuCl4; RuO2; M2[RuCl6]
3 RuCl3; М3[RuCl6]
2 M2[RuCl4]; M4[Ru(CN)6]
1 Ru(CO)nBr
0 Ru(CO)n
Рутени çыхăнăвĕсем хушшинче анлă спектр нитрозоçыхăнăвĕсем пурри паллă ( RuNO). Çак комплекс çыхăнăвĕсем, (сăмахран [RuNO(NO2)2(NH3)2OH]) тата нитрозонитрокомплексĕсем (ятарлă [RuNO(NO2)4OH]2-) тĕреклĕхпе тата кинетика инертлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ.
Аэрокосмос техникинче пысăк температурăна чăтакан конструкци материалĕсем тума кирлĕ. 500 °C таран молибденпавольфрамăн чи лайăх шарăнчăкĕсенчен иртереççĕ.
Юлашки çулсенче электричество суперконденсаторĕсем тумалли материалсем хушшинче рутени оксичне тĕпчеççĕ (700 Фарад/грамм нумарах)[2].