2007-мĕш çулта 99 % тасалăхнă гафнин хакĕ вăтамран $780 килограмшăн пулнă /[2]
Тĕнчери гафни ресурсĕсем, гафни двуокиçĕпе шутласан, 1 миллион тоннăран кăшт пысăкрах.
Çĕршывсем хушинче çакăн патнерех:
Гафни чĕртаварĕн ытларах пайĕ тинĕс хĕрринче сапаланнă цирконпа çыхăннă.
РаççейпеСНГра, никама пăхăнман специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, питĕ пысăк. Çак енĕпе аталансан тĕнче лиерне тухма та май пур. Украинăра та гафни ресурсĕсем пысăк.Нумайрах чухне гафни лопаритпа, цирконпа, бадделеитпа тата сайраçĕрметалĕллĕ гранитсемпе çыхăннă.
Гафни ăшă нейтронсене питĕ лайăх çăтать (ядерла эфективла касни 10² барн яхăн), çав вăхăтрах ун хими аналогĕн, циркони, çак кăтарту 100 яхăн сахалрах (0.2 барн). Çавăнпа ядерла реактăрсен ТВЭЛĕсен валли усă куракан цирконие гафнинчен çине тăрса тасатмалла. Çутçанталăкра сахал сарăлнă изотопĕ 174Hf альфа-арканупа пайланать. Çурма аркану тапхăрĕ 2·1015çул.
HfBr2 — сывлăшра хăйне хăй çункакан хытă, хура тĕслĕ япала. 400 °C гафнипе гафни тетрабромичĕ çине пайланать.
Hf(HPO4)2 — кӳкĕрт йӳçĕкĕпе фтороводород йӳçĕкĕнче ирĕлекен шурă порошок. Гафни тăварĕсене ортофосфор йӳçĕкĕпе хутшăнтарса тăваççĕ.
Виçĕ валентлă гафни çыханавĕсем
HfBr3 — хура кăвак хытă япала. 400 °C гафни дибромичĕпе тетрабромичĕ çине пайланать. Гафни тетрабромидне водородпа е алюминипе хĕртсе тăваççĕ..
Тватă валентлă гафни çыханавĕсем
HfO2 — тĕссĕр моноклинла кристалсем (тачăлăхĕ — 9,98 г/см³)е тĕссĕр тетрагоналлă кристалсем(тачăлăхĕ — 10,47 г/см³). Юлашки tир 2900 °C ирĕлĕт, шывра сахал ирĕлет, диамагнитлă, ZrO2 сĕлтĕрех, тата Катализ пахалăхĕсем кăтартаççĕ. Гафни металне кислородра хĕртсе, е гафнин дисульфатне е диоксалатне хĕртсе тăваççĕ.
Hf(OH)4 — сĕлтĕсемпе е водород перекиçĕпе ирĕлесе пероксигафниата куçакан шурă тусан.
HfF4 — тçссĕр кристалсем. tир 1025 °C, тачăлăхĕ — 7,13 г/см³. Шывра ирĕлет. 300 °C азот юхăмĕнче çак çыхăнăва (NH4)2[HfF6] хĕртсе тăваççĕ.
HfCl4 — 317 °C сублимацилекен шурă тусан. tир 432 °C. Гафни металĕ, гафни карбичĕ е гафни окиçĕпе кăмрăк шутăшне хлорпа çыхăнтарса тăваççĕ.
HfBr4 — бесцветные кристаллы. Сублимируются при 322 °C. tпл 420 °C. 500 °C хĕртнĕ гафнине кăмрăк хутăшне бром пăсĕпе çыхăнтарса тăваççĕ.
HfI4 — сарă кристалсем. 427 °C сублимациленет тата 1400 °C диссоциленет. 300 °C йодпа гафние пĕрлештерсе тăваççĕ.