Цинк

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Цинк / Zincum (Zn)
Атом номерĕ 30
Ансат япалалăхăн курăмĕ Цинк татăкĕсем
шурă-кăвак тĕслĕ метал
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
65,39 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 138 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
905,8(9,39) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Ar] 3d10 4s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 125 пм
Ион радиусĕ (+2e) 74 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,65
Электрод потенциалĕ -0,763
Оксидлав капашĕсем 2
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 7,133 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 25,4[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 116 Вт/(м·K)
Шăрану температури 692,73 K
Шăраннин пайлавла ăшши 7,28 кДж/моль
Вĕрев температури 1180 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 114,8 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 9,2 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ гексагоналлă
Решетке периочĕ a=2,665 c=4,947 Å
c/a танлашăнни 1,856
Дебай температури 234 K


Zn 30
65,39
[Ar]3d104s2
Цинк

Физика уйрăмлăхĕсем

Тап-таса тĕсĕнче — тăсăлăвлă кĕмĕл-шурă металл. Пӳлĕмри температурă чух мăртăк, хуçнă чух кристаллитсем сĕрĕннипе çăтăртатать. 100—150 °C цинк тăсăлăвлă. Хутăшăвĕсем цинка хытă патраклантараççĕ.

Изотопĕсем


Хими пахалăхĕсем

Кăтартуллă амфотерлă металл. Çирĕплетнĕ тĕслĕхлĕ электрод потенциалĕ −0,76 В, стандартлă потенциалсен ĕретĕнче тимĕртен маларах вырнаçнă.

Сывлăшра цинк хăйĕн оксичĕн (ZnO) çинçе витĕмĕпе пĕркенет. Питĕ вĕрентерсен çунса каять, шурă амфотерлă оксид ZnO çеç юлать:

2Zn + O2 = 2ZnO.

Цинк оксичĕ кислота шĕвекĕсемпе хутшăнать:

ZnO + 2HNO3 = Zn(NO3)2 + H2O

Çаплах сĕлтĕсемпе те:

ZnO + 2NaOH = Na2ZnO2 + Н2О,

Яланхиллĕ таса цинк хастар кислотасен шĕвекĕсемпе хутшăнать:

Zn + 2HCl = ZnCl2 + H2↑,

Zn + H2SO4 = ZnSO4 + H2

Тата сĕлтĕ шĕвекĕсемпе:

Zn + 2NaOH + 2H2O = Na2[Zn(OH)4] + H2↑,

Гидроксоцинкатсене тăвать. Кислотасемпе сĕлтĕсен шĕвекĕсемпе çав тери таса цинк хутшăнмасть. пăхăрăн сульфачĕн CuSO4 шĕвекĕн темиçе тумламне ярсан тин хутшăнăва кĕрсе каять.

Вĕрилентерсен цинк фосфидсене куçать Zn3P2 и ZnP2. Серăпа тата унăн аналогĕсемпе — селенпа тата теллурпа — тĕрлĕ халькогенидсем, ZnS, ZnSe, ZnSe2 и ZnTe тăвать.

борпа цинк тӳррĕнех хăй хутшăнмасть. Нитрида Zn3N2 цинка аммиакпа хутăштарса 550—600 °C вĕри чухне çитереççĕ.

Шыв шĕвекĕсенче цинк ионĕсем Zn2+ аквакомплекссем туса хураççĕ [Zn(H2O)4]2+ тата [Zn(H2O)6]2+.

Асăрхатарусем

  1. ^ Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.). . — Большая Российская энциклопедия, 1999. — Т. 5. — С. 378.

Каçăсем