1886-мĕш çулта француи химикĕ Э. А. Демарсе сайра çĕр элеменчĕсен хутăшăнчен уйăрнă. Спектр анализĕпе тепĕр 15 çултан çеç уйрăм элемент пулнине çирĕплетнĕ.
Сайра çĕр элеменчĕсем хушшинче европи чи химилле хастарри. Сывлшра хăверт çунать [4]). Шывапа кальци евĕр реакцине кĕрет. Металла минераллă çу е парафин айĕнче упраççĕ. Сывлăшра 150 °C-ран 180 °C-таран хыпса кайса европи (III) оксичĕ пулать.:
4 Eu + 3 O2 → 2 Eu2O3
Сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнса европи гидрооксичĕ пулать:
2 Eu (s) + 6 H2O (l) → 2 Eu(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)
Европи пĕтĕм галогенсемпе реакцине кĕрет:
2 Eu (s) + 3 F2 (g) → 2 EuF3 (s) [шурă]
2 Eu (s) + 3 Cl2 (g) → 2 EuCl3 (s) [сарă]
2 Eu (s) + 3 Br2 (g) → 2 EuBr3 (s) [сăрă]
2 Eu (s) + 3 I2 (g) → 2 EuI3 (s)
Европи кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнсан çутă шупка тĕслĕ Eu(III) ионĕсем пулаççĕ, вĕсем [Eu(OH2)9]3+ комплекс евĕр тĕл пулаççĕ:[5]
2 Eu (s) + 3 H2SO4 (aq) → 2 Eu3+ (aq) + 3 Шаблон:Chem (aq) + 3 H2 (g)
Атом реакторĕсенче европи (европи оксичĕ, гексаборичĕ, борачĕ) нейтронсене çăтма усă кураççĕ. Окиçĕ майĕпен "çунса каять", борчĕнчен 1,5 хут сахалтарах вăхăт усă курма май пур. Анчах оксичĕ нейтронсен хăватлă юхăмĕнче газ кăларманпа пĕрех тата калăпăшне ӳстермест (сăмахран, БН-600 реакторта). Европин çутçанталăкри хутăшĕн нейтронсене çăтас лаптăкĕ 4500 барн, европи-151 изотопĕн 9200 барн таран.
Европи ионĕсем 0,61 мк тăршĕллĕ (сарă-хĕрлĕ) лазер шевлисене тума усă кураççĕ. Çавăнпа европи оксидне хытă тата сахалрах паллă шĕвек лазерсем тума усă кураççĕ.
Термоэлектрогенератор валли усă куракан самари монооксичĕ çине тата алиаз евĕрлĕ питĕ хытă кăмрăк нитричĕ синтезлама европи кăштах хушаççĕ.
Европи силицидне интеграллă микросхемăсем тунă çĕрте усă кураççĕ.
Çӳхе пленка евĕр Европи монооксичĕ тата европи монооксичĕпе самари монооксичĕн хутăшĕ магнитла полупроводнисем пек усă кураççĕ.