1860 çулта Германинчи Дюрхеймри минерал çăлĕнчен Р.В.Бунзенпа Густав Роберт Кирхгоф нимĕç химикĕсем спектраллă тĕпчев меслечĕпе тупăçланă. 1882 çулта швед химикĕ К. Сеттерберг CsCNпа Ba хутăшне ирĕлтерсе электролиз мелĕпе цези металне кăларнă.
Цезин тĕп тăпри поллуцит, унсăр пуçне цезипе рубиди кăларма Авогадрит, Лепидолит, Биотит, Амазонит, Петалит, Берилл, Циннвальдит, Лейцит усă кураççĕ. Авогидритсăр (кали борфторичĕ) пуçне вĕсем пурте алюмосиликатсем.
Цезин арканман пĕртен-пĕр 133-мĕш изотоп пур. Ытти изотопĕсем арканма пултараççĕ. Вĕсенчен чи палисем - 134 па 137-мĕшсем, вĕсем атом бомби сирпĕтсен тата атомла реактор ĕçленĕ чухне нумай пулаççĕ.
Чн нумай пурăнакан изотпĕ - 135 (T1/2 - 3 миллион çул.
Цези металĕ шурă-ылтăн тĕслĕ, ылтăн евĕрлĕрех, анчах çутăрах. Çăмăл ирĕлсе кĕмĕл тĕслĕ питĕ чĕрĕ шĕвек пулать.
Цези металĕ чи химилле хастар метал шутланать. Сывлăпа сирпĕнсе хутшăнать (шыв пăси пурри реакцин хăвăртлăхне ӳстерет). Шывпа, пăрпа (−120 °C пулсан та),ансат спиртсемпе, галогенорганикăпа, йывăр металсен галегоничĕсемпе, йӳçĕксемпе, типĕ пăрпа (реакци вăйлă арканса иртет) хутшăнать.
Цезин пĕтĕм тăварĕсем (нитрат, хлорид, бромид, фторид, йодид, хромат, манганат, перхлорат, хлорат, азид, цианид, карбонат тата ытти те) шывра лайăх ирĕлĕççĕ. Перхлорат, сурьмянойодид сахал ирĕлнине кура ăна цези тастама тата туса кăларма усă кураççĕ. Питĕ хастар пулсан та азотпа çыхăнмасть (вăйлă хăртсен те). Азидпа нитридне тума тӳрремĕн мар майсемпе усă кураççĕ.
Цези гидооксичĕ шывра ирĕлтесен питĕ вăйлă сĕлте пулать тата электричество питĕ лайăх иртерет. Çăра CsOH растворĕ пӳлĕм ашшинчех кантăка ирĕлтерет. Ăшăпа ирĕлтернĕ CsOH тимĕр, кобальт, никĕль, платина, корундпа ZrO2 пăсать тата кĕмĕлпеылтăна вăраххăн çĕмĕрет (кислород пулсан птĕ хăвăрт). Родипе ун хăшпĕр хутăшĕсем кăна ирĕлтернĕ CsOH тĕреклĕ.
Цезин электрон тухас ĕç чи пĕчĕк пулнă май фотоэлементсенче усă кураççĕ. Унта сурьма, кальци, бари, алюмини е кĕмĕлпе тунă хутăшĕсем каяççĕ. Цезиллĕ фотоэлементсем аякри ультрафиолетран пуçласа аякри инфракрасный диапазончен ĕçлеççĕ.
CsI монокристаллĕсенчен сцинтиляци детекторĕсем туса вĕсене ионизацилекен пайăркасене виçме атом техникинче, геологинче, медицинăра, космос тĕпчевĕсенче усă кураççĕ.
Рутени-цези-кăмрăк катализаторĕпе цези-рубиди катализаторĕсем анлă усă кураççĕ. Вĕсене аммиак, кӳкĕрт йӳçĕкĕ, бутил спирчĕ, кăткă йӳçĕкĕ тата ытти реакцисенче усă кураççĕ.
Радиохастар цезий-137 (Т 1/2 30 çул) изотоп гамма-дефетоскопинче, виçекен техникăра, курăнман материалсен шайне виçме; медицина хатĕрĕсене, эмелсене, апат-çимĕçе стерилизацилеме, рак чирне сыватма усă кураççĕ.
Цези-137 тата изотопла ăшă çăлкуçĕсем тума пулăшать (хăвачĕ 1,27 Вт/см³).
Цези-133 атом сехечĕ тунă çĕрте кирлĕ.
Цези гафни, тантал, берилли, рени, платиноидсемпе, кадми, теллурпа пĕрле питĕ сахал управлă элементсен шутне кĕрет. Тĕнчери управĕ 180 пин тонна яхăн (цези оксидне шутласан), питĕ сапаланнă. Çавăнпа хакĕ питĕ пысăк. Çулталăка 9 тонна патне кăлараççĕ, промăçлăх вали 85 тонна кирлĕ. Кирлĕлĕхĕ кашни çул ӳсет.
Канадăри Берник-Лейкра (кăнтăр-хĕвелтухăç Минатоба) тĕнчери цезин 70% вырнаçнă. НамибипеЗимбабвере те поллуцит кăлараççĕ. Раççейра мăн управсем Кола çурутравĕнче, Хевелтухăç Саянра тата Байкал леш енче пур.
Промăçлăх валли питĕ таса (99,9—99,999 %) цези кирлĕ. Ăна хатĕрлеме сахал пайсем илсе цези азидне вакуумра салатаççĕ (сирпĕнес хăрушлăх пур).
Химилле питĕ хастар пулнипе ятарлă кантăкран хатĕрленĕ савăтсенче аргон е водород ăшĕнче упраççĕ (ахаль лаборатори кантăкне пăсать).
Вредные химические вещества. Радиоактивные вещества: Справ. изд. /. Под. ред. В.А.Филова и др. Л.:Химия, 1990. 464 с
Популярная библиотека химических элементов. Книги 1 и 2, М.: Наука, , 1977.- 588 и 520с.
Перельман. Ф. М. Рубидий и цезий. М., Изд-во АН УССР, 1960. 140 стр. с илл.
Кульварская Б. С., Соболева Н. А., Татаринова Н. В. Композиционные соединения щелочных металлов — новые эффективные источники ионов и электронов. Изв. АН СССР. Сер. физич.; 1988. Т.52. № 8. С.1509-1512.
Плющев В. Е., Степин Б. Д. Химия и технология соединений лития, рубидия и цезия.- М.-Л.: Химия, 1970.- 407 с
Солодов Н. А., Рубидий и цезий, М., 1971;
Плющев В. Е., Степин Б. Д., Аналитическая химия рубидия и цезия, М., 1975
Коган Б. И., Названова В. А., Солодов Н. А., Рубидий и цезий, М., 1971;
Моисеев А. А., Рамзаев П. В., Цезий-137 в биосфере, М., 1975;
Mattsson S., Radionuclides in lichen, reindeer and man, Lund, 1972.