Вăхăтлăх ячĕ (Унунпенти) латинла пĕррĕ-пĕрре-пиллĕкмĕш тенине пĕлтерсе. Дубна тĕпчевçисем элемента франци физикне П. Ланжевена асăнса ланжевени Ln ят сĕнеççĕ, анчах 2016 çулта Москови ят панă [1].
.
2004-мĕш çулта 2003-мĕш çулта ирттернĕ 115-мĕш элемента тупнă эксперимент материалĕсене пичетленĕ
[2][3].
Тĕпчевсене Дубнăри ОИЯИпе Ливермор наци лабораторийĕ пĕрле иртернĕ. Эксперимент вăхăтĕнче америци тĕшĕсене кальци ионĕсемпе пенĕ, вара 115 элементăн изотопĕсене синтезленĕ: 3 288Uup тĕшĕ тата пĕр 287Uup тĕше. Çак 4 атом α-аркану хыççăн 113 элементăн изотопĕсем пулса тăна (284Uut тата 283Uut). Ку изотопсем малаллахи α-аркану хыççăн 111 элементăн изотопĕсем пулнă. Малалла 105 (дубни) элементăн спонталла пайланакан изотопсем таранах арканнă.
2004—2005-мĕш çулсенче ОИЯИ (Ливермор наци лабораторипе коллавборацинче) 288115 → 284113 → 280111 → 276109 → 272107 → 268105 аркану вăчăрин юлашки элементне, нумай вăхăт пурăнакан 268Db (28 сехете яхăн), химилле идентификациленĕ. Экспериментра тата 20 яхăн пулăм тĕпченĕ, 113 тата 115-мĕш элементсене уçннине çирĕплетнĕ.[4].
Иосковий изотопĕсене çак реакцисемпе синтезленĕ:[3]: